Суббота, 14 февраля

Публикации

Хӗрарӑмсен союзӗ парти проекчӗсене ырлать

Чӑваш республикинчи Хӗрарӑмсен союзӗн правленийӗн ларӑвӗнче  «Женское движение Единой России» парти проекчӗн пуҫарӑвӗсене пурнӑҫа кӗртес енӗпе вӑйсене пӗрлештерес ыйту ҫине уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ.  Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗн председателӗ Наталья Николаева регионӑн обществӑпа политика пурнӑҫне хутшӑнакан хӗрарӑмсен йышӗ ӳссе пынине палӑртнӑ. «Эпир халӑха кирлӗ пуҫарусемшӗн. Пирӗн проектсем «Единая Россия» парти  программисемпе килӗшсе тӑраҫҫӗ», — тенӗ вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче. Парти проекчӗн обществӑлла совет председателӗ Наталия Протасова «Женское движение» тата «Новая жизнь» проектсем  профориентацие анлӑлатас енӗпе ӗҫленине, вӗсен тӗллевӗ «Профессионалитет» программӑна анлӑлатасси, унта шкул ҫулне ҫитичченхи ачасене те явӑҫтарасси пулса тӑнине ҫирӗплетнӗ. Чӑваш
Олег Николаев, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:

Олег Николаев, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:

 «Патшалӑх управленийӗн Пӗтӗм тӗнчери пӗрремӗш конгресне спикер пулса хутшӑнни, ҫакӑн пек пысӑк шайра Чӑваш Ен опычӗпе паллаштарни, маншӑн пысӑк чыс. Эпӗ ытти регионсенчи коллегӑсене «цифра» пире республика пурнӑҫне лайӑхлатма мӗнле пулӑшни пирки каласа патӑм. Чи  пӗлтерӗшли — уйрӑм программӑсене ӗҫе кӗртсе региона ертсе пырассин пуриншӗн те ӑнланмалла тата пӗрлештерсе тӑракан система тӑватпӑр. ИТ сферинчи ҫак пӗтӗм пысӑк ӗҫӗн пӗр тӗллев — патшалӑх машини республикӑри кашни пурӑнаканӑн интересӗсемшӗн  хӑвӑртрах та тухӑҫлӑрах ӗҫлетӗр».
Паттӑрсем – пирӗн асра

Паттӑрсем – пирӗн асра

Николай Валерьевич Кулик Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илнӗ. Парта хушшинче ларнӑ чухнех истори, гуманитари наукисене юратнӑ, спортпа туслӑ пулнӑ, шкулти обществӑлла ӗҫсене хастар хутшӑннӑ. Вӗрентекенсен асӗнче вӑл пултаруллӑ вӗренекен пек юлнӑ. Раҫҫей ҫарӗнче службӑра пулнӑ. Ҫӗршыв умне хӑрушлӑх тухса тӑрсан вӑл каллех ҫар тумӗ тӑхӑннӑ. Хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн Жуков тата Суворов медалӗсене тивӗҫнӗ. 2025 ҫулхи июлӗн 16-мӗшӗнче ҫар заданине пурнӑҫланӑ чухне паттӑррӑн пуҫ хунӑ. Ҫак кунсенче Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче Николай Кулик  ячӗпе Паттӑр партине уҫнӑ. Унта округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин,  округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ  — вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Е.Н.Соколова, Комсомольски тата Елчӗк районӗсен ҫар комиссарӗ А.Ф.Афанасьев, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ С.Г.
«Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ — 2026»

«Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ — 2026»

«Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ — 2026» февралӗн 14-мӗшӗнче иртет. Кӑҫалхипе вӑл 44-мӗш хут пулать. Хӗллехи  спорт уявне пирӗн муниципаллӑ округра та  йӗркелӗҫ. Ӑмӑртусене округри мӗнпур территори пайӗсенче ирттереҫҫӗ. Тӗп старт — Комсомольски салинчи вӑрман хӗрринчи йӗлтӗр трасси ҫинче.  Йӗлтӗрҫӗсене 8.30 — 9.30 сехетре регистрацилеҫҫӗ, ӑмӑрту 10 сехетре пуҫланать. Чи малтан старта шкул ҫулне ҫитменнисем тӑраҫҫӗ. Унтан VIP-чупу. Медицина енчен чару ҫуккисем, ӳсӗмне кура, тӗрлӗ ушкӑнсенче тупӑшма пултараҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене пур ушкӑнра та «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ — 2026» символикӑллӑ медальсемпе, дипломсемпе тата парнесемпе чыслӗҫ. Йӗлтӗр йӗрӗ пурне те кӗтет, сывӑ пурнӑҫ йӗркипе пурӑнар, ӑмӑртусене хастар хутшӑнар!
Аталану ҫулӗпе — ӗҫченсемпе пӗрле

Аталану ҫулӗпе — ӗҫченсемпе пӗрле

Иртнӗ эрнере райпо ӗҫченӗсем 2025 ҫулхи ӗҫе пӗтӗмлетсе, малашнехи ҫул-йӗре палӑртрӗҫ. Райпо канашӗн председателӗ Светлана Грачева  пӗлтӗр пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе тӗплӗн паллаштарчӗ. «2025 ҫула райпо системинче тӑрӑшакан кашни предприяти ҫулталӑка тухӑҫлӑ вӗҫленӗ. Паянхи куна райпо 60 суту-илӳ магазинне пӗрлештерсе тӑрать. Суту-илӳ точкисен пысӑк конкуренципе ӗҫлеме тивет.  Округра тата ытти магазинсем питӗ нумай.  Ҫавна май ялта пурӑнакансене тӗрлӗ таварсемпе тата пулӑшусемпе тивӗҫтерес тесе тӑрӑшсах ӗҫлемелле. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, район центрӗнче «Хлебушко» тата «Точка вкуса» павильонсем уҫрӑмӑр. Ҫакна туянакансем хапӑлласах йышӑнчӗҫ.  Паянхи кун кунта тавар ассортименчӗ пуян, ял ҫыннисем кӑмӑллӑ. Ҫакӑ — чи пахи. ,ҫченсем тӑрӑшуллӑ та маттур пулнине  ӳсӗмсем
Халӑх сывлӑхӗ – тӗп вырӑнта

Халӑх сывлӑхӗ – тӗп вырӑнта

Комсомольски район больницинче иртнӗ пухура  округра сывлӑха сыхлас ӗҫ 2025 ҫулта мӗнле пулса пыни пирки калаҫнӑ. Кӑҫалхи тӗллевсене те палӑртса хӑварнӑ. Пуху ӗҫне  Чӑваш Республикин  сывлӑха сыхлас ӗҫ министерствин пай  начальникӗ Е.А.Салмин, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин хутшӑннӑ. Республикӑра, округра халӑх сывлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса парас енӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. И.И.Ефремова тӗп врач отчет туса панӑ. Комсомольски округӗнче кӑҫалхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне 19966 ҫын пурӑннӑ. Вӗсенчен 16217-шӗ — ҫитӗннисем тата 3749-шӗ — ачасем. Иртнӗ ҫул 104 ача кун ҫутине килнӗ, 243 ҫын пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вилекенсен йышӗ виҫӗмҫулхинчен чакнӑ пулин те, вӗсен шучӗ ҫураласлӑхран  пысӑкрах. Ҫут тӗнчерен уйрӑлнисенчен 93-шӗ   юн ҫа
Хутшӑнусемпе ҫывӑхлатма пулӑшатех

Хутшӑнусемпе ҫывӑхлатма пулӑшатех

Февралӗн 5-мӗшӗнче Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫуртӗнче «Чувашская республика — пространство развития» ашшӗ-амӑшӗн республикӑри форумӗ иртнӗ. Унта пирӗн округри шкулсенчи вӗрентекенсемпе аслӑ классенче вӗренекенсем, ашшӗсемпе амӑшӗсем  йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Калаҫу тӗпрен илсен ҫемьепе шкул хушшинчи ҫыхӑну, ачасен пуласлӑхӗ, вӗсене пурнӑҫра тӗрӗс те кирлӗ утӑм тума пулӑшасси тавра пулнӑ. Форума И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн, Шупашкарти педагогика, Канашри  медицина колледжӗсен  вӗренекенӗсемпе преподавателӗсем хутшӑннӑ, вӗсем ачасене шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн малалла пӗлӳ илме май пур ҫул-йӗрсемпе паллаштарнӑ. Форума килнисем малтанах вӗренӳ заведенийӗсен, округри Нестеровсен, Плеткинсен, Зариповсен, Евграфовсен ҫемйисен творчество выставкисемпе паллашнӑ. Округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськи
Ӑшӑ туйӑм ҫуратӗҫ

Ӑшӑ туйӑм ҫуратӗҫ

Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа Чӗчкен  территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем аякри ентешӗсене пулӑшас тӗллевпе чылай ӗҫ тунӑ. Аслӑ Чурачӑкри культура ҫуртӗнче, вӑтам шкулта, Чӗчкенти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, окоп ҫуртисем хатӗрлеҫҫӗ, ял-йыш укҫа-тенкӗ пуҫтарать. В.В.Шипатов тунӑ тимӗр кӑмака та салтаксене  вырӑнлӑ пулӗ. Ҫак кунсенче вӗсем черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ хатӗрлесе ӑсатрӗҫ. Аслӑ Чурачӑк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Людмила Герасимова та инҫетри ентешӗсене пулӑшас пархатарлӑ ӗҫе хапӑлласах хутшӑнать. Нумаях пулмасть вӑл салтаксем валли 10 мӑшӑр ӑшӑ чӑлха ҫыхса хатӗрленӗ. Вӗсем ҫумне пӗрер плитка шӑккалат хурса  ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене ярса пама илсе килчӗ. Пирӗншӗн, мирлӗ вырӑнта пурӑнакансемшӗн, ку пысӑк пулӑшу та пек ту
Пӗрле тӑрӑшсан ҫеҫ ял сӑн-сӑпачӗ лайӑхланӗ

Пӗрле тӑрӑшсан ҫеҫ ял сӑн-сӑпачӗ лайӑхланӗ

Февралӗн 6-мӗшӗнчен округри территори уйрӑмӗсенчи ялсенче халӑх пухӑвӗсем пуҫланчӗҫ. Чи малтан вӑл Асанкасси территори уйрӑмӗнче иртрӗ. Ҫав пухусенче ялсенче пурӑнакансем пӗрле пуҫтарӑнса иртнӗ ҫулхи ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсене пӑхса тухаҫҫӗ, кӑҫал пурнӑҫламалли ӗҫсене палӑртаҫҫӗ, пӑшӑрхантаракан ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ... Асанкассинчи пухӑва территори уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Н.Н.Карпов уҫрӗ. Малтанах вӑл ялпа тата унӑн инфраструктурипе ҫыхӑннӑ цифрӑсемпе паллаштарчӗ. Ку территори уйрӑмӗ пӗр ялтан анчах тӑрать. Унта 427 хуҫалӑх шутланать. Ҫапла, шутланса тӑрать ҫеҫ. 85-ӗшӗнче никам та пурӑнмасть. Ҫамрӑксем хушшинче яла юлакансем сахал. Ку пӗр Асанкасси ялӗнче ҫеҫ мар, округри, республикӑри чылай вырӑнта сисӗнет. Асанкасси ялӗнче 852 ҫын шутланса тӑрать. Ку пысӑк йыш темелле. Ше
Вӗсен хайлавӗсем ӗмӗрех упранӗҫ

Вӗсен хайлавӗсем ӗмӗрех упранӗҫ

«Каҫал ен» хаҫатӑн юбилейӗ пулнӑ май редакцире нумай ҫул ӗҫленӗ, анчах та пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ пултаруллӑ  журналистсем ҫинче чарӑнса тӑни вырӑнлӑ пулӗ. Вӗсенчен хӑшӗсемпе пӗрле ӗҫленӗ, теприсем маншӑн тӗслӗх пулса тӑнӑ. Хамран 20 ҫултан аслӑрахскерсенчен нумай вӗренсе пынӑ. Эпӗ редакцире ӗҫлеме пуҫланӑ вӑхӑтра Валерий Ананьевич Чубаев хаҫатӑн яваплӑ секретарӗнче тӑрӑшатчӗ. Ятарласа филологи пӗлӗвӗ илмен пулсан та, эпӗ ҫырнӑ хайлавсенче  чӗлхе шӑйрӑкӗсем асӑрхатчӗ те, лӑпкӑн сӗнӳсем паратчӗ. Унӑн хаҫата калӑпланӑ май ялсене тухса кайма вӑхӑт сахалрахчӗ, ҫапах та командировкӑна кайсан пысӑк калӑпӑшлӑ материалсем илсе килетчӗ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн истори уйрӑмне  пӗтернӗскер таврапӗлӳҫӗсемпе пӗрле тӑван тӑрӑх историйӗпе, унта пурӑннӑ, ӗҫленӗ, ҫ
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Аталану ҫулӗпе малалла (Малалли) Ку, паллах, пӗчӗк мар. Ӗҫӗ ӗнтӗ кӑҫал строительствӑра чылай пулчӗ. Тӗслӗхрен, ӗҫҫи пуҫланас умӗн тырӑ сортласа типӗтекен механизациленӗ йӗтем хута кайрӗ.  Механизациленӗ йӗтеме 2-мӗш бригада ӗҫченӗсем турӗҫ. Ҫак бригадӑрах тырӑ хумалли склад ҫывӑх кунсенчех хута каять. 1-мӗш бригадӑри строительсем те пушӑ лармаҫҫӗ. Вӗсем 60 пуҫ вырнаҫмаллӑх  вите турӗҫ. 3-мӗш бригада ӗҫченӗсем те ӗне вити тӑваҫҫӗ. Унта 130 пуҫ вырнаҫмалла» (1969 ҫулхи октябрӗн 14-мӗшӗ). Корреспондентсем кашни колхозах ҫитсе курса строительство ӗҫӗсем мӗнле пынипе паллашнӑ. Уйрӑм ҫынсем хушшинче велосипедсемпе пӗрлех мотоциклсем те туянма пуҫлаҫҫӗ, ҫак транспорт хатӗрӗсемпе предприятисемпе организацисене те тивӗҫтереҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсемпе ҫӳреме пӗлекенсем кирлӗ пулнӑ

Ҫӗнтерӳсем савӑнтараҫҫӗ

«Паттӑр» спорт шкулӗнче армрестлинг енӗпе 14—15 ҫулхи арҫын ачасемпе хӗр ачасем хушшинче республика ӑмӑртӑвӗ пулса иртнӗ. Унта пирӗн округри «Кӗтне» ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулне ҫӳрекенсем те  хутшӑннӑ. Хутшӑннӑ ҫеҫ мар лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ.  И.Минуллов  70 килограмм, М.Гибатдинов 55 килограмм, П.Семенова 45 килограмм таранхи виҫесенче пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. 50 килограмм таранхи виҫере  А.Яковлева 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. А.Лукиянова 55 килограмм, И.Индеркин 50 килограмм, Р.Ямалетдинов 60 килограм таранхи, А.Хораськин 70 килограмран пысӑкрах  виҫесенче виҫҫӗмӗш пулнӑ. «Кӗтне» спорт шкулӗн команди вара 2-мӗш вырӑна тухнӑ. Ҫӗнтерӳсем савӑнтараҫҫӗ.  Ҫамрӑк спортсменсене саламлатпӑр, малалла та ҫитӗнӳсем сунатпӑр.

Телей тилхепи

Анфиса Андреевна мăнукĕсемпе пуян. Вĕсем час-часах ун патĕнче пулаççĕ, тем çинчен те калаçтараççĕ, тем те аса илтереççĕ. Юлашки вăхăтра уйрăмах Андрей асламăшĕ патне тăтăшах килсе çӳреме пуçларĕ. Асламăшĕ туйрĕ-ха: тем каласшăн ача, анчах сăмах чĕнме ниепле те хăю çитереймест. Паян акă Андрей ирех асламăшĕ патне çитрĕ: — Асанне, санпа пăшăл пăтти пĕçерме юрать-и? — йăл-йăл кулса асламăшĕ çумне пырса ларчĕ вăл. — Пĕçерер ара, кăмăлу пулсан. — Анчах ку пăтта хальлĕхе иксĕмĕр кăна çийĕпĕр. Аттепе аннене çитермĕпĕр. Юрĕ-и? — Санăн кăмăлу, — килĕшрĕ Анфиса Андреевна. — Çитерме юрамасть пулсан çитермĕпĕр. — Асанне, пĕлетĕн-и, эпĕ пĕр хĕре питĕ юрататăп. Вăл та мана савать. Эпир пĕрлешесшĕн. Анчах хальлĕхе туй туса аппаланасшăн мар. Йăли-йĕркине каярах тăвăпăр. Халĕ пĕрле пу

Спартакиада пырать

Сӗтел ҫинчи спорт вӑййисенчен пирӗн тӑрӑхра шашкӑлла вылясси ытларах сарӑлнӑ. Унпа шкул ачисем те, ҫитӗннисем те, ваттисем те туслӑ. Ҫакна нумаях пулмасть «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче  округри территори уйрӑмӗсен спартакиади шучӗпе  шашка вӑййи енӗпе иртнӗ ӑмӑртӑвӗ те туллин ҫирӗплетсе пачӗ. Вӑйӑсем чӑннипех те хӗрӳ иртрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ  ята вара  Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн команди тивӗҫрӗ.  Комсомольскисемпе Элпуҫсем иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене тивӗҫрӗҫ. Спартакиада  малалла пырать,  спортӑн ытти енӗсемпе те ӑмӑртусем пулӗҫ.  Валерий Денисов.

Бешенство лисиц

Зимой лисам по глубокому снегу все труднее добывать себе пропитание, поэтому они все чаще наведываются в населенные пункты. При этом необходимо помнить что лисы являются природными  распространителями такого заболевания как бешенство. Бешенство — инфекционное, особо опасное, неизлечимое заболевание общее для животных и человека. Болеют бешенством все теплокровные животные. Резервуаром и главным источником возбудителя бешенства являются дикие хищные животные, собаки, кошки. Больные животные выделяют вирус со слюной. Со слюной он начинает выделяться за 8—10 дней до наступления клинических признаков. Заражение человека и животных происходит при непосредственном контакте с источником возбудителя бешенства в результате укуса, при попадании слюны на поврежденные кожные покровы или на
Тӑван тӑрӑх историне ҫырать

Тӑван тӑрӑх историне ҫырать

Юрий ТИМОФЕЕВ,  округри ветерансен совечӗн  председателӗ. «Эпӗ яланах хаҫат-журналпа туслӑ пулнӑ.  Районта яваплӑ ӗҫсенче тӑрӑшнӑ май ҫулсеренех 8—9 тӗрлӗ  издани ҫырӑнса илнӗ. Вӗсен хӑш-пӗр подшивкисем халӗ те упранаҫҫӗ. Нумаях пулмасть  1961 ҫулхи «Октябрь ялавӗ» хаҫатӑн номерӗсем куҫ тӗлне пулчӗҫ.  Шӑпах вӑл ҫул эпӗ районти халӑх судӗнче исполнитель пулса ӗҫлеме тытӑннӑ, Комсомольскине пурӑнма куҫнӑ. Район хаҫатне те хам ҫырӑнса илме пикеннӗ. Унтанпа  «Октябрь ялавӗ», халӗ «Каҫал ен» хаҫатпа ҫыхӑнӑва татман. Комсомол райкомӗн пӗрремӗш секретарӗнче тӑрӑшнӑ чухне те, агропромышленноҫ комплексӗнче ӗҫлекенсен профсоюз комитечӗн председателӗ пулнӑ вӑхӑтра та,  тата ытти ӗҫсенче вӑй хунӑ ҫулсенче те район хаҫачӗ манӑн алӑра пулнӑ. Халӗ те округри
Пур ыйтӑва та – тӗплӗ хурав

Пур ыйтӑва та – тӗплӗ хурав

Февралӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев журналистсемпе пысӑк пресс-конференци ирттерчӗ. Унта пирӗн республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем ҫеҫ мар, ытти регионсенчен те хутшӑнчӗҫ. Икӗ сехет ҫурӑна яхӑн  пынӑ калаҫура паянхи куншӑн пӗлтерӗшлӗ нумай ыйту пулчӗ. Малтанах Олег Николаев республика экономикин хӑш-пӗр кӑтартӑвӗсемпе паллаштарчӗ. Регионта налук пуҫтарӑнасси ӳснӗ. Бюджет тупӑшӗ пысӑкланнӑ. Сывлӑх сыхлавӗн 60 ытла объектӗнче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ, хӑтлӑлатнӑ, ҫӗнӗрен тунӑ. Культура, вӗрентӳ тата ытти социаллӑ вырӑнсене ҫӗнетнӗ. Халӑха спорта явӑҫтарас енӗпе те палӑрмаллах утӑмсем тунӑ. Экономикӑра ҫӗнӗ проектсем хута янӑ. Агропромышленноҫ комплексӗнчи кӑтартусем те чылай енӗпе ӳснӗ. Кӑҫал хӗл ытти ҫулсемпе танлаштарсан юр нумай ҫунипе пал
Ӗмӗрӗпех хаҫатпа ҫывӑх

Ӗмӗрӗпех хаҫатпа ҫывӑх

Вунпилӗк-ҫирӗм ҫул каялла Кӗҫӗн Каҫалти Арсентий Семенович Кокорев редакцие час-часах кӗрсе тухатчӗ. Комсомольскине ҫуранах ҫитнӗскер пушӑ алӑпа килместчӗ вӑл. Хӑй пурӑнакан ялта пулса иртнӗ ӗҫсем, хисепе тивӗҫлӗ ҫынсем ҫинчен ҫырнӑ хайлавсем, асаилӳсем илсе килетчӗ. Вӗсене пуҫтарса вӑл 2012 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче «Пурнӑҫ ҫулӗ такӑр мар» ятпа  кӗнеке те кӑларма вӑй ҫитерчӗ. ,мӗрӗпех трактористра ӗҫленӗ пулсан та унӑн пурнӑҫӗ район хаҫачӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Ҫара кайиччен, тӗрӗсрех 1949—1952 ҫулсенче, Арсентий Семенович район хаҫачӗн типографийӗнче те ӗҫленӗ. «Вӑл вӑхӑтра хаҫат 1500—2000 экземплярпа тухатчӗ. Ҫавӑн чухлӗ тиража  машинӑна алӑпа ҫавӑрса ҫапнӑ, кустӑрми тем пысӑкӑшчӗ. Каҫпа  6 сехетсенче ҫапма тытӑнаттӑмӑрччӗ, ҫур ҫӗр иртсен 4—5 сехетсенче пӗтереттӗмӗ
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли). Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче  укҫа улшӑннӑ.  Ку тӗлӗшпе халӑх шухӑш-кӑмӑлне  хаҫатра пичетленнӗ «Ҫӗнӗ укҫа халӑх хушшинче» статьяра лайӑх уҫса панӑ. «Укҫа улӑштаракан вырӑнтан виҫӗ пин тенкӗ вырӑнне виҫҫӗр тенкӗ парса ячӗҫ. Ытла та сахал пек туйӑнчӗ, — калаҫать пӗр кинемей,— магазина кӗтӗм те, сатинӗ  1 тенкӗ те 20 пус  ҫеҫ тӑрать иккен, шӑрпӑкне те 1 пуспах параҫҫӗ. Шутласа пӑхнӑ хыҫҫӑн ман укҫа  ним чухлӗ те чакманнине пӗлтӗм», «Ҫӗнӗ укҫана халӑх кӑмӑлласа йышӑнчӗ. Кивви те хӑйӗн вӑйне ҫухатман: ӑна мартӑн 31-мӗшӗччен кирек ӑҫта та вунӑ тенкине 1 тенкӗпе шутласа йышӑнаҫҫӗ» (1961 ҫулхи январӗн 4-мӗшӗ). 1961 ҫулта Совет Союзӗн ҫынни Юрий Гагарин тӗнче уҫлӑхне ҫӗкленнӗ.  Хаҫат вулаканӗсем  хӑпартланнине  хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтернӗ. «Кун пеккине истори пӗлме
Халӑх художникӗн выставки уҫӑлчӗ

Халӑх художникӗн выставки уҫӑлчӗ

Комсомольскинчи «Ҫӗр тата ҫынсем» музейра февралӗн 4-мӗшӗнче пирӗн ентешӗн, Чӑваш Республикин халӑх художникӗн В.Л.Немцевӑн ӗҫӗсен выставки ӗҫлеме пуҫларӗ. Курав ҫак уйӑх вӗҫленичченех пырать. Выставкӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ май «Ҫӗр тата ҫынсем» музей заведующийӗ А.О.Полякова кӗскен паллӑ художникӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа пачӗ. Музей фондӗнче унӑн 147 картини упраннине пӗлтерчӗ. Художник  ӗҫӗсене  хӑйне ҫывӑх тӑрӑхра упрама сунса хӑварнӑ. Округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин ку тӑрӑхра кун ҫутине килнӗ сӑрӑ ӑстин ӗҫӗсем илемлӗ те пурнӑҫа ҫывӑх пулнине палӑртрӗ. Каҫал ҫӗрӗ ҫинче пурӑнакансем нумай паллӑ ентешӗсемпе пӗрлех Виктор Немцевӑн творчествипе мухтанма пултарнине ҫирӗплетрӗ. Ӳсекен ӑрӑва илемлӗх енне туртӑнма хавхалантарас тесен ҫакӑн пек ҫынсен ӗҫӗсене курма майсем туса па
Килӗшӳпе тӑнӑҫлӑра пурӑнать халӑх

Килӗшӳпе тӑнӑҫлӑра пурӑнать халӑх

Февралӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче  Раҫҫейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн, Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Пирӗн республикӑра 120 халӑх ывӑл-хӗрӗ туслӑн килӗштерсе пурӑнать, ӗҫлет, савӑнать. Ҫак паллӑ  пулӑмпа ҫыхӑннӑ мероприятире Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев чӑваш тӑрӑхӗ тӗрлӗ халӑх ҫыннишӗн пӗр кил пулса тӑнине, кашни халӑхӑн йӑли-йӗркине хисеплесе пурӑнакан вырӑн  пулнине палӑртнӑ. Кӑҫал чӑвашсем хӑйсен ирӗкӗпе Раҫҫей патшалӑхӗн йышне кӗнӗренпе 475 ҫул ҫитет. «Чӑваш халӑхӗ Вырӑс тӗнчин шанчӑклӑ никӗсӗ пулса тӑрать. Ҫакна эпир  ӗмӗрсем хушши ӗҫпе те, ҫар мухтавӗпе те ҫирӗплетсе патӑмӑр. Паян та Чӑваш Ен ывӑлӗсем малтисен ретӗнче Раҫҫейӗн ирӗклӗхне хӳтӗлеҫҫӗ», — тенӗ Олег Алексеевич. Кӑҫал

Тарӑн пӗлӳпе палӑрнӑ

Пирӗн округри вӗренекенсем шкул ачисен Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадин муниципалитетри  тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн предметсен регионти тупӑшӑвӗнче те лайӑх пӗлӳпе палӑрнӑ. Экономикӑпа регионта иртнӗ олимпиадӑра Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи Юлия Исаева, биологипе Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи Иван Филиппов, тутар чӗлхипе Чӗчкен тӗп шкулӗнчи Ислам Гайнуллов, Тукай Мишер вӑтам шкулӗнчи Гузель Зинетуллина, Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи Диля Мухаметшина ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи Полина Романова экономикӑпа тата биологипе, ҫак шкулти Кирилл Кузьмин биологипе, Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи Иван Филиппов информатикӑпа, Чӗчкен тӗп шкулӗнчи Аяз Валеуллов, Тукай Мишер вӑтам шкулӗнчи Джамиле Зарипова, Урмаел вӑтам шкулӗнчи Эльвина Сабирзяновӑпа Азелия Абулханова тутар чӗ
Пурнӑҫне ӗҫре ирттернӗ

Пурнӑҫне ӗҫре ирттернӗ

«Манӑн аттепе анне Хирти Сӗнтӗр ялӗнчен малтан куҫса килнӗ ҫынсем пулнӑ. Иккӗшӗ те колхозра ӗҫленӗ. Вӗсем 8 ача пӑхса ҫитӗнтернӗ.  Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йывӑр ҫулсенче ялта ырми-канми ӗҫлесе нумай терт-нуша курнӑскерсем, хӑйсен тӗпренчӗкӗсем ӗҫе хӑнӑхса ӳсччӗр, ҫынсем хушшинче кирлӗ  пек тытчӑр тесе тӑрӑшнӑ. Куллен ӗҫре пулсан та атте-анне  тӗрӗс  вопитани парса ҫитӗнтерме пултарнӑ.  Иккӗшӗ те «1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тылра хастар ӗҫленӗшӗн» медальсене тивӗҫнӗ. Мирлӗ вӑхӑтри хастарлӑхшӑн  та вӗсене наградӑсем парса чысланӑ. Ҫынсем хушшинче те хисеплӗ  пулнӑ. Эпир вӗсенчен тӗслӗх илсе ӳснӗ», —  малтан хӑйӗн ҫинчен мар, пурнӑҫ парнеленӗ ашшӗ-амӑшӗ ҫинчен  каласа хӑй сӑмахне пуҫларӗ Киров поселокӗнче пурӑнакан  Анатоли
Спорт тусӗ – 90 ҫулта

Спорт тусӗ – 90 ҫулта

«Кире пуканӗ йӑтас енӗпе «Хыпар» издательство ҫурчӗн парнисене  ҫӗнсе илессишӗн иртнӗ ӑмӑртура ҫӗнтерӳҫӗ  пулнӑ», «Олимп чемпионӗ В.Воронков призӗсемшӗн округра пулнӑ йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗнче «пӑхӑр» медале тивӗҫнӗ». Ҫак хыпарсем  Киров поселокӗнче пурӑнакан Федор Леонтьевич Ефимов юлашки вӑхӑтра тунӑ ҫитӗнӗвӗсенчен хӑшӗ-пӗри анчах-ха.  Вӗсене ҫак кунсенче 90 ҫул тултарнӑ  ветеран тунӑ.  Тӑхӑр теҫетке урлӑ каҫнӑ пулин те вӑл хӑйне патвар туять. «Яланах хусканура вӑл. Ҫуран ҫӳреме юратать. Диван ҫинче ларнӑ чухне те тӗрлӗ хусканусем тума тӑрӑшать. Йӗлтӗр сырса уҫӑлса ҫӳреме кӑмӑллать. «Хусканура — вӑй», теме юратать вӑл. Пире те ытларах утма, хусканусем тума сӗнет. Ватлӑх кунӗнче кире пуканӗсем йӑта пуҫларӗ»,— каласа парать унӑн ывӑлӗпе пӗрле тӗп килте пурӑн
Йӗлтӗрҫӗсемшӗн ҫанталӑк чӑрмав мар

Йӗлтӗрҫӗсемшӗн ҫанталӑк чӑрмав мар

Январӗн 31-мӗшӗнче кунӗпех юр вӗҫтеркелесе тӑчӗ пулсан та йӗлтӗр спортне юратакансене ҫакӑ шиклентермерӗ. Комсомольскинчи вӑрман хӗрринче  СССР чемпионкин Вера Чернован призӗсене ҫӗнсе илессишӗн йӗркеленӗ йӑлана кӗнӗ ӑмӑртӑва спортсменсем те, вӗсемшӗн «чирлекенсем» те йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Тупӑшӑва килнисене округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин саламларӗ, ӑнӑҫлӑ финиш сунчӗ. Ӑмӑрту пуҫламӑшӗнче январӗн 18-мӗшӗнче Олимп чемпионне Владимир Воронкова асӑнса йӗркеленӗ йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтернӗ командӑсене те чысларӗҫ. Уйрӑм спортсменсем хушшинче мала тухнисен ячӗсене хаҫатра палӑртнӑччӗ.  Вӑтам шкулсен командисем хушшинче пӗрремӗш вырӑна Ҫӗнӗ Мӑрат, иккӗмӗш вырӑна Комсомольски 2-мӗш, виҫҫӗмӗш вырӑна Аслӑ Чурачӑк шкулӗсен командисем ҫӗнсе илнӗ. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулсен хушшинч

«Пӑхӑр» медале тивӗҫнӗ

Февралӗн 1-мӗшӗнче Чулхулара «Шаги к успеху» ятпа каратэ турнирӗ иртнӗ. Унта Василий Акчурин тренер ертсе пынипе пирӗн округри «Кӗтне» спорт шкулне ҫӳрекенсем те хутшӑннӑ. Каратэ секцине ҫӳрекенсен ӑсталӑхӗ ӳссех пыни савӑнтарать. Андрей Самарин, акӑ, 16—17  ҫулхи ҫамрӑксем хушшинче ӑмӑртса «пӑхӑр» медале тивӗҫнӗ. Ҫак кун Василий Акчуриншӑн, Андрей Самариншӑн тата Кирилл Акчуриншӑн тепӗр пулӑмпа палӑрнӑ. Вӗсем судьясен семинарне вӗҫлесе теори тата практика экзаменӗсене ӑнӑҫлӑ тытса кумитэ енӗн виҫҫӗмӗш категориллӗ судйин квалификацине илнӗ. Вӗсене малашне те ӑнӑҫу пултӑр. Василий Акчурин.
Ачасем те, аслисем те ӑмӑртрӗҫ

Ачасем те, аслисем те ӑмӑртрӗҫ

Юлашки ҫулсенче пирӗн округра йӗлтӗр спорчӗ енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗн Александр Петрович Егорцовӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗркелекен ӑмӑрту йӑлана кӗрсе пырать. Кӑҫал вӑл вырсарникун, февралӗн пӗрремӗшӗнче иртрӗ. Уҫӑ ӑмӑртура республикӑри 10 муниципалитетри 60 ытла спортсмен  старта тӑчӗ. Спортсменсене округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Альберт Кузьмин, «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Валерий Денисов, ӑмӑрту спонсорӗ Александр Егорцов саламларӗҫ, дистанцисенче ӑнӑҫу сунчӗҫ. Шкул ачисем хушшинче арҫын ачасенчен Максим Воробьев пӗрремӗш, Кирилл Тарасов  2-мӗш, Ярослав Кокорев виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑнчӗҫ. Хӗрсем хушшинче Анна Тарасова ҫӗнтерчӗ. Юлианна Можаева иккӗмӗш, Аделина Архипова виҫҫӗмӗш кӑтартусемпе палӑрчӗҫ. Ку вӗренекенсем кӑҫ
95 ҫул халӑхпа пӗрле

95 ҫул халӑхпа пӗрле

1931 ҫулхи февралӗн 8-мӗшӗ район историйӗнче ылтӑн сас паллисемпе ҫырӑнса юлнӑ. Ҫак кун  «Паянхи сас» хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑ.  Унтанпа 95 ҫул ҫитет. Ҫак вӑхӑтра хаҫат сӑн-сӑпачӗ тӗпрен улшӑннӑ ҫеҫ мар, вӑл хӑйӗн ятне виҫӗ хутчен те улӑштарнӑ.  Вулакансем район хаҫатне   65 ҫул «Октябрь ялавӗ» ятпа илсе тӑнӑ,  «Каҫал ен» ятпа  29 ҫул вулакан патне ҫитет.  95 ҫул — паллӑ ҫул. Ҫак вӑхӑтра  хаҫат темӗнле йывӑрлӑх витӗр тухса, вӑй илсе, ҫирӗпленсе  вулакансене хӑй тавра пуҫтарма пултарнӑ.  Унӑн кашни номерӗ ҫӗршыв,  республика,  Каҫал тӑрӑхӗн пурнӑҫӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ.  Ҫӗршыв умне тухса тӑнӑ кирек хӑш вӑхӑтри йывӑрлӑхсене те ҫӗнтерсе пыма, халӑха хавхалантарма пултарнинче унӑн тӳпи калама ҫук пысӑк. Тип

Ӗҫсем пӗлтерӗшлӗ те кирлӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев юстици енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службин ертҫҫипе Дмитрий Сержантовпа тӗл пулса иртнӗ ҫулхи ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ, малашнехи тӗллевсене палӑртнӑ. Калаҫу ҫемьесене хҫтӗлес, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас, цифровизаци  ыйтӑвӗсем тавра пынӑ. 2025 ҫулта ЗАГС органӗсен ӗҫне йӗркелеме пулӑшу шайӗ 54,2 процент уснӗ. Ҫемье институчӗ ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрса ҫемье медиаторӗсен практикине ӗҫе кӗртнӗ май, юристсемпе психологсен тӑрӑшулӑхӗпе республикӑри уйрӑлма шут тытнӑ мӑшӑрсен 90 процентне ҫак утӑмран чарма май килнӗ. «Ку ӗҫе обществӑлла организацисене те хастартарах явӑҫтарма сӗнтӗм. Ҫемьесене сыхласа хӑварас тесе пӗрле тӑрӑшмалла», — палӑртнӑ Олег Алексеевич. Малалла вулас
Агролаборатори ачасемшӗн интереслӗ

Агролаборатори ачасемшӗн интереслӗ

Чӑваш Ен —  пуян йӑла-йӗркеллӗ аграри регионӗ. Кунта ачасене мӗн пӗчӗкрен ҫӑкӑр ӑҫтан пулнине, пахча ҫимӗҫсем мӗнле ҫитӗннине, мӗншӗн ҫӗре лайӑх пӑхмаллине ӑнлантарма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавна май паянхи кун республикӑри 100 ытла ача садӗнче агролабораторисем ӗҫлеҫҫӗ. Ҫак хӑйнеевӗр вӗренӳ проекчӗ теори пӗлӗвне практикӑпа ҫыхӑнтарма май парать, ачасене тавралӑха тарӑннӑн тӗпчеме пулӑшать. Ача-пӑча лабораторийӗнче пӗчӗккисем ял хуҫалӑхӗпе, ҫутҫанталӑкпа илӗртӳллӗ мелсемпе, вӑйӑ урлӑ паллашаҫҫӗ. Ҫак ятарласа йӗркеленӗ хутлӑхра ачасем ӳсентӑрансем, тӑпра, ҫутҫанталӑк пулӑмӗсем тата ҫын ӗҫӗ-хӗлӗ хушшинчи ҫыхӑнӑва тишкереҫҫӗ. Шӑпӑрлансем тӗрлӗ ӳсентӑрансем ҫитӗнтереҫҫӗ, ансат сӑнавсем, экспериментсем ирттереҫҫӗ. https://podpiska.pochta.ru/press/П6722
Вӑйӑсем хӗрӳ иртнӗ

Вӑйӑсем хӗрӳ иртнӗ

Февралӗн 28-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче шкул ачисем хушшинче «Школьная волейбольная лига» чемпионатӑн муниципалитетри тапхӑрӗн ӑмӑртӑвӗ пулса иртнӗ. Ҫамрӑк спортсменсем тупӑшусене пысӑк ҫӗкленӳпе тухнӑ, кашниех ӑсталӑхпа пултарулӑхне кӑтартма тӑрӑшнӑ. Уйрӑмах финалти вӑйӑсем хӗрӳ иртнӗ.  Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем чемпион ята ҫӗнсе илессишӗн Урмаел вӑтам шкулӗн командипе тӗл пулнӑ. Ҫӗнтерӗве вара Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи ҫамрӑк спортсменсем алӑран вӗҫертмен. https://podpiska.pochta.ru/press/П6722
Алексей Ершов ячӗпе турнир

Алексей Ершов ячӗпе турнир

 Нумаях пулмасть Шурут вӑтам шкулӗнче «Урожай» колхоза нумай ҫул ертсе пынӑ, Комсомольски округӗн Хисеплӗ гражданинӗ ята тивӗҫнӗ Алексей Ершова аса илсе йӑлана кӗнӗ волейбол турнирӗ иртнӗ. Площадкӑра тӗрлӗ сферӑсенче ӗҫлекенсен командисем пуҫтарӑннӑ. Вӑйӑсенче кашни команда хӑйӗн ӑсталӑхне, ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлнине кӑтартса панӑ. Округри шкулсен директорӗсен команди чи пултарулли пулса ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем «кӗмӗл» медальсене тивӗҫнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта вара тӳрех икӗ команда — округ администрацийӗн тата «Урожай» колхозӑн командисем. Турнир ахаль спорт ӑмӑртӑвӗ ҫеҫ мар пулнӑ, вӑл округра пурӑнакансем Алексей Никифоровича асра тытнине, унӑн ӗҫӗсемпе мӑнаҫланнине тепӗр хут ҫирӗплетнӗ. https://podpiska.pochta.ru/press/П6722
Депутатсем ӑмӑртнӑ

Депутатсем ӑмӑртнӑ

 Январӗн 24-мӗшӗнче Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче сӗтелҫи теннисӗпе муниципаллӑ депутатсен  республика спартакиадин округсем хушшинчи тапхӑрӗ иртнӗ. Унта Елчӗк, Тӑвай, Патӑрьел, Шӑмӑршӑ, Йӗпреҫ тата Комсомольски округӗсен представителӗсем хутшӑнса вӑй виҫнӗ. Хӗрӳ вӑйӑсенче Тӑвай округӗн команди ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Шӑмӑршӑсем. Елчӗк округӗн команди виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. ...
«Бриллиант»  туйне уявланӑ

«Бриллиант»  туйне уявланӑ

Ҫирӗп ҫемье —  вӑйлӑ ҫӗршывӑн никӗсӗ. Шӑпах ҫакна тӗпе хурса ӗҫлет те «Ҫемье» наци проекчӗ. Вӑл йӑлана кӗнӗ ҫемье хаклӑхӗсене, ӑрусен ҫыхӑнулӑхне упрама пулӑшать, нумай ҫул килӗштерсе пурӑнакан мӑшӑрсене хисеплеме вӗрентет. Ҫак кунсенче пирӗн округра пурӑнакан туслӑ та килӗшӳллӗ мӑшӑр ҫемье пурнӑҫӗн чаплӑ юбилейне уявланӑ — «бриллиант» туй кӗрлеттернӗ. Асанкасси ялӗнче пурӑнакан Елизавета Ивановнӑпа Геннадий Петрович Онищенко 1966 ҫулта ҫемье чӑмӑртанӑ. Вӑрнар районӗн каччи Геннадий Иркутск хулинче ҫар службинче пулнӑ, увольнени вӑхӑтӗнче вӑл Елизаветӑпа паллашнӑ та. Пӗрре курсах юрату туйӑмӗ хыпса илнӗ ҫамрӑксем нумай шутласа тӑман, ҫемье ҫавӑрнӑ. https://podpiska.pochta.ru/press/П6722
Чи пысӑк парне — ҫывӑх ҫыннисен юратӑвӗ

Чи пысӑк парне — ҫывӑх ҫыннисен юратӑвӗ

Халӗ Киров поселокӗнче пурӑнакан Елена Егоровна Краснова Йӑлмахва хӗрӗ пулнӑ.  Ачалӑхӗ унӑн Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫулӗсене тата ун хыҫҫӑнхи йывӑр вӑхӑтсене лекнӗ. Вӑл  ӳссе ҫитӗннӗ тапхӑр ҫӑмӑлах пулман. 1945 ҫулта пӗрремӗш хут парта хушшине ларнӑскер шкулта тӑрӑшса вӗреннӗ.
Ялти клуб – чун уҫҫи

Ялти клуб – чун уҫҫи

Ҫак кунсенче Элпуҫ ялӗнчи культура ҫурчӗ капиталлӑ юсав хыҫҫӑн хӑйӗн алӑкӗсене уҫнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Антонов тата ытти чӗннӗ хӑнасем килсе ҫитнӗ. Пуҫтарӑннисене чӑваш йӑлине пӑхӑнса ҫӑкӑр-тӑварпа тата тутар халӑхӗн йӑли тӑрӑх чак-чакпа кӗтсе илнӗ. «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗ тата Элпуҫ территори уйрӑмӗнчи культура ӗҫченӗсем савӑнӑҫлӑ юрӑ-кӗвӗпе кӑмӑла хӑпартлантарнӑ. Фойере вырӑнти ӑстасем хатӗрленӗ чӑваш тӗррин куравӗ илемӗпе пурне те тыткӑнланӑ. https://podpiska.pochta.ru/press/П6722
Ҫырусем кӗтетпӗр

Ҫырусем кӗтетпӗр

Февралӗн 8-мӗшӗнче район хаҫачӗ «Каҫал ен» тухма пуҫланӑранпа 95 ҫул ҫитет. Ҫак вӑхӑтра вӑл куллен вулакансем патне ҫитнӗ, хамӑр тӑрӑхри хыпарсемпе паллаштарса тӑнӑ. Хӑй ӗмӗрӗнче хаҫат чылай ҫын пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ. Хаклӑ вулаканӑмӑрсем, тен, сирӗн редакцире маларах ӗҫленӗ ҫынсем пирки, обществӑлла корреспондентсем ҫинчен каласа памалли, аса илмелли пур. Ҫемье архивӗнче  кивӗ сӑнӳкерчӗксем упранса юлнӑ. Сирӗн аса илӗвӗрсене, шухӑшӑрсене, редакци, район ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ сӑнӳкерчӗксене хаҫатӑн юбилейне халалланӑ номерӗнче пичетлӗпӗр, редакцин электронлӑ сайчӗсене вырнаҫтарӑпӑр.  Сиртен хыпарсем кӗтетпӗр!
Лайӑххине ырланӑ,  япӑхине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ,  япӑхине питленӗ

«Пӗтӗм Союзри ҫамрӑксен фестивалӗ» лотерей билечӗпе укҫа-тенкӗпе япаласем выляса илмелли выляв тиражӗн таблици хаҫатсенче пичетленсе тухсанах районти перекет кассине  вуншар ҫын укҫа-тенкӗ килсе илчӗҫ, хӑшпӗрисем тӗрлӗрен япаласем выляса илни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Акӑ, сӑмахран К. Ильин «К_55» мотоцикл, П.Яковлев «ЗИЛ_Москва» холодильник, Г.Филиппов «Победа» сехет, Н.Даров, Г.Скворцов, С.Карпеев, Н.Галкин велосипедсем выляса илчӗҫ» (1957 ҫулхи июлӗн 11-мӗшӗ). Хаҫат страницисенче пичетленнӗ статьясемпе хыпарсене тишкерсе  пӑхсан районӑн 1950 ҫулӗсенчи пурнӑҫӗ туллин курӑнать. Лайӑххи пирки те, ҫитменлӗхсем ҫинчен те ҫырнӑ унта. Колхозсем уй-хир культурисенчен пысӑкрах тухӑҫ илес енӗпе нумай тӑрӑшнӑ. Ҫӗнӗ меслетсемпе усӑ курма, уй-хире тислӑк ытларах кӑларма, хӗлле юр тытса хӑварма

Хаҫат-журналпа, юрӑ-ташӑпа ҫывӑх

Манӑн  пилӗк хаҫат редакторӗпе, сахал-и, нумай-и, ӗҫлеме тиврӗ. Сахал-и, нумай-и, терӗм те, практикӑна пӗрремӗш ҫул килсен хаҫат редакторӗнче  В.Ю. Михайлов ӗҫлетчӗ. Ӑна  РСФСР Верховнӑй Совечӗн депутатне суйлама кандидата тӑратнӑ май, Валерий Юрьевичӑн вӑхӑчӗ сахалрахчӗ те, мана сӗнӳ-канашсем панине питех ас тумастӑп. Икӗ уйӑхра ӑна сайра редакцире курнӑ. Тӗп редактор ҫумӗнче вара В.Н. Григорьев  тӑрӑшатчӗ. Редакцири  ӗҫсене тӗпрен илсен вӑл йӗркелесе пыратчӗ. Сотрудниксем ҫитменнипе мана вӑл практикант пек мар, корреспондент пек  ӗҫе илчӗ, практикӑра палӑртнӑ  пӗр уйӑх вырӑнне икӗ уйӑх редакцире тӑрӑшрӑм. Вӑл вара яланах мана хавхалантарса пыма, пулӑшма тӑрӑшатчӗ. Хаҫатӑн юбилейлӗ ҫулӗнче ун ҫинче чарӑнса тӑрас килет.

Тӑрӑшуллӑ, пур ӗҫре  те хастар хӗр

Пирӗн округра талантлӑ, активлӑ, пур енӗпе те маттур ҫамрӑксем нумай. Вӗсенчен пӗри — Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче 11-мӗш «а» класра пӗлӳ илекен Юлия Исаева. Кӑҫал вӑл республикӑри чи пултаруллӑ 1000 ҫамрӑк йышне кӗрсе ЧР Пуҫлӑхӗн ятарлӑ стипендине илсе тӑма тивӗҫнӗ. Маттур хӗрпе ҫывӑхрах паллашар-ха. Юлия 1-мӗш класран пуҫласах «пиллӗк» паллӑсемпе ҫеҫ ӗлкӗрсе пырать. Кашни ҫулах шкул ачисен Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадин муниципаллӑ тапхӑрне активлӑн хутшӑнать, нумай предметпа призерсен шутне те кӗнӗ. «Уйрӑмах мана вырӑс чӗлхи, географи, математика, физика тата хими предмечӗсем килӗшеҫҫӗ. Вӗсене тарӑннӑн вӗренме тӑрӑшатӑп», — каласа парать хӗр. Ю.Исаеван питӗ пуян портфолио. Унта химипе тата чӑваш чӗлхипе 2023 ҫулта иртнӗ олимпиадӑсенче призер пулнине ҫирӗплетекен грамотӑсем, ҫак ҫулт
Сывлӑха тӗрӗслеттерме ан манӑр

Сывлӑха тӗрӗслеттерме ан манӑр

2025 ҫулта округра пурӑнакан 9739 ҫын диспансеризаци витӗр тухнӑ. Ҫак цифра хыҫӗнче — ҫынсен сывлӑхӗ, вӗсен планӗсем, малашлӑхӗ. Шӑпах ҫавӑнпа медицина ӗҫченӗсем чирсен профилактики ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ те. Диспансеризацие тӳлевсӗр мелпе «Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тухма пулать. Ҫак проектӑн тӗллевӗ — 2030 ҫул тӗлне Раҫҫейре пурӑнакансен вӑтам пурнӑҫ тӑршшӗне 78 ҫула ҫитересси.
Пӗрлехи пуҫарусене сӳтсе явнӑ

Пӗрлехи пуҫарусене сӳтсе явнӑ

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх кашни тунтикун муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин халӑха тӗрлӗ ыйтусемпе йышӑнать. Ҫак тӗлпулусем округра пурӑнакансене пӑшӑрхантаракан ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явма, вӗсене кӗске хушӑрах татса пама пулӑшаҫҫӗ.  Иртнӗ тунтикун округ пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикинчи тутарсен наципе культура пӗрлешӗвӗн председателӗпе Агзям Шакировпа тӗл пулса калаҫнӑ. Вӗсем халӑхсем хушшинчи килӗшӗве ҫирӗплетес тӗллевлӗ проектсене сӳтсе явнӑ, округра культура еткерне упрасси питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ, пӗрлехи пуҫарусене пурнӑҫа кӗртмелли ӑнӑҫлӑ шухӑшсене уҫӑмлатнӑ.
Журналистсемпе тӗл пулать

Журналистсемпе тӗл пулать

Кӑҫалхи февралӗн  5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  пысӑк пресс-конференци ирттерет. Вӑл ирхине 11 сехетре пуҫланать. Унта калаҫу  тӗрлӗ темӑсемпе пулӗ: республикӑн аталанӑвӗ, унӑн малашнехи тӗллевӗсем, Чӑваш енре пурӑнакансен пурнӑҫне лайӑхлатасси... Тӗлпулӑва федераллӑ тата республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекен опытлӑ журналистсемпе пӗрлех студентсен тата шкулсен медиацентрӗсенчи ҫамрӑксем те хутшӑнӗҫ. Трансляци Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн «ВКонтакте» страницинче, наци телевиденийӗпе радиовӗнче, ЮТВ телеканалпа пырӗ.

Пулӑшу анлӑ

Республикӑри ҫамрӑксене уйӑракан пулӑшу анлӑ. Кунта ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсен центрне тата ҫарпа патриотлӑ1х воспитанийӗн вӗренӳпе методикӑн «Авангард» центрне, «ВОИН» центрӑн филиалне палӑртни вырӑнлӑ. Малалла вулас https://podpiska.pochta.ru/press/П6722

Пӗвере упрамалла

Пӗвер - ҫыннӑн шалти чи пысӑк органӗ.  Вӑл хырӑмлӑх ҫӳлти сылтӑм пайӗнче  диафрагма  айӗнче вырнаҫнӑ.  Ӑна час-часах кӗлеткен биохими завочӗ» тете те калаҫҫӗ. Вӑл организмра нумай пӗлтерӗшлӗ фуекци пурнӑҫлать, белок туса кӑларать: ҫупа углеводсене пайласа ярать, юна тасатать. Малалла вулас https://podpiska.pochta.ru/press/%D0%9F6722
Кӑҫал мӗнле ҫӗнӗлӗхсем?

Кӑҫал мӗнле ҫӗнӗлӗхсем?

2026 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен налук йӗркине, пурӑнмалли ҫурт-йӗр рынокне, ӗҫ укҫине, коммуналлӑ тӳлевсене тата ипотекӑна витӗм кӳрекен ҫӗнӗ саккунсемпе нормативлӑ актсем ӗҫе кӗнӗ. Кӑҫал пулакан ҫӗнӗлӗхсен чен хӑшӗ-пӗрисемпе паллашар-ха. Правительство хушма хак налукӑн база ставкине 20 процентран 22 процента ҫитерме йышӑннӑ. Хӑш-пӗр категорисемшӗн, сӑмахран, апат-ҫимӗҫ продукчӗсен, ача-пӑча таварӗсемпе медикаментсемшӗн ҫӑмӑллӑхлӑ 10 процентлӑ ставка юлать. Тӗплӗнрех

Пӗлӗвне ӳстереме пулӑшаҫҫӗ

Паянхи кун пирӗн пурнӑҫра компьютер, кӗсье телефонӗсем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Вӗсемпе усӑ курса килтен тухмасӑрах тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлама пулать. Аслӑрах ӳсӗмрисемшӗн вӗсемпе пӗлсе усӑ курма ҫӑмӑл мар. Ҫакна шута илсе Кӗҫӗн Каҫалти ял библиотекинче ял ҫыннисемпе тӗрлӗ мероприятисем ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Нумаях пулмасть М.Ю.Петрова библиотекарь аслӑрах ӳсӗмрисемпе «Патшалӑх пулӑшӑвӗ» («Госуслуги») порталпа усӑ курма хӑнӑхтарас тӗллевпе калаҫу ирттерчӗ. Тӗплӗнрех https://podpiska.pochta.ru/press/%D0%9F6722

Баскетболла ӑтса вылянӑ

Округри шкулсенче вӗренекенсем футбол, волейбол енӗпе тупӑшса республика шайӗнчи ӑмӑртусенче палӑрни пирки тӑтӑшах пӗлтеретпӗр. Пирӗн тӑрӑхри ҫамрӑк баскетболистсем те ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ. Январӗн 21-мӗшӗнче Канаш хулинчи «Локомотив» спорт шкулӗнче «КЭС-БАСКЕТ» баскетбол шкул лигин зонӑри тапхӑрӗн ӑмӑртӑвӗ пулса иртнӗ. Унта Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи арҫын ачасем хутшӑннӑ. https://podpiska.pochta.ru/press/%D0%9F6722

Йӗлтӗрпе ӑмӑртнӑ, хӗллехи спорт сезонне уҫнӑ

Хӗл кунӗсем ҫитнӗ май активлӑ канӑва тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансем йӗлтӗр ҫине тӑма васкаҫҫӗ. Округра ҫак спорт тӗсне юратакансем питӗ нумайӑннине январӗн 18-мӗшӗнче хӗллехи спорт сезонне уҫса ирттернӗ йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ те кӑтартса пачӗ. Ӑна СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерне Владимир Воронкова халалланӑ. Ӑмӑртӑва килнисене округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин саламларӗ, ӑнӑҫу сунчӗ. Ҫанталӑк самаях сиввине пӑхмасӑр йӗлтӗрҫӗсем ӑмӑртӑва йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Ачасем те, ҫитӗннисем те, ветерансем те йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑма васканӑ. Вӑрманти уҫӑ сывлӑшпа киленсе ярӑнни пурне те савӑк кӑмӑл парнеленӗ, сывлӑха ҫирӗплетме те пулӑшнӑ. https://podpiska.pochta.ru/press/%D0%9F6722

Куллен юр тасатаҫҫӗ

Кӑҫалхи хӗлле юрлӑ ҫанталӑкпа савӑнта- рать. Унта та кунта тем пысӑкӑш юр куписем самантрах ӳссе ларчӗҫ. Ҫавна май ҫулсене тасатсах тӑрас пулать. Куллен лапка-лапка юр ҫунине, тӑмансем вӗҫтернине кура коммуналлӑ службӑсем ҫине тӑрсах ӗҫлеҫҫӗ. https://podpiska.pochta.ru/press/%D0%9F6722

Шыва сӑвапланӑ

 Ҫак эрнере Христос тӗнне ӗненекенсем Кӑшарни уявне паллӑ турӗҫ. Комсомольскинчи «Вознесения Господня» храмӗн настоятелӗ Сергий Скворцов иерей, III округӑн благочиннӑйӗ уяв ячӗпе кӗлӗ ирттерсе шыва сӑвапларӗ. Ҫак мероприятие округ ҫыннисем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсем кӗлле хутшӑнса пӗр-пӗрне уяв ячӗпе саламларӗҫ, сӑвапланӑ шыва килӗсене валли тултарчӗҫ. https://podpiska.pochta.ru/press/%D0%9F6722 https://podpiska.pochta.ru/press/%D0%9F6722
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Малалла унта ҫӳрекен культура пайӗн заведующийӗн ӗҫӗсене тӑвакан Н.И.Тарасова, культура ҫурчӗн директорне И.Ф.Гоголева, художество ертӳҫине М.В.Орлова, КПСС райкомӗн пропагандистне А.Н.Николаева, ВЛКСМ райкомӗн секретарне Х.Касмаковӑна тата ытти пултаруллӑ ҫынсене ырӑпа асӑнать. 1957 ҫулта Нӗркеҫри сортсене сӑнакан участок ӗҫлеме пуҫланӑранпа 20 ҫул ҫитнӗ. Ҫак ятпа хаҫатӑн августӑн 15-мӗшӗнчи номерӗнче сортсене сӑнакан участок заведу- ющийӗ С.Михайлов тата заведующий помощникӗ Д.Немцев пысӑк статья ҫырса кӑларнӑ. https://podpiska.pochta.ru/press/%D0%9F6722

Выльӑх-чӗрлӗх ыйтӑвӗпе калаҫнӑ

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисемпе ирттерн. канашлура округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин иртнӗ ҫул ял хуҫалӑх отраслӗ япӑх мар ӗҫлесе пынине палӑртрӗ. Кунта, паллах, ҫӗр ӗҫченӗсемпе, выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансемпе пӗрлех ертӳҫӗсен тӳпи пысӑк вырӑнта тӑрать. Вӗсене кӑҫал та тӑрӑшса ӗҫлеме, малалла аталанса пыма ӑнӑҫу сунчӗ. Канашлура тӗпрен илсен калаҫу выльӑх-чӗрлӗх отраслӗ тавра пулчӗ. Округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗ М. Зайнуллин пӗлтӗрхи ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе кӗскен паллаштарчӗ. https://podpiska.pochta.ru/press/%D0%9F6722

Ыйтусем пурте пӗлтерӗшлӗ

Январӗн 21-мӗшӗнче Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче черетлӗ Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. Ӑна муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин уҫрӗ, ертсе пычӗ. Вӑл тата ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Л.Н.Пронин кун йӗркине кӗртнӗ ыйтусемпе тухса калаҫакансен сӑмахӗсене пӗтӗмлетсе хӑйсен шухӑшӗсене палӑртрӗҫ. Малтанхи ыйтупа округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, территорисене аталантарас тата тирпей- илем кӗртес управлени начальникӗ А.Г.Кузьмин сӑмах илчӗ. https://podpiska.pochta.ru/press/%D0%9F6722

Хисеплӗ педагог 90 ҫулта

Аслӑ Чурачӑк ялӗнче пурӑнакан хисеплӗ ҫынсенчен пӗри — Валентина Михайловна Акчурина ҫак кунсенче 90 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Юбиляра Чӗчкен территори уйрӑмӗн началь- никӗ Рева Жукова, Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн директорӗ Сергей Лукиянов тата ялти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Илем» ансамбль ӑшшӑн саламланӑ, ырлӑх-сывлӑх сунса асӑнмалӑх парнесем панӑ. Паянхи кун 90 ҫул тултаракансен ачалӑхӗ йывӑр вӑхӑтсене лекнӗ. Апла пулин те Валентина яланах малалла талпӑннӑ, шкула ӑнӑҫлӑн пӗтерсе Шупашкарти И.Яковлев ячӗллӗ педагогика институтне физикӑпа математика факультетне вӗренме кӗнӗ. Алла диплом илсен шӑпи ӑна пирӗн тӑрӑха илсе ҫитернӗ. Валентина Михайловна +ӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче ачасене математика предметне вӗрентме тытӑннӑ. +акӑнтах вӑл хӑйӗн юратӑвне тӗл пулнӑ, Василий Акчу

Шкул ҫурчӗ ҫӗкленсех пырать

Комсомольскинчи ҫӗнӗ шкул ҫурчӗ кунран-кун ҫӗкленсех, илемленсех пырать. Шкул ҫурчӗ ҫӗкленсех пырать Комсомольскинчи ҫӗнӗ шкул ҫурчӗ кунран-кун ҫӗкленсех, илемленсех пырать. Ҫак кунсенче муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин унта ҫитсе ӗҫсем мӗнле пынипе ҫывӑхрах паллашнӑ. Хальхи вӑхӑтра обӳектра виҫҫӗмӗш хута хӑпартаҫҫӗ, ҫурт тӑр- рине тӑвас енӗпе те ӗҫсем пуҫланнӑ. Путвалта ӑшӑтмалли пӑрӑх- сене вырнаҫтараҫҫӗ, вентиляци ӗҫӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ. Пӗрремӗш хутра вара чуречесене вырнаҫтарса лартаҫҫӗ. Николай Никандро- вич инженери коммуникацийӗсем ҫине уйрӑм тимлӗх уйӑрнӑ. Шӑ- пах вӗсем тултан курӑнмаҫҫӗ, анчах та вӗсемсӗр шкул йӗркеллӗн ӗҫлеймӗ. «Стройкӑна утӑм хыҫҫӑн утӑм сӑнанӑ чухне паянхи технологи- сем мӗн тери мала ярса пуснине ӑнланатӑн. Ку

Малалла кайма ҫирӗп никӗс пур

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Физкультурӑпа спорт министрӗпе Василий Петровпа тӗл пулнӑ. Отрасль стратегий- ӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе малашнехи тӗллевсене сӳтсе явнӑ. Кӑ- тартусем савӑнтараҫҫӗ — малалла каймалли ҫирӗп никӗс пур, тесе палӑртнӑ Олег Алексеевич. «Эпир пысӑк шайри ӑмӑртусене йышӑнма хатӗр калӑпӑшлӑ спорт обӳекчӗсем тӑватпӑр. Виҫӗ мегапроекта хута яратпӑр. Вӗсем тӗрлӗ спорт енӗсен центрӗсем пулса тӑмалла. Ҫакӑ туризмпа об- ществӑлла апатланӑва пӗрлештерекен инвестицисене явӑҫтарма май парӗ. Отрасле цифрӑлатас енӗпе эпир ҫӗршывра малтисен йышӗ нче. 2026 ҫулта патшалӑх пулӑшӑвӗ урлӑ сервиссене анлӑлатма палӑртатпӑр, ачасене секцисене ҫырӑнтарма ансатрах пулӗ. «Земский тренер» проекта хута яни округсенчи специалистсе- не илӗртсе ялта спортпа

Ачасем те аслисем те спортпа туслӑ

Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин саламланӑ, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума суннӑ. Тупӑшу хӗрӳ те интереслӗ иртнӗ. Тӗп шкулсен командисем хушшинче Хирти Мӑнтӑрсем чи лайӑхкӑтартусем туса ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑна Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗн коман- ди тухнӑ. «Бронза» медальсен хуҫисем Чӗчкен тӗп шкулӗнчен килнӗ ҫамрӑк спортсменсем пулса тӑнӑ. Вӑтам шкулсем хушшинче Тукай Мишерсене ҫитекен пулман. Шурут тата Комсомольски 2-мӗш вӑтам шку лӗсен командисем иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайланӑ. Аслӑ ҫултисем те сӗтел ҫи теннисӗ вӗсемшӗн ҫывӑх пулнине кӑтартса панӑ. Ку ушкӑнра иртнӗ хӗрӳ тупӑшура Комсомольски территори уйрӑмӗн команди (В.И.Григорьев тата Г.Н.Волкова) «ылтӑна» тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Александровка территори уйрӑмӗн команди (В.Ф.Волк

Ылтӑна тивӗҫнӗ

Нумаях пулмасть Ульяновск хулинче ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе Атӑлҫи федераллӑ округӑн ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта 14 регионтан пурӗ 400 яхӑн чи вӑйлӑ спортсмен хутшӑннӑ. Михаил Сергеев.... малалла вулас https://podpiska.pochta.ru/press/%D0%9F6722
Лайӑххине  ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине  ырланӑ, япӑххине питленӗ

1955 ҫулхи январь уйӑхӗнчи пленумра КПСС Центральнӑй Комитечӗн пӗрремӗш секретарӗ Н.С.Хрущев выльӑх-чӗрлӗх продукцийӗсем туса илессине ӳстересси ҫинчен доклад тунӑ. Унта кукуруза акса тӑвакан ҫӗр лаптӑкне 1960 ҫул тӗлне 28 миллион гектартан кая марӳстерме палӑртни ҫинчен каланӑ.  Районта та пӗтӗм ҫӗршыври пекех кукуруза усси: унӑн лаптӑкне тата тухӑҫне ӳстересси пирки заметкӑсем тӑтӑшах пичетленнӗ. Кашни номерте тенӗ пекех  «кукуруза» сӑмахпа ҫыхӑннӑ статьясене  курма пулать: «Кукуруза акса ӳстерме торфпа ҫӗрӗк тӑпринчен чӳлмексем тӑваҫҫӗ»: «Тухӑҫлӑ кукурузӑшӑн ҫиелтен тӑрӑшаҫҫӗ»: «Кукурузӑна хакламан механизаторсем»: «Кукурузӑна апатлантарчӗҫ»... https://podpiska.pochta.ru/press/%D0%9F6722
Юратнӑ мӑшӑрпа 50 ҫул та сисӗнмерӗ

Юратнӑ мӑшӑрпа 50 ҫул та сисӗнмерӗ

Ҫемье пурнӑҫӗн «ылтӑн» юбилярӗсем ҫирӗп юратупа: ӑнланупа: шанӑҫпа палӑрса тӑраҫҫӗ. Ҫакӑн пек мӑшӑрсем нумай ҫул пӗрле пурӑнса ҫемьен ҫирӗплӗхне: ӑшӑ хутшӑнусене упрама вӗренсе ҫитнӗ. Вӗсенчен пирӗн те тӗслӗх илес килет. Ҫак кунсенче Тӗвенеш ялӗнче пурӑнакан Салминсем «ылтӑн туй» кӗрекине ларнӑ. Елизавета Ильиничнапа Юрий Григорьевича ҫак паллӑ пулӑмпа Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ Валентина Салмина ӑшшӑн саламланӑ. Вӑл муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ячӗпе мӑшӑра округӑн обществӑлла пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн: ҫемье хаклӑхӗсене упраса пынӑшӑн Тав хучӗ парса чысланӑ: парнепе савӑнтарнӑ. Юрий Григорьевич шкул вӗренсе пӗтерсен агроном специальноҫне алла илнӗ: 40 ҫул ытла ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Вӑл — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ. Хастар та пултаруллӑс

Асра тытатпӑр

Чӑваш ачисене чун-чӗререн юратса, ырӑ сунса тухӑҫлӑ ӗҫленӗ ача-пӑча писателӗсенчен пӗри — Николай Ыдарай. Вӑл Хирти Явӑш ялӗнче 1925 ҫулхи январӗн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Пурӑннӑ пулсан, кӑҫал ҫыравҫӑ 101 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Ҫак кунсенче Хирти Явӑш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем ентеш-ҫыравҫӑн кун-ҫулӗпе паллашрӗҫ. Шкулти вулавӑшри кӗнекесен куравӗ те ачасемшӗн кӑсӑклӑ пулчӗ. «Кӗҫӗн ачасем валли ҫырасси ҫӑмӑлах мар, — тенӗ ҫыравҫӑ. — Ку, паллах, ачасене юратнинчен тӗвӗленет. Ачасене юратасси вара, пулас лаша тихаран паллӑ тенӗ пек, пӗчӗкренех пуҫланать». Ачасем Николай Ыдарайӑн сӑввисене, калавӗсене юратсах вуларӗҫ, сӳтсе те яврӗҫ. «Ытарлӑх» кӗнеки тӑрӑх ирттернӗ викторина ыйтӑвӗсене хаваслансах хуравларӗҫ. «Манӑн тӗллевӗм, — тенӗ ҫыравҫӑ, —  ҫуккине пур тӑвасси, пуррине — пурне

Стипендиатсем паллӑ

Ҫӗнӗ ҫул умӗн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Енри пултаруллӑ та талантлӑ 1000 ҫамрӑка хастарлӑхпа пуҫарулӑхшӑн 2026 ҫулта ятарлӑ стипенди парасси ҫинчен хушу кӑларнӑ. Вӗсен хушшинче округра вӗренекен, обществӑлла пурнӑҫа хастар хутшӑнакан, ӗҫлекен яш-кӗрӗм те пур. Хушупа килӗшӳллӗн Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекен  Д. Анисимов, Д.Арсентьева, В.Григорьева, К. Кузьмин, П. Романова,  Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулне ҫӳрекен А. Архипова, Т.Григорьева, Анастасия Евдокимова, Э. Иванова, К.Скворцова, Ю.Степанова, К.Чернова, «Кӗтне» спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан К.Ильина, Н. Лисин, Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи Д. Мухаметшина, «Молодая гвардия Единой России» обществӑлла организацин  членӗ А.Гельметдинова, Пӗтӗм Раҫҫейри «Волонтеры Победы» общ

Уяв кунӗсем усӑллӑ та хаваслӑ иртрӗҫ

Ҫӗнӗ ҫулхи канмалли кунсем кӑҫал та яланхиллех нумая тӑсӑлчӗҫ. Апла пулин те округра пурӑнакансем килте кичемленсе ларман, тӗрлӗ спорт мероприятийӗсене хутшӑнса пултарулӑхне кӑтартса панӑ, мала тухса парнесене тивӗҫнӗ. Кӑҫалхи спорт программи пуян та анлӑ пулнӑ. Кашни кун тенӗ пекех Комсомольскинчи физкультурӑпа спорт комплексӗнче тата тӗрлӗрен ялсенче ӑмӑртусем иртнӗ. Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илнӗ хыҫҫӑнах, январӗн 2-мӗшӗнче, футбол вӑййине юратакансем Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексне мини-футбол турнирне пуҫтарӑннӑ. Пурӗ 10 команда ӑмӑртӑвӑн тӗп призне ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Хӗрӳ вӑйӑсенче «Гигант» команда чи маттурри пулнине кӑтартса панӑ. «Урмай» команда та ҫӳллӗ шайра выляса «кӗмӗл» медале тивӗҫнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — «Асаново» команда. Турнирта чи лайӑх вылякансене

Раштав фестивальне хутшӑннӑ

Январӗн 10-мӗшӗнче Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗн «Веселые нотки» вокал ансамблӗ О.А.Буслаева тата Н.В.Ковшова ертсе пынипе, Комсомольскинчи  «Вознесения Господня» храмӑн настоятелӗ Сергий иерей пулӑшнипе Вырсарни шкулӗсен «Раштав ҫӑлтӑрӗ» Раштав фестивальне хутшӑннӑ. Уяв Канаш тата Беловолжск епископӗ Стефан Преосвященнейший пил панинчен тата аслӑ уявпа саламланинчен пуҫланнӑ. Сцена ҫине тухакансем ӑшӑ та ҫепӗҫ юрӑсем шӑрантарнӑ, ташӑсем ташланӑ. Ачасен савӑнӑҫӗпе, ҫутӑлӑхпа тулнӑ номерсене куракансем хапӑлласах йышӑннӑ.

Ӑста пулнӑшӑн — кубок

Нумаях пулмасть  Чӑваш республикин уҫӑ футбол лигин 2017 ҫулта ҫуралнӑ ачасем хушшинчи чемпионачӗ  вӗҫленнӗ. «Интер» академин пирӗн округри пӗрлештернӗ командин пӗлтӗрхи октябрь уйӑхӗнчен пуҫласа тӗрлӗ командӑсемпе тӗл пулса футбол уйӗнче вӑй виҫме тивнӗ. Ҫамрӑк футболистсем хӑйсен тантӑшӗсем умӗнче ҫухалса кайман, кашни вӑйӑрах ҫӗнтерӳшӗн кӗрешнӗ. Ҫакӑ вӗсене финала тухма май панӑ. Кунта та пирӗн округ футболисчӗсем хӑйсем ӑстарах пулнине ҫирӗплетсе панӑ. Хирӗҫ тӑракан команда хапхине 3 мечӗк тапса  кӗртнӗ, хӑйсенне пӗрре те кӗрттермен. Ҫапла вара турнир ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑнӑ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи 2 «а» класра вӗренекен  Роман Романов вара «Чи лайӑх бомбардир» кубока тивӗҫнӗ. Вӑл  турнирта пурӗ 21 мечӗк  тапса кӗртнӗ. Роман ҫамрӑк-ха

Унӑн пурнӑҫӗ спортпа юнашар

Пирӗн  тӑрӑхра спорта юратакансем йышлӑ. Вӗсем тӗрлӗ шайри  ӑмӑртусене хутшӑнса предприяти-организаци, округ чысне хӳтӗлеҫҫӗ. Ун пек ҫынсенчен пӗри — Ҫӗнӗ Каҫал ялӗнче пурӑнакан Г.Н.Волкова. Галина, 1970 ҫулта Асанкасси ялӗнче ҫуралнӑскер, мӗн ачаранах йӑрӑ та пултаруллӑ  пулнӑ. Тантӑшӗсемпе пӗрле тупӑшса  вӑйӑсем вылянӑ чухне малти ретре пулма тӑрӑшнӑ. Шкулта вӗреннӗ чухне  физкультура учителӗ Г.Н.Петухов уншӑн тӗслӗх пулнӑ, ун пек  пулма ӗмӗтленнӗ. Ҫавӑнпа та вӑл ирттерекен уроксене юратса ҫӳренӗ. Шкулти ӑмӑртусене анчах мар, район шайӗнчи тупӑшусене те пӗрре мар хутшӑннӑ. Вӗсенче малти вырӑнсем йышӑннӑ. 7-мӗш класра вӗреннӗ чухне  ҫӑмӑл атлетика енӗпе республикӑра  иртнӗ ӑмӑртусенче хӑйӗн пултарулӑхне тӗрӗсленӗ. Вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Га

Чӑваш Енре мобильлӗ интернет хӑҫан пулӗ?

Кӑҫалхи ҫулӑн пӗрремӗш ӗҫ кунӗнче  Чӑваш Республикин Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Михаил Степанов ҫыхӑну операторӗсемпе брифинг ирттернӗ. Унта тӗпрен илсен калаҫу мобильлӗ интернета хӑш-пӗр сервиссенче чарни пирки пынӑ. Министр ку йышӑнӑва федераллӑ шайра тунине, ҫакӑ вӑхӑтлӑх мера пулнине, вӑл ҫынсене тата  инфраструктурӑн хӑш-пӗр объекчӗсене хӑрушлӑхран сыхлассипе ҫыхӑннине палӑртнӑ. Мобильлӗ интернет  тухӑҫлӑ ӗҫлесе каясси  министерствӑран та, ҫыхӑнӑвӑн операторӗсенчен те килменнине пӗлтернӗ. «Шурӑ списока» кӗртнӗ сервиссем  килти wi-fi, корпоративлӑ тата обществӑлла сетьсем урлӑ аванах ӗҫлеҫҫӗ. Интернетпа ҫыхӑнну ыйтусемпе хӗрӳ лини ҫине 8(8352) 56-53-52  телефонпа шӑнкӑравлама пулать.

Унӑн кӗнекисем ҫӳлӗксем ҫинче выртмаҫҫӗ

Пирӗн тӑрӑхра чӑваш литературинче сумлӑ йӗр хӑварнӑ  чылай ҫыравҫӑ ҫуралса ӳснӗ. Вӗсенчен ытларахӑшне районта тухса тӑракан «Октябрь ялавӗ» хаҫат творчествӑра пӗрремӗш утӑм тума хавхалантаракан ҫӑлкуҫ пулса тӑнӑ. Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, журналистсен Ҫ.Элкер премийӗн лауреачӗ, вулакансен кӑмӑлне кайнӑ «Вӑхӑта парӑнман юрату», «Сталин грамоти», «Ҫӗрӗллӗ хура кушак» тата ытти кӗнекесен авторӗ  Геннадий Максимов та «Каҫал ен» хаҫатӑн 2011 ҫулта пичетленнӗ «Мана район хаҫачӗ ҫул уҫса пачӗ» статйинче ҫавнах ҫирӗплетет.  Ара, Геннадий Аркадьевичӑн журналистикӑри ӗҫӗ-хӗлӗ те 1979 ҫулта редакцире ӗҫлеме тытӑнсан пуҫланнӑ. Унта тӑрӑшнӑ вӑхӑтра  статьясемпе тӗрленчӗксемпе пӗрлех калавсем те ҫырма пуҫланӑ. Январӗн 1-мӗшӗнче Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ,

Ентеш фестивале хутшӑнать

Чӑваш Енри скульптор, пирӗн ентеш Андрей Молоков Санкт-Петербургра иртекен «КроншЛед» пӑр скульптурисен фестивальне хутшӑнать. Кӑҫал фестивале Раҫҫейри халӑхсен халапӗсемпе эпосӗсене халалланӑ. Андрей Молоков «Уйӑх ҫинчи хӗр» чӑваш халӑх юмахӗ тӑрӑх композици хатӗрленӗ. Фестивале Раҫҫейри тата Казахстанри 12 хулари 20 ӑста хутшӑнать. Курав йӗркелеме Мурманск облаҫӗнчен тата Пермь крайӗнчен  200 ытла тонна пӑр кӳрсе килнӗ. 

Пушар тухнӑ

Килти хуҫалӑхсенче вут-ҫулӑм тухасран асӑрханмалли мерӑсем ҫинчен тӑтӑшах пӗлтерсе тӑратпӑр. Анчах  та пушар хӑрушсӑрлӑхӗн ансат йӗркисене пӑхӑнманни те пысӑк инкек патне илсе пыни пирки шутламастпӑр. Ҫӗнӗ ҫул уявӗсен вӑхӑтӗнче  иртнӗ ҫул округра  2 пушар пулнӑччӗ, 2 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑччӗ. Кӑҫал та уяв кунӗсем инкексӗр иртмен. Килти кӑмака юсавсӑрлӑхне пула пӗр  пушар сиксе тухнӑ. Электропроводка кирлӗ шайра пулманнине пула тепӗр ҫуртра вут хыпнӑ.  Ҫапла вара ҫынсен тимсӗрлӗхне пула ҫулталӑк пуҫламӑшӗ икӗ хуҫалӑха хурлӑх кӳнӗ. Малалла вулас https://podpiska.pochta.ru/press/П6722

Юсав хыҫҫӑн алӑкӗсене уҫнӑ

Нумаях пулмасть Урмаел ялӗнчи культура ҫурчӗ капиталлӑ юсав хыҫҫӑн хӑйӗн алӑкӗсене уҫнӑ. Ӑна «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн юсаса ҫӗнетнӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, округри обществӑлла палата председателӗ Кияметдин Мифтахутдинов тата ыттисем хутшӑннӑ. Вӗсем ялти культура вучахне яланах хӗмленме, халӑхшӑн илӗртӳллӗ вырӑн пулма суннӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ хыҫҫӑн хӑнасем шала иртнӗ, фойере вырнаҫтарнӑ ал ӗҫ пултарулӑхӗн выставкипе паллашнӑ. Малалла вара пултарулӑх коллективӗсен уяв концерчӗпе киленнӗ. Ҫак кун ҫӗнетнӗ культура вучахӗ савӑнӑҫлӑ юрӑ-кӗвӗпе, уяв шӑв-шавӗпе кӗрлесе ҫеҫ тӑнӑ. Вӑл нихӑҫ

Кӗҫӗн Каҫалта — ҫӗнӗ офис

Ҫӗнӗ ҫул умӗн Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ. Унта пӗтӗмӗшле практика врачӗн ҫӗнӗ уйрӑмне уҫнӑ. Ҫакӑ халӑха пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗпе аякка каймасӑрах тивӗҫтерес ӗҫри пӗлтерӗшлӗ утӑм пулнине палӑртса хӑвармалла. Ҫӗнӗ медицина учрежденине «Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ» федераллӑ проектпа килӗшӳллӗн туса лартнӑ. Халӑха ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑмпа саламлама хаклӑ хӑнасем пуҫтарӑннӑ, ҫав шутра% Комсомольски округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Марина Сергеева, Комсомольски  район больницин тӗп врачӗ Инна Ефремова, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗсем Сергей Катиковпа Василий Кокарев, «Булат» ООО подряд организацийӗн тӗп инженерӗ Ильяс Абдулвалеев. Ҫавӑн пекех ял ҫыннисем те уява йышлӑн килнӗ. Министр ҫумӗ Марин

Вулакан пулсассӑн хаҫат пурӑнать

  Паянхи кун халӑха валли информаци илмелли хатӗрсем нумай. Телевидени, радио, хаҫатсемсӗр пуҫне интернет уҫлӑхӗ те тӗнче, ҫӗршыв, республика, округ хыпарӗсене пӗлтерсех тӑрать. Ҫапах та хамӑр тӑрӑхра пурӑнакансен пурнӑҫне, ӗҫӗ-хӗлне тӗплӗнрех, пӗр тӗвве ҫыхса кӑтартаканӗ район хаҫачӗ — «Каҫал ен» — пулса тӑрать. унта хыпарсем пӗлтернипе пӗрлех хамӑр хушӑра пурӑнакан лайӑх ҫынсем ҫинчен каласа паратпӑр. Хӑшӗ-пӗри хаҫатра пичетленекен салам сӑмахӗсене ӑс-тӑнпа ниме тӑман япаласем пек йышӑнма пӑхать пулин те, кашни ҫыншӑнах хӑйӗн  ячӗпе чӗререн каланӑ ӑшӑ сӑмахсем кӑмӑлне кайнине пытараймӑн. Хаҫатра паллакансен  юбилейӗсем, паллӑ кунӗсем пулнине куратпӑр. Чылай чухне урӑх ялта пурӑннӑ, пӗрле ӳснӗ, ӗҫленӗ ҫынсем пурнӑҫран уйрӑлса кайнине те «Каҫал ене» алла илсен пӗлетпӗ
Сире пурне те  Ҫӗнӗ 2026 ҫул тата Ҫутӑ Раштав уявӗсемпе ӑшшӑн саламлатӑп!

Сире пурне те  Ҫӗнӗ 2026 ҫул тата Ҫутӑ Раштав уявӗсемпе ӑшшӑн саламлатӑп!

Ҫак уявсем кашни ҫыншӑн ҫывӑх. Вӗсем пире ҫӗнӗ ӗмӗтсем парнелеҫҫӗ, ырра тата малашлӑха шанма вӗрентеҫҫӗ. Пирӗн округшӑн 2025 ҫул аталану ҫулталӑкӗ пулчӗ. Пӗрлехи ырми-канми ӗҫпе хастарлӑха тата пуҫарулӑха пула округ ҫирӗппӗн малалла аталанать. Эпир пурӑнма, ӗҫлеме тата ачасене ҫитӗнтерме лайӑх майсем тӑвас тӗлӗшпе нумай ӗҫлерӗмӗр: фельдшерпа акушер пункчӗсем, культура тата спорт объекчӗсем, ҫӗнӗ производствӑсем уҫрӑмӑр, ҫул-йӗр хыврӑмӑр. Эпир пурте яланхи пекех пӗр шухӑшлӑ пулса ӗҫлени, пирӗн пӗрлехи вӑй ҫитӗнӳсене татах та   ӳстерме пулӑшса пырӗҫ. Ҫӗнӗ ҫула кӗнӗ чух пур ҫын та ыррине, лайӑххине шанать. ,мӗтӗрсем  пурнӑҫланччӑр, кашни ҫӗнӗ утӑм савӑнӑҫпа шанӑҫ кӳтӗр. Чи хакли вара — килес ҫул та пӗрлӗхе, тус-тӑванлӑха упрасчӗ пирӗн. Вара малашне те ҫирӗп халӑх пулӑпӑр
Николай Раськин: «Пӗрлехи вӑйпа округ аталанать»

Николай Раськин: «Пӗрлехи вӑйпа округ аталанать»

Шурӑ юр нумаях пулмасть ҫеҫ ҫӗр питне хупларӗ, халӗ акӑ декабрь уйӑхӗ вӗҫленсе те пырать, ҫӗнӗ 2026 ҫул пуҫланиччен нумай та юлмарӗ. Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарса пынӑ вӑхӑтра эпир пурнӑҫланӑ ӗҫсене пӗтӗмлететпӗр.  Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ҫулталӑк вӗҫленсе пынӑ май эпир Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗпе тӗл пулса кӑҫал пурнӑҫланӑ ӗҫсене сӳтсе яврӑмӑр, ҫитес ҫул пурнӑҫа кӗртмелли тӗллевсем ҫинчен те калаҫрӑмӑр. — Ырӑ кун пултӑр, Николай Никандрович. Ҫулталӑк вӗҫленсе пынине кура кӑҫалхи чи курӑмлӑ ҫитӗнӳсем ҫинчен калаҫар-ха. Мӗнпе асра юлчӗ иртсе пыракан 2025 ҫул? — Ырӑ кун. Кӑҫалхи ҫул тӗрлӗ пулӑмсемпе пуян пулчӗ. Округра пурӑнакансен пурнӑҫ пахалӑхне       ӳстерес тӗллевлӗ пысӑк проектсене пурнӑҫа кӗртме май килчӗ. Сӑмахран, Ахмет ялне тинех «сенкер ҫулӑм»
Тӳрӗ линире ыйтусене хуравланӑ

Тӳрӗ линире ыйтусене хуравланӑ

Декабрӗн 19-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин тӳрӗ эфирта ҫӗршывӑн 2025 ҫулхи ӗҫӗсене пӗтӗмлетсе пресс-конференци ирттернӗ. Ун патне 3 миллион ытла ыйту килнӗ. 4 сехет те 28 минут пынӑ тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче 103 ыйту ҫине хуравланӑ. Хамӑрӑн тата ют патшалӑхсен журналисчӗсене,  уйрӑм ҫынсене ытларах ҫӗршыври тата тӗнчери лару-тӑру, экономика, налук, ипотека, автопром, авиастроени, демографи, вӗрентӳ тата ытти отрасльсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем интереслентернӗ. Уйрӑмах Украина тата ятарлӑ ҫар операцийӗ   пирки  ыйтусем нумай пулнӑ. В.Путин  Киев  территори ыйтӑвӗсене татса парас тӗллевпе калаҫусем ирттерме  васкаманнине, стратеги пуҫарӑвӗ РФ ҫарӗн аллинче пулнине палӑртнӑ.  Ют ҫӗршыври Раҫҫейӗн  активӗсене туртса илнине вӑрланипе мар, ҫаратнипе танл
Ҫӗнӗ ҫул марафонӗ пуҫланчӗ

Ҫӗнӗ ҫул марафонӗ пуҫланчӗ

Чылайӑшӗ чӑтӑмсӑррӑн кӗтекен уяв — Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарса пыни кунран-кун ытларах та ытларах сисӗнет. Комсомольски ялӗн центрӗ каҫхи вӑхӑтра йӑлтӑр-ялтӑр ҫутӑсемпе йӑлкӑшать. Кунта ҫитес 2026 ҫул эмблемине те, капӑр чӑрӑша та тахҫанах вырнаҫтарса лартнӑ. Ҫак кунсенче вара округра Ҫӗнӗ ҫул мероприятийӗсем старт илчӗҫ. Декабрӗн 23-мӗшӗнче округ администрацийӗ умӗнчи лапам савӑнӑҫлӑ юрӑсемпе, ҫынсен хаваслӑ куллисемпе кӗрлесе ҫеҫ тӑчӗ. Кунта Ҫӗнӗ ҫула халалланӑ мероприятисене пуҫласа илемлетнӗ автомашинӑсен конкурсӗ иртрӗ. Йӑлтӑр-ялтӑр гирляндӑсемпе хитрелетнӗ транспорт хатӗрӗсем ҫинче юмахри сӑнарсем ярӑнса иртрӗҫ. Ҫавӑн пекех Хӗл Мучисемпе Юр пикесен парачӗ те куҫ илмелле мар илӗртӳллӗ пулчӗ. Тӗрлӗ сӑнарсен тумне тӑхӑннӑ ҫынсем хӗл сиввине пӑхмасӑр ташларӗҫ, уяв юррисем шӑрантарчӗҫ, хуткупӑс
Банк пулӑшнипе ача-пӑча лапамӗ тунӑ

Банк пулӑшнипе ача-пӑча лапамӗ тунӑ

Декабрӗн 20-мӗшӗнче Чӗчкен тӗп шкулӗ ҫумӗнчи шкул ҫулне ҫитменнисен ушкӑнӗ валли ҫӗнӗ ача-пӑча площадкине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ҫак объекта РФ Перекет банкӗн ыркӑмӑллӑх проекчӗ пулӑшнипе туса лартма май килнӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, РФ Перекет банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн патшалӑх секторӗпе ӗҫлекен пайӗн начальникӗ Наталья Ключникова, Рамиль Идиатуллин депутат,  ял ҫыннисем тата шкул ачисем хутшӑннӑ. «Ҫакӑн пек пуҫарусем халӑха валли хӑтлӑ та паянхи кун ыйтӑвӗсемпе килӗшсе тӑракан хутлӑх йӗркелеме пулӑшаҫҫӗ. Банка  социаллӑ яваплӑхшӑн тата пирӗн округ аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн тав тӑватӑп. Муниципалитетпа бизнес пӗрле килӗштерсе ӗҫлени чӑннипех те курӑмлӑ кӑтартусем тума пулӑшать», — палӑртнӑ Николай Никандрович хӑйӗн сӑмахӗнче.
Ветерансем пурнӑҫпа та утаҫҫӗ

Ветерансем пурнӑҫпа та утаҫҫӗ

Округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче пулнӑ ӗҫ, вӑрҫӑ, хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен, шалти ӗҫсен ветеранӗсен  округри уйрӑмӗн ХI отчетпа суйлавӗн конференцийӗ ӗҫлӗ лару-тӑрура иртрӗ тесе туллин ҫирӗплетсе калама пулать. Пилӗк ҫулта ветерансен организацийӗ чылай ӗҫ туса ирттернӗ. Ветерансен организацийӗн  округри уйрӑмӗн совечӗн председателӗн Ю.С.Тимофеевӑн отчечӗ вӑрӑма тӑсӑлчӗ пулин те докладчик ветерансем хутшӑннипе тунӑ пур ӗҫсене те асӑнса пӗтерме май ҫуккине палӑртрӗ. Ҫавӑнпа та ытларах юлашки ҫулсенче пурнӑҫланӑ ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Иртнӗ ҫул Раҫҫейре Тӑван ҫӗршыв сыхлавҫин, Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх, округра хамӑр ентешсен, Совет Союзӗн Геройӗсен ҫулталӑкӗсем пулнӑ, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май ветерансен ӗҫӗ татах та хӗрӳр
Косовсен – «ылтӑн туй»

Косовсен – «ылтӑн туй»

«Турӑ пӳрнӗ телейлӗ шӑпа — 50 ҫул юратнӑ мӑшӑрпа», — тесе шӑрантараҫҫӗ Любовь тата Николай Гордеевсем «Ылтӑн туй» юрринче. Ҫур ӗмӗр пӗрле килӗшӳпе юратура пурӑнакансене чӑннипех те телейлӗ ҫынсем тесе калас килет. Ҫак кунсенче Комсомольскинче пурӑнакан Юлия Минюлловнӑпа Геннадий Никонорович Косовсем «ылтӑн» туйне уявланӑ. Ҫур ӗмӗр ӗнтӗ ҫак мӑшӑр савӑнӑҫӗсене пӗрле пайласа, йывӑрлӑхӗсене пӗрле парӑнтарса пурнӑҫ ҫулӗ тӑрӑх алла-аллӑн утать. 1975 ҫулта Комсомольскинчи район Совечӗн ЗАГС бюровӗнче Косовсен ҫемйи чӑмӑртаннине регистрациленӗ. Ҫул хыҫҫӑн ҫул иртнӗҫем йыш хушӑнсах пынӑ. Пурӗ 5 ачана — 4 хӗрпе 1 ывӑла кун ҫути парнеленӗ мӑшӑр, тивӗҫлӗ воспитани парса ура ҫине тӑратнӑ. Паянхи кун Косовсен нумай мӑнук ҫеҫ мар, пӗр мӑнмӑнук та пур. Вӗсем ватӑсене хӑйсен ӑшшипе, юратӑвӗпе савӑнт
Тукаевсем – чи туслӑ ҫемье

Тукаевсем – чи туслӑ ҫемье

Ҫак кунсенче Шупашкарти патшалӑх филармонийӗнче  республикӑри Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх ҫулталӑкне вӗҫленӗ ятпа савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ. Унтах республика шайӗнче йӗркеленӗ  «Ҫулталӑк ҫемйи — 2025»  конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Вӗсем хушшинче пирӗн округра пурӑнакансем  пурри савӑнтарать. Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче   тӗпленнӗ Тукаевсен ҫемйи «Чи туслӑ ҫемье» номинацире ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Ҫемье пуҫӗ Айрат Гумерович шалти ӗҫсен министерствин «Комсомольский» уйрӑмӗнче ӗҫлет. Кил-ҫурт  ӑшшин вучахне упракан Гульшат Гаязетдиновна «Рябинушка» ача садӗнче учитель-логопедра тӑрӑшать.  Вӗсем пилӗк ачана ҫут тӗнче парнеленӗ: Руслан, Ранис, Раиль, Самира, Адель.  Асли, Руслан, ҫемьеллӗ, ачаллӑ. Вӗсем ҫемйипе  тӑван тӑрӑхрах тӗпленнӗ, кунтах ӗҫлеҫҫӗ.   Раильпе Ранис ывӑлӗсем алла про
Ӑста кӗрешӳҫӗсем пулнине ҫиӗрплетрӗҫ

Ӑста кӗрешӳҫӗсем пулнине ҫиӗрплетрӗҫ

Пирӗн округри ирӗклӗ майпа кӗрешекенсем ҫулсеренех республика, Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусенчен наградӑсемпе таврӑнаҫҫӗ. «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче арҫын ачасем тата ҫамрӑксем хушшинче декабрӗн 20-мӗшӗнче  «Кӗрешӳ» наци спорчӗпе иртнӗ  республика ӑмӑртӑвӗнче Комсомольскисем кавир ҫинче чӑннипех те ӑста пулнине, тытӑҫусенче ҫӗнтерӳшӗн ӑнтӑлнине тепӗр хут ҫирӗплетсе пачӗҫ. «Кӗтне» спорт шкулӗн воспитанникӗсем 15 награда ҫӗнсе илме пултарчӗҫ. Хӑйсен ӳсӗмӗнчи виҫе категорийӗсенче Ислам Мингалеев тата Евгений Павлов 1-мӗш, Арсений Прокопьев, Данир Галиуллин, Степан Хораськин,  Александр  Демьянов,  Денис Яндров 2-мӗш, Трофим Таркин, Артем Маштанов, Инзиль Сахров, Вадим Никифоров, Кирилл Андреев, Владимир Ефремов, Роман Иванов, Павел Герасимов 3-мӗш вырӑн ҫӗ
Хӑйӗн тӗслӗхӗпе хавхалантарать

Хӑйӗн тӗслӗхӗпе хавхалантарать

Округри спорта юратакансем Нӗркеҫри Николай Волков ятне аван пӗлеҫҫӗ. Вӑл, ачаранах сывӑ пурнӑҫ йӗркине юратса  ӳснӗскер,  районта иртекен футбол, ҫӑмӑл атлетика, йӗлтӗр  тата ытти спорт ӑмӑртӑвӗсене  хастар хутшӑннӑ, хутшӑнать те. Пултаруллӑ спортсмен хӑй 60 ҫул тултарнӑ ятпа «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче футзал енӗпе 50 ҫултан аслӑрах футболистсем хушшинче турнир йӗркелерӗ. Унта хамӑр тӑрӑхри спортсменсемпе пӗрлех Патӑрьел, Шӑмӑршӑ, Елчӗк округӗсенчен килнӗ командӑсем те вӑй виҫрӗҫ. Аслӑрах ӳсӗмрисем хушшинче те вӑйӑсем хӗрӳ иртрӗҫ. Хӑнасем ӑстарах вылянине пула ҫитӗнӳ вӗсенче пулчӗ. Пирӗн округ команди виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Николай хӑйӗн тӗслӗхӗпе спорт кирек хӑш ӳсӗмрисемшӗн те  ҫывӑх  тӑнине кӑтартать, унпа кирек хӑҫан та туслӑ пулма  хавхалантарать.
Йӑлана кӗнӗ йӗркепе

Йӑлана кӗнӗ йӗркепе

Комсомольски вӑтам шкулӗсенче йӑлана кӗнӗ йӗркепе спорт  мероприятийӗсем ирттересси тахҫанах вӑй илсе пырать.  Хӑшӗсем волейбол, теприсем футбол, ҫӑмӑл атлетика, сӗтел ҫинчи  теннис вӑййисем ирттереҫҫӗ. Акӑ, декабрӗн 22-мӗшӗнче, Комсомольски  2-мӗш вӑтам шкулӗнче сӗтел ҫинчи теннис енӗпе икӗ вӑтам шкул пӗрле пысӑк спорт мероприятийӗирттерчӗҫ. Комсомольски 2-мӗш тата Тукай   Мишер вӑтам шкулӗсенче вӗренекенсем  хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса пачӗҫ. Ҫак спорт вӑййисене тивӗҫлӗрех йӗркелеме икӗ шкул учителӗсем  сахалах мар вӑй хучӗҫ. Вӗсем% Комсомольски 2-мӗш, Тукай Мишер вӑтам шкулӗсен учителӗсем Федор Гаврилов, Ирек Минсафинов. Пӗри — рисовани, черчени, труд, тепри физкультура урокӗсенче ачасене тарӑн пӗлӳ парас тесе тӑрӑшать. Ӑмӑртусене округ
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли). Пысӑк хастарлӑхпа  ура ҫине тӑнӑ Унта «Ҫӗрулми лартмалли «СКГ-4» машинӑсем «КД-35» е «ДТ-54» йышши тракторсемпе ӗҫлеҫҫӗ. Вӑл машина тӑватӑ ретлӗ, пӗрре лартса тухнӑ чухне пӗр-пӗринчен 70 сантиметр выртакан тӑватӑ касӑ тӑвать; ҫав касӑсем тӑрӑх кашни 70 сантиметрта 2—3-шер ҫӗрулми тата удобрени  хурать, вӗсене витсе хӑварать. Ҫавӑн пек пӗр виҫеллӗ лартса пынӑ ҫӗрулмие тӑрӑхла та, урлӑ та культиваци тума пулать» тесе ӑнлантарнӑ.  Каярахпа ку меслетпе лартнӑ лаптӑкран тухӑҫлӑ ҫӗрулми туса илни пирки каланисене тӑтӑшах курма пулать. Анчах та тухӑҫӗ паянхипе танлаштарсан чылай пӗчӗк пулнӑ, кашни гектартан 160—190 центнер, хӑш-пӗр ҫӗрте 200 центнер ытларах анчах.  Ку енӗпе хаҫатра пичетленӗ йӗркесем: «Ҫӗрулми шӑтса тухсанах участока сӳреленӗ. Ҫу каҫиччен ҫӗрулмие икшер хут
Ултав «вӑлтинчен» туртса кӑларнӑ

Ултав «вӑлтинчен» туртса кӑларнӑ

Ҫак кунсенче шалти ӗҫсен министерствин «Комсомольский» уйрӑмӗн сотрудникӗсен тимлӗхӗпе тата вӗсем вӑхӑтра кирлӗ йышӑнусем тунипе пирӗн округра пурӑнакана телефон ултавҫисен  «вӑлтинчен» «туртса илме» май килнӗ. Пӗр ялта пурӑнакан 60 ҫулти ҫын телефон мессенджерӗнче  унчченхи ӗҫ паракан тесе палӑртнӑскертен хыпар вуланӑ.  Вӑл  малтан тӑрӑшнӑ учрежденире  тӗрӗслев ирттерни, ҫывӑх вӑхӑтра ун патне  ФСБ сотрудникӗ шӑнкӑравлама пултарни пирки ҫырнӑ. Телефонпа шӑнкӑравлаканни вара такамсем ун ячӗпе кредит илсе ӑна Украинӑна куҫарма хатӗрленнине пӗлтернӗ, ҫакӑншӑн ӑна уголовлӑ майпа явап тыттарассипе хӑратнӑ. Ял ҫыннин банкра укҫа пулнине пӗлсен телефонра  «ЦБ РФ» приложенине вырнаҫтарса укҫа-тенке йӑлтах вӗсен «хӑрушлӑхсӑр счечӗ» ҫине куҫарма сӗннӗ. Ҫын, па
Патриотлӑхра – пирӗн вӑй

Патриотлӑхра – пирӗн вӑй

Кӑҫалхи ҫул Раҫҫей шайӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин, пирӗн республикӑра Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх, округра Комсомольски районӗнче ҫуралса ӳснӗ Совет Союзӗн Геройӗсен ҫулталӑкӗ ятпа иртрӗ. Ҫавна май округри ялсенче тематикӑлла мероприятисем нумай йӗркелесе ирттерчӗҫ. Вӗсене ҫӗршер, пиншер ҫын хутшӑнчӗ. Халӗ вара патриотлӑх ҫулталӑкне пӗтӗмлетмелли вӑхӑт та ҫитрӗ. Комсомольскинчи  культура ҫуртӗнче тематикӑлла ҫулталӑка хупса концерт пулчӗ. Унта ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе вӗсен ҫемйисем, тӗрлӗ ҫарсен ветеранӗсем, волонтерсем, округри ялсенче пурӑнакансем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Мероприятие уҫса муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин: «Эпир ҫак тематикӑлла ҫулталӑка хупатпӑр, анчах та патриотлӑх темине хупмастпӑр. Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене асра тытни, паттӑрсене хисеплени тата патриот
Ыйтусене сӳтсе явнӑ, уявпа саламланӑ

Ыйтусене сӳтсе явнӑ, уявпа саламланӑ

Декабрӗн 17-мӗшӗнче округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче черетлӗ Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. Ӑна округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ертсе пычӗ. Информаци кунӗн ӗҫне Чӑваш Республикин  физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров, Чӑваш Республикин  Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов хутшӑнчӗҫ, кун йӗркине кӗртнӗ ыйтусемпе хӑйсен шухӑшӗсене палӑртрӗҫ. Ҫӗнӗ ҫул кашниех кӗтекен пысӑк уяв. Округра ҫак енӗпе чылай  мероприяти иртет. Вӗсене хатӗрленме пуҫланӑ ӗнтӗ. Анчах та уявсем ирттернӗ чухне хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗ ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑрмалла. Хӑрушсӑрлӑх темипе шкулсенче, халӑх хушшинче калаҫусем ирттермелле. Ҫакӑ тата ытти ыйтусем  ҫинче пушар надзорӗн округри уйрӑмӗн начальникӗ Андрей Симуков чарӑнса тӑчӗ. Спорт —  сывлӑх ҫӑлкуҫӗ, тетпӗр. Халӑха
Хӑюлӑх урокӗ иртнӗ

Хӑюлӑх урокӗ иртнӗ

Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче «Голоса подвига» ятпа хӑюлӑх урокӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Республикинчи Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх ҫулталӑкне халалланӑ. Мероприятие хаклӑ хӑнасем — ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем, ветерансем килсе  ҫитнӗ. Вӗсен йышӗнче% гварди майорӗ Дмитрий Осипов, гварди капитанӗ, виҫӗ хутчен Хӑюлӑх орденӗн кавалерӗ Александр Климкин, гварди аслӑ лейтенанчӗ Алексей Башмаков, гварди рядовойӗ Сергей Егоров, гварди капитанӗ, виҫӗ хутчен Хӑюлӑх орденӗн кавалерӗ Даниил Косулин. Паттӑрсем шкул ачисене хӑйсен пурнӑҫӗ, ҫар служби, ҫапӑҫури туслӑх, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесси ҫинчен каласа панӑ. Ачасем хӑнасене питӗ тимлӗн итленӗ, ыйтусем парса кӑсӑклантаракан самантсене уҫӑмлатнӑ. Хӑюлӑх урокӗ патриотлӑх хамӑрӑн ҫӗршывӑн историне хисепленинчен, пирӗн несӗлсен тата халь пурӑн
Раҫҫей Геройӗ ячӗпе – тӗлпулу

Раҫҫей Геройӗ ячӗпе – тӗлпулу

Кӗҫӗн Каҫал культура ҫуртӗнче Раҫҫей Геройӗ Иван Марин ячӗпе иртнӗ тӗлпулӑва халӑх йышлӑн пуҫтарӑнчӗ. Малтанах округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗсем Сергей Катиков, Василий Кокарев, таврапӗлӳҫӗсем, тӗлпулӑва килнисем ялти Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра вилнисене асӑнса лартнӑ палӑк умне чечек ҫыххисем хучӗҫ. Тӗлпулӑва Кӗҫӗн Каҫал культура ҫурчӗн директорӗ Алевтина Трофимова ертсе пычӗ. Иван Марин пирки каласа пачӗ. Вӑл Свердловск хулинче ҫуралса ӳснӗ. Апла пулсан та ӑна хамӑр ентеш тесех калама пулать.  Унӑн ашшӗ, Петр Сергеевич, хамӑр районти Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче ҫуралнӑ, Кӗтне юханшывӗн, пирӗн тӑрӑхӑн сывлӑшӗпе сывласа ӳснӗ. Пурнӑҫ ҫулӗ ӑна Екатеринбург хулине илсе ҫитернӗ. Унта вӑл ҫемйипе тӗпленсе пурӑнать. Хӑй ҫуралнӑ тӑрӑхпа нихӑҫан та ҫыхӑнӑва татм
Пулӑшу кӳни  пархатарлӑ

Пулӑшу кӳни  пархатарлӑ

Округра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсене куллен пулӑшу пани ҫинчен час-часах ҫырса кӑтартатпӑр. Ку ӗҫ самантлӑха та чарӑнмасть. Хӗл кунӗсем ҫитнӗ май салтаксен йывӑр условисенче пурӑнма тивет. Ҫавна май округри вӗренӳ учрежденийӗсенче гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарас ӗҫе йӗркеленӗ. Шкулсемпе ача сачӗсем ку ӗҫе хастаррӑн хутшӑннӑ. Вӗрентекенсем, вӗренекенсем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗ салтаксене куллен кирлӗ  пулакан япаласем хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех кашни посылкӑна ачасен ҫырӑвӗсене, ӳкерчӗкӗсене хунӑ. Пӗчӗккисен пултарулӑхӗнче «Эпир сирӗн ҫинчен манмастпӑр, сирӗнпе мӑнаҫланатпӑр. Эпир сирӗнпе пӗрле» текен шухӑшсем тӗп вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Тӑван ҫӗртен яракан ӑшӑ саламсем салтаксен чун-чӗрине ӑшӑтӗҫ, пурте пӗрле пуҫтарнӑ япаласем вара фронтри лару-тӑрура кулленхи пурнӑҫа ҫӑмӑллатма пулӑ
Ача садӗнче – уяв

Ача садӗнче – уяв

Округри чи аслӑ ача сачӗсенчен пӗри — Комсомольскинчи «Колосок» ача сачӗ ҫак кунсенче хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ турӗ. 40 ҫул каялла вӑл  пуҫласа хӑйӗн алӑкӗсене уҫса шӑпӑрлансене кӗтсе илнӗ. Унтанпа ӗнтӗ мӗн чухлӗ ача кунта тивӗҫлӗ воспитани илсе шкула тухса кайнӑ. Паянхи кун ача садне 100 ытла ача ҫӳрет. Вӗсене  пуян опытлӑ воспитательсем кашни ир кӗтсе илеҫҫӗ. Пултаруллӑ коллектива 20 ҫул ытла Светлана Токмакова заведующи ертсе пырать. Уяв ячӗпе ача сачӗн коллективне округ пуҫлӑхӗн ҫумӗн, вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх  пурнӑҫлакан Евгения Соколова, депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Вячеслав Кополухин, вӗренӳ учрежденийӗсен профсоюз председателӗ Вероника Макарова, ашшӗ-амӑшӗсем  саламларӗҫ, парнесемпе чысларӗҫ. Пултаруллӑ, маттур ӗҫченсене: Г.Р.Медведевӑна, М.М.Абд
55 ҫул пӗрле пурнӑҫ ҫулӗпе

55 ҫул пӗрле пурнӑҫ ҫулӗпе

Мӑшӑр 55 ҫул юратупа килӗшӳре пӗрле пурӑннине, пурнӑҫ сукмакне шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пӗр-пӗринпе такӑрлатнине ҫемье пурнӑҫӗн изумруд юбилейӗ теҫҫӗ. Ҫак юбилей ҫемьен ҫирӗплӗхне сӑнлать, мӑшӑр пӗр-пӗрне хисепленине, ҫемье ӑшшине мала хунине палӑртать. Асанкассинче пурӑнакан Роза Назаровнӑпа Василий Пантелеймонович Белковсем ҫак кунсенче шӑпах изумруд юбилейне уявланӑ. Вӗсем ялти культура ҫуртӗнче паллашнӑ пулнӑ, кӑштахран паллашу — ҫирӗп туслӑха, унтан хӗрӳ юратӑва куҫнӑ. Мӑнкунра ҫамрӑксем туй кӗрлеттернӗ, 1970 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче вара ҫемье ҫавӑрнине официаллӑ майпа регистрациленӗ. Унтанпа ҫур ӗмӗр ытла ҫемье ӑшшине упраса, пӗр-пӗрне пулӑшса пырса Белковсем пурнӑҫ сукмакне алла-аллӑн такӑрлатаҫҫӗ. Мӑшӑр икӗ ачана кун ҫути парнеленӗ, ӑс парса ӳстернӗ, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма
Чи пӗлтерӗшли — ҫынсене куллен пулӑшни

Чи пӗлтерӗшли — ҫынсене куллен пулӑшни

Медицина ӗҫченӗ — чи хисеплӗ профессисенчен пӗри. Тухтӑра ҫынсем хӑйсен чи хаклӑ туприне — сывлӑхне шанаҫҫӗ. Ялта вӑй хуракан пӗтӗмӗшле практика врачӗ вӑл терапевт ҫеҫ мар, анлӑ профильлӗ специалист шутланать. Хӑйӗн участокӗнчи кашни ҫемьене пӗлсе тӑраканскер,  хуть те хӑш самантра та чирлисене пулӑшу кӳме яланах хатӗр вӑл. Урмаелӗнчи пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗнче вӑй хуракан Диля Зиатдинова мӗн пӗчӗкрен шур халатлӑ ӗҫчен пулма ӗмӗтленнӗ. 2001 ҫулта шкула «пиллӗк» паллӑсемпе ҫеҫ пӗтерсен Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетне вӗренме кӗнӗ. Алла диплом илнӗ хыҫҫӑн пӗр хушӑ Шупашкарти хула больницинче участокри врач-терапевтра ӗҫлесе опытне пуянлатнӑ. Унтан 2012 ҫулта «Земство тухтӑрӗ» программӑна хутшӑнса тӑван района таврӑннӑ. Паянхи кун Диля Гаязтиновна пӗтӗмӗшле
Малашне те ҫитӗнӳсем юнашар пулччӑр

Малашне те ҫитӗнӳсем юнашар пулччӑр

Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнче  9-мӗш класра пӗлӳ пухакан  Анастасия Макарова чӑваш чӗлхипе литературин предметне юратса вӗренет. Чӑваш халӑхӗн сӑмахлӑхне алла илнипе пӗрлех мӗн авалтан пыракан йӑли-йӗркисем пирки те ытларах пӗлме тӑрӑшать. Ку енӗпе ӑна амӑшӗ, Комсомольскинчи искусствӑсен шкулӗн Аслӑ Чурачӑк культура ҫурчӗ ҫумӗнчи филиалӗн преподавателӗ,  «Тевет» ача-пӑча фольклор ушкӑнне ертсе пыракан Татьяна Васильевна та нумай пулӑшать. Кӑҫалхипе иккӗмӗш хут ӗнтӗ Настя Т.Ю.Ермолаева ертсе пынипе Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗ  тата Канашри  транспортпа энергетика техникумӗ пулӑшнипе чӑвашсен «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ ирттерекен  ӑслӑлӑхпа практика конференцине хутшӑннӑ. Иртнӗ ҫул хастар хӗрача  унта 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ пулсан кӑҫал 1-мӗш вырӑнлӑ диплома
Ҫӗнтерӳҫӗсене  чысланӑ

Ҫӗнтерӳҫӗсене  чысланӑ

Декабрӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарта «Одаренные дети —2025» XV республика форумӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Ҫак форума культурӑпа искусство сферинчи чи сумлӑ пулӑм тесе калама пулать. Ӑна ҫулсерен ҫулталӑк вӗҫӗнче ирттерсе творчествӑри ҫитӗнӳсене пӗтӗмлетеҫҫӗ. Республикӑри чи талантлӑ, ӑслӑ та пултаруллӑ ачасене сцена ҫине йыхравласа дипломсем тата кубоксем парса хавхалантарнӑ. Ҫак чыса тивӗҫнисем хушшинче Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулне ҫӳрекенсем те пулнӑ: «Островок» ташӑ ансамблӗн аслӑ ушкӑнӗ, Рания Минебаева, Давид Поляков, Илона Дмитриева тата Анастасия Макарова. Вӗсем пултарулӑхра ҫитӗнӳсем тунинче, паллах, преподавательсен: Т.Е.Иванован, Н.В.Абдюшеван, Т.В.Макарован та тӳпи пысӑк. Шӑпах вӗсем пӗлсе ертсе пырса ачасен таланчӗсене уҫма, аталантарма майсем тупаҫҫӗ.  Ҫӗнтерӳҫ
Сӑвӑ вуласа палӑрнӑ

Сӑвӑ вуласа палӑрнӑ

Республика шайӗнче ҫулсеренех  ирттерекен «Осенняя палитра» сӑвӑ вулакансен  кӑҫалхи конкурсне  пӗтӗмлетнӗ. Унта Чӑваш Енӗн пур кӗтесӗсенчен те 200 ытла вӗренекен хутшӑннӑ. Вӗсем кӗркунне илемӗпе, хӑйнеевӗрлӗхӗпе ҫыхӑннӑ сӑвӑсем вуласа тупӑшнӑ. Пирӗн округри Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче 8-мӗш «к» класра вӗренекен В. Тихоновапа А.Митюкова 2-мӗш степеньлӗ дипломсене тивӗҫнӗ. Вӗсене вӗренӳре те, конкурссенче те ҫитӗнӳсем сунатпӑр.
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли). Пысӑк хастарлӑхпа ура ҫине тӑнӑ «Колхозӑн кӑҫал 1100 кубометр тӑпра ӗҫӗ тумалла, 200 кубометр хӑйӑр турттармалла, 20 кубометр чул кӑлармалла, 27 кубометр турттармалла тата ытти хӑш-пӗр ӗҫсем тумалла. Ҫул-йӗр строительствин ӗҫне эпир хӗллехи вӑхӑтрах пуҫӑнтӑмӑр. 20 кубометр чул кӑлартӑмӑр, 14 кубометр йывӑҫ  хатӗрлерӗмӗр тата 27 кубометр чул турттартӑмӑр. Ҫураки ӗҫӗ хӗрӳллӗн пулса пынӑ вӑхӑтрах колхозниксем ҫул ҫинче тӑпра ӗҫӗ тума тытӑнчӗҫ», — тесе ҫырать хаҫатӑн  1953 ҫулхи июнӗн 4-мӗшӗнчи номерӗнче пичетленнӗ «Ҫулталӑкри плана ҫывӑх кунсенче пурнӑҫлатпӑр» статьяра   «Дружба» колхоз председателӗ С.Алиуллов. Ҫак  темӑпа ҫырнӑ заметкӑсенчи  йӗркесем: «Калинин ячӗпе тӑракан колхозӑн Сиккасси — Комсомольски шоссе ҫулӗ ҫинче 200 погонометр тӑршшӗ чул сармалла». «Иртнӗ ҫул
С.Спиридонов – республика чемпионӗ

С.Спиридонов – республика чемпионӗ

Шупашкарта «Спартак» спорт шкулӗнче шахматла выляса мала тухассишӗн арҫынсем тата хӗрарӑмсем хушшинче республика чемпионачӗ иртнӗ. Унта Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле хулисенчи, Патӑрьел, Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Тӑвай округӗсенчи чи вӑйлӑ шахматистсем вӑй виҫнӗ. Пӗр эрне ытла пынӑ тупӑшура  Комсомольскинче ҫуралса ӳснӗ Сергей Емельянович Спиридонов пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, ку спорт енӗпе 2025 ҫулхи чемпион пулса тӑнӑ. Вӑл ача чухнех шахматла выляса республикӑри, Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑннӑ, пӗрре мар ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.  Халӗ вӑл Шупашкар хулинче пурӑнать, пӗр спорт клубӗнче ҫамрӑк шахматистсене хатӗрлет. Сергей Емельяновича малашне те ӑнӑҫусем сунатпӑр. Юрий ГАВРИЛОВ.
Кӗмӗл медальсене тивӗҫнӗ

Кӗмӗл медальсене тивӗҫнӗ

Пирӗн округри ҫамрӑк кӗрешӳҫӗсем кӑҫал та, ытти  ҫултисенчи пекех, республика, Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусенче ҫӗнтерӳпе палӑраҫҫӗ. Нумаях пулмасть «Кӗтне» спорт шкулӗн воспитанникӗсем Вӑрнар поселокӗнче «Попутчик» ООО призӗсемшӗн иртнӗ республикӑри уҫӑ турнирта кӗрешнӗ. Никита Захаров 70 килограмм таранхи, Булат Галимзянов 80 килограмм таранхи виҫе категорийӗсенче тупӑшса кӗмӗл медальсене тивӗҫнӗ. Ҫамрӑк спортсменсене тата вӗсен тренерӗсене Г.Н.Петухова, В.Х.Денисова, Е.А.Павлова саламлатпӑр, малашне те ҫӗнтерӳсем кӗтетпӗр. Петр ПОРЯДКОВ.
Кӑмака хутакансен уйрӑмах асӑрханмалла

Кӑмака хутакансен уйрӑмах асӑрханмалла

Хӗлле ҫитни, паллах, пирӗнтен нумайӑшне савӑнтарать. Анчах пушар хӑрушсӑрлӑхӗ пирки манмалла мар. Ҫулӑма сӳнтерме мар, вӑл тухасран сыхланма ҫӑмӑлрах. Электротехника хатӗрӗсене вырнаҫтарнӑ тата вӗсемпе усӑ курнӑ чухне пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсенче палӑртнӑ йӗркесене пӑхӑнмалла. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Республикинче электрохатӗрсемпе тата кӑмакасемпе усӑ курнӑ чухне пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑхӑнманнипе 475 пушар тухнӑ. Шел те, вӗсенче 13 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 17 ҫын суранланнӑ, ҫулӑм 240 ытла зданипе сооружение тӗп тунӑ. Хальхи вӑхӑтра ҫуртсене хутса ӑшӑтмалли тӗп тытӑм ӗҫлет пулсан та, кӑмака хутса пурӑнакансем те пур. Ун пеккисен ҫакна асра тытмалла: пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк. Кӑмака хутнӑ чухне ҫулӑмпа асӑрханманни, вутта ҫывӑха хурса типӗтни, ытти йӗркене пӑсни ин
Конференци иртрӗ

Конференци иртрӗ

Декабрӗн 11-мӗшӗнче районти культура ҫуртӗнче «Единая Россия» партин  вырӑнти уйрӑмӗн черетлӗ XXXV конференцийӗ иртрӗ. Конференцие  округ пуҫлӑхӗ, «Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмӑн секретарӗ  Николай Раськин,  ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Попов, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева,  депутатсем,  территори уйрӑмӗсен начальникӗсем, парти членӗсем хутшӑнчӗҫ. Маттур та пуҫаруллӑ депутатсене, партин  вырӑнти уйрӑмӗн членӗсене «Единая Россия» партин  регионти уйрӑмӗн  секретарӗн Леонид Черкесовӑн  Тав хучӗсемпе  чысларӗҫ. Пурте пӗрле пухӑнса    «Единая Россия»  партин регионта иртекен  XXXV конференцине хутшӑнакансен делегацине суйларӗҫ.  Унта округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин,&
Пулӑшу — ҫирӗп тӗллев

Пулӑшу — ҫирӗп тӗллев

Иртнӗ эрнере республикӑри  предприятисем тата унта  пурӑнакансем ятарлӑ ҫар операцийӗнчи  ентешсем валли черетлӗ хут ыркӑмӑллӑх пулӑшӑвне ӑсатрӗҫ. СВО пуҫланнӑранпа регионтан 58-мӗш хут ҫула тухнӑ автоколоннӑра — салтаксене кирлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ тиенӗ 5 фура. Олег Николаев, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ: Пурӗ  90 тонна груз тиесе ятӑмӑр: 85 кубла метр йывӑҫ материал, япӑх ҫулсемпе те ҫӳреме пултаракан 5 автомобиль, квадроцикл, стройматериалсем, пичкесем, медикаментсем, буржуйка кӑмакасем. Ҫак груз ентешӗмӗрсен службине палӑрмаллах ҫӑмӑллатасса шанатӑп.
Ҫӗнтерӳ пулать, эсир шанӑр

Ҫӗнтерӳ пулать, эсир шанӑр

Нӗркеҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, кунтах ачалӑхне ирттернӗ, шкулта лайӑх паллӑсемпе вӗреннӗ  Дмитрий Индюков ӳссе ҫитӗнсен, алла професси илсессӗн тӑшмана хирӗҫ тӑмалла пулать тесе нихӑҫан та шутламан  пулӗ.  Анчах та шӑпа ҫапла килсе тухнӑ. Ятарлӑ ҫар операци пуҫлансассӑнах ҫамрӑк йӗкӗт пӗр тӑхтаса тӑмасӑр  Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме тӑнӑ. Ҫак вӑхӑт тӗлне вара алла диплом илнӗ каччӑ  Шупашкар хулинчи 60-мӗш вӑтам шкулта ачасене истори предметне вӗрентнӗ. Ҫакӑ та чӑрмав кӳмен Димӑна,  пӗр шухӑшлӑ  виҫӗ  юлташ контракт ҫыраҫҫӗ. Унтанпа яш каччӑн пурнӑҫӗ пӗтӗмпех  ятарлӑ ҫар операцийӗпе ҫыхӑннӑ. Дмитрий нумаях пулмасть, акӑ,  тӑван тӑрӑхра отпускра пулчӗ. Ҫавна май унпа тӗл пулма май килчӗ те. — Яла килсессӗн чунпа канатӑп. Инҫетре  атте-аннешӗн, йӑмӑкш
Владимир Путин тӳрӗ эфира тухать

Владимир Путин тӳрӗ эфира тухать

Декабрӗн 19-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин тӳрӗ эфира тухса 2025 ҫула пӗтӗмлетет, журналистсен тата ытти ҫынсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравлать. Трансляци «Пӗрремӗш», «Россия 1», НТВ тата ытти каналсемпе тӳрӗ эфирта пырӗ, 12 сехетре пуҫланать. Ыйтусене  «Москва-Путину.ру» тата «Москва-Путину.рф» сайтсем, социаллӑ сетьсенчи ятарлӑ страницӑсем урлӑ, 0-40-40 телефонпа СМС е ММС ярса, 8(800)200-40-40 номерпе шӑнкӑравласа, телефон ҫинчи ятарлӑ мобильлӗ хушӑм урлӑ пама пулать.
Хастарсене чысланӑ

Хастарсене чысланӑ

Декабрӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта Чӑваш Республикин Обществӑлла палатин форумӗ иртнӗ. Унта регионти граждансен обществине аталантарас ӗҫе пӗтӗмлетнӗ, малаллахи тӗллевсене уҫӑмлатнӑ. Форумра иртсе пыракан ҫулталӑкӑн паллӑ пулӑмӗсене сӳтсе явнӑ, чи активлӑ общественниксене палӑртнӑ. Вӗсем хушшинче пирӗн округри Владимир Воронов волонтер. Владимир Владимировича пур енлӗ те маттур, пуҫаруллӑ пулнӑран, ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешсене ырми-канми пулӑшнӑран  Чӑваш Республикин  Обществӑлла палатин «За содействие специальной военной операции» медальпе чысланӑ. Мероприятире республикӑри  муниципалитетсенчи Обществӑлла палатӑсен рейтингне те пӗтӗмлетнӗ.  Комсомольски   округӗнчи  Обществӑлла палата  «Прорыв года в реализации форм общественного контроля» но
Юбилей каҫӗнче юрӑ-кӗвӗ парнеленӗ

Юбилей каҫӗнче юрӑ-кӗвӗ парнеленӗ

Мӗн ачаранах юрра-кӗвве юратса ӳснӗ ҫын мӗн ӗмӗрӗпех унпа туслӑ пулать. Асанкасси ялӗнче ӳссе ҫитӗннӗ Елена Авиковна Маштанован пӗтӗм пурнӑҫӗ те  сценӑпа тачӑ ҫыхӑннӑ. Шкулта вӗреннӗ чухнех вӑл куракансене ҫепӗҫ юрӑсем парнеленӗ.  Клуб сцени ҫине те тӑтӑшах тухнӑ. Шкул пӗтернӗ ҫулах пултаруллӑ хӗр  Асанкасси культура ҫуртӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл вӑхӑтра районӗпех палӑрса тӑнӑ «Ҫӑлкуҫ» вокалпа инструментсен ансамблӗн солистки пулса хамӑр тӑрӑхри ялсенче пурӑнакансене ҫеҫ мар, кӳршӗсене те хаваслӑ юрӑ-ҫемӗпе савӑнтарнӑ, конкурссемпе фестивальсене хутшӑнса  малти вырӑнсене йышӑннӑ.  Пӗлӗвне ӳстерес тӗлӗшпе Ҫӗрпӳри культура училищине куҫӑмсӑр майпа вӗренсе пӗтернӗ. Хӗрӗх ҫул ытла пӗр улшӑнмасӑр Асанкасси культура  тытӑмӗнче ӗҫлекенскер, Е.А.Маштанова И.И.Ка
Педагогика ветеранӗ – 90 ҫулта

Педагогика ветеранӗ – 90 ҫулта

Юбилей — савӑнӑҫлӑ пулӑм. 90 ҫулхи юбилей вара уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен ҫак ҫула ҫити кашниех пурӑнса ҫитеймест. Ҫакӑн пек чаплӑ уява сывлӑхпа, ҫирӗп ӑс-тӑнпа, вӑй-халпа кӗтсе илекенсене чӑннипех те телейлӗ ҫынсем тесе калас килет. Ҫак кунсенче Ҫӗнӗ Каҫал ялӗнче пурӑнакан Елизавета Сорокина 90 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Ҫак паллӑ пулӑмпа ӑна муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн Николай Раськинӑн ячӗпе Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Елена Зайкова ӑшшӑн саламланӑ, РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ ҫырӑвне тата хаклӑ парне парса чысланӑ. Вырӑнти культура ӗҫченӗсем ҫепӗҫ юрӑсем шӑрантарса юбилярӑн кӑмӑлне хӑпартлантарнӑ. Елизавета Сорокина (Копташкина) Асанкасси ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Ачаран пыракан ӗмӗтне пурнӑҫласа 1954 ҫулта Патӑрьелӗнчи п
Паттӑрсем яланах асра

Паттӑрсем яланах асра

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса ҫапӑҫура пысӑк паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн указӗпе Иван Петрович Марин капитана вилнӗ хыҫҫӑн «Раҫҫей Геройӗ» хисеплӗ ят панӑ. Паттӑрӑн ашшӗ  Петр Сергеевич Марин пирӗн районти Кӗҫӗн Каҫал ялӗн сывлӑшӗпе сывласа ӳснӗ. Пурнӑҫ ҫулӗ ӑна Свердловск тӑрӑхне илсе ҫитернӗ. Апла пулсан унӑн паттӑр ывӑлӗнче те чӑваш юнӗ чупнӑ. Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче пурӑнакансем, таврапӗлӳҫӗсем  Раҫҫей паттӑрӗн ашшӗ-амӑшӗпе, тӑванӗсемпе тӗлпулу йӗркелеҫҫӗ. Вӑл декабрӗн 16-мӗшӗнче Кӗҫӗн Каҫал культура ҫуртӗнче 13.00 сехетре пуҫланать.
Шаннипе усӑ кураҫҫӗ, именмесӗр ҫука хӑвараҫҫӗ

Шаннипе усӑ кураҫҫӗ, именмесӗр ҫука хӑвараҫҫӗ

Паянхи кун массӑллӑ информаци хатӗрӗсем урлӑ та, пухусемпе канашлусенче те  ултавҫӑсем кӗсье телефонӗ урлӑ укҫа вӑрланӑ тӗслӗхсем пирки пӗлтерсех тӑраҫҫӗ. Ҫакӑн пирки  шкул ҫулне ҫитмен ачасенчен пуҫласа карчӑк-кӗрчӗк таранах пӗлеҫҫӗ теме те пулать. Автобуссем ҫинче те,  магазинсенче те ҫакӑн пирки час-часах калаҫнине илтетӗн. Апла пулин те ултав «вӑлтине» ҫакланакансем ҫав-ҫавах сахал мар-ха. Хальтерех телефонсемпе усӑ куракансем ҫеҫ мар, халӑхра каланӑ пек «вӗреннӗ» ҫынсем те мошенниксенчен шар кураҫҫӗ. Мӗнрен килет-ха ҫакӑ;  Кун ҫине пӗр енлӗ тулли хурав пама ҫук, паллах. Ҫын шухӑшлавне, психологине пӗлсе пӗтерейместӗн. Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансем яланах мӗне те пулин шаннӑ, ӗненнӗ% коммунизм пуласса та, финанс пирамидисем  пӑртак укҫа хурсан ӗмӗр тӑршшӗпех
Ҫитӗнӳсем  савӑнтараҫҫӗ

Ҫитӗнӳсем  савӑнтараҫҫӗ

Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗн «Островок» ташӑ ушкӑнӗ тата Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи 9-мӗш «к» класӑн бал ансамблӗ Халӑхсем хушшинчи «ПРИЗВАНИЕ-АРТИСТ!» фестиваль-конкурса хутшӑннӑ. Вӑл Хусанта иртнӗ. Конкурсра пирӗн ташӑҫӑсем пултарулӑхне туллин кӑтартса парса ҫӳллӗ шайри наградӑсене тивӗҫнӗ. «Островок» ушкӑн тӗрлӗ халӑхсен ташшисемпе 1, 2 тата 3-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Кадетсем «Патриотла ташӑ» номинацире 2-мӗш степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ.  Ҫак кунсенчех асӑннӑ бал ансамблӗ тепӗр сумлӑ конкурсра та палӑрма ӗлкӗрнӗ. Шӑпах Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн кадечӗсем художество пултарулӑхӗн «Родина, честь, слава» смотр-конкурсӗнче ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Ҫак конкурса Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине тата Тӑван ҫӗршывӑн Геройӗсен кунне хал
Республика шайӗнче ҫӗнтернӗ

Республика шайӗнче ҫӗнтернӗ

Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗнче пӗлӳ илекенсем «Одаренные дети Чувашии — 2025» XV республика форумӗнче ҫӗнтернӗ. Н.В.Абдюшева преподаватель патӗнче ӑсталӑхне туптакан ҫамрӑк ӳнерҫӗсем: Р.Минебаева, Д.Поляков, И.Дмитриева, ҫавӑн пекех «Островок» ташӑ ушкӑнӗ (ертӳҫи Т.Е.Иванова) I степеньлӗ лауреатсем пулса тӑнӑ. А.Макарова (ертӳҫи Т.В. Макарова, концертмейстерӗ С.А.Просвирнов) II степеньлӗ лауреат ятне тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех Л.Хайбуллинана (ертӳҫи М.Н.Николаева) форумӑн Дипломӗпе чысланӑ. Э.Айнетдинован, И.Минуллован, З.Мирзетзянован, Р.Тагирован (ертӳҫи Р.М.Минуллова), В.Нестерован, Ю.Сапожникован (ертӳҫи Т.Н. Сапожникова) пултарулӑхне те палӑртса хӑварнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене декабрӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институтӗнче иртекен чыслав мероприятине й
Паттӑр ячӗпе – турнир

Паттӑр ячӗпе – турнир

Асанкассисем хӑйсен мухтавлӑ ентешне  Совет Союзӗн Геройне Ф.Н.Чернова манмаҫҫӗ. Ҫакна ун ячӗпе йӗркелекен йӑлана кӗнӗ ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен уҫӑ турнирӗ те туллин ҫирӗплетет. Кӑҫалхи тупӑшӑва Раҫҫейри Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен, Чӑваш Енри  Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх ҫулталӑкӗсене халалланӑ. Вӑл  декабрӗн 6-мӗшӗнче пулчӗ.  Пӗрремӗш хут ку тупӑшу 1982 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче иртнӗ. Акӑ мӗн ҫырать ун пирки «Октябрь ялавӗ» хаҫат: «Асанкассинче Совет Союзӗн Геройӗ Ф.Н.Чернов ячӗпе хисепленекен приза ҫӗнсе илес енӗпе районта пуҫласа ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен ӑмӑртӑвӗ пулса иртрӗ. Ӑмӑртӑва 70 ҫамрӑк спортсмен хутшӑнчӗ. Кӗрешӳ пуҫланиччен вӗсем Ф.Н.Чернов палӑкӗ умне чечек ҫыххисем хучӗҫ» (Ноябрӗн 13-мӗшӗ). Унта пӗрремӗш вырӑна Асанкасси вӑтам шкулӗн команди ҫӗнсе илнӗ. Комсомо
Ашшӗ-амӑшӗсен форумӗ иртнӗ

Ашшӗ-амӑшӗсен форумӗ иртнӗ

Ҫак кунсенче пирӗн округри активистсем республика шайӗнчи «Чӑваш Республики — аталану вырӑнӗ» ашшӗ-амӑшӗсен форумне хутшӑннӑ. Унта Республикӑри ашшӗ-амӑшӗсен комитетӗнчен тата регионӑн тӗрлӗ муниципалитетӗнчен 200 ытла ҫын пуҫтарӑннӑ. Вӗсем ачасен пуласлӑхӗ, вӗсене воспитани парас ӗҫри паянхи ҫивӗч ыйтусем тавра калаҫнӑ. Пирӗн округра пурӑнакан ашшӗ-амӑшӗсем мероприятире хастарлӑх кӑтартнӑ: хӑйсен шухӑшӗсемпе паллаштарнӑ, ыйтусем панӑ, паянхи вӗрентӗвӗн пахалӑхне лайӑхлатассипе ҫыхӑннӑ темӑсем тавра калаҫнӑ. Истори учителӗ Артем Максимов ирттернӗ «Ковчег человечества» лекци уйрӑмах пурне те интереслентернӗ. Спикер шӑпах ҫемье халӑхӑн йӑлисен, хаклӑхӗсен тӗп управҫи пулнине, ачасен пуласлӑхӗ ҫине витӗм кӳнине палӑртнӑ. Форумра ашшӗсем ачасене воспитани парас ӗҫре пӗлтерӗшлӗ пулнин
Аваллӑхсӑр, ӗнерхисӗр малашлӑх пулмӗ

Аваллӑхсӑр, ӗнерхисӗр малашлӑх пулмӗ

«Хӑйӗн историне пӗлмен халӑхӑн пуласлӑхӗ ҫук» (Михаил Ломоносов). Чӑваш халӑхӗн историйӗ питӗ пуян, мӗншӗн тесен чӑвашсем — авалтан пыракан халӑх. Пирӗн округри чӑваш ялӗсем те пуян историйӗпе мухтанма пултараҫҫӗ. Акӑ, Йӑлмахва ялӗн историне тишкерер-ха. 2008 ҫулта Чӑваш халӑх писателӗ Юхма Мишши «Чӑваш ячӗсем» ятлӑ кӗнеке кӑларнӑ. Ҫак кӗнекере 73-мӗш страницӑра Йӑлмахва ятлӑ ҫын ячӗ те пур. Апла пулсан ӗлӗк-авал пирӗн яла Йӑлмахва ятлӑ чӑваш арҫынӗ йӗркелесе яма пултарнӑ. Ҫавӑн пекех кӗнекере 34-мӗш страницӑра Ахпӳрт ята та илсе кӑтартнӑ. Пирӗн ял ҫывӑхӗнче «Ахпӳрт лупашки» текен вырӑн пур. Ҫак вырӑн шӑпах ку ятпа ҫыхӑннӑ пулӗ. Йӑлмахва ялӗн ҫумӗнче «Шапа вар пуҫӗ» текен вырӑна та пӗлетпӗр, ҫак кӗнекере вара 216-мӗш страницӑра Шапалар ятлӑ арҫын ятне тупма пулать. Тен, ҫак ятсем
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли). Пысӑк хастарлӑхпа ура ҫине тӑнӑ Редакцие 1952 ҫулта малтан та хаҫатра ӗҫленӗ, 1939—1946 ҫулсенче  ҫар службинче пулнӑ, хаяр вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнӑ Николай Степанович Квасов ертсе  пыма пуҫланӑ. Вӑл 1955  ҫулччен редакторта тӑрӑшнӑ. 1955—1956 ҫулсенче вӑрҫӑн тепӗр участникӗ Виталий Спиридонович Стефинов  хаҫата ал пусса кӑларса тӑнӑ. Ун хыҫҫӑн маларах корреспондентра, яваплӑ секретарьте тӑрӑшнӑ Лаврентий Васильевич Таллерова хаҫат редакторне ҫирӗплетнӗ. Вӑл, каярахпа чӑваш халӑх писателӗ ята тивӗҫнӗскер, ҫамрӑклах фельетонсем, калавсем ҫырнӑ. Унӑн пуҫарӑвӗпех редакци ҫумӗнче литераторсен пӗрлешӗвне йӗркеленӗ. Районти творчество енне туртӑнакан ҫамрӑксемпе тӗрлӗ профессиллӗ ҫынсем пӗрле пуҫтарӑнса пӗр-пӗрин хайлавӗсене сӳтсе явнӑ. Чи лайӑххисем хаҫат страницисенче кун ҫути
Ҫӗнӗ ҫула – конкурс

Ҫӗнӗ ҫула – конкурс

Ҫулталӑкри чи илемлӗ те пурте кӗтекен уяв — Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать. Организацисемпе предприятисем, уйрӑм ҫынсем ҫуртсене илемлетме тытӑнчӗҫ. Тӗттӗмленсен ҫуртсем ҫине ҫакнӑ гирляндӑсем уйрӑмах илемлӗн курӑнаҫҫӗ, йӑлтӑр-ялтӑр ҫутисемпе чуна ӑшӑтаҫҫӗ. Уяв сӑн-сӑпатне кӗртме пулӑшакансене хавхалантарас тӗллевпе муниципаллӑ округ администрацийӗ кашни ҫулах  смотр-конкурс йӗркелет. Конкурса хутшӑнас текенсен декабрӗн 24-мӗшӗччен ятарлӑ заявка тӑратмалла, сӑн ӳкерчӗксем хатӗрлемелле.  Тӗплӗнрех округ администрацийӗн сайтӗнче вуласа пӗлме пулать.  Жюри членӗсем ҫуртсене тата вӗсен ҫывӑхӗнчи территорисене илемлетнине хаклаҫҫӗ, творчествӑна, ҫӗнӗлле мелсене, ҫынсем хӑйсен аллисемпе ӑсталанӑ эрешсене тата ыттине те хак параҫҫӗ. Ӗҫсене икӗ номинаципе пӗтӗмлетеҫҫӗ: предприятисемпе
Хирти явӑш вӑтам шкулӗ 130 ҫул тултарнӑ ятпа

Хирти явӑш вӑтам шкулӗ 130 ҫул тултарнӑ ятпа

Хресчен ачи тесе тӑмастпӑр, Утатпӑр пӗрмаях мала? Ура тӗлне такан ҫапатпӑр Вӗреннӗ май тӑван шкулта? Ача чухне епле пулса-ши, Ӳссе ҫитсен — эпир малта? Кайра пулса эпир хӑҫан-ши, Парсам, юлташӑм, аллуна? Куратӑп ак, механизатор, Куллен ӗҫлет вӑл уй-хирте? Тепри ак повар: нихҫан ан манӑр Апат ҫисен ӑш сӑмахна? Ҫумра — туятӑн, инженер вӑл Е агроном пирӗн умра? Учитель: е вӑл космонавт-и, Е врач ак пирӗн хушӑрах? Ертӳҫ тени пӗрре вӑл кирлӗ, Унпа та чухӑн эпир мар? Ӗҫҫи ҫинче пурте хисеплӗ, Пурне те ӑшшӑн тав тӑвар? Тума пӗлмен вӗсен ӗҫ ҫуккӑ, Маттур вӗсем пур енӗпе? Чӑваш, тутар е урӑххи Пурнаҫҫӗ туслӑ ҫемьере? Калас килет паян ман ӑшшӑн: Тавах сана, тӑван тавра, Тавах, мухтавлӑ манӑн шкулӑм, Вӗрентекен ман асӑм
2026 ҫул —  Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ

2026 ҫул —  Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Указӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикинче 2026 ҫула «Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ» тесе ят панӑ. Чӑваш Енре пурӑнакансем ытларах ҫак вариантшӑн хӑйсен сассине панӑ. Чӑваш Ен — тӗрлӗ наци халӑхне, вӗсен йӑли-йӗркине пӗрлештерсе тӑракан республика. Пирӗн Чӑваш ҫӗршывӗнче пурӑнакан кашни ҫын пысӑк та туслӑ ҫемьере пулнине туйса, пӗр-пӗрне ӑнланса, хисеплесе тӑтӑр. Ҫакӑнта пирӗн вӑй, аталану ҫул-йӗрӗ. Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ республикӑра культура, вӗрентӳ, спорт мероприятийӗсене тата хастартарах ирттерме,   тӗрлӗ наци халӑхӗн йӑли-йӗркине, чӗлхе историне, культурине тӗплӗнрех пӗлме май парӗ. Комсомольски муниципалитет округӗнче  чӑваш, вырӑс, тутар халӑхӗ мӗн ӗлӗкренпех туслӑн пурӑнать. 2026 ҫулта хаҫат страницисенче Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне ха
Пӗрлӗхре, туслӑхра – вӑй

Пӗрлӗхре, туслӑхра – вӑй

Ырӑ туни ырӑпа таврӑнать,  теҫҫӗ. Ҫакна тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ Каҫал тӑрӑхӗнче пурӑнакансем. Паянхи ҫӑмӑлах мар вӑхӑтра ентешсене пулӑшас тесе вӗсем ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ: маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, плащсем ҫӗлеҫҫӗ, окоп ҫуртисем тӑваҫҫӗ, типӗ яшка хатӗрлеҫҫӗ, гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтараҫҫӗ. Ҫакӑ пӗтӗмпех пӗччен тумалли ӗҫ мар, йышпа пӗрле пуҫтарӑнса тӑрӑшни пысӑк ӗҫ тума май парать те. Кашни ялтах хӗрӳ ӗҫ пырать, пурте пулӑшас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. «Пӗрлӗхре — вӑй» тесе ахальтен каламан ҫав. Яланах ҫапла пултӑрччӗ. Акӑ, Хирти Сӗнтӗр ял территорийӗнче, Комсомольскинче  пурӑнакансем юлашки вӑхӑтра салтаксем валли наччас пӗҫермелли яшка хатӗрлес енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ,  ҫӑкӑр  та типӗтсе хатӗрлеҫҫӗ. — Паянхи куна  Каҫал тӑрӑхӗнче пахча ҫимӗҫ типӗтсе яшка хатӗрлекен&n
Шкул ҫурчӗ малалла ҫӗкленет

Шкул ҫурчӗ малалла ҫӗкленет

Ҫак кунсенче Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулне тӑвас ӗҫ мӗнле пынипе Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ  Сергей Артамонов ертсе пыракан ушкӑн вырӑна ҫитсе паллашнӑ.  Вӗсем пурнӑҫланӑ ӗҫсене пӑхса тухнӑ, малашнехи тӗллевсем пирки калаҫнӑ. Строительство ӗҫӗсене «ПМК-8» подряд организацийӗ пурнӑҫлать.  Кунта ӗҫсем кал-кал пыраҫҫӗ. Ҫӗнӗ шкул икӗ корпусран тӑрать. Пӗри — икӗ, тепри — виҫӗ хутлӑ пулмалла. Ҫуртӑн тулаш стенисем кунран-кун хӑпарсах  пыраҫҫӗ. Фасада штукатуркӑпа ҫирӗплетеҫҫӗ, ҫуркуннехи ӑшӑ кунсем ҫитсен сӑрлама пуҫлӗҫ. Строительсем ҫулталӑк вӗҫлениччен ҫивиттине витсе хума тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакӑ  шалта тухӑҫлӑрах ӗҫлеме май парӗ. Чӳречесемпе алӑксем вырнаҫтарма пуҫланӑ. Ӑшӑ паракан  системӑна туса пӗтерес ӗҫсем те вӗҫленсе пыраҫҫӗ. Пур эта
Вунӑкунлӑхра йӳнӗрех

Вунӑкунлӑхра йӳнӗрех

2026 ҫулхи 1-мӗш ҫур ҫулта илсе тӑма Раҫҫей почти ҫырӑнтару вунӑкунлӑхне ирттерет. Декабрӗн 3—13-мӗшӗсенче эсир «Каҫал ен» хаҫата йӳнӗрех хакпа ҫырӑнма пултаратӑр. Ҫак тапхӑрта «Каҫал ен» хаҫата пӗрремӗш ҫур ҫулта почтальонсем урлӑ илсе тӑма ҫырӑнмалли хак — 516  тенкӗ те 48 пус.                                                              Хаҫат ҫырӑнӑр, малашне те пӗрле пулар! Хаҫат редакцийӗ.
Паттӑр салтака – медаль

Паттӑр салтака – медаль

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсем хӑйсен Тӑван ҫӗршыва сыхлас тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫлаҫҫӗ. Хӑюллӑ салтаксем  паттӑрлӑхшӑн  тӗрлӗ наградӑсене тивӗҫеҫҫӗ. Нумаях пулмасть савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин  Кайнлӑк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранне  Ранил  Данисович Гайзатуллина Жуков медальне панӑ. Ӑна ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланӑшӑн тав тунӑ, ҫирӗп сывлӑх, телей, мирлӗ пурнӑҫра ӑнӑҫу суннӑ. Ранил ҫак наградӑна ҫӗршыва  хӑюллӑн та паттӑррӑн хӳтӗлесе тивӗҫнӗ.  
Продукци тутлӑ, туянма меллӗ

Продукци тутлӑ, туянма меллӗ

Ҫак кунсенче район центрӗнче Комсомольски райповӗн  ҫӗнӗ йышши икӗ павильонӗ — «Хлебушко» тата «Точка вкуса» — уҫӑлчӗҫ. Ҫак саманта округ ҫыннисем тахҫанах кӗтнӗ тейӗн. Мӗншӗн тесен «Хлебозавод» ООО хатӗрлекен тутлӑ та пахалӑхлӑ продукцие, «Кооператор» ОООн сӗткенӗсене, «Комбинат питания» хатӗрлекен кукӑле, тортсене халӗ пӗр ҫӗртех туянма май пур. Ҫакӑ вара чӑннипех те меллӗ. Кун пирки савӑнӑҫлӑ мероприятие пухӑннӑ ҫынсем те пӗрре кӑна мар каларӗҫ. «Пирӗн округри организацисем мӗн тери тутлӑ продукци хатӗрлеҫҫӗ. Хамӑра валли кӑна мар, кучченеҫ валли туянма та лайӑх», — терӗҫ вӗсем.   Павильонсене уҫнӑ мероприятие  округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, райпо Канашӗн председателӗ Светлана Грачева,  Чӑвашпотребсоюз правленийӗн председателӗн ҫумӗ Ирина Яшмолкина хутшӑн
Генетиксен пулӑшӑвӗпе кӗтӳ тупӑшлӑхне ӳстернӗ

Генетиксен пулӑшӑвӗпе кӗтӳ тупӑшлӑхне ӳстернӗ

Паянхи кун пирӗн пурнӑҫӑн тӗрлӗ сферисене куллен ҫӗнӗлӗхсем кӗрсе пыраҫҫӗ. Ял хуҫалӑхӗнчи тупӑша ӳстерес тесен те ҫӗнӗ мелсемпе усӑ курма май пур. Округри мӑйракаллӑ шултра выльӑх ӗрчетес енӗпе чи ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракан хуҫалӑхсенчен пӗринче — «Рассвет» ЯХПКра генетиксен пулӑшӑвӗпе усӑ курса ӗне кӗтӗвне тата та лайӑхлатнӑ. Чи малтанах «Генетик»  ОООран пулӑшу ыйтнӑ чухне хуҫалӑх ертӳлӗхӗ ҫак тӗллевсене лартнӑ% выльӑхсен, ҫав шутра ытларах пушмак пӑрусен, шутне ӳстересси, сӗтӗн пахалӑхне тата та лайӑхлатасси, ытларах пӑру сутса тупӑш илесси, кӗтӳри тӗрлӗ ушкӑна кӗрекен выльӑхпа май пулнӑ таран тухӑҫлӑрах усӑ курасси. Генетиксем ҫак тӗллевсене пурнӑҫлас ӗҫе комплекслӑн пикеннӗ. Чи малтанах вӗсем хуҫалӑхри кӗтӗве тишкернӗ, уйрӑм генетика планӗ хатӗрленӗ. Малашне пысӑк тухӑҫ пама пултара
Ачасене – парнесем

Ачасене – парнесем

Округри  депутатсен Пухӑвӗн депутачӗсем, «Единая Россия» парти членӗсем, вырӑнти уйрӑмӑн  ӗҫ тӑвакан секретарӗ, «Молодая гвардия» обществӑлла организаци хастарӗсем «Коробка храбрости» ыркӑмӑллӑх акцине хапӑлласа хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем пӗрле пуҫтарӑнса округ тӗп больницинче сипленекен ачасем валли  парнесем ҫитерсе пачӗҫ. Пӗчӗк шӑпӑрлансем аслӑ юлташӗсен парнисемпе кӑмӑллӑ. Ҫавӑн пекех «Единая Россия» партин ҫуралнӑ кунӗнче тӗп больница сотрудникӗсене  парти билечӗсене парса саламланӑ. Людмила МАКАРОВА. 

Хирти Явӑш шкулӗ 130 ҫулта

Ҫак кунсенче Хирти Явӑш вӑтам шкулӗ чаплӑ юбилейне уявланӑ. Шкулӑн юбилейне вӗренекенсемпе вӗрентекенсемсӗр пуҫне учитель-ветерансем, тӗрлӗ ҫулсенче шкултан вӗренсе тухнисем йышлӑн пуҫтарӑннӑ.  Уява пухӑннисене юбилей ячӗпе ҫак кун округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ӑшшӑн саламланӑ. Малашне те шкул коллективне самана таппипе ӗлкӗрсе пыма, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума, ачасенче ҫӗнӗ талантсем уҫма, пысӑк хавхаланупа малалла аталанма суннӑ.  Маттур педагогсене ӗҫри ӳсӗмсемшӗн Хисеп грамотисемпе тата Тав хучӗсемпе чысланӑ. Архиври даннӑйсем тӑрӑх Хирти Явӑш ялӗнче 1895 ҫулта чиркӳпе приххут шкулӗ уҫнӑ. Вӑл Аслӑ Чурачӑк приххутне кӗнӗ. Ун чухне шкулӑн хӑйне уйрӑм ҫурт пулман — уроксем тара илнӗ ҫуртра иртнӗ. Пӗрремӗш вӗренӳ ҫулӗнче, 1895—1896 ҫулсенче, кунта 7 арҫын ача ҫеҫ — пуян пурӑнакан хр
Проектра ҫӗнтернӗ

Проектра ҫӗнтернӗ

Декабрӗн 2-мӗшӗнче республикӑра регион шайӗнчи сумлӑ «Премия Первых» проекта пӗтӗмлетнӗ. Унта регионти чи активлӑ, пултаруллӑ, ҫирӗп тӗллевлӗ ҫамрӑксене пуҫтарнӑ. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хӑйсен ӗҫӗсемпе, ҫӗнӗлле шухӑшӗсемпе, тапса тӑракан вӑй-халӗпе Чӑваш Енри ҫамрӑксен политикин аталанӑвне пысӑк тӳпе хывакан лидерсене наградӑланӑ. Вӗсем хушшинче пирӗн округ хастарӗсем те пур. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илекен «Пӗрремӗшсен» юхӑмӗн активистки Дарья Ульдина «Созидатель года/Прорыв года» номинацире мала тухнӑ. Ҫак шкултах тӑрӑшакан директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен советникне Петр Родионова «Наставник года» номинацире чысланӑ. Хастарсене ҫитӗнӳ тунӑ ятпа саламлатпӑр, малашне те активлӑ та пултаруллӑ пулма сунатпӑр. Алевтина МАРИЯН.  
Клумба вырӑнне сукмак ан пултӑр

Клумба вырӑнне сукмак ан пултӑр

Тӑван тӑрӑх илемлӗ, хӑтлӑ пулсассӑн мӗн тери пурӑнма аван. Юлашки вӑхӑтра округра чылай ҫӗнӗ объект хута кайрӗ. Район центрнех илер-ха. Вӑл юлашки ҫулсенче чӑннипех те палӑрмаллах илемленчӗ. Утса ҫӳреме ятарлӑ тротуар пур, ларса канма саксем вырнаҫтарчӗҫ, паркра та канӑва усӑллӑ ирттерме май пур. Анчах та ҫынсем ҫак хӑтлӑхпа усӑ курма та пӗлмеҫҫӗ,  вӗренесшӗн те мар пек. Чылай чухне уҫӑлма тухсассӑн е ӗҫе кайнӑ чухне,  таврӑннӑ май ҫӳп-ҫап выртнине асӑрхатӑн та чун ыратать. Ҫӳп-ҫап пуҫтармалли контейнерсем пур-ҫке. Кашни сак патӗнче урна  вырнаҫтарнине халӑх курмасть  те тейӗн.  Кӑштах та пулсассӑн тӑван тӑрӑха упрама хӑнӑхасчӗ. Ҫӳп-ҫап айне пулас марччӗ. Вӑл ҫеҫ-и тата?!   Чечек лартнӑ клумбӑсем тӑрӑх «тӳрӗлле» утма та именместпӗр.  Пӗр икӗ утӑм ытларах ҫеҫ утмалла та. Ҫук ҫав. Тӳрӗлле ҫ
Пӗр-пӗрне хисеплени пулӑшать

Пӗр-пӗрне хисеплени пулӑшать

— Пурнӑҫ урапи шав шӑвать малалла. Лавне  туртнӑ май ху пӑхан каялла. Умри сукмакӗ тикӗс мар, такӑр мар, Хыҫа нимӗн те ӳкерсе ан хӑвар...Ҫапла каласа юрлать чӑваш халӑх артистки — Валентина Кузнецова юрӑҫӑ. Чӑнах та, кун иртет те каҫ пулать, пурнӑҫ урапи  вара майӗпен ватлӑх еннелле шӑвать. Тин анчах  вӗсем ҫамрӑк мӑшӑрччӗ, телейлӗ малашлӑх пирки ӗмӗтленетчӗҫ. Нумаях пулмасть Эткер ялӗнче пурӑнакан Галина Васильевнӑпа Николай Сергеевич Толстовсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа 50 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ. Ҫур ӗмӗр хушши  пурнӑҫ ҫулӗпе  алла-аллӑн пӗрле, пӗр сывлӑшпа, пӗр шухӑшпа пурӑнса, пӗр-пӗрне ӑнланса та юратса  кӗтсе илнӗ вӗсем кӑҫалхи кӗркуннехи паллӑ куна. Галина Кивӗ Сӗнтӗр  хӗрӗ пулнӑ. Вӑл 1954 ҫулхи декабрӗн 20-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн
Халӑх учителӗ пуласси – чи пархатарлӑ ӗҫ

Халӑх учителӗ пуласси – чи пархатарлӑ ӗҫ

Ноябрӗн 24-мӗшӗнче паллӑ педагог, чӑваш совет шкулӗн никӗслевҫисенчен пӗри, таврапӗлӳҫӗ, метеоролог, статистик, педагогика ӗҫӗн ветеранӗ, чӑваш учителӗсем хушшинчи чи пӗрремӗш ,ҫ Геройӗ Иван Яковлевич Зайцев ҫуралнӑранпа 165 ҫул ҫитрӗ. Ҫак паллӑ куна халалласа Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнче анлӑ мероприяти ирттерчӗҫ. Унта округри архив ӗҫченӗсем, администрацин вӗренӳ пайӗнче тӑрӑшакансем, таврапӗлӳҫӗсем, вӗренекенсемпе вӗрентекенсем тата ветеран-педагогсем хутшӑнчӗҫ. Мероприятие муниципаллӑ архив ӗҫченӗсем хӑйӗн ӗҫӗпе пирӗн тӑван тӑрӑха чапа кӑларнӑ паллӑ ентеше асра тытас, унӑн пултарулӑхӗпе ҫывӑхрах паллашас, пурнӑҫ йӗрне тишкерес тӗллевпе йӗркеленӗ. Чи малтанах пуҫтарӑннисене Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн директорӗ Н.А.Петрова саламлӑ сӑмахпа кӗтсе илчӗ. Округ администрацийӗн архив ӗҫӗн секторӗн завед
Ӑмӑрту хӗрӳ иртнӗ

Ӑмӑрту хӗрӳ иртнӗ

Иртнӗ шӑматкун Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче шкул ачисем хушшинче «Комплекс» строительство фирмин (ертӳҫи В.Гордеев) парнисене ҫӗнсе илессишӗн волейбол ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Тупӑшура хӗрсен командисем мала тухассишӗн  вӑй виҫнӗ. Вӑйӑсенче Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн командине ҫитекенни пулман. Вӗсем — пӗрремӗш. Асанкасси вӑтам шкулӗн команди иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн хӗрӗсем 3-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.  Ӑмӑрту питӗ интереслӗ те хӗрӳ иртнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Хисеп грамотисемпе медальсем парса хавхалантарнӑ. Петр ПОРЯДКОВ.
Тӗнче Кубокӗнче палӑрнӑ

Тӗнче Кубокӗнче палӑрнӑ

Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ, хальхи вӑхӑтра Мускаври тӗнче цивилизацийӗсен университетӗнче пӗлӳ илекен Никита Яковлев халӑхсем хушшинчи сумлӑ ӑмӑртура ҫӗнтернӗ. Ноябрӗн 22—23-мӗшӗсенче Мускавра пауэрлифтинг енӗпе «World Cup Moscow» Тӗнче Кубокӗн пӗр тапхӑрӗ иртнӗ. Унта Раҫҫейрен, Беларуҫрен, Чехинчен, Казахстанран, Монголинчен тата Киргизинчен чи вӑйлӑ спортсменсем тупӑшнӑ. 82,5 килограмм таранчченхи виҫере Никита троеборьере питӗ чаплӑ кӑтарту тунӑ, пурӗ пӗрле 485 килограмм ҫӗкленӗ. Ҫакӑншӑн вӑл ылтӑн медале, Тӗнче Кубокӗн ҫӗнтерӳҫи ята тивӗҫнӗ, ҫавӑн пекех экипировкӑсӑр дивизионра пауэрлифтинг енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗн нормативне тултарнӑ. Тӗрлӗ ҫӗршывсем хушшинчи ӑмӑртура ҫакӑн пек пысӑк ҫитӗнӳ тума пултарнӑ ятпа Никита Яковлева ӑшшӑн саламлатпӑр. Ту
Волейболла вылянӑ

Волейболла вылянӑ

«Слава картофелю» агрофирма округӑн культурӑпа спорт пурнӑҫӗнчен нихӑҫан та айккинче тӑмасть. «Слава картофелю» агрофирма призӗсене ҫӗнсе илессишӗн волейбол енӗпе ирттерекен турнир йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.   Декабрӗн 2-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче иртнӗ черетлӗ тупӑшӑва 2010 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ачасен 12 команди хутшӑнчӗ. Вӑйӑсем кашниех ҫивӗч те хӗрӳ иртрӗҫ. Кашни командӑра вылякансем пысӑк ӑсталӑхпа пултарулӑх кӑтартма тӑрӑшрӗҫ. Хӗрӳ тупӑшусенче Асанкасси вӑтам шкулӗн спортсменӗсем ӑстарах пулни палӑрчӗ. Вӗсем финалта Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн командине ҫӗнтерсе тӗп приза ҫӗнсе илчӗҫ. Хырай ,нел вӑтам шкулӗн команди виҫҫӗмӗш пулчӗ. Евгений Тихонов. 
Ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ

Ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ

Ноябрӗн 28—29-мӗшӗсенче  Шупашкар хулинчи ҫӑмӑл атлетсен  манежӗнче Совет Союзӗн геройӗ Н.М.Дудецкий ячӗпе ӑмӑрту иртрӗ. Асӑннӑ ӑмӑртӑва Чӑваш, Тутарстан, Мари Эл республикисен, Чулхула, Чӗмпӗр облаҫӗсен  спортсменӗсем килсе ҫитрӗҫ.  Хӗрӳ тупӑшӑва «Кӗтне» ФСК-ра ӑсталӑхне туптакан ҫӑмӑл атлетсем  те хутшӑнчӗҫ. Кирилл Кузьмин 2000 метра чупса пӗрремӗш вырӑна, 800 метра парӑнтарса виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫрӗ.  Александр Алексеев  2000 метра тата 800 метра  хӑвӑрт чупса тухса  2-мӗш вырӑна тивӗҫрӗ. 3000 метрлӑ дистанцире Карина Ильина 3-мӗш вырӑнпа палӑрчӗ. Спортсменсене  тата тренерсене саламлатпӑр. Ирина Ильина.  
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли). Вӑрҫӑн асаплӑ ҫулӗсем «Колхозниксем валли те услови туса панӑ. 3 хутчен пӗрлешӳллӗ апат ҫиеҫҫӗ, ясли уҫнӑ. Нормӑпа 250 кӗлте вырмалла пулсан А.Петухова 420 кӗлте, И.Исаева 415 кӗлте, А.Волкова 375 кӗлте тата ыттисем те нормӑна ытлашшипех тултарса выраҫҫӗ», «Ленинское знамя» колхозра вӑкӑра кӳлме вӗрентрӗҫ. Халӗ вӑкӑрпа кӗлтесене турттараҫҫӗ», «Район центрӗнчи служащисем августӑн 2-мӗшӗнче «Большевик» колхозра тырӑ вырнӑ ҫӗрте воскресник туса ирттерчӗҫ. Воскресникре ӗҫлесе илнӗ тырӑпа укҫана оборона фондне хываҫҫӗ», «Хирти Выҫлинчи Сталин ячӗпе тӑракан колхозра ҫил арманӗ вӑйӗпе молотилкӑна ӗҫлеттерсе авӑн ҫапас ӗҫре усӑ курма тытӑнчӗҫ. 2 лашаллӑ молотилкӑпа ӗҫлесе кӑна кашни кун 39—40 центнер тырӑ ҫапаҫҫӗ», «Искра 2» колхозра  кӗрхи ҫӗртме тӑвас плана пӗтӗмӗшпех пурн
Нихҫан та шанчӑка ҫухатмалла мар

Нихҫан та шанчӑка ҫухатмалла мар

«Пӳлӗмре тӑватӑ ҫурта ҫуннӑ. Шӑплӑхра вӗсем калаҫнине илтме май пулнӑ. Эпӗ — Лӑпкӑлӑх, тенӗ пӗр ҫурти, анчах та мана хакламаҫҫӗ, ҫавӑнпа сӳнетӗп. Эпӗ — Ӗненӳ, тенӗ тепри, мана шута илмеҫҫӗ те  ҫил вӗрнипе ҫунма чарӑнатӑп. Эпӗ — Юрату, тенӗ виҫҫӗмӗшӗ, мана вырӑна хумаҫҫӗ те тек тӗлкӗшейместӗп. Эпӗ — Шанчӑк,  тенӗ тӑваттӑмӑшӗ, сире тепӗр хут чӗртме, малашне те ҫунма хавхалантарма пултаратӑп». Ҫакӑн пек пысӑк шухӑшлӑ халап каласа парса, ырӑ сӑмахсем каласа ертсе пычӗ районти тӗп библиотекӑра Пӗтӗм тӗнчери инвалидсен кунне халалланӑ «Чӗререн чӗре патне» ыркӑмӑллӑх мероприятине Валентина Боровкова. Кунта  сывлӑх енчен ҫирӗпех мар пулин те шанчӑка ҫухатман, округӑн общество, культура, спорт пурнӑҫне хастар хутшӑнакансем тата вӗсене кирек хӑҫан та пулӑшма хатӗр ҫынсем пуҫтарӑннине палӑртрӗ. Кала
Ташӑҫӑсене саламлатпӑр

Ташӑҫӑсене саламлатпӑр

Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗн «Островок» ташӑ ушкӑнӗ, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн 6, 7, 8 тата 9-мӗш кадет класӗсен бал ансамблӗсем ачасемпе ҫамрӑксен хореографи творчествин халӑхсем хушшинчи «Танцуй» X фестиваль-конкурсне хутшӑннӑ. «Островок» ушкӑн икӗ ташӑпа 1-мӗш степеньлӗ лауреат, Китай ташши ташласа вара 2-мӗш степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ. Лейсан Зайнуллина тата Самира Тукаева «Мамин подарок» тата «Плясунья» номерсемпе 3-мӗш степеньлӗ лауреатсем ята тивӗҫнӗ. 9-мӗш тата 6-мӗш «к» классем 1-мӗш степеньлӗ, 7-мӗш тата 8-мӗш «к» классем 2-мӗш степеньлӗ дипломсене тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех 9 «к» класӑн бал ансамблӗ Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи «Наследие России» фестиваль-конкурсра та ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Саламлатпӑр!
Ачан пуплевне аталантармалла

Ачан пуплевне аталантармалла

Шкул ҫулне ҫитсе пынӑ май, ача садӗнче ачан пуплевӗ ҫине пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр. Чӗлхе аталанӑвӗ мӗнле шайрине епле тӗрӗслеме пулать-ха; Чи малтанах ачана ӳкерчӗксем тӑрӑх калав тума сӗнетпӗр. Ҫавна май 2—4 ӳкерчӗке илсе хутӑштармалла, ӳкерчӗксене йӗркипе хурса тухса мӗн хыҫҫӑн мӗн пулнине каласа пама ыйтатпӑр. Енчен те ачан чӗлхе аталанӑвӗ чылай кая юлса пырать пулсан, вӑл хӑшпӗр япаласене ҫеҫ асӑнать, предложенисем тӑваймасть. Чӗлхе кӑлтӑкӗсем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — сасӑсем тӗрӗс мар тухни. Чылай сасӑ йӑнӑш тухсан  ача мӗн каланине ӑнланма та йывӑр. Ытларах чухне пӗчӗккисен р, л, шӑхӑракан сасӑсем (з-с-ц), чӑшлатакан сасӑсем (ш-ж-ч-щ) йӑнӑш тухаҫҫӗ. Тӗрӗс мар тухакан сасӑсене шкула кайиччен тӳрлетме тӑрӑшатпӑр, мӗншӗн тесен сасӑсем йӑнӑш калани вӗренӳ ҫине тӳрремӗнех в
Тăлăхскер

Тăлăхскер

(Вĕçĕ). Кукамăшĕ пăшăрханса: «Хĕрĕм, какайне çиеймесен те шỹрпине те пулсан сып-ха, сып. Тен, вăй кĕрĕ…» — тесе вăрçнăнах ỹкĕтлерĕ пулин те, икĕ-виçĕ кашăк кăна сыпрĕ тутлă яшкана амăшĕ. Кулянтарасшăн пулман çав ĕнтĕ пĕчĕк ачана. «Юрик, ывăлăм, уçă сывлăша тух, юлташусемпе выля, шыва кĕме кайăр, килте ан лар. Эпĕ выртса илем-ха, вăй çукрах…» — тесе урама кăларасшăнччĕ амăшĕ. Пĕчĕкскер, ача ăс-пуçĕпе ăнланман çав ун чухне чи çывăх çынсем те кайма пултарасса. Кукамăшĕ куçĕсене вăрттăн шăлнине пĕрре мар асăрханă та, инкек хăйсен килне паян-ыран килесси пуçра та пулман. Амăшĕ вара нумаях та пурăнаймарĕ. Пĕр ир куçне уçсанах кукамăшĕ сĕтел хушшинче хытса кайнăн ларнине асăрхарĕ Юрик. Куçĕсенчен куççуль шăпăртатса юхать. Çакăн пек сасăсăр хỹхлеве курма пушшех те хăрушă иккен. Амăшĕ хускан
Уявсемпе саламланӑ

Уявсемпе саламланӑ

Ноябрӗн 26-мӗшӗнче Комсомольскинчи этнобиблиотекӑра Анне кунне тата Чӑваш тӗррин кунне халалласа савӑнӑҫлӑ уяв ирттернӗ. Унта ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен мӑшӑрӗсем, амӑшӗсем тата ҫывӑх тӑванӗсем хутшӑннӑ. Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин тата Хӗрарӑмсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ Инна Ядрова пурне те уявсем ячӗпе ӑшшӑн саламланӑ, мероприятие хутшӑнма вӑхӑт тупса килнишӗн тав тунӑ. «Рябинушка» ача садӗнчи ҫамрӑк артистсем хӑйсен пултарулӑхӗпе пурне те хавас кӑмӑл парнеленӗ. Округри «Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх музейӗн заведующийӗ Алена Полякова брошка хатӗрлес енӗпе ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Вӑл хӗрарӑмсене чӑваш тӗррин тӗнчипе ҫывӑхрах паллашма, пултарулӑхра ҫӗнӗ утӑмсем тума пулӑшнӑ. Ҫак мероприяти кашнинех ӑшӑлӑх, тимлӗх парнеленӗ, чӑваш халӑхӗн е
Профессире чи лайӑххи

Профессире чи лайӑххи

Ҫак кунсенче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев чи лайӑх муниципаллӑ служащисене наградӑланӑ. Ҫак чыса тивӗҫнисем хушшинче пирӗн округ администрацийӗн вӗренӳ пайӗн опекӑпа попечительлӗх секторӗн заведующийӗ Татьяна Галзанова та пур. Татьяна Николаевна «Чӑваш Республикинчи чи лайӑх муниципаллӑ служащи» конкурса хутшӑнса социаллӑ проект хатӗрленӗ. Вӑл ача усрава илес текенсене ҫак пысӑк утӑма тума туллин хатӗрленме, ачасене, уйрӑмах сывлӑх енчен уйрӑмлӑхсем пуррисене, тимлӗ те шанчӑклӑ ҫемьесене лекме пулӑшать. Ҫак проекта пурнӑҫа кӗртни усрава илнӗ шӑпӑрлансене каялла ача ҫурчӗсене тавӑрса парассине чакарма май парӗ. Пӗтӗмлетӳсем хыҫҫӑн  Т.Галзанован ӗҫӗ 3-мӗш вырӑна тивӗҫни палӑрнӑ. Татьяна Николаевна — пуян опытлӑ специалист. Вӑл 25 ҫул вӗренӳ пайӗнче вӑй хурать. Кашни ӗҫе пыс
Ҫемье ӑшши парнеленӗ

Ҫемье ӑшши парнеленӗ

Пирӗн ҫӗршывра паллӑ тӑвакан нумай уяв хушшинче Анне кунӗ уйрӑм вырӑн йышӑнать. Ҫак кун эпир пире кун ҫути парнеленӗ, лӑпкаса ӳстернӗ, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ аннесене чӗререн тав тӑватпӑр. Ачаллах анне ӑшшисӗр юлакансене вара пурнӑҫра питӗ йывӑр килет. Вӗсене валли хӑйсен чӗрисенче юратупа ҫепӗҫлӗх тупма, ҫемье ӑшши парнелеме пултаракан хӗрарӑмсем умӗнче пуҫ таяс килет. Ноябрӗн 27-мӗшӗнче Комсомольскинчи тӗп библиотекӑра шӑпах ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ ачасене хӑйсен хӳттине илнӗ хӗрарӑмсене уява пуҫтарчӗҫ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Хӗрарӑмсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ Инна Ядрова, администрацин вӗренӳ пайӗн опекӑпа попечительлӗх секторӗн заведующийӗ Татьяна Галзанова пысӑк чӗреллӗ аннесене ҫывхарса килекен уявпа саламласа ҫемьере килӗшӳ, тӑнӑҫлӑх, ырлӑх-сывлӑх су
Вунӑкунлӑхра йӳнӗрех

Вунӑкунлӑхра йӳнӗрех

2026 ҫулхи 1-мӗш ҫур ҫулта илсе тӑма Раҫҫей почти ҫырӑнтару вунӑкунлӑхне ирттерет. Декабрӗн 3—13-мӗшӗсенче эсир «Каҫал ен» хаҫата йӳнӗрех хакпа ҫырӑнма пултаратӑр. Ҫак тапхӑрта «Каҫал ен» хаҫата пӗрремӗш ҫур ҫулта почтальонсем урлӑ илсе тӑма ҫырӑнмалли хак — 516  тенкӗ те 48 пус.                                                              Хаҫат ҫырӑнӑр, малашне те пӗрле пулар! Хаҫат редакцийӗ.
Юрла-юрла кӗпе ҫӗлет, кӑмӑлпа тӗрӗ тӗрлет

Юрла-юрла кӗпе ҫӗлет, кӑмӑлпа тӗрӗ тӗрлет

Хӗрарӑм пурнӑҫра мӗн тери маттур та  пултаруллӑ, хастар та ӗҫчен пулнине каласа та, ҫырса та пӗтереймӗн. Вӑл ачашлӑх кӳрекен, ачана ҫут тӗнче парнелекен, ҫемье ӑшшине упракан, йывӑрлӑхран сыхлакан пирӗшти. Ун ячӗпе вун-вун юрӑ юрлаҫҫӗ, сӑвӑсем шӑрҫалаҫҫӗ. Чи хаклӑ ҫын ҫак пурнӑҫра — АННЕ.  Ҫакӑ тӑватӑ сас паллире мӗн чухлӗ ҫепӗҫлӗх, пуянлӑх пытаннӑ.  Пысӑк чун-чӗреллӗ, маттур, ӗҫчен, ҫепӗҫ кӑмӑллӑ аннесенчен пӗри вӑл — Раиса Васильевна Осипова.  Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнче пурӑнаканскерпе ӑнсӑртран, районти «Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх музейӗнче йӗркеленӗ выставкӑра паллашма тӳр килчӗ. Чӑваш тӗррин  тата Амӑшӗн кунӗ тӗлне йӗркеленӗ «Йӗппе илеме ӳкеретӗп» куравра шӑпах Раиса Васильевнан илемлӗ тӗррисемпе, чӑваш  кӗписемпе, саппунӗсемпе паллашма май килчӗ. Мӗн чухлӗ ӑшӑл
Юбилейпе саламланӑ

Юбилейпе саламланӑ

Ноябрӗн 23-мӗшӗнче Элпуҫ ялӗнче пурӑнакан Анна Маркова 90 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Ӑна ҫак паллӑ пулӑмпа саламлама хаклӑ хӑнасем килсе ҫитнӗ. Округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ — территорисене тирпей-илем кӗртес тата аталантарас енӗпе ӗҫлекен управлени начальникӗ   А.Г.Кузьмин, Элпуҫ территори уйрӑмӗн начальникӗ Р.Ф.Асеинов, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ, «Дружба» ЯХПК председателӗ Р.М.Мансуров, Комсомольскинчи районти тӗп больницӑн тӗп врачӗ И.И.Ефремова, Кайнлӑк территори уйрӑмӗн начальникӗ Л.П.Афанасьева, Элпуҫ территори уйрӑмӗнчи ветерансен Канашӗн председателӗ Р.Ф.Розова, Элпуҫ территори уйрӑмӗн культура ӗҫченӗсем юбиляра ырлӑх-сывлӑх, телей, тата нумай ҫул ҫывӑх ҫынсен ӑшшипе киленсе пурӑнма суннӑ, парнесемпе савӑнтарнӑ. Культура ӗҫченӗсем илемлӗ юрӑсем шӑрантарса савӑк кӑмӑл пар
Медицина ветеранӗ – 100 ҫулта

Медицина ветеранӗ – 100 ҫулта

Паян, ноябрӗн 28-мӗшӗнче, медицина службин ветеранӗ Зоя Коновалова 100 ҫул тултарчӗ. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫне сывлӑха сыхлас, ҫынсене пулӑшу кӳрес ӗҫе халалланӑ. Зоя Николаевна Куславкка районӗнчи Ырашпулӑх ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Унӑн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ ҫӗршывшӑн йывӑр вӑхӑтсене лекнӗ. Выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑнсан та, мӗн пӗчӗклех йывӑр ӗҫе кӳлӗнсен те хӗр чунпа хытман, кӑмӑл ӑшшине ҫухатман, яланах ҫынсене пулӑшма тӑрӑшнӑ. Зоя шур халатлӑ ӗҫчен пулас ӗмӗтне пурнӑҫласа Шупашкарти фельдшер шкулне вӗренме кӗнӗ. Унӑн вӗренӳ вӑхӑчӗ шӑпах Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн синкерлӗ ҫулӗсене лекнӗ. Шкула Сӗнтӗрвӑрри хулине куҫарса кайнӑ пулнӑ. Йывӑрлӑхсем пулсан та Зоя Николаевна фельдшер профессине алла илме ӑнтӑлнӑ, кирлӗ пӗлӳ илсе 1945 ҫулта ҫамрӑк специалист пулса тӑнӑ. Ӑна Комсомольски больницине эпиде
«Чӑваш шӑпчӑкӗ» — Маюк аппа

«Чӑваш шӑпчӑкӗ» — Маюк аппа

Ноябрӗн 23-мӗшӗнче чӑваш халӑх юррисене шӑрантарса палӑрнӑ ентеш, Мария Ефремовна Абрамова, ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ. Республикӑра пурӑнакансем ӑна «Маюк аппа» ятпа лайӑх пӗлнӗ, унӑн юррисене радиопа итлесе киленнӗ. Ҫӗр-ҫӗр юрӑ пӗлнӗ «чӑваш шӑпчӑкӗ», йӑла-йӗрке, вӑйӑ-улах, ӗҫкӗ-ҫикӗ, ӗҫ юррисене, пӗр сӑмахпа каласан, анатри чӑвашсен фольклорне халӑх хушшинче сарнӑ. Кам-ха вӑл — Маюк аппа;  Ҫывӑхрах паллашар-ха унпа.   Мария Ефремовна Абрамова Тури Тимӗрчкасси ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Анат Тимӗрчкассинчи пуҫламӑш шкула пӗтернӗ. Кил-йышӗ пысӑк пулнӑ вӗсен. Амӑшӗн малтанхи упӑшкинчен ывӑл, ашшӗн 2 хӗр пулнӑ. Ҫемье ҫавӑрсан вӗсен тата пӗрлехи пилӗк ача ҫуралнӑ. Маюк ҫак пӗрле ҫуралнӑ ачасенчен иккӗмӗшӗ пулнӑ. «Каҫал ен» хаҫатӑн 2023 ҫулхи сентябрӗн 22-мӗшӗ
Тӗлпулура – паллӑ ҫыравҫӑ, ӑсчах

Тӗлпулура – паллӑ ҫыравҫӑ, ӑсчах

Комсомольскинчи тӗп библиотекӑра ҫак кунсенче чӑваш халӑх писателӗпе Юхма Мишшипе тӗлпулу иртрӗ. Унта округри шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем тата библиотекарьсем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Юхма Мишши — Чӑваш Республикин паллӑ ҫынни. Унӑн пултарулӑхӗнче эпир чӑваш халӑхне, унӑн йӑли-йӗркисене, историне хисепленине, сума сунине куратпӑр. Унӑн хайлавӗсем тӗрлӗ документсене, историре пулнӑ самантсене тӗпе хурса ҫырнипе, сӑнарлӑ чӗлхепе палӑрса тӑраҫҫӗ. Михаил Николаевич 500 ытла хайлав ҫырнӑ, вӗсене тӗнчери 114 чӗлхене куҫарнӑ! Вӗсенчен хӑшне-пӗрне Азири, Европӑри тата Африкӑри вуншар ҫӗршывӑн вӗренӳ кӗнекисене те кӗртнӗ. Юхма Мишши историлле романсемпе повеҫсем, калавсем, очерксем, драмӑлла тата сӑвӑлла кӗнекесем, авалхи тата вӑтам ӗмӗрсенчи историе, пӑлхарсемпе чӑвашсен фоль
Патриотлӑх воспитанийӗ  тӗп вырӑнта

Патриотлӑх воспитанийӗ  тӗп вырӑнта

Ноябрӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарта «10 граней патриотизма» ятпа республика шайӗнчи патриотлӑх форумӗ иртнӗ. Ӑна Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Чи малтанах форума пуҫтарӑннисене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ О.А.Николаев салам сӑмахӗ каланӑ. Вӑл патриотла воспитани паянхи кун пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине, ҫамрӑксенче Тӑван ҫӗршывшӑн мӑнаҫлӑх туйӑмӗ вӑратма пулӑшнине палӑртнӑ. Малалла ятарлӑ ҫар операцийӗн участникӗпе Д.В.Андреевпа калаҫу ирттернӗ. Ун вӑхӑтӗнче хӑюлӑхпа, чыспа, ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫпе ҫыхӑннӑ ыйтусем тавра калаҫнӑ.   Форум ӗҫне 10 направленипе ирттернӗ, ҫав шутра: культура, экологи, спорт, педагогика, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесси, ҫемье, наука, истори, медиа тата ыркӑмӑллӑх. Пуҫтарӑннисем кашни енпех пӗр-пӗрин опычӗпе паллашнӑ, вӑл е ку сф
Шашка турнирӗ кӑмӑллӑ иртнӗ

Шашка турнирӗ кӑмӑллӑ иртнӗ

Округра пурӑнакан аслӑ ӳсӗмри ҫынсем тивӗҫлӗ канура пулсан та ларса кӑна тӑмаҫҫӗ. Вӗсем тӗрлӗрен мероприятисене хаваспах хутшӑнаҫҫӗ, юрӑ-ташӑра та, спортра та, волонтерлӑх ӗҫӗнче те маттур. Ҫак кунсенче Комсомольскинчи «Кӗмӗл ӳсӗм» центрта иртнӗ шашка турнирӗ ҫак вӑййа кӑмӑллакан нумай ҫынна пуҫтарнӑ. Чи интересли — вӑйӑсем тивӗҫлӗ канурисем хушшинче ҫеҫ иртмен, аслисем ачасемпе вӑй виҫнӗ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн «Орлята России» юхӑмӗнчи маттурсем директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен советникӗ Петр Родионов ертсе пынипе пенсионерсем патне хӑнана килнӗ, шашка вӑййи выляса вӑхӑта хаваслӑ ирттернӗ. Пуян опытлӑ аслӑ ҫулти шашистсем ачасене вӑйӑ вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарнӑ, стратегилле шухӑшлама та вӗрентнӗ. «Кӗмӗл ӳсӗм» центрӑн хастарӗсем те, шкул ачисем те тӗлпулупа питӗ кӑмӑллӑ юл
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли).). Вӑрҫӑн асаплӑ ҫулӗсем «Народный учитель» ятлӑ танк колоннине тума укҫа пухас ӗҫ шкулсенче сарӑлсах пырать. Мартӑн 1-мӗшне районӗпе пурӗ 642 тенкӗ пухнӑ» текен хыпарсем час-часах тӗл пулаҫҫӗ. «Чӗчкенти «Игенче» колхоз активӗ самолетсен  «Осоавиахим Чувашии» звенине тума 600 тенкӗ ытла пачӗ», «Интернационал» колхозри  колхозниксемпе колхозницӑсем самолетсен «Осоавиахим Чувашии» звенине тума 1700 тенкӗ пухса пачӗҫ», «Мурат» колхозри колхозниксемпе колхозницӑсем танксен  «Колхозник Чувашии» колоннине тума укҫа-тенкӗ пухас ӗҫе активлӑ хутшӑнаҫҫӗ. Колхоз членӗсем хӑйсем перекетлесе хӑварнӑ укҫисенчен 21000 тенкӗ пама ҫырӑнса, халӗ 17000 тенкине пачӗҫ», «Октябрь ялавӗ» хаҫат редакцийӗпе типографинче ӗҫлекенсем  «Работник печати» ятлӑ танк колонни тума икӗ кунхи  ӗҫ укҫине
Ӑмӑртура мала тухнӑ

Ӑмӑртура мала тухнӑ

Канмалли кунсенче Ульяновск облаҫӗнчи Нагаткино салинче регионсем хушшинчи ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта «Кӗтне» ФСК кӗрешӳҫисем хутшӑннӑ, тӗрлӗ виҫере ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнӗ.  Роман Тихонов, Роман Чернов хӑйсен виҫисенче пӗрремӗш вырӑна алӑран вӗҫертмен.  Александр Волков ӑмӑртура 2-мӗш вырӑна тата «За волю к победе» номинацире ятарлӑ парнене тивӗҫнӗ.   Расул Мингалиев ӑмӑртура 2-мӗш вырӑнпа палӑрнӑ. Савва Галкин, Данияр Галиуллин, Амир Зайнуллин 3-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Кунта, паллах, тренерсен тӑрӑшулӑхне те палӑртса хӑвармалла. В.Х.Денисов, Е.А.Павлов, И.Р.Минсафинов ачасемпе куллен тренировкӑсем ирттереҫҫӗ, ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлма пулӑшаҫҫӗ.
Стартра — ҫамрӑк ишевҫӗсем

Стартра — ҫамрӑк ишевҫӗсем

Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче час-часах тӗрлӗ енпе ӑмӑртусем иртеҫҫӗ. Вӗсене опытлӑ спортсменсем ҫеҫ мар, вӑл е ку спорт тӗсӗнче пӗрремӗш утӑм тӑвакансем те хутшӑнаҫҫӗ. Ноябрӗн 22-мӗшӗнче ФСК бассейнӗнче округри шкул ачисем хушшинче шывра ишес енӗпе ӑмӑрту иртрӗ. Вӑл ачасемшӗн хӑйсен вӑйне тӗрӗслесе пӑхма, пултарулӑхне кӑтартма, опыт пуҫтарма лайӑх май пулчӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑнас текенсем питӗ йышлӑн пулчӗҫ, ҫавна май шкул ачисем ӳсӗмне кура ушкӑнсене пайланса тупӑшрӗҫ. Чи кӗҫӗннисем хушшинче хӗрачасенчен Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнчи Екатерина Лисина ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Урмаел вӑтам шкулӗнчи Карина Тулликова. Арҫын ачасем хушшинче Урмаел вӑтам шкулӗнчи Салих Сахров 1-мӗш вырӑн йышӑнчӗ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи Максим Маштановпа Рамза
«Тăлăхскер»

«Тăлăхскер»

(МАлалли). Каярахпа кăна, вăхăт иртсен, кукамăшĕ ку тĕнчере текех çуккине асăрханса пĕлтерчĕ воспитательница. Ял çыннисем те аса илмерĕç курăнать тăлăха. Тирпейлесе пытарчĕç те кинемее, манăçăнчĕ вăхăтлăха Красновсен йăхĕ, пулман та тейĕн. Çулла час ир пулать çав. Усал тĕлĕкпе вăраннăскере ыйхă хăйĕн ытамне тек илесшĕн пулмарĕ курăнать. Диван çинче çывăракан Сергее вăратас мар тесе сас-чỹ кăларасран асăрханчĕ вăл. Ĕнер ача чухнехи тантăшĕн мăшăрĕ, вăхăт каç еннелле сулăннине пăхмасăр, наччасра тепĕр хутчен тасатса-çуса тухрĕ кỹршисен пỹртне. Тем пек хăйсем патĕнче юлма ỹкĕтлесен те тăван килнех туртрĕ чунĕ арçыннăн. «Акă, тинех тăван килте эс, Юрик…» Хулари хваттер мар та, кунта кĕлеткен кашни клетки каннăн туйăнать. Хăйĕн пĕчĕк пỹлĕмĕнчен халь-халь кукамăшĕ тăрса тухассăн туйăнать.
Уважаемые работодатели!

Уважаемые работодатели!

Комсомольский кадровый центр «Работа России» напоминает, что в соответствии с «Законом о занятости населения в Российской Федерации» №565 — ФЗ от 12.12.2023 года, каждый работодатель обязан сообщать службе занятости о свободных рабочих местах и вакантных должностях, в том числе о потребности в их замещении. Работодатели обязаны информировать государственную службу занятости посредством размещения информации на единой цифровой платформе «Работа в России». Как разместить вакансию? Для этого Вам необходимо перейти на сайт «Работа России» trudvsem.ru — войти в Личный кабинет как работодатель с использованием портала «Госуслуги». Запрещается распространение информации о свободных рабочих местах или вакантных должностях, содержащей сведения дискриминационного характера, а именно ука
Не позднее 1 декабря необходимо уплатить налоги

Не позднее 1 декабря необходимо уплатить налоги

Управление Федеральной налоговой службы по Чувашской Республике напоминает, что приближается срок уплаты гражданами налога на имущество, а также  земельного и транспортного налогов. Уплатить данные налоги за 2024 год необходимо не позднее 1 декабря 2025 года. Исполнить обязанность по уплате налогов можно следующими способами: • на сайте ФНС России через Личный кабинет налогоплательщика или сервис «Уплата налогов и пошлин»; • через банки, банковские терминалы, мобильные приложения банков; • в почтовом отделении; • на Портале государственных и муниципальных услуг. Налоговые уведомления не направляются в следующих случаях: • наличие налоговой льготы, налогового вычета, полностью освобождающего владельца объекта налогообложения от уплаты налога; • если общая сумма
Маттур ӑстаҫӑсемпе пуян Каҫал тӑрӑхӗ

Маттур ӑстаҫӑсемпе пуян Каҫал тӑрӑхӗ

Пирӗн тӑрӑхра ӗҫчен, маттур тӗрӗ ӑстисем пурӑннинче  пӗр иккӗленӳ те ҫук. Тӑтӑшах выставкӑсенче, тӗл пулусенче пулатӑн та хӗрарӑмсем мӗн тери пултаруллӑ пулнине курса тӗлӗнетӗн. Ҫак кунсенче вара эпӗ районти «Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх музейне ҫитсе килтӗм. Кунта кашни эрнерех алӑ ӑстисем «Улаха» пуҫтарӑнаҫҫӗ. Унтан вара пуҫланать  ӑсталӑх сехечӗ. Кам мӗн тума пӗлет, ҫавӑнпа паллаштарать, вӗрентет. Мӗн кӑна ӑсталама пӗлмеҫҫӗ иккен  маҫтӑрсем! Ҫыхаҫҫӗ, тӗрлеҫҫӗ, ҫӗлеҫҫӗ, бисерпа ӗҫлеҫҫӗ, масмак, тухья тӑваҫҫӗ... Каласа та пӗтереймӗн. ,ҫӗсене курас тесен «Улаха» ҫитсе курӑр. Маттур хӗрарӑмсем тӗрлесе, ҫӗлесе вӑхӑт ирттернипе пӗрлех, СВО участникӗсем валли сахал мар чӑлха-нуски ҫыхаҫҫӗ. Гуманитари пулӑшӑвӗ те пуҫтараҫҫӗ вӗсем.  Чӑннипех те маттур, пӗр шухӑшлӑ, пӗр тӗллевлӗ
Яланах пӗрле пулар

Яланах пӗрле пулар

Округри почта ҫыхӑну уйрӑмӗсенче «Каҫал ен» хаҫата 2026 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта илсе тӑма ҫырӑнтарасси малалла пырать — почтальонсемпе ҫеҫ тӗл пулмалла, вулаканӑм. Хакӗ — 559 тенкӗ те 14 пус.  Хаҫата альтернативлӑ майпа илсе тӑрас тесен редакцине килсе ҫырӑнмалла, хакӗ — 420 тенкӗ.  Хӑш-пӗр ялсенче  хаҫат-журналпа тивӗҫтерме вӑхӑтлӑха почтальон ҫуккине кура хаҫат редакцийӗ сире альтернативлӑ майпа ҫырӑнма ыйтать. «Каҫал ен» хаҫат кашни килтех пултӑр! ХАҪАТ РЕДАКЦИЙӖ.
Ҫивӗч ыйтусене уҫӑмлатрӗҫ

Ҫивӗч ыйтусене уҫӑмлатрӗҫ

 Ноябрӗн 19-мӗшӗнче пирӗн округра, пӗтӗм республикӑри пекех, Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ.  Информаци кунне округ  пуҫлӑхӗ Николай Раськин  ертсе пычӗ.  Тӗлпулӑва  депутатсем, территори уйрӑмӗсен начальникӗсем,   вӗренӳ учрежденийӗсен директорӗсемпе педагогӗсем,  обществӑлла канаш членӗсем, специалистсем хутшӑнчӗҫ. Пурте пӗрле ҫивӗч ыйтусене пӑхса тухрӗҫ, сӳтсе яврӗҫ. Чи малтанах РФ Ш,Мӗн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрӑмӗн начальникӗ Сергей Ласточкин финанс хӑрушсӑрлӑхӗ тата ултавҫӑсемпе кӗрешес мерӑсем ҫинчен темӑна уҫӑмлатрӗ. Ку ыйту юлашки ҫулсенче уйрӑмах ҫивӗч. Ултавҫӑсем  халӑха улталама, укҫа-тенкӗ вӑрлама темӗн тӗрлӗ май та шыраса тупаҫҫӗ. Ют ҫынсем каланине  ӗненсе граждансем  хӑйсен ирӗкӗпех миллионшар
Ҫӗнӗ медицина учрежденийӗ уҫӑлӗ

Ҫӗнӗ медицина учрежденийӗ уҫӑлӗ

Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче часах пӗтӗмӗшле тухтӑр практикин ҫӗнӗ уйрӑмӗ уҫӑлӗ. «Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн туса лартнӑскер ялсенче пурӑнакансене пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗпе аякка каймасӑр тивӗҫтерес тӗллевлӗ. Паянхи кун тӗлне ку объекта туса пӗтернӗ, халӗ лицензи илмелли тапхӑр пырать. Кирлӗ документсене пурне те хатӗрлесе ҫитерсен ҫӗнӗ медицина учрежденийӗ пӗрремӗш пациентсем валли алӑкӗсене уҫӗ. Кунта Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче пурӑнакансем ҫеҫ мар, Эткер, Хырхӗрри, Хурнай, Кӗтне Пасар, Асанкасси тата Вӑрманхӗрри Чурачӑк ҫыннисем тухтӑрсенчен пулӑшу илме пултарӗҫ.   Ҫурта паянхи стандартсене пӑхӑнса тунӑ. Вӑл пысӑк, ҫутӑ, илемлӗ. Шалта медицина пулӑшӑвӗ пама кирлӗ пӗтӗм техника хатӗрӗ, оборудованисем пур. Тухтӑр йышӑнасса кӗтмелли вырӑнсене те хӑтлӑх кӳнӗ. Ҫурт
Ветерансем экскурсире пулчӗҫ, ӗҫ-хӗлпе паллашрӗҫ

Ветерансем экскурсире пулчӗҫ, ӗҫ-хӗлпе паллашрӗҫ

Нумаях пулмасть пирӗн округ территорийӗнче потребкоопераци ветеранӗсемпе савӑнӑҫлӑ тӗлпулу иртрӗ. Хӑнасене округ пуҫлӑхӗн ял хуҫалӑхӗ, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ — экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗ Фарад Зейнетдинов, Комсомольски райпо Канашӗн председателӗ Светлана Грачева, «Хлебозавод» ООО директорӗ Дмитрий Галкин, «Кооператор» ООО директорӗ Альбина Краснова тата «Торговый дом» ООО директорӗ Ирина Кочанова ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ. Вӗсем ветерансене муниципалитетӑн экономика аталанӑвӗ, райпо предприятийӗсен ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен каласа пачӗҫ, ҫак отраслӗн йӗркеленӗвӗ ҫине шӑпах ветерансем пысӑк тӳпе хывнине палӑртрӗҫ. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче производствӑна ҫӗнетсе пымалли ӑнӑҫлӑ енсене тата пулӑшусен пахалӑхне ӳстермелли майсене те сӳтсе яврӗҫ.
Чи кирли — ӗҫ кӑмӑла кайни

Чи кирли — ӗҫ кӑмӑла кайни

Райпора тӑрӑшакан Ренат Гисматуллин кашни кун трактор рулӗ умне ларса ҫула тухать. 34 ҫул трактористра ӗҫлекенскер,  хӑйӗн пурнӑҫне техникӑсӑр  курмасть те пулӗ тейӗн. Уншӑн техника юсавлӑ пулни, вӑл кӗр кӗрлени, ҫул ҫинче тикӗссӗн пыни темрен те хаклӑ. Ренат  Ҫӗнӗ Каҫал ялӗнче  Галияпа Солтан Гисматуллинсен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. Гисматуллинсем — вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсен династийӗ. Унӑн  аслашшӗ, ашшӗ  вӑрманҫӑсем пулнӑ. Вӗсем мӗн пӗчӗкрен картунта пурӑннӑ. Шӑллӗ Альберт Солтанович та ашшӗн ҫулӗпе кайнӑ. Ренат мӗн ачаран техникӑна юратнӑ.  Дубовкӑри 8 ҫул вӗренмелли шкулта пӗлӳ илнӗ. Унтан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл тӳрех  Канашри  22-мӗш училищӗне ҫул тытнӑ, тракторист профессине суйласа илнӗ. 1989 ҫулта вӑл Комсомольскинчи совхоза ӗҫ
СВО участникӗпе тӗл пулнӑ

СВО участникӗпе тӗл пулнӑ

Чӑн-чӑн патриот пуласси мӗн ачаранах пуҫланать. Ҫакна тӗпе хурса округри шкулсенче тата ача сачӗсенче тӗрлӗрен мероприятисем ирттереҫҫӗ. Ҫак кунсенче Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче 4 «а» класра вӗренекенсем ятарлӑ ҫар операцийӗн участникӗпе, халӗ Комсомольски тата Елчӗк районӗсен ҫар комиссариатӗнче вӑй хуракан Рияз Феткуллинпа тӗл пулнӑ. Рияз Ринатович ачасене хӑйӗнпе паллаштарнӑ, салтак пурнӑҫӗ ҫинчен каласа панӑ, СВОра пулнӑ чухнехи самантсене аса илнӗ. Вӗренекенсем питӗ интересленсе итленӗ, ыйтусем парса ҫар ҫыннин пурнӑҫӗ ҫинчен ытларах пӗлме тӑрӑшнӑ. Мероприяти вӗҫӗнче вӗсем Рияз Ринатовича Тӑван ҫӗршыв йывӑрлӑха лексен айккинче юлманшӑн, хӑйӗн ҫар тивӗҫне туллин пурнӑҫланӑшӑн ӑшшӑн тав тунӑ. Людмила Абрамова.
Кадетсем сцена ҫинче маттур

Кадетсем сцена ҫинче маттур

Фестивале Комсомольски 1-мӗш, Комсомольски 2-мӗш, Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртам тата Патӑрьел 1-мӗш, Ҫӗрпӳ округӗнчи Ҫӗрпӳ 2-мӗш вӑтам шкулӗсен, Канаш хулинчи патшалӑх службин тата управленин лицейӗн, Вӑрнар округӗнчи Нурӑс вӑтам шкулӗн командисем хутшӑнчӗҫ. Мероприятире Раҫҫей, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ, вырӑс салтакӗсем, офицерсем тата кадетсем ҫинчен юрӑсем пӗрин хыҫҫӑн тепри янӑрарӗҫ. Пӗр пек илемлӗ тумлӑ, сцена ҫинче салтаксем пек тӳп-тӳрӗ ретпе тӑракан кадетсем куракансене юррисемпе ҫеҫ мар, ҫирӗп дисциплинӑпа, хӑйсене сцена ҫинче тытма пӗлнипе те тыткӑнларӗҫ. Мероприятире округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн директорӗ Ирина Соловьева, Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар комиссарӗ Альберт Афанасьев та пулчӗҫ. Вӗсем кадетсен хорпа юрлас ӑсталӑхӗ пысӑк пул
Пейнтбол турнирне хутшӑннӑ

Пейнтбол турнирне хутшӑннӑ

Ноябрӗн 15-мӗшӗнче округри ӗҫлекен ҫамрӑксен команди пейнтбол енӗпе республика турнирне хутшӑннӑ. Унта регионӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен пурӗ 22 команда пуҫтарӑннӑ. Пирӗн ҫамрӑксем хӑйсен пултарулӑхне тивӗҫлӗн кӑтартса 6-мӗш вырӑна тухнӑ. Вӑйӑсем вӑхӑтӗнче округ команди пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлеме, стратегилле шухӑшлама пӗлнине, тӗллев патне ӑнтӑлма хатӗррине кӑтартса панӑ. Турнир спорт ӑмӑртӑвӗ пулнисӗр пуҫне ытти командӑсемпе паллашма, пӗр-пӗрин опычӗпе пуянланма май панӑ. Конкурс йӗркелӳҫисем пирӗн команда питӗ активлӑ пулнине, малашне те ҫакӑн пек ӑмӑртусенче тӗл пуласса шаннине палӑртнӑ.  
Ырӑ ӗҫ тума йывӑр мар

Ырӑ ӗҫ тума йывӑр мар

Ноябрӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа декабрӗн 2-мӗшӗччен «Единая Россия» партин пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи «Коробка храбрости» ыркӑмӑллӑх акцийӗ иртет. Ҫак тапхӑрта нумай вӑхӑта тӑсӑлакан сиплев е реабилитаци витӗр тухакан ачасем валли парнесем пуҫтараҫҫӗ. Округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Вячеслав Кополухин, «Единая Россия» партин активисчӗсем Татьяна Краснова тата Герман Михайлов ҫак акцие хутшӑнса чирлӗ ачасем валли кӗнекесем, канцеляри таварӗсем, аталантаракан вӑйӑсем туяннӑ. «Ачасемшӗн тимлӗхе тата вӗсемшӗн тӑрӑшнине туйни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Хӑш-пӗр чухне ӑшӑ сӑмахпа пӗчӗк парне те сывалма пулӑшаҫҫӗ», — палӑртнӑ партин вырӑнти уйрӑмӗн ӗҫ тӑвакан секретарӗ Людмила Макарова. Акцие кашниех хутшӑнма пултарать. Эсир те теттесем туянса (ҫемҫе теттесем пулмалла мар) «Единая Россия» партин вырӑнти у
Конкурссенче палӑрнӑ

Конкурссенче палӑрнӑ

Иртнӗ канмалли кунсенче Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн 9 «к» класӗн бал ансамблӗ тӳрех икӗ конкурса хутшӑнса малти вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ. Шупашкарта иртнӗ пӗтӗм Раҫҫейри хореографипе вокал пултарулӑхӗн «Крылья таланта» IV конкурс-фестивалӗнче пирӗн кадетсем 3-мӗш вырӑн йышӑнма пултарнӑ. Йошкар-Ола хулинче йӗркеленӗ халӑхсем хушшинчи «Созвездие» фестиваль-конкурсра вара 1-мӗш степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ. Мари Республикинче иртнӗ фестивальте Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулне ҫӳрекенсем те палӑрнӑ. «Островок» хореографи ансамблӗ виҫӗ ташӑпа 1-мӗш степеньлӗ лауреатсен ятне тивӗҫнӗ. Ҫак ташӑ коллективне кӗрекен Самира Тукаева тата Лейсан Зайнуллина конкурсӑн 2-мӗш степеньлӗ лауреачӗсем пулса тӑнӑ.   Пултаруллӑ ачасене тата вӗсен хореографне Татьяна Ивановӑна ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем ту
Раҫҫей шайӗнче ҫӗнтернӗ

Раҫҫей шайӗнче ҫӗнтернӗ

Нумаях пулмасть Ярославль хулинче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ачасен ӳкерес ӑсталӑхӗн «Листая страницу за страницей. Мне рассказали о войне» IX конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Конкурс икӗ тапхӑрпа иртнӗ, кӑҫалхи январь уйӑхӗнчен пуҫласа октябрь вӗҫӗчченех тӑсӑлнӑ. Унта Раҫҫейри 30 регионтан 2821 ӗҫ килнӗ. Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗнче Н.В.Абдюшева преподаватель патӗнче   ӳнер енӗпе пӗлӳ илекен Ильсияр Минебаева ҫак сумлӑ конкурсра ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Пултаруллӑскере пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ ятпа чӗререн саламлатпӑр. Ҫак ҫӗнтерӳ творчествӑри ҫӗнӗ ҫӳллӗшсем патне хӑпарма пулӑшакан черетлӗ картлашка пултӑр, малашнехи пултарулӑхра хавхалану кӳтӗр. Ярослав ИЛЬИН.
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Малалли Района туса хунӑ ҫулсенчи пӗрремӗш  утӑмсем Чылай пысӑк вӑл, эпӗ унти хӑш-пӗр йӗркесене илсе кӑтартасшӑн. «Хӗллехи вӑхӑтра. Уй-хир ӗҫӗсем пӗтнинчен пуҫласа ҫурхи ака ӗҫӗсем пуҫланиччен ӗҫе ирхине 9 сехетрен пуҫласа каҫхине 6 сехетчен ӗҫлемелле, кӑнтӑрлахи апата 12 сехетрен 13 сехетчен тумалла. Ҫураки кампанийӗнче ӗҫ ирхине 4 сехетре пуҫланать, ирхи апат — 7 сехетрен пуҫласа 8 сехетчен, кӑнтӑрлахи апат 12 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен, лашапа ӗҫлекенсен кӑнтӑрлахи апат 12 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен, ӗҫ кунӗ хӗвел ансан пӗтет. Лашапа ӗҫлекенсем кашни икӗ сехетрен 10 минутлӑ тӑхтав тӑваҫҫӗ, вӑл вӑхӑтра лашасене, сбруя, инвентарьсене тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫӗртме тунӑ вӑхӑтра. Лашапа ӗҫлекенсем ирхине 3 сехетре ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ, ирхи апат 6 сехетрен пуҫласа 7 сехетчен, кӑнтӑрлахи апа
Пӗвене юшкӑнран тасатнӑ

Пӗвене юшкӑнран тасатнӑ

Ялта хастар та пуҫаруллӑ ҫынсем пур пулсан паянхи кун патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса темӗнле пысӑк ӗҫ те тума пулать. Акӑ, Тукай Мишер ялӗнче пурӑнакансем нумаях пулмасть пуҫаруллӑ бюджет программине пурнӑҫа кӗртсе ялти пӗвене тасатнӑ. Ҫак проекта валли республика бюджетӗнчен, вырӑнти бюджетран укҫа уйӑрнӑ тата халӑх та укҫа-тенкӗ пуҫтарнӑ. Тукай Мишерӗнчи пӗве питӗ илемлӗ ҫӗрте вырнаҫнӑ. Ӑна сӑртлӑ тата айлӑмлӑ вырӑнсем хупӑрлаҫҫӗ. Пӗве шывӗ хӗвелтухӑҫ енчи ҫӑлкуҫсенчен тата тӗпӗнчи пӑр пек сивӗ ҫӑлран тулса тӑрать. Кунта унччентерех ҫӑрттансем, карпсем тата бычок пулӑ ӗрченӗ, хуркайӑксем, кайӑк кӑвакалсем тата чарлансем ҫу каҫнӑ. Анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн пӗве юшкӑнпа тулнӑ, ӑшӑхланнӑ. Сӑртлӑ енче вырнаҫнӑ ял хуҫалӑх ҫӗрӗсенче шӑваракан агрегатсемпе усӑ курнине пула хирсенчи пылчӑк пӗ
Ятарлӑ вӗренӳ иртнӗ

Ятарлӑ вӗренӳ иртнӗ

Ноябрӗн 19-мӗшӗнче «Восток М-12» автоҫул ҫинче метеорологи условийӗсем япӑхланнипе ҫыхӑннӑ чрезвычайлӑ лару-тӑрусемпе кӗрешес енӗпе тактикӑлла ятарлӑ вӗренӳ ирттернӗ. Пирӗн округ ӑшӑнмалли тата апатланмалли пункт йӗркелес енӗпе яваплӑ пулнӑ. Вӗренӗвӗн тӗп тӗллевӗ — республикӑри чрезвычайлӑ лару-тӑрусемпе кӗрешекен тытӑмӑн территори пайӗсен тата управлени органӗсен ертӳлӗхӗн пӗлӗвне тата практика хӑнӑхӑвне тарӑнлатасси. Ун вӑхӑтӗнче ҫул-йӗр ҫинче инкексем сиксе тухсан мӗн тумаллине, шар курнӑ ҫынсене мӗнле пулӑшу памаллине ӗҫпе кӑтартса панӑ. Вӗренӳ маларах палӑртнӑ йӗркепе иртнӗ. Пурте хӑйсен тивӗҫӗсене яваплӑха туйса, туллин пурнӑҫланӑ. Ҫакӑн пек тренировкӑсем малашне инкеклӗ лару-тӑру пулас пулсан кирлӗ пулӑшӑва ҫухалса каймасӑр, хӑвӑрт пама май параҫҫӗ.   (ХАМӐР ИНФ)
Коммуналлӑ пулӑшусемшӗн ытларах тӳлеме тивӗ

Коммуналлӑ пулӑшусемшӗн ытларах тӳлеме тивӗ

Ҫакӑ мӗнпе ҫыхӑннӑ? Йӑлари хытӑ каяшсене мӗнлерех тирпейлесе тӑмалла? Регионта экологипе ҫыхӑннӑ лару-тӑру мӗнлерех? Чӑваш Республикинчи муниципалитет пӗрлешӗвӗсенче граждансем коммуналлӑ пулӑшусемшӗн тӳлемелли виҫе улшӑнасси тарифсене ҫулсеренех индексациленипе пулать. Кашни ҫулах тарифсене индексацилени вара ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх инфратытӑмне аталантарассипе, унӑн ӗҫне пӗр чарӑнми йӗркелесе пырассипе ҫыхӑннӑ. Ку чухне вара халӑха ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пулӑшӑвӗсемпе пахалӑхлӑ тивӗҫтересси ҫине пусӑм тӑваҫҫӗ: ӑшӑ тата шыв трассисене юсаҫҫӗ, коммуналлӑ инфратытӑмӑн объекчӗсене ҫӗнетеҫҫӗ. 2026 ҫулта Раҫҫейри социаллӑ экономика аталанӑвӗн Прогнозӗ тӑрӑх граждансен коммуналлӑ пулӑшусемшӗн тӳлемелли тарифсен виҫисем ӳсеҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ пек июлӗн 1-мӗшӗнчен мар, октябрӗн 1
Тӑлӑхскер

Тӑлӑхскер

Лидия Филиппова Малалли. Самай аслă çулсенчи икĕ арçын ачасем пек ыталашнă-тĕрткелешнине кура Сергей çул хĕрринчи çутă кăвак тĕслĕ «Тойота» патне таврăнчĕ, кансĕрлес мар терĕ пулинех. — Эс килессе пĕлнĕ пекех яла персе çитрĕм паян Шупашкартан. Чĕре сисрĕ пулĕ. Эрнекун-ха, терĕм, ĕç вăл вилсен те виçĕ куна теççĕ. Мăшăра лартрăм та вĕçтертĕм яла. Куран, ялтан та уйрăлас темерĕмĕр, атте-анне килĕн вучахне сỹнтерес килмерĕ. Анне, пурăннă чухне, пĕрмай: «Мăрьерен тĕтĕм тухма ан пăрахтарăр, яла ан пăрахăр, ваттисен йăлисене ăруран ăрăва тытса пырăр, ял халăхĕпе пĕрле пулăр…» — тетчĕ. Вăл та çук ĕнтĕ. Эпĕ вара, кĕçĕнни пулнă май, кил-çурта çĕнетес терĕм. Хăçан та пулин Юрик те çаврăнса тухатех, теттĕм. Сирĕн умра машина чарăнсанах чĕре кăртлатса илчĕ, улталамарĕ. Акă тинех тĕл пултăмăр
Уход входит в стаж

Уход входит в стаж

Расскажем, как учесть периоды ухода за гражданами старше 80 лет и инвалидами I группы в страховой стаж.  Период ухода за людьми с инвалидностью I группы или лицами старше 80 лет по-прежнему будет учитываться в страховой стаж трудоспособным гражданам — 1,8 ИПК за полный год.  С начала 2025 года гражданам, осуществляющим уход, не осуществляются ежемесячные выплаты. Выплата в размере 1314 рублей автоматически назначена региональным Отделением СФР в виде надбавки к пенсии непосредственно инвалидам I группы и лицам старше 80 лет.  Факт ухода фиксируется двумя способами: — после его завершения (например, если он вышел на работу или на пенсию); — по прошествии одного или нескольких лет ухода (например, если уход начался в 2025 году, подтвердить можно в 2026 году или
В Чувашии за 10 месяцев собрано свыше 182 млрд рублей налогов

В Чувашии за 10 месяцев собрано свыше 182 млрд рублей налогов

В республике за январь — октябрь 2025 года мобилизовано 182,1 млрд рублей налогов, сборов и страховых взносов на обязательное социальное страхование, администрируемых налоговыми органами, или на 28,1% больше января — октября 2024 года. Поступление налоговых платежей составило 133,2 млрд рублей, или 132,8% к соответствующему периоду прошлого года и обеспечено налогом на добавленную стоимость — на 39%, налогом на прибыль — на 26,2%, налогом на доходы физических лиц — на 19,5%, налогами на совокупный доход — 6,6%, налогами на имущество — на 4%, акцизами — на 3% и остальными налогами и сборами — на 1,7%. В федеральный бюджет собрано 65,2 млрд рублей, или на 47,7% больше января — октября 2024 года. Налоговые поступления обеспечены в основном налогом на добавленную стоимость — на 79,7%, н
Орден каваларӗпе тӗл пулчӗҫ

Орден каваларӗпе тӗл пулчӗҫ

Совет Союзӗ вӑхӑтӗнчи чи пысӑк награда Ленин орденӗ пулнӑ. Ӑна 1930 ҫулта ҫирӗплетнӗ. Унпа ҫапӑҫура паттӑрлӑх кӑтартнӑ, ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ ҫынсене наградӑланӑ. Пирӗн районпа ҫыхӑннӑ 46 ҫын Ленин орденне тивӗҫнӗ. Вӗсен хушшинче пирӗн тӑрӑхра ҫуралса урӑх ҫӗрте палӑрнӑ, ют тӑрӑхран килсе пирӗн патра ӗҫлесе пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ ҫынсем те пур. Паянхи кун Ленин орденне тивӗҫнӗ округра икӗ ҫын пурӑнать. Вӗсенчен пӗри — Тукай ялӗнчи Роман Григорьевич Афанасьев. Ҫак кунсенче Комсомольскинчи «Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх музейӗнче ӗҫлекенсем, архив ӗҫченӗсем Роман Афанасьевпа тӗлпулу йӗркелерӗҫ.  Тӗлпулӑва округри таврапӗлӳҫӗсен совечӗн председателӗ С.Ф.Кокорева уҫрӗ. «Ҫӗр тата ҫынсем» музей заведующийӗ А.О.Полякова пуҫтарӑннисене районта ҫуралса ӳснӗ, ӗҫлесе пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ Ленин ор
Ҫӗнӗ трасса уҫнӑ

Ҫӗнӗ трасса уҫнӑ

Шупашкарта Хӗллехи спорт тӗсӗсен центрӗнче роллерлӑ йӗлтӗрпе ярӑнмалли ҫӗнӗ трассӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Раҫҫейри йӗлтӗр чупӑвӗн Федерацийӗн президенчӗ Елена Вяльбе, Раҫҫейри биатлонистсен Союзӗн президенчӗ Виктор Майгуров тата ытти хисеплӗ хӑнасем хутшӑннӑ. Олег Николаев ҫӗнӗ инфраструктурӑпа паллашса спортсменсемпе тата тренерсемпе калаҫнӑ, вӗсен шухӑш-кӑмӑлне ыйтса пӗлнӗ. — Пирӗн спортсменсем кӗтнине пурнӑҫа кӗртме пултарни, паллах ӗнтӗ, татах та хавхалантарать. Кунта тӗрлӗ ӑмӑртусем ирттерсе вӗсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерме май килет. Унсӑр пуҫне ҫӳллӗ шайри технологисене те пурнӑҫа кӗртнӗ, — уҫнӑ вӑл шухӑшне. Шансах тӑратпӑр, ҫӗнӗ трасса биатлона тата йӗлтӗр спортне юратакансемшӗн илӗртӳллӗ вырӑн пулса тӑрӗ. Вӑл спортсменсен ҫӗнӗ ӑрӑвне
Ҫуран ҫӳрекенсен те йӗркене пӑхӑнмалла

Ҫуран ҫӳрекенсен те йӗркене пӑхӑнмалла

Кун кӗскелсех пырать. Ҫавӑнпа та ир каҫ пулать. Тӗттӗм вӑхӑтра водительсене ҫул хӗррипе утакан ҫуран ҫынсене тӳрех  асӑрхама та йывӑр. Ҫавӑнпа та ҫула тухсан фарӑсен ҫутипе ҫын пынине палӑртакан тум тӑхӑнма тӑрӑшмалла е тумтир ҫинче ҫавӑн пек паллӑ пулмалла. Ҫакӑ автотранспорт хатӗрне тытса пыракана умра утакана вӑхӑтра курма май парать. Патшалӑх автоинспекцийӗн сотрудникӗсем ачан ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑхӗшӗн чи малтан ашшӗ-амӑшӗ яваплӑ пулнине асӑрхаттараҫҫӗ. Тӗттӗм вӑхӑтра вӗсене кӑларса яма тӑрӑшмалла мар, е мӗнле те пулин сӑлтавпа ҫула тухма тивсен  ҫутӑ паракан паллӑ пур япаласем тӑхӑнтартмалла. Ҫавӑн пекех хӑйсен тӗпренчӗкӗсене ҫул-йӗр правилисем пирки тӗплӗн ӑнлантарса памалла. Тӗттӗм, тӗтреллӗ, ҫумӑрлӑ, ҫил-тӑманлӑ вӑхӑтра ҫул ҫине автомашина ҫутипе палӑракан тумсем т
Пирӗн аграрисем яланах малти ретре

Пирӗн аграрисем яланах малти ретре

Нумаях пулмасть Шупашкарта Ял хуҫалӑх тата тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗсен кунне халалласа савӑнӑҫлӑ уяв йӗркеленӗ. Унта республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен 800 ытла ял хуҫалӑх ӗҫченӗ пуҫтарӑннӑ. Мероприятире регионти чи тухӑҫлӑ ӗҫлекен хуҫалӑхсене тата организацисене палӑртнӑ. Вӗсене хакланӑ чухне кӑҫалхи тухӑҫа ҫеҫ мар, ӗҫ укҫи шайне, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем тунине, ял хуҫалӑхӗнче усӑ куракан ҫӗрӗн лаптӑкне, пӗлтӗрхипе танлаштарсан кӑтартусем мӗн чухлӗ ӳснине шута илнӗ. Пӗтӗмлетнӗ кӑтартусемпе пирӗн округри хӑш-пӗр хуҫалӑхсем рейтингӑн чи малти йӗркине лекме пултарнӑ. Ҫапла «Комсомольские овощи» агрофирма чи нумай пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтерсе ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсем хушшинче 1-мӗш вырӑна тухнӑ, Диплома тивӗҫнӗ. «Слава картофелю» агрофирма пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши
Сӗтрен тӗрлӗ продукци хатӗрлеҫҫӗ

Сӗтрен тӗрлӗ продукци хатӗрлеҫҫӗ

Кашни ял-хуларах ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерекен, тупӑш паракан предприятисем пулни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Кун пек чухне ҫынсем ӗҫ шыраса аякка каймаҫҫӗ, вырӑнтах ӗҫлесе пурӑнаҫҫӗ, малашлӑха шанӑҫпа пӑхаҫҫӗ. Комсомольскинче ҫакӑн пек предприятисенчен пӗри вӑл — сӗт-ҫу комбиначӗ. Ҫак кунсенче округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин унта ҫитсе вырӑнти ӗҫ-хӗлпе паллашнӑ. Комбинат 2012 ҫултанпа ӗҫлет, ҫак хушӑра вӑл ертӳҫӗсемпе ӗҫченсен тӑрӑшулӑхне, кашни хӑйӗн тивӗҫӗсене пӗлсе пурнӑҫланине кура округри чи ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракан организацисен шутне кӗме пултарнӑ. Юлашки ҫулсенче кунта оборудованине чылай ҫӗнетнӗ, реконструкци тунӑ. Ҫавна май паянхи кун предприяти уйӑхра 150 пин тонна таран сӗтрен продукци хатӗрлеме пултарать. Комсомольскинчи сӗт-ҫу комбинатне округра ҫеҫ мар, ун тулашӗнче те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Ку
Ӗҫченсем тӑрӑшаҫҫӗ, кӑтартусем савӑнтараҫҫӗ

Ӗҫченсем тӑрӑшаҫҫӗ, кӑтартусем савӑнтараҫҫӗ

Кӗр хӗл каҫарать, теҫҫӗ халӑхра. Кӗркунне тулӑх сӗтел умӗнче ларас, хӗле тулли пӳлмесемпе кӗтсе илес тесе ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансем ҫуркунне юр кайнӑранпа хире тухнӑ та ҫӑвӗпе те пӗр кана пӗлмесӗр уй-хирте вӑй хунӑ. Ҫанталӑк хӗл еннелле ҫывхарнӑ май халӗ уйсенче тракторсен шавӗ илтӗнми пулчӗ тесен те юрать. Анасем пушанчӗҫ, хресченсен пӳлмисем тыр-пулпа, пахча ҫимӗҫпе тулчӗҫ. Кӑҫалхи тухӑҫ савӑнтарать-ши? Мӗнле кӑтартусемпе вӗҫлерӗҫ-ха округри ял хуҫалӑх организацийӗсем хӗрӳ ӗҫ вӑхӑтне? Округ пуҫлӑхӗн ял хуҫалӑх, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен ҫумӗпе — экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗпе Фарад Зейнетдиновпа шӑпах ҫак ыйтусем тавра калаҫрӑмӑр. — Фарад Феридович, чи малтанах ял хуҫалӑх культурисене ҫитӗнтерес ӗҫри кӑтартусене тишкерер-ха. Х
Сотрудниксене саламланӑ

Сотрудниксене саламланӑ

Ноябрӗн 10-мӗшӗ — Раҫҫей Федерацийӗнчи шалти ӗҫсен сотрудникӗн кунӗ. Ҫак ятпа республикӑра  тӗрлӗ мероприятисем  иртнӗ. РФ Шалти ӗҫсен министерствин «Комсомольский» уйрӑмӗнче те вӑл кун правӑпа йӗркелӗхе сыхлакансемпе ветерансем пуҫтарӑннӑ. Округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин вӗсене професси  уявӗ ячӗпе ӑшшӑн саламланӑ, округра саккунлӑха сыхлас тивӗҫе туллин пурнӑҫласа пынӑшӑн, пурӑнакансен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтернӗшӗн тав тунӑ. Округӑн обществӑлла пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн сотрудниксемпе ветерансене наградӑсемпе чысланӑ. Ҫавӑн пекех полици ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене шалти ӗҫсен министерствин  «Комсомольский» уйрӑмӗн начальникӗ Сергей Ласточкин, шалти ӗҫсен органӗсен ветеранӗсен округри совечӗн председателӗ Петр Лапшин тата ыттисем те салам сӑмахӗсем каланӑ. Комсомольс
Чечек ҫыххисем хунӑ

Чечек ҫыххисем хунӑ

Ҫӗнӗ Мӑратри Астӑвӑм садӗнче вӑрӑ-хурахсене хирӗҫ кӗрешсе паттӑррӑн пуҫ хунӑ милиционерсене асӑнса лартнӑ палӑк пур. Вӑл 1927 ҫулта пирӗн тӑрӑхра сӗмсӗррӗн алхаснӑ Калюков бандине тытса чарнӑ чухне вилнӗ Петр Орловпа Борис Александров  милиционерсен паттӑрлӑхне аса илтерсе тӑрать. Вӗсем хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр  тискер ушкӑна хирӗҫ тӑнӑ. Ял ҫыннисем шикленмесӗр, лӑпкӑн пурӑнччӑр тесе тытӑҫӑва кӗнӗ. Ҫак кунсенче  паттӑр милиционерсене асӑнса кунта  митинг пулса иртнӗ.  Палӑк умӗнче округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Раҫҫей шалти ӗҫсен министерствин «Комсомольский» уйрӑмӗн начальникӗ Сергей Ласточкин подполковник, шалти ӗҫсен органӗсенче ӗҫленисен ветерансен совечӗн округри уйрӑмӗн председателӗ Петр Лапшин полковник, Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн директорӗ Альберт Борисо
Ентешӗсемпе тӗл пулса калаҫнӑ

Ентешӗсемпе тӗл пулса калаҫнӑ

Округра пурӑнакансем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тӗрлӗ енлӗ пулӑшу панипе пӗрлех тӑван тӑрӑха вӑхӑтлӑха таврӑннӑ ентешӗсемпе тӗлпулусем те йӗркелеҫҫӗ. Вӗсем аякри хӑрушӑ вырӑнсенчи лару-тӑрупа интересленеҫҫӗ, малашне те мӗн пултарнӑ таран пулӑшма шантараҫҫӗ. Иртнӗ эрнере Ҫӗнӗ Кипеҫри культура ҫуртӗнче «Мужик» хушма ятпа ҫӳрекен ҫар ҫыннипе тӗл пулнӑ. Мероприяти чӗрӗ калаҫу евӗр иртнӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентеш ял ҫыннисен ыйтӑвӗсене хуравласа тӑван тӑрӑхран аякра ҫар службинче тӑракансен пурнӑҫӗ, куллен пурнӑҫлакан ӗҫсем, йывӑрлӑхсем пирки каласа панӑ. Культура ҫурчӗн культорганизаторӗ Анна Можаева  авалтанах  инкекрен хӳтӗлекен, тӑван тӑрӑхпа ҫыхӑнтарса тӑракан тӗрӗллӗ салтак тутри панӑ. Пуҫтарӑннисем ҫар ҫыннине ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу сунса ӑсатнӑ, часах те
90 ҫулхи спортсмен пӗрремӗш

90 ҫулхи спортсмен пӗрремӗш

Киров поселокӗнче пурӑнакан Федор Ефимов 90 ҫул тултарнӑ пулин те хӑйне патвар туять. Мӗн пӗчӗкрен ӳт-пӗвне пиҫӗхтерсе ӳснӗскер ӗмӗрӗпех спортпа юнашар пулнӑ. Округри, республикӑри ӑмӑртусенче пӗрре мар палӑрнӑ. Иртнӗ уйӑхра вӑл  республикӑри «Хыпар»  хаҫатӑн призӗсене ҫӗнсе илессишӗн  кире пуканӗ йӑтас енӗпе ирттерекен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. 85—90 ҫулсенчи атлетсем хушшинче 1-мӗш степеньлӗ Диплома  тата хаклӑ парнене тивӗҫнӗ.  «Хам ҫӳрекен ҫӗре, ӗҫе, юнашар пурӑнакан ҫынсене юратни вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулма май парать», — тет ветеран. Округри ҫамрӑксен унран тӗслӗх илмелли пур. Валерий  Денисов.
Виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ

Виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ

Пирӗн округри «Кӗтне» ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн ҫӑмӑл атлечӗсем республикӑри ӑмӑртусенче палӑрнипе пӗрлех ҫӗршыв шайӗнчи тупӑшусенче те лайӑх кӑтартусемпе савӑнтараҫҫӗ.  Акӑ, Ульяновск хулинче РСФСР тава тивӗҫлӗ тренерне В.И.Орешкина асӑнса ирттернӗ ҫӑмӑл атлетсен регионсем хушшинчи ӑмӑртӑвне пирӗн округри Карина Ильина хутшӑннӑ. Хутшӑннӑ ҫеҫ мар, 18 ҫула ҫитичченхи хӗрсем хушшинче ӑмӑртса «пӑхӑр» медале тивӗҫнӗ. Ку ҫитӗнӳ, паллах, ахальтен пулман. А.С.Мартынов тренер хӑнӑхтарусем пӗлсе ирттерни  тата  хӗрача  чӑтӑмлӑ пулни, тренировкӑсенче пӗтӗм вӑйне парса тӑрӑшни призерсен йышне лекме май панӑ. Каринӑна малашне те ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу сунатпӑр. (ХАМӐР ИНФ.).
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли) Района туса хунӑ ҫулсенчи пӗрремӗш утӑмсем Ялсенче вӑл вӑхӑтра трахома чирӗпе кӗрешес, хут пӗлменлӗхе пӗтерес енӗпе ӗҫсем малалла пынӑ. Ку енӗпе вӑл е ку ҫӗрте мӗнле пынипе те паллаштарсах тӑнӑ. 1939 ҫулта Пӗтӗм Союзри ял хуҫалӑх выставки уҫӑлнӑ. Унта ҫӗршыври 10 пин ҫын хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче пулма  тухӑҫлӑ тырпул туса илнӗ «Красный Октябрь» колхоз председателӗ Давид Акчурин та тивӗҫнӗ. Унта ӗҫлекенсем 1937 ҫулта кашни гектартан 22 центнер тырӑ пухса кӗртнӗ. 1938 ҫулта та типӗ тӑнӑ пулсан та япӑх мар тырпул ҫитӗнтернӗ. Хаҫат страницисенче шкулсен, клубсемпе вулав ҫурчӗсен ӗҫӗсене те ҫутатсах тӑнӑ. Заем ҫырӑнтарас ӗҫ мӗнле пынине сӑнласа пынӑ. Вӑл ҫулхине районта  22 ял Совечӗ пулнӑ: Александровка, Кивӗ Сӗнтӗр, Хирти Сӗнтӗр, Нӗркеҫ, Комсомольски,  Ҫӗнӗ Шӑхран,
Ӑста кӗрешсе палӑрнӑ

Ӑста кӗрешсе палӑрнӑ

Асанкасси вӑтам шкулӗнчи Г.Н.Петухов тренер  хӑй ӗмӗрӗнче ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе чылай чемпион хатӗрленӗ. Унӑн вӗренекенӗсем халӗ те лайӑх енчен палӑрса тӑраҫҫӗ. Ҫакна нумаях пулмасть «Цильна» физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплексӑн спортзалӗнче Тӗнче чемпионне, тава тивӗҫлӗ спорт мастерне Инна Тражуковӑна  халалласа хӗрсем хушшинче иртнӗ регионсем хушшинчи ӑмӑртӑвӑн кӑтартӑвӗсем те туллин  ҫирӗплетеҫҫӗ. Геннадий Николаевичӑн воспитанникӗсем хӑйсен виҫе категорийӗсенчи ушкӑнсенче тупӑшса ӑсталӑхпа палӑрнӑ. Кира Данилова — 1-мӗш, Вероника Герасимова — 2-мӗш, Анжелика Герасимовапа Дарья Никитина 3-мӗш вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ. Вӗсем  малашне те ӑсталӑха ӳстерсе пырса ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсемпе савӑнтарасса шанса тӑратпӑр. Петр ПОРЯДКОВ.
Пысӑк хавхаланупа вылянӑ

Пысӑк хавхаланупа вылянӑ

Октябрӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 9-мӗшӗччен «Интер» академин пирӗн округри филиалӗнчи ҫамрӑк футболистсем 2016—2017 ҫулта ҫуралнӑ ачасем  хушшинче «Интер лига ЧР 2025» футзал чемпионатне хутшӑннӑ. Пирӗн тӑрӑхри икӗ команда та кашни вӑййах пысӑк  хавхаланупа тухса ҫӗнтерӳшӗн тупӑшнӑ. «Интер Комсомольское Белые» команда финалта «Интер Шемурша Желтые» командӑна  ҫӗнтерсе хӑйсен категорийӗнче 1-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. «Интер Комсомольское Зеленые» команда финала тухса унта  Шӑмӑршӑ округӗн командине выляса янӑ, иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.  Пирӗн филиалти Роман Романов тата Антон Наумов турнирӑн чи лайӑх выляканӗсен йышне кӗнӗ. Ҫамрӑк футболистсене саламлатпӑр, малашне те вӗсене пысӑк ҫӗнтерӳсем тума ӑнӑҫу сунатпӑр. Ирина ИЛЬИНА.
Округри ҫамрӑксем пур ӗҫре те хастар

Округри ҫамрӑксем пур ӗҫре те хастар

Ҫамрӑксем — паянхи пурнӑҫпа тан ӗлкӗрсе пыракансем, пирӗн округӑн, республикӑн, ҫӗршывӑн шанчӑкӗ, малашлӑхӗ. Ҫавӑнпа та округра вӗсене обществӑлла пурнӑҫа хутшӑнтарас, професси ҫул-йӗрне тупма пулӑшас, талантлӑ ҫамрӑксене хавхалантарас енӗпе нумай ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ. Ҫаксене йӗркелесе пырас ӗҫре округ пуҫлӑхӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен советникӗн Ольга Григорьеван тӳпи пысӑк. Вӑл пире хӑй куллен туса пыракан ӗҫӗн хӑйнеевӗрлӗхӗсемпе паллаштарчӗ. — Ольга Петровна, каласа парӑр-ха пире: мӗнле ӗҫсем пурнӑҫлать советник? — Советник ӗҫӗ тӳрремӗнех ҫамрӑксемпе ҫыхӑннӑ. Эпӗ шкул ачисемпе те, ӗҫлекен ҫамрӑксемпе те, ҫав вӑхӑтрах администраципе тата тӗрлӗрен обществӑлла институтсемпе ҫыхӑну тытатӑп, округ территорийӗнче ҫамрӑксен политикине комплекслӑн пурнӑҫа кӗртме пулӑшатӑп. Манӑн тӗллев — ҫамрӑксен
«Тӑлӑхскер»

«Тӑлӑхскер»

Калав — Турă ячĕпе ыйтатăп, хăварăр ăна манпах. Пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕм вăл манăн, пĕртен-пĕр хĕвелĕм, пĕртен-пĕр шанчăкăм… Пĕтетĕп эпĕ унсăр, пурăнаймастă-ă-ăп… — чарăнми хỹхлерĕ кинемей. Юлашки вăйне пухса мăнукне ыталасшăн пулчĕ, ун патнелле сулăнчĕ, анчах вăйĕ пĕтсе çитрĕ пулас та урайне йăванса кайрĕ. — Кукама-а-ай! Ан яр мана вĕсемпе, парса ан яр мана-а-а… — куçĕсенчен чарăнми юхакан куççульне тасах мар кĕпе çаннипе шăлса вилнĕ пек выртакан карчăк патне чупса пырса чĕркуçленчĕ арçын ача, унăн аллисене нихăçан уйрăлмасла чăмăртаса лартрĕ. Юхрĕ те юхрĕ таса куççуль ĕçпе пиçĕхнĕ, хытса кушăрханă алăсем çине. Чĕринчи пĕтĕм ырату-çухату юхса тухрĕ пулĕ çавăн чухне ачан… — Юрий Васильевич, чиперех-и эсир? — илтĕнчĕ пăшăрханчăклă сасă. Йывăç çурт умĕнче хытса тăнă арçын патне
Ырӑ ӗҫсемпе пулӑшаҫҫӗ

Ырӑ ӗҫсемпе пулӑшаҫҫӗ

Комсомольски муниципалитет округӗнчи ялсенче пурӑнакансем Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксем валли хӳтӗлев сеткисем ҫыхасси, плащсем ҫӗлесси, типӗтнӗ  яшка, ҫӑкӑр тата ҫуртасем   хатӗрлесси вӑй илсех пырать. Ку тӗлӗшпе волонтерсен хастарлӑхне те палӑртсах хӑвармалла. Салтаксем патне гуманитари пулӑшӑвӗпе кайса ҫӳреҫҫӗ, салтаксене ҫӗнтерӗве ҫывхартма пур енлӗн хавхалантараҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра, акӑ, пур территори уйрӑмӗсенче те тӑрӑшсах ӗҫлеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Хирти Мӑнтӑрсем 321-мӗш хӳтӗлев сетки ҫыхса пӗтернӗ, Хырай Ӗнелсем те вӗсенчен юлмаҫҫӗ.   Комсомольскинчи «Серебряный возраст» центра ҫӳрекенсем   кашни кунпа туллин усӑ курса плащсем  ҫӗлеҫҫӗ, сетка ҫыхаҫҫӗ.  «Ирина Шипатова, Валентина Миронова, Ольга Афанасьева, Елена Тихонова  тата «Серебряный возраст» центр ҫ
Цитата

Цитата

Олег Николаев, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ: «Раҫҫейӗн паянхи  музыка картти» фестиваль тепӗр хут пирӗн ҫӗршыври культурӑн пуянлӑхӗпе хавхаланулӑх вӑйне  кӑтартса пачӗ. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин палӑртнӑ пек  юрӑ-кӗвӗ юратакансене, музыка деятелӗсене тата ҫамрӑк композиторсене Раҫҫей халӑхӗсен культурин нумайенлӗхне упрас енӗпе пӗрлештерчӗ. Маншӑн ку проект — савӑнӑҫ, хавхалану, хӑпартлану.  Савӑнӑҫ — «Россия» наци центрне  пирӗн пӗтӗмӗшле культура пуянлӑхне курма тата итлеме  пур регионсенчен те килни. Хавхалану — пирӗн ҫӗршыври халӑхсен чун-чӗрене ҫӗклекен тӗрлӗ енлӗ музыка палитри. Хӑпартлану — пуҫаруҫисем эпир пулни, ҫӗршыври творчество юхӑмӗнче  малти ретре тӑни. Эпир проекта ҫӗнӗлӗхсем кӗртсе, цифра технологийӗпе тата искусствӑлла инте
Пурнӑҫ тӑршшӗпех «ишевре»

Пурнӑҫ тӑршшӗпех «ишевре»

Хаҫат редакцине вӑл пуринчен маларах ҫитетчӗ. Коллективри ытти сотрудниксем пуҫтарӑниччен темиҫе информаци хатӗрлесе хуратчӗ. Вӑл ӗҫленӗ вӑхӑтра паянхи пек интернет пулман та, хыпарсене ӗҫ коллективӗсенчен телефонпа шӑнкӑравласа илеттӗмӗр. Вӑл, маларах парти райкомӗнче ӗҫленӗскер, предприятисемпе организацисен, колхозсен ертӳҫисемпе специалисчӗсене лайӑх пӗлетчӗ. «Эпир райкомра ӗҫленӗ чухне производствӑра ӗҫлекенсем патне час-часах тухса ҫӳренӗ.  Ҫынсемпе курса калаҫса шухӑш-кӑмӑлне ыйтса пӗлнӗ. Эпӗ колхозсенчи малта пыракан дояркӑсемпе механизаторсене сӑнран пӗлнӗ», — тетчӗ вӑл. Редакцире ӗҫленӗ вӑхӑтра та вӑл ларса тӑман, яланах ҫула тухнӑ. Хуҫалӑхсене ҫитсе пуян содержаниллӗ материалсем хатӗрлесе килетчӗ. Ҫак кунсенче пирӗн пултаруллӑ ӗҫтеш, журналист-ветеран Василий Васильевич Га
Мухтав сана, ҫӗр ӗҫченӗ, сӗтел ҫинчи ҫӑкӑршӑн!

Мухтав сана, ҫӗр ӗҫченӗ, сӗтел ҫинчи ҫӑкӑршӑн!

Аграрисем хирти ӗҫсене вӗҫлесен округра ҫулсерен Ял хуҫалӑх тата тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗсен кунне уявлаҫҫӗ. Хальхинче  уява Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи кӑҫал ҫеҫ тӗпрен юсаса хута янӑ  культура ҫуртӗнче ирттерчӗҫ. Унта аграри отраслӗнче вӑй хуракансем, ҫак сферӑра ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнисем, чӗннӗ хӑнасем тата ыттисем те йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Уява муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Петр Краснов, Юрий Попов тата Валерий Антонов та хутшӑнчӗҫ. Чи малтанах депутатсем обществӑлла ӗҫре хастар пулнӑшӑн округ пуҫлӑхне Н.Раськина, «Урожай» колхоз председательне Ю.Егорова  Чӑваш Республикин  Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамотине пачӗҫ.  Ҫавӑн пекех ял хуҫалӑхӗнчи чи тӑрӑшуллӑ та пултаруллӑ ӗҫченсене тӗрлӗ шайри наградӑсем
100 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ

100 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ

Турӑ пӳрни е ҫырни, теҫҫӗ халӑхра. Вӑл пурах пулӗ. Пурнан пурнӑҫра ӗмӗрӗпех ялти йывӑр ӗҫре хуҫӑлсан та,  хур-шурне нумай курсан та Хирти ,нел ялӗнче пурӑнакан Мария Степановна Кольцовӑна Турӑ 100 ҫула ҫитме вӑй-хӑват панӑ. Ҫак кунсенче ӑна ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитнӗ ятпа, сумлӑ та пысӑк юбилейпе округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ Валентина Салмина, тӑванӗсем, ял ҫыннисем саламланӑ. РФ Президенчӗн В.Путинӑн саламлӑ открыткине, парнесем панӑ май малалла та сывлӑхпа пурӑнма ырӑ суннӑ. Вӗсем пӗтӗм йывӑрлӑха парӑнтарса ҫак ҫула ҫитме пултарнӑшӑн Мария Степановнӑпа  хӑпартланнине палӑртнӑ. Ҫӗршывра колхозсемпе ял хуҫалӑх артелӗсем йӗркеленӗ вӑхӑтра кун ҫутине килнӗскерӗн вӑрҫӑ умӗнхи к
Пулӑ киленӗҫӗ ӳкӗнӗҫлӗ ан вӗҫлентӗр

Пулӑ киленӗҫӗ ӳкӗнӗҫлӗ ан вӗҫлентӗр

Каҫал тӑрӑхӗнче хӑйсен пушӑ вӑхӑтне сунарта, пулӑра ирттерме кӑмӑллакансем сахал мар. Паллах, хӑйсене ырӑ та усӑллӑ ӗҫпе ҫыхӑнтаракан ҫынсене ырламалла ҫеҫ. Анчах та кирек мӗнле киленӳре те чӑн малтанах хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнмаллине асра тытмалла. Ҫакнашкал ҫирӗп йӗрке ҫыран хӗрринче, кимӗпе кӳлӗ варринче пулӑ тытакансене те пырса тивет. Кӗркуннехи тапхӑрта, ҫанталӑк сивӗтсе пынӑ май пулӑҫӑсен тата ытларах тимлӗ пулмалла. Акӑ, юлашки кунсенче ҫеҫ Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри, Куславкка округӗсенчи ялсенче 33, 47, 57 ҫулсенчи пулӑҫсене ҫӑлав службисем те кирлӗ пулӑшу парса пурнӑҫӗсене сыхласа хӑварайман, вӗсем пурте пулӑ тытнӑ чухне путса вилнӗ. Инкек куҫа курӑнса килмест. Ҫавӑнпа та пулӑ тытма каякансем теветкелленсе йӗркене пӑхӑнманни инкек-синкек патне илсе пыма пултарать.
Яланах пӗрле пулар

Яланах пӗрле пулар

Округри почта ҫыхӑну уйрӑмӗсенче «Каҫал ен» хаҫата 2026 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта илсе тӑма ҫырӑнтарасси малалла пырать — почтальонсемпе ҫеҫ тӗл пулмалла, вулаканӑм. Хакӗ — 559 тенкӗ те 14 пус.  Хаҫата альтернативлӑ майпа илсе тӑрас тесен редакцине килсе ҫырӑнмалла, хакӗ — 420 тенкӗ.  Хӑш-пӗр ялсенче  хаҫат-журналпа тивӗҫтерме вӑхӑтлӑха почтальон ҫуккине кура хаҫат редакцийӗ сире альтернативлӑ майпа ҫырӑнма ыйтать. «Каҫал ен» хаҫат кашни килтех пултӑр! ХАҪАТ РЕДАКЦИЙӖ.
Ҫывӑх ҫынсем ҫумра пулсассӑн

Ҫывӑх ҫынсем ҫумра пулсассӑн

Октябрӗн 28-мӗшӗ — асаннесемпе асаттесен кунӗ. Ҫак куна халалласа округри ача-пӑча вулавӑшӗнче «Бабушка рядышком с дедушкой» мероприяти иртрӗ. Елена Прокопьева, Ирина Крылова вулавӑш ӗҫченӗсем пухӑннисене уяв ячӗпе саламларӗҫ,  ҫакӑн пек тӗлпулусем пӗр-пӗринпе ҫывӑхланма, туслашма, ӑрусем хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетме май панине палӑртрӗҫ. Малалла пӗчӗк шӑпӑрлансем хӑйсен юратнӑ аслашшӗ-асламӑшне,  кукашшӗпе кукамӑшне илемлӗ сӑвӑсемпе,  янӑравлӑ юрӑсемпе саламларӗҫ,  ҫывӑх ҫыннисене юратнине,  тав тунине пӗлтерчӗҫ.  «Юмахри асаннесемпе асаттесем» илӗртӳллӗ интерактивлӑ викторинӑна хутшӑнакансем хӑйсен эрудицине тата юмахсене пӗлнине тӗрӗслеме пултарчӗҫ.  «Угадай мелодию» вӑйӑ мини-концерта аса илтерчӗ, хаваслӑ  пулчӗ. «Йӑх йывӑҫҫи» пултарулӑх челе