Суббота, 27 апреля

Тӑван районӑмӑр – 84 ҫулта

Тӑван районӑмӑр – 84 ҫулта

Тӑван та юратнӑ кӗтесӗмӗр — Комсомольски районӗ! Пирӗншӗн эсӗ ҫав тери ҫывӑх та питӗ хаклӑ. Эпир кунта ҫут тӗнчене килнӗ, пурӑнатпӑр, вӗренетпӗр, ӗҫлетпӗр, юрататпӑр, ҫемье ҫавӑратпӑр…

Кашни ҫыннӑнни пекех, районсен те ҫуралнӑ кунӗсем пур. Комсомольски районӗн биографийӗ вара 1939 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Ун чухне РСФСР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗ «Чӑваш АССРӗн Патӑрьел тата Шӑнкӑртам районӗсен чиккисене тата ҫӗнӗ администраципе территори йышне улӑштарасси ҫинчен» Указ кӑларнӑ. Асӑннӑ указпа ЧАССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1939 ҫулхи январӗн 21-мӗшӗнчи Патӑрьелпе Шӑнкӑртам районӗсен никӗсӗ ҫинче ҫӗннисене — Комсомольски тата Чкаловски районӗсене — йӗркелесси тата вӗсен йышне улӑштарасси, Комсомольски районӗн йышне Йӗпреҫ районӗнчи ялсене кӗртесси ҫинчен калакан йышӑнӑвне ҫирӗплетнӗ. Аслӑ Каҫал ялне ҫӗнӗрен туса хунӑ район центрӗ тесе палӑртнӑ, тата ҫав указпах Аслӑ Каҫал ята Комсомольски ҫине улӑштарнӑ.

Района туса хунӑ куна тата Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен уявне халалласа февралӗн 22-мӗшӗнче Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче савӑнӑҫлӑ концерт пулнӑ. Зала пухӑннисене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Юрий Митюков,  территори уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Мария Илларионова саламланӑ. Ҫавӑн пекех уяв кунӗнче район больницин врач-отоларингологне, «Кубняночка» халӑх ансамбльне ҫӳрекен Маргарита Ивановна Федоровӑна юбилей ячӗпе чысланӑ.

Уява халалланӑ концертра художество пултарулӑх коллективӗсем, уйрӑм юрӑҫсемпе ансамбльсем илемлӗ юрӑсем шӑрантарнӑ, ташӑсемпе савӑнтарнӑ. Районӑн визит карточки пулса тӑнӑ «Прикубнинская сторонка» юрра хор мӑнаҫлӑн янраттарнӑ чухне вара пӗтӗм зал пӗрле юрланӑ. 

       (ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *