Пятница, 26 апреля

Публикации

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ

«Наследие» шырав отрячӗ хальхи вӑхӑтра «Партизансен сукмакӗсемпе» проект пурнӑҫа кӗртет. Унпа килӗшӳллӗн Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи партизансен ушкӑнӗсен пӗлтерӗшне, партизан операцийӗсене хутшӑннӑ пирӗн ентешсене тӗпчеҫҫӗ. Хальлӗхе отряд Комсомольски районӗнче ҫуралса ӳснӗ 6 партизан ҫинчен информаци тупнӑ. Паян Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнчен тухнӑ партизан ҫинчен каласа парас терӗмӗр. Иван Гаврилович Кокшин 1919 ҫулхи декабрӗн 30-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ҫемье ҫӗр ӗҫӗпе пурӑннӑ, килти хуҫалӑха тытса пынӑ. 8 ҫулта Иван Кокшин Кивӗ Сӗнтӗрти тулли мар вӑтам шкулта ӑс пухма пикеннӗ, 1935 ҫулта шкул пӗтернӗ. Ҫав ҫулах Патӑрьелӗнчи педагогика училищине вӗренме кӗнӗ, 3 ҫултан ӑна ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ. Вӑл активист, общественник пулнӑ. 1933 ҫулта ирттернӗ халӑх ҫыравне хутшӑннӑ, ҫакӑншӑн ӑна СНА СССР Тав
Техника юсавлӑ — ӗҫе  тухма шанчӑклӑ

Техника юсавлӑ — ӗҫе  тухма шанчӑклӑ

Уй-хирте хӗрӳ ӗҫсем пуҫланиччен ҫулсеренех тракторсене техника тӗрӗслевӗ витӗр кӑлараҫҫӗ.  Юлашки ҫулсенче пирӗн округри техосмотр «Слава картофелю» тата «Комсомольские овощи» агрофирмӑсенчен пуҫланать, ҫакӑ кунти тракторсем ҫӗнӗрех пулнинчен ҫеҫ мар, механизаторсем хӑйсене шанса панӑ техникӑна кирлӗ шайра пӑхса тӑнинчен те килет. Асӑннӑ агрофирмӑсем хамӑр округра анчах мар, республика шайӗнче те тӗш-тырӑ, ҫӗрулми, пахча-ҫимӗҫ туса илес енӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫлекенсен йышӗнче.  Вӗсем усӑ куракан ҫӗр лаптӑкӗсен калапӑшӗ те аванах пысӑк.  Хамӑр тӑрӑхра ҫеҫ мар, кӳршӗ округсенче те пур.  Ҫавӑнпа та механизаторсен ӗҫе кайнӑ чухне аслӑ ҫулсем ҫине те тухма тивет.  Кун пек чухне техника юсавлӑхӗ уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Агофирмӑсенчи «Джон Дир» маркӑллӑ 11, «МТЗ-1025» маркӑллӑ 8, «МТЗ-82» маркӑл
Паттӑра асра тытса – турнир

Паттӑра асра тытса – турнир

Паянхи лӑпкӑ мар лару-тӑрура чӑн-чӑн паттӑрсем, чӑваш улӑпӗсем, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса малти ретре нацистсемпе кӗрешеҫҫӗ.  Шел пулин те, вӑрҫӑ юн юхмасӑр пулмасть.  Пирӗн муниципаллӑ округра та мирлӗ тӳпешӗн кӗрешсе пуҫне хунисем пур.  Мартӑн 25-мӗшӗнче ентеше, Комсомольски ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Украина ҫӗрӗнче паттӑрла пуҫне хунӑ, «Хӑюлӑхшӑн» орден кавалерне Геннадий Павлова халалласа ирӗклӗ майпа  кӗрешес енӗпе турнир иртнӗ. Мероприятие Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн 6-мӗш кадет класӗн вӗренекенӗсем уҫнӑ.  Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов хӑйӗн сӑмахӗнче Геннадий Павловӑн амӑшӗпе кукамӑшне, Вера Геннадьевнӑпа Галина Андреевнӑна, хӑюллӑ та патвар ывӑл, мӑнук  ҫитӗнтернӗшӗн тав тунӑ, паянхи лару-тӑрура нацизма ҫӗн
Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ

Пирӗн округри ҫынсен пурнӑҫне хаваслӑх кӳрес, канӑвне усӑллӑ та интереслӗрех йӗркелес тӗлӗшпе 25 культура ҫурчӗ, 7 клуб ӗҫлет.  Вӗсенче тӑтӑшах кӑсӑклӑ мероприятисем йӗркелеҫҫӗ.  Тӗп тата ача-пӑча библиотеки, ялсенчи 16 вулавӑш кӗнекесене юратакансен кӑмӑлӗсене туллин тивӗҫтерес тесе тӑрӑшать.  Тӑван ен историйӗпе паллашас текенсем валли «Ҫӗр тата ҫынсем» музей алӑкӗ уҫӑ, кунтах  хамӑрӑн пултаруллӑ ентешсен ӗҫӗсен выставкисемпе те час-часах паллашма пулать.  Округри искусствӑсен шкулӗнче преподавательсем ачасене илемлӗх тӗнчине илсе кӗреҫҫӗ, юрӑ-ташӑпа туслашма, ӳнер искусствин ӑсталӑхне алла илме пулӑшаҫҫӗ.  Архив секторӗнче пӗлтерӗшлӗ документсене упрас енӗпе вӑй хураҫҫӗ.   Мартӑн 25-мӗшӗ — Культура ӗҫченӗсен кунӗ.  Ҫак ятпа Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче савӑнӑҫлӑ уяв ирттерни пи
Ашшӗ-амӑшӗ ППЭ тытнӑ

Ашшӗ-амӑшӗ ППЭ тытнӑ

Вӗрентӳпе наука сферине тӗрӗслекен федераллӑ служба пуҫарнипе юлашки ҫулсенче Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗрле тытатпӑр.  Ашшӗ-амӑшӗ ППЭ памалли кун» акци ирттересси йӑлана кӗчӗ.  Мартӑн 24-мӗшӗнче асӑннӑ акци шайӗнче Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче экзамен ирттернӗ.  Мероприятие кӑҫал 11-мӗш класран вӗренсе тухакансен ашшӗ-амӑшӗ хутшӑннӑ. Пӗрлехи патшалӑх экзаменӗ пуҫланас умӗн муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн начальникӗ Ю. Н. Митюков, информаципе методика центрӗн директорӗ, ППЭ ирттерекен пунктӑн ертӳҫи  Л. М. Антонова, пункт йӗркелӳҫи Анна Кольцова тата экзамен тытакан ашшӗ-амӑшӗ хутшӑннипе малтанах ҫавра сӗтел пулнӑ.  Унта йӗркелӳҫӗсем 2023 ҫулта патшалӑх пӗрлехи экзаменне ирттермелли уйрӑмлӑхсем пирки каласа панӑ.   Ҫав кун ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачис

Ҫулталӑка савӑнӑҫлӑн уҫрӗҫ

2023 ҫула Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ хыҫҫӑн республикӑра та,  пирӗн округра та ачасемпе ҫамрӑксен тӗрлӗ мероприятийӗ чылай иртрӗ.  Мартӑн 20-мӗшӗнче вара Шупашкарта ӑна официаллӑ майпа савӑнӑҫлӗ лару-тӑрура уҫнипе ҫыхӑннӑ пысӑк уяв пулчӗ. Йӑлтӑр ҫутӑсем,  янравлӑ сасӑсем,  юрӑ-кӗвӗ вылявӗ,  капӑр тумтир,  пысӑк экран,  хаваслӑ сӑн-питлӗ ачасем...  Пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприятие республикӑн пур кӗтесӗнчен те килсе ҫитнӗ 4 пин ытла ача хутшӑнчӗ.  Малтанах округсенчи ачасен делегацийӗсен парачӗ пулчӗ.  Вӗсен йышӗнчи пултаруллӑ ачасене ятран асӑнса ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарчӗҫ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑй сӑмахӗнче ачасем пирӗн пуласлӑх,  ыранхи кун пулнине палӑртрӗ.  Вӗсене тӑрӑшса вӗренме,  кулленхи пурнӑҫра ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу сунчӗ.  Республика правительс
Шкулсене  — ҫӗнӗ икӗ автобус

Шкулсене  — ҫӗнӗ икӗ автобус

Шупашкарта мартӑн 20-мӗшӗнче Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне уҫнӑ май ҫӗнӗ шкул автобусӗсен уҫҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ.   Пирӗн муниципаллӑ округа  икӗ автобус тивӗҫнӗ.  Вӗсен уҫҫисене  Комсомольски 2-мӗш вӑтам тата  Хырхӗрри тӗп шкулӗ сен директорӗсем Евгений Савельевпа Юрий Алексеев илнӗ. Автобуссене техника енчен кирлӗ хӑрушсӑрлӑх хатӗрӗсемпе тивӗҫтернӗ.  Халӗ ачасене вӗр-ҫӗнӗ те хӑтлӑ транспорт хатӗрӗсемпе илсе ҫӳрӗҫ.  Ҫулӗсем такӑр пулччӑр,  яланах симӗс ҫутӑ сунатпӑр.   (ХАМӐР ИНФ. ).
Ҫуркунне ӗҫленине кӗркунне тӗрӗслӗ

Ҫуркунне ӗҫленине кӗркунне тӗрӗслӗ

Шӑнкӑрти шыв сассипе,  хирсене кунран-кун хура сӑн кӗрсе пынипе ҫуркунне кӗҫех ака-суха ӗҫӗсем пуҫланасси ҫинчен пӗлтерет.  Мартӑн 21-мӗшӗнче округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче йӗркеленӗ агрономсен конференцийӗнче те тӗп калаҫу кӑҫалхи ҫуракине ирттересси пирки пулчӗ.  Ӑна муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А. Н. Осипов ертсе пычӗ,  тухса калаҫакансен сӑмахӗсем ҫумне хӑй шухӑшӗсене палӑртрӗ. Малтанах округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ Ремис Шарафутдинов ял хуҫалӑх предриятийӗсенчи лару-тӑрупа,  кӑҫалхи ҫуракинче пурнӑҫламалли ӗҫсемпе паллаштарчӗ.  Хресчен ҫитес ҫулхи ака-суха ӗҫӗсене чӑннипе  кӗркуннех хатӗрленме пуҫлать.  Малтанах акма вӑрлӑх янтӑласа хурать.  Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем те хӗл каҫа в
«Экватор.  Виҫӗ ҫул Николаевпа»

«Экватор.  Виҫӗ ҫул Николаевпа»

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн регионти  ӗҫӗ-хӗлӗ пирки  «Чӑваш Ен» наци телерадиокомпанийӗ «Экватор.  3 ҫул Николаевпа» ятарлӑ проект хатӗрленӗ.  Унта калаҫу тӗрлӗ тема тавра пынӑ.  Интервьюн малтанхи пайӗсенче Олег Алексеевичӑн регион пуҫлӑхӗ пулас умӗнхи тапхӑрӗ ҫинче чарӑнса тӑнӑ.  2011 ҫулта Олег Николаев «Справедливая Россия» партин регионти уйрӑмӗнчен Патшалӑх Канашӗн депутатне суйланнӑ.  2015 ҫулта республика Пуҫлӑхне суйланма кандидата тӑрать.  2016 ҫулта «Справедливая Россия» партирен РФ Патшалӑх Думин депутачӗ пулса тӑрать.  Ӑна тӳрех комисси председателӗн ҫумӗ пулма шанаҫҫӗ.  2020 ҫулхи январӗн 22-мӗшӗнчен Патшалӑх Думин национальноҫсемпе ӗҫлекен комисси председателӗнче ӗҫлеме пуҫлать.  Тепӗр эрнеренех ҫӗршыв П

Ертӳҫӗ пулмах ҫуралнӑ

Петр Егорович Рыжов Йӑлмахва ялӗнче 1942 ҫулта ҫуралнӑ.  Ҫемьере тӑватӑ ача пулнӑ.  Вӑрҫӑ пуҫлансанах ачасен ашшӗ Егор Васильевич хыпарсӑр ҫухалнӑ.  Евдокия Кузьминична тӗпренчӗкӗсене пӗчченех ура ҫине тӑратнӑ.  Икӗ ывӑлӗ аслӑ пӗлӳ илме пултарнӑ.  Петя Рыжов 1961— 1964 ҫулсенче салтак тивӗҫне пурнӑҫланӑ.  Офицерсен ҫар хатӗрлевӗ витӗр тухса яла кӗҫӗн лейтенант пулса таврӑннӑ.  Ӗнерхи офицер И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн физикӑпа математика факультетне вӗренме кӗнӗ.  Алла диплом илсен Канаш районӗнчи Шӑхасан вӑтам шкулӗнче физика учителӗнче ӗҫлеме пикеннӗ.  1970 ҫултан тӑван ялӗнче,  Йӑлмахвара,  директор ҫумӗнче вӑй хурать,  физика вӗрентет. Пултаруллӑ ҫын ҫинчен калаҫнӑ чухне халӑхра «Турӑ пани пур