Понедельник, 13 мая

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухрӗҫ

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухрӗҫ

Ял халӑхӗн ыйтусем нумай. Вӗсем пирки пӗрле калаҫас, малашнехи тӗллевсене палӑртас шутпа пуҫтарӑнчӗҫ Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнче пурӑнакансем граждансен пухӑвне.

Малтанах Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗ М.А.Илларионова иртнӗ ҫул туса ирттернӗ ӗҫсем пирки отчет туса пачӗ. Ялсен инфраструктурине аталантарас енӗпе патшалӑх программисемпе тухӑҫлӑ усӑ курни ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Ҫулсене пӑхса тӑрас, вӗсене вак чул сарса хытарас, ача-пӑчана выляса канма площадкӑсем тӑвас енӗпе мӗнле ӗҫлени пирки каларӗ. Ял халӑхӗ тирпей-илем кӗртес тӗлӗшпе тӑрӑшнине, ҫак енӗпе малалла та вӑй хумаллине палӑртрӗ. Пуҫаруллӑ бюджет укҫа-тенкипе усӑ курни ку енӗпе пулӑшу парассине ҫирӗплетрӗ. Ҫавӑн пекех кӑҫал пурнӑҫламалли тӗллевсемпе паллаштарчӗ. Чечен вӑрҫине хутшӑннисен ячӗпе аллея уҫасси пирки те сӑмах пулчӗ.

Пухура ял ҫыннисем те чылай ыйту ҫӗклерӗҫ. Акӑ, Школьная урамри, масар ҫине каякан ҫулсене хӑпартса вак чул сармалла. 2021 ҫулта ялти клуба шалтан юсанӑ-ха, анчах та тултан та илемлӗх кӗртмелле. «Культура вучахӗнче», кӑмрӑкпа ҫеҫ хутса ӑшӑтнӑран, хӗл кунӗсенче сивӗ,  унта «кӑвак ҫулӑм» кӗртсен аван пулмалла.

Муниципаллӑ округӑн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, территорисене аталантарас тата тирпей-илем кӗртес енӗпе ӗҫлекен управлени начальникӗ А.В. Краснов  халӑх хускатнӑ ыйтусене татса парас енӗпе пулӑшма шантарчӗ. Тӗрлӗ шайри специалистсем ҫӗнӗ саккунсем ҫинчен каласа пачӗҫ, ял ҫыннисен ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗҫ.

Пухӑва килнисем самообложени укҫине 500 тенке ҫитерме йышӑнчӗҫ.

Л.Тихонова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *