Суббота, 27 апреля

Педагогсемпе ачасене телейлӗ ҫулталӑк кӗттӗр

Педагогсемпе ачасене телейлӗ ҫулталӑк кӗттӗр

Раҫҫейри Педагогпа наставник, Чӑваш Енри Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗсене Комсомольски культура ҫуртӗнче февралӗн 17-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Унта округри вӗрентӳ организацийӗсен представителӗсем, педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем, хӑйсен ӗҫ-хӗлне ҫитӗнекен ӑрӑва пӗлӳ парассипе ҫыхӑнтарма шут тытнӑ, ку енӗпе пӗрремӗш ӑнӑҫлӑ утӑмсем тунӑ ҫамрӑк специалистсем, ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ.

Уяв урамранах пуҫланчӗ ҫав кун. Культура ҫурчӗ умӗнче хӑнасене хаваслӑ клоунсем кӗтсе илчӗҫ. Фойене пырса кӗрсен вара вӗлле пек сӗрлесе тӑракан шкул ытамне лекнӗнех туйӑнчӗ. Кунта округри шкулсенчи «Ӳсӗм вырӑнӗсем» куракансене хӑйсен ӗҫӗсемпе хаваспах паллаштарчӗҫ. Мӗнпе кӑна кӑсӑкланмаҫҫӗ, мӗн кӑна ӑсталамаҫҫӗ иккен пирӗн ачасем?! Лазерпа шахмат фигурисем, ытти япала касса кӑлараҫҫӗ, тӗрлӗ пайсенчен роботсем пуҫтараҫҫӗ, ӳкерчӗксене кружкӑсемпе футболкӑсем ҫине куҫараҫҫӗ, чӑваш тӗрри тӗрлеҫҫӗ, тӗпчев-шырав ӗҫӗсене хутшӑнаҫҫӗ… Ҫак куравра тӗлӗнмелли пайтах пулчӗ, ҫамрӑк ӑру чӑннипех те пултаруллӑ иккенне курса ӗненме май килчӗ.

Раҫҫейри Педагог тата наставник, Чӑваш Енри Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне чаплӑн уҫма Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов, округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн начальникӗ Юрий Митюков, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, ача прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Мария Илларионова хутшӑнчӗҫ. Александр Николаевич вӗрентекенсене тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн, чунлӑхшӑн, кашни ачара талант тупма пӗлнӗшӗн тав турӗ. «Ҫак ҫул ӑнӑҫлӑ ирттӗр, эпир вара педагог статусне ҫӗклес, сирӗн чун-хавалӑра ҫирӗплетес, кирлӗ пулӑшупа тивӗҫтерес тесе хамӑртан мӗн килнине пурне те тӑвӑпӑр. Ачасем — пирӗн пуласлӑх. Вӗсем мӗнле ҫитӗнесси  аслисенчен  нумай килет. Ҫак тӗлӗшпе ашшӗ-амӑшӗн те, педагогсен те яваплӑх пысӑк», — палӑртрӗ вӑл.

Салам сӑмахӗсем хыҫҫӑн чыслав саманчӗ пуҫланчӗ. Профессире ҫитӗнӳсем тунӑшӑн, ачасене тарӑн пӗлӳ тата воспитани парассипе тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн муниципаллӑ округ администрацийӗн Хисеп грамотипе вӗрентекенсемпе воспитательсен пӗр ушкӑнне наградӑларӗҫ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн математика тата кӗҫӗн классен учителӗсем Н.В.Серебровӑпа Т.В.Капралова, Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗнче акӑлчан чӗлхине вӗрентекен Е.С.Данилова, Шурут, Хирти Явӑш шкулӗсенче математикӑпа пӗлӳ паракан И.В.Зотовӑпа Г.В.Комиссарова, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗн истори учителӗ С.С.Наумов, «Лейсан» ача сачӗн учитель-дефектологӗ И.Т.Сахрова хисепе тивӗҫрӗҫ. Хисеп хучӗ илнисем хушшинче «Радуга» тата «Рябинушка» ача сачӗсен воспитателӗсем Г.Ф.Молоковӑпа С.В.Козлова та пулчӗҫ.

Аслӑ ӑрури вӗрентекенсене, тивӗҫлӗ канура пулин те обществӑлла пурнӑҫра халӗ те хастар Н.Г.Архиповӑна, А.К. Алексеевӑна, Е.Ф.Васильевӑна, А.Ф.Волкова, Г.Е.Длинова, Г.А. Мамуткинӑна, Н.И.Чумакова та сцена ҫине кӑларсах чысларӗҫ, Тав хучӗпе чечек ҫыххисем парнелерӗҫ, тав сӑмахӗсем каларӗҫ.

Малалла Комсомольскинчи ача-пӑча ӳнер шкулӗн, 1-мӗш тата 2-мӗш вӑтам шкулсенчи кадет класӗсен, ача сачӗсен воспитанникӗсен пултарулӑх ушкӑнӗсен вӑйӗпе хатӗрленӗ концерта курса киленме май пулчӗ. Вӗсем хаваслӑ та илемлӗ номерсемпе савӑнтарчӗҫ. Куракансем ҫамрӑк артистсене ӑшшӑн йышӑнчӗҫ, кашнинех тӑвӑллӑн алӑ ҫупса ӑсатрӗҫ.

Педагог профессийӗ — чи пӗлтерӗшлисенчен тата чи кӑткӑссисенчен пӗри. Вӗсем пирӗн ачасене пӗлӳ, воспитани параҫҫӗ, кашнин чунӗ патне ҫул-йӗр хываҫҫӗ, ҫитӗнекен ӑрӑвӑн пултарулӑхне уҫса пама пулӑшаҫҫӗ. Ачасемпе вӗрентекенсен пурнӑҫӗ пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑннӑ, ҫулталӑкӗсене те пӗрле ирттерме йышӑнни ахальтен мар ӗнтӗ. Ҫак ҫул тарӑн пӗлӳпе кӑсӑклӑ ҫӗнӗлӗхсем патне илсе пытӑр, вӗсем ҫитӗнӳ, телей, ӑнӑҫу тата профессилле ӳсӗм кӳреҫҫех.

Л.ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *