Сывӑ пул, сивӗ Хӗл! Килех, ырӑ ҫуркунне

Сывӑ пул, сивӗ Хӗл! Килех, ырӑ ҫуркунне

Акӑ, сивӗ, вӑрӑм хӗл те вӗҫленсе пырать. Авалтанах ҫанталӑк ҫур енне сулӑнсан Ҫӑварни эрнине паллӑ тунӑ. Иртнӗ эрне шӑпах ҫуллӑ икерчӗпе сӑйланмалли тапхӑр пулчӗ. Ҫак савӑнӑҫлӑ вӑхӑта Каҫал енре пурӑнакансем те юратаҫҫӗ.

Асатте-асаннесен йӑлисене хисеплесе, ҫулран-ҫул пыракан ырӑ пулӑма малалла тӑсса вӗсем кӑҫал та, февралӗн 25-мӗшӗнче, сивӗ, хаяр хӗл кунӗсене ӑсатма, хӗвеллӗ те ӑшӑ ҫуркуннене кӗтсе илме Комсомольскинчи культура ҫуртне пуҫтарӑнчӗҫ. Урамра халӑха хаваслӑ юрӑ-кӗвӗпе, ҫуллӑ та тутлӑ икерчӗсемпе кӗтсе илчӗҫ. Техӗмлӗ шашлӑк сутакансем, ытти апат-ҫимӗҫ сӗнекенсем  те кунтах вырнаҫнӑ. Пуҫӗсене ҫӳҫеллӗ тутӑр ҫыхнӑ, тӗрӗллӗ илемлӗ кӗпе тӑхӑннӑ хӗрсемпе хӗрарӑмсем, маттур каччӑсем  уява сӑн кӗртекенсем  пулчӗҫ.   Фойере вара культура ӗҫченӗсем ачасемпе тӗрлӗ вӑйӑ йӗркелерӗҫ.

Уяв программине Тукай территори уйрӑмӗнчи художество пултарулӑх коллективӗ уҫрӗ. Вӗсем шӑрантарнӑ Ҫӑварни юррисем пурин кӑмӑлне те ҫӗклерӗҫ, савӑк туйӑм парнелерӗҫ. Праҫник ячӗпе тата вырӑс хӗлне ӑсатнипе куракансене Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов саламласа ырлӑх-сывлӑх сунчӗ. Малалла территориллӗ уйрӑмсенчен килнӗ артистсем, уйрӑм юрӑҫсемпе дуэтсем сцена ҫине пӗрин хыҫҫӑн тепри тухса хаваслӑ юрӑсем парнелерӗҫ. Ача-пӑча искусствисен шкулӗнчи «Островок» хореографи ушкӑнӗнчи маттур хӗрсем вара хитре ташӑсемпе савӑнтарчӗҫ.  Юлашкинчен куракансен уяв программине ертсе пынӑ культура ӗҫченӗ Марина Волкова уҫӑ, шыв юххи пек шӑнкӑртатакан сассипе юрланипе киленме май пулчӗ.

Ҫӑварни уявне округ центрӗнче ҫеҫ мар, кашни ялта тенӗ пекех йӗркеленӗ. Пуҫтарӑннӑ халӑх вырӑнти артистсем янраттарнӑ юрӑ-кӗвве итлесе савӑннӑ, тӗрлӗ вӑйӑра вӑй виҫнӗ, спорт ӑмӑртӑвӗсенче тупӑшнӑ.

Л.ШУРЯШКИНА. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *