Публикации

Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче

Вӗренӳре «пиллӗк» тата «тӑваттӑ» паллӑсемпе ӗлкӗрсе пыракан, Пӗтӗм тӗнчери, Раҫҫейри тата регионти конкурссене, олимпиадӑсене, ӑмӑртусемпе фестивальсене хастар хутшӑнакан, хӑйсене общество ӗҫ-хӗлӗнче аван енчен кӑтартакан шкул ачисем ҫулсеренех Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн стипендине илсе тӑма тивӗҫеҫҫӗ.  Акӑ, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем хушшинче те ҫавнашкал маттурсем пур.   Паян вулакансене паллаштарас тенӗ стипендиат Дарья Вунберова асӑннӑ шкулти 9-мӗш «к» класра пӗлӳ пухать.  Мӗн ачаран пике ӑс-тӑн ҫивӗчлӗхӗпе, тӑрӑшулӑхӗпе, анлӑ тавракурӑмӗпе тата ӗҫченлӗхӗпе палӑрса тӑрать.  Кашни сӑмаха виҫсе калама пӗлет.  Лартнӑ тӗллеве пурнӑҫлама ӑнтӑлни ӑна ӗмӗчӗсем патне ҫитме куллен пулӑшса пырать.  Ун кӑмӑлӗнче ҫак енсем малта тӑман пулсан  хӗрач
Малалла та пулӑшас тӗллевлӗ

Малалла та пулӑшас тӗллевлӗ

Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпах унта службӑра тӑракансене ыркӑмӑллӑх пулӑшӑвӗ параҫҫӗ.    Нӗркеҫ, Янкасси, Хирти Сӗнтӗр, Хирти Ӗнел, Ҫӗнӗ Кипеҫ тата Тӗвенеш ялӗсенчи ҫынсем ӑшӑ тумтир, апат-ҫимӗҫ тата ытти япаласем нумай пуҫтарса ӑсатнӑ.   Ҫак кунсенче вӗсем кӗске вӑхӑт хушшинче ҫыхса хатӗрленӗ маскировка тумалли 8 сеткӑна ятарлӑ ҫар операцийӗ пыракан вырӑнсене янӑ.  Ыркӑмӑллӑх ӗҫӗсем ку тӑрӑхра чарӑнман.  Ял ҫыннисем малалла та пулӑшас тӗллевлӗ. — Ҫынсем пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах Хирти Сӗнтӗр культура ҫуртне ҫитеҫҫӗ, сетка ҫыхнӑ ҫӗре хутшӑнаҫҫӗ.  Ку ӗҫрен ваттисем те, ҫамрӑксем те айккинчен юлмаҫҫӗ.  Вӗсем ырӑ ӗҫе никам хистемесӗр, хӑйсен кӑмӑлӗпе хутшӑннине ырламалла.  Ял ҫыннисене л

Марафонра палӑрчӗҫ

Ҫуркунне ҫитрӗ пулин те, пирӗн округри пултаруллӑ спортсменсем йӗлтӗрӗсене хывма васкамаҫҫӗ-ха.  Мартӑн 18-мӗшӗнче вӗсем Киров облаҫӗнче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри   «Шижма» 43-мӗш марафона хастар хутшӑнчӗҫ.   Ҫӗршыври 15 облаҫри 650 спортсменпа тупӑшса ентешсем лайӑх кӑтартусемпе палӑрчӗҫ.  50 километра 2 сехет те 15 минут та 1 секундра чупса тухса  Зуфар Тимаев пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ.  Хӑйӗн ӳсӗмӗнчисем хушшинче ывӑнма пӗлмен ветеран Николай Ятманов дистанцие иккӗмӗш кӑтартупа вӗҫлерӗ.  Пирӗн округ йӗлтӗрҫисем Владислав Васильев, Александр Симендеев, Иван Симендеев, Иван Краснов та марафонра чылай спортсмена хыҫа хӑварчӗҫ. Марафонра палӑрнисем медальсене тата хаклӑ парнесене тивӗҫрӗҫ.  Вӗсене саламлатпӑр, малашне те ӑнӑҫусем сунатпӑр. Округра йӗлтӗр спорчӗ аталанасси ҫавӑн пек п
Культура пурнӑҫӗ тӗп ыйту пулчӗ

Культура пурнӑҫӗ тӗп ыйту пулчӗ

Черетлӗ Информаци кунӗ мартӑн 15-мӗшӗнче Комсомольски культура ҫуртӗнче пуҫланчӗ.  Ун ӗҫне муниципаллӑ округ депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ С. Н. Грачева,  округ депутачӗсем,  территори уйрӑмӗсен начальникӗсем,  культура ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ. Раҫҫей Президенчӗ В. Путин Федераци Пухӑвне янӑ Ҫырура та,  ЧР Пуҫлӑхӗ О. Николаев республикӑри Министрсен Кабинечӗн иртнӗ ҫулхи ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ чухне те,  муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А. Осипов округӑн иртнӗ ҫулхи пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллаштарнӑ вӑхӑтра та «Культура» наци проектне пурнӑҫлас ыйтусем пирки тӗплӗн чарӑнса тӑнӑ.  Культура ҫуртӗнче те калаҫу тӗпрен илсен ҫав ыйтупах пулчӗ. Малтанах «Комсомольскинчи централизациленӗ клуб системи» МБУн организаципе методика службин заведующийӗ В. Н. Курицына округ
Пысӑк делегаци килсе кайнӑ

Пысӑк делегаци килсе кайнӑ

Мартӑн 13—15-мӗшӗсенче Хусанта тутар ялӗсенчи предпринимательсен Пӗтӗм тӗнчери IХ пухӑвӗ иртнӗ.  Ун ӗҫне Раҫҫей Федерацийӗнчи 40 ытла регионтан пӗчӗк бизнесра ӗҫлекенсем тата фермер хуҫалӑхӗ тытса пыракансем хутшӑннӑ.  Вӗсем тӗрлӗ ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ. Чӑваш Республикинчи тутарсен пурнӑҫӗпе паллашма пухӑва хутшӑнакансен делегацийӗ Комсомольски тата Патӑрьел округӗсене ҫитнӗ.  Вӗсене мартӑн 14-мӗшӗнче пирӗн тӑрӑхра ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ.  Хӑнасем малтанах Тукай Мишер ялӗнче пулнӑ.  Кунти медресе ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ,  аш-какай тирпейлекен цехра пулса курнӑ.  Урмаелӗнчи культура ҫуртӗнчи музейри экспонатсемпе кӑсӑкланса паллашнӑ.  Ҫак ялти тӗп мечете ҫитнӗ.   Пирӗн округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов,   Пӗтӗм тӗнчери тутарсен конгресӗн ӗҫ
Тырпул никӗсӗ калча епле хӗл каҫнинчен килет

Тырпул никӗсӗ калча епле хӗл каҫнинчен килет

Ҫӗр ӗҫӗпе чылай ҫул ӗҫлекенсем калча епле хӗл каҫни тата кӗрхи культурӑсен тухӑҫлӑхӗ тӳрремӗн ҫыхӑннине пит аван пӗлеҫҫӗ.  Ҫавна шута илсе «Урожай» колхозра ҫуркунне ҫитсен ҫулсеренех калчасен пахалӑхне тӗрӗслеттерме тӑрӑшаҫҫӗ.  Кӑҫал та Шурутсем ку йӗркерен пӑрӑнмарӗҫ.  Иртнӗ ытларикун «Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗ» ФПБУн Чӑваш Республикинчи филиалӗн пирӗн округри уйрӑмӗн специалисчӗсем Светлана Петуховӑпа Вера Рыжова хуҫалӑха ҫитсе кӗрхи тулӑ йышӑнакан икӗ лаптӑкран проба илчӗҫ. Кунта кӗрхи туллӑн «Московская-56» сорчӗ 300 гектар йышӑнать.  Уйсенче хӑшпӗр ҫӗрте 25 сантиметр хулӑнӑш юр выртатчӗ,  сӑртлӑрах вырӑнсем вара хуралма та ӗлкӗрнӗччӗ.  Юра сирсен аялта нумай ҫӗрте пӑр сийӗ самаях ҫирӗпчӗ,  ҫакӑ иртнӗ эрне вӗҫӗнче ҫунӑ ҫумӑрпа,  каҫхи сивӗсемпе ҫыхӑннӑ.  Пӑра катсан ем-ешӗл,  парка
Вӗрентекенсене тав турӗҫ

Вӗрентекенсене тав турӗҫ

Педагог тата наставник ҫулне уҫса Александровка территори уйрӑмне кӗрекен Хырай ,нел,  Ҫӗнӗ Сӗнтӗр,  Александровка ялӗсенче пурӑнакансем уяв каҫӗ йӗркелерӗҫ.  Галинӑпа Валерий Ванюркинсем,  Елена Албутова,  Вера Тарасова культура ӗҫченӗсем,  шкул коллективӗсем вӑл  ҫӳллӗ шайра ирттӗр тесе нумай тӑрӑшрӗҫ.  Тӗлпулӑва ку тӑрӑхри шкулсенче ачасене пӗлӳ парас енӗпе нумай ҫул тӑрӑшнӑ Р. И. Чемешева,  А. М. Чемешева,  Н. Я. Зайцева педагог-ветерансене те чӗннӗ. Нина Яковлевна ӗмӗр тӑршшӗпех Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗнче тӑрӑшнӑ,  ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.  Вӑл учительпе ача пирки ҫырнӑ сӑвва пурин чун-чӗрине те тыткӑнламалла вуласа пачӗ.  Рева Игнатьевна,  ҫав шкул директорӗнче нумай ҫул ӗҫленӗскер, &nbs
«Уҫӑ урок – 2023» фестиваль иртрӗ

«Уҫӑ урок – 2023» фестиваль иртрӗ

Ҫулсеренех  районта  чӑваш чӗлхи тата литература вӗрентекенӗсен уҫӑ урок фестивальне ирттересси йӑлана кӗчӗ.   Мартӑн 14-мӗшӗнче Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен  район  шайӗнчи «Уҫӑ урок — 2023» XIX фестивалӗ иртрӗ.   Ӑна Раҫҫейри Педагог тата наставник,   Чӑваш Республикинчи  Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне  халалланӑ. Фестивалӗн тӗп тӗллевӗ — шкул ачисен вӗренӳ пахалӑхне ҫӳлерех ҫӗклесси тата вӗрентӳре  ҫӗнӗ мелсемпе,  меслетсемпе ӗҫлекен учительсен ӑсталӑхӗпе  паллашасси. Мероприятие вӗрентекенсем хастар хутшӑнчӗҫ,  чӗлхепе тата литературӑпа уҫӑ уроксем ирттерчӗҫ.  4-мӗш класра вӗренекенсем Т. Ю. Ермолаева вӗрентекенпе М. Ухсай ҫырнӑ «Услан кайӑк» юмаха вуласа тишке
Вут-ҫулӑмпа асӑрхануллӑ пулӑр

Вут-ҫулӑмпа асӑрхануллӑ пулӑр

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ пирӗн тӑрӑхра пушартан асӑрханмалли уйрӑм режим туса хурасси пирки постановлени йышӑннине хаҫатра пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.  Ялсенче иртнӗ граждансен пухӑвӗсенче те пушар надзорӗн тата хуралӗн органӗсенче ӗҫлекенсем халӑха пушарсен сӑлтавӗсем,  вӗсенчен сыхланасси ҫинчен каласа панӑ,  вут-ҫулӑмпа усӑ курнӑ чухне асӑрхануллӑрах пулма ыйтнӑ. Кӑҫалхи ҫул пуҫланнӑранпа округ территорийӗнче 8 пушар пулнӑ,  пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтра — 2.  Вут-ҫулӑм ытларах уйрӑм ҫынсен хуҫалӑхӗсенче алхаснӑ.  Ҫавӑнпа та пушар хӑрушсӑрлӑхӗн ансат правилисем ҫинче тепӗр хут чарӑнса тӑрасшӑн.  Вӗсене пурте тенӗ пекех пӗлеҫҫӗ пулин те,  чылай чухне пӑхӑнмаҫҫӗ.  Халиччен инкек сиксе тухман,  малашне те пулмӗ тесе шутлаҫҫӗ. Электроприборсемпе йӑнӑш
Хаваслӑ кӑмӑл парнелерӗҫ

Хаваслӑ кӑмӑл парнелерӗҫ

Ҫак кунсенче Шупашкар хулинчи «Салют» культура керменӗ ҫумӗнчи ветерансен «С песней по жизни» хорне ҫӳрекенсем Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнче пулчӗҫ. Малтанах хӑнасем ялти  музейри экспонатсемпе кӑмӑлласа паллашрӗҫ,  ял историйӗпе ҫыхӑннӑ ыйту чылай пачӗҫ.  Музея килекенсен журналӗ ҫине ырӑ сӑмахсем ҫырса хӑварчӗҫ. Ветерансем Ҫӗнӗ Кипеҫри культура ҫурчӗн сцени ҫине тухсан куракансем вӗсене алӑ ҫупса кӗтсе илчӗҫ.  Ку ушкӑн 1960 ҫултах йӗркеленнӗ.  1985 ҫулта «Халӑх хорӗ» ята тивӗҫнӗ.  Ӑна К. В. Мочалов ерт-се пырать.  Концертмейстерӗ,  купӑсҫи — А. Ю. Иванов.  Хор ҫутӑ та илемлӗ юрӑсемпе залра ларакансене чӑннипех хӑй тыткӑнне илчӗ.  Вӗсем вырӑсла та,  чӑвашла та шӑрантарчӗҫ. Хорӑн репертуарӗнче патриотизмла юрӑ чылай.   Вӗсем ят