Йӗлтӗрпе ӑмӑртма йыхравлатпӑр

Мартӑн  11-мӗшӗнче, шӑматкун, хӗллехи спорт сезонӗ  хупӑннӑ ятпа, «Каҫал ен» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗрҫӗсен йӑлана кӗнӗ ӑмӑртӑвӗ иртет. Вӑл Комсомольскинчи вӑрман хӗрринче  11 сехетре пуҫланать. Кӑмӑл тӑвакансем унта пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулсен тата вӑтам шкулсен командисенче 3 хӗрача,   3 арҫын  ача пулмалла.  Предприятисемпе  организацисен,  территори уйрӑмӗсен, Комсомольски округ администрацийӗсен командисенче  2  арҫынпа 2 хӗрарӑм старта тухӗҫ. Арҫынсемпе каччӑсем  2-шер, хӗрсемпе хӗрарӑмсем пӗрер километрлӑ дистанцие чупӗҫ. Заявкӑсене (вӗсене команда ертӳҫи, врач  алӑ пусса ҫирӗплетмелле) ӑмӑртӑва килсе ҫитсен памалла.

Пурне те йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑма йыхравлатпӑр. 

ЙӖРКЕЛӲ КОМИТЕЧӖ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *