Публикации

Экологи уйӑхлӑхӗ пырать

Экологи уйӑхлӑхӗ пырать

Ҫак тапхӑрта предприятисемпе организацисенче, муниципаллӑ округсен территори уйрӑмӗсенче хӑйсем пурӑнакан, ӗҫлекен, канакан ҫӗрте субботниксем ирттереҫҫӗ, обществӑлла вырӑнсене те тасатса тирпей-илем кӗртеҫҫӗ. Ку ӗҫсем пирӗн муниципаллӑ округра та хӗрӳ пыраҫҫӗ. Ҫак кунсенче Комсомольски ялӗнчи тахҫан интернат, пионерсен ҫурчӗ, ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗ пулнӑ, халӗ пушӑ выртакан лаптӑка тасатса илемлӗх сӑнӗ кӗртме округ администрацийӗнче ӗҫлекенсем тухнӑ. Вӗсем унта ушкӑнпа кар тӑрса ӗҫлесе пӗлтӗрхи ҫулҫӑсенчен, хӑрнӑ йывӑҫ тураттисенчен, ҫӳп-ҫапран тасатнӑ. (Хамӑр инф.).
Механизаторсем хире тухаҫҫӗ

Механизаторсем хире тухаҫҫӗ

Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсенче техосмотрсем малалла пыраҫҫӗ. Апрелӗн 3-мӗшӗнче черетлӗ тӗрӗслев «Искра» колхозра иртрӗ. Ку хуҫалӑх округра ҫӗр ӗҫ  технологине ҫирӗп  пӑхӑнса ӗҫлекен, ҫулсеренех уй-хиртен тухӑҫлӑ продукци илекенсенчен пӗри. Ҫителӗклӗ таран пахалӑхлӑ выльӑх апачӗ хатӗрлени фермӑн кӑтартӑвӗ ҫине те лайӑх витӗм кӳрет. Кунта ҫулсеренех ял хуҫалӑхӗн ҫӗнӗ машинисем, кӑкарса ӗҫлемелли агрегатсем туянма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакӑ уй-хир ӗҫӗсене вӑхӑтра та пахалӑхлӑ пурнӑҫлама май парать. Кӑҫалхи техосмотра тӑратнӑ 10 тракторпа 6 прицеп тӗрӗслев витӗр тухрӗҫ. Комисси тупса палӑртнӑ вак-тӗвек кӑлтӑксене механизаторсем ҫийӗнчех пӗтерчӗҫ. Ҫак кунах хуҫалӑхри «хурҫӑ утсем» нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарма хире тухрӗҫ. Вӗсем хыҫҫӑнах сӳрелеме те пуҫлаҫҫӗ. Ку тӑрӑхра ҫӗрсем иртерех пиҫ
Ашшӗ ҫулне малалла тӑсать

Ашшӗ ҫулне малалла тӑсать

Ача  хӑй мӗн килӗштерет, ҫавӑн патнех туртӑнать. Шурут вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ чухнех Василий Ложков техникӑна кӑмӑлланӑ. Ҫакӑ унӑн ашшӗ, Анатолий Валентинович, «Урожай» колхозра тракторпа ӗҫленинчен те килнӗ пулӗ. Пӗчӗк  чухнех вӑл ашшӗ хӑватлӑ техникӑн рулӗ умӗнче ларса пынине ӑмсанса пӑхнӑ.  Ӳсерехпе вара ун ҫумӗнче хирте пӗрре мар ларса ҫӳренӗ. Пӗрремӗш хут руль шанса панине нихӑҫан та манмасть В.Ложков. Хӗвеллӗ те уяр ҫанталӑкчӗ ун чухне, хирте утӑ пуҫтаратчӗҫ. Кабинӑра пӑчӑ пулсан та, Вася ӑна сисмен, хӑйне чӑн-чӑн механизатор пек туйса  трактор тикӗс пытӑр тесе руле тӗрӗс пӑрса пыма тӑрӑшнӑ. Вӑл вӑхӑтри арҫын ача туйӑмне нимӗнпе те виҫме ҫук пулӗ. Ун хыҫҫӑн Василий пӗрре мар хирте ӗҫлесе ашшӗне пулӑшнӑ, трактора юсанӑ чухне те юнашар пулнӑ. Техникӑн пайӗсем пирки ыйта-ыйта п
Субботнике тухрӗҫ

Субботнике тухрӗҫ

Хирти Шӑхасан ялӗнчи Садовая урамӑн пӗр вӗҫӗнче вакӑ  чул сарнӑ ҫул япӑхланса ҫитнӗччӗ. Лидия Васильевна Наумовӑпа Игорь Васильевич Агафонов пуҫарнипе асӑннӑ урамра пурӑнакан пенсионерсем ҫула юсама тухрӗҫ. Вӗсем кивӗ лаша вити вырӑнӗнчи кирпӗч юлашкисене Владимир Автономов тракторӗ ҫине тиесе килсе ҫула аванах тирпейлерӗҫ. Валентинӑпа Анатолий Автономовсем, Елена Ефремова, Валентина Макарова, Вера Захарова, Анатолий Соловьев тӑрӑшса ӗҫлерӗҫ. Вӗсене Петр Автономов рабочи, Станислав Борисов, Эвелина Гамидова шкул ачисем пулӑшрӗҫ. Ҫак урамра пурӑнакан педагогика ӗҫӗн ветеранӗ, 87 ҫулхи Клавдия Николаевна Акчурина пархатарлӑ ӗҫшӗн пурне те тав турӗ, тутлӑ кучченеҫпе хӑналарӗ. Сергей СОКОЛОВ, Хирти Шӑхасан ялӗн старости.

Тавралӑха ҫӳп-ҫапран тастарӗҫ

Юр кайса пӗтнӗ хыҫҫӑн тавралӑхра хӗл каҫа пуҫтарӑннӑ тасамарлӑх тухать. Ял ҫынни мӗн авалтанах пӑртак ҫӗр типшӗрсен  кил-ҫурт таврашне, пахчасене ҫӳп-ҫапран тасатнӑ. Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнче пурӑнакансем те ҫак кунсенче йӑлана кӗнӗ субботника тухрӗҫ. Яла пырса кӗрекен урама, клуб умӗпе пахчине, плотина хӗрринчи вырӑна тасамарлӑхран пуҫтарса тирпей-илем кӗртрӗҫ. Пурте тӑрӑшса ӗҫлерӗҫ. Ушкӑнпа вӑй хурсан вӑхӑчӗ те хӑвӑрт шӑвать, ӗҫ калӑпӑшӗ те ӳссех пырать. К.Тихонова, Н.Коновалова, И.Чукмарева, Л.Тихонова, Е.Петрова, Ю.Васильев, А.Петров тавралӑха илемлӗх сӑнӗ кӗтӗр тесе чунтанах тӑрӑшрӗҫ. Ҫырма хӗрринчи ӗҫсене Н.Павловапа А.Васильев кӑмӑлтан хутшӑнчӗҫ. «Пӗрлӗхре — вӑй», — тесе ахальтен каламан. Ял илемӗшӗн тӑрӑшасси унта пурӑнакан кашни ҫыннӑн тивӗҫӗ пулмалла. Малашне те ҫынсем ушкӑн ӗҫне
Манӑн пӗрремӗш вӗрентекенӗм

Манӑн пӗрремӗш вӗрентекенӗм

Вӗрентекен! Санӑн яту умӗнче Ирӗк парсамччӗ пуҫ тайма. (Н.А.Некрасов). ...Вӗрентекен! Ҫак сӑмах чӗрене питӗ ҫывӑх та хаклӑ. Эпир унра ӑнлану, юрату, ҫирӗплӗх, ӑшӑлӑх, тимлӗх куратпӑр. Ҫӗр ҫинче тӗрлӗ ӗҫ хушшинче вӗрентекен профессийӗ уйрӑмах ҫӳлти вырӑнта тӑрать тесе шутлатӑп. Учитель кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗнче кирлӗ йӗр хӑварать, мӗншӗн тесен вӑл пире вулама-ҫырма ҫеҫ мар, пӗчӗкрен лайӑх та  тӳрӗ кӑмӑллӑ, тӗрӗс те йӗркеллӗ ҫын пулма вӗрентет,  професси  суйласа илме пулӑшать, пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине кӑларать. Ҫӗр ҫинче питӗ нумай професси, шутласа пӗтерме те ҫук. Кирек хӑшне суйласа илсен те, пӗрремӗш вӗрентекене нихҫан та манмалла мар, яланах асра тытмалла тесе шутлатӑп. Вӑл анне пек ҫывӑх пулмалла, унпа чуна уҫса калаҫма та, йывӑр чух пулӑшу ыйтма та, савӑ
Сумлӑ ята тивӗҫнӗ

Сумлӑ ята тивӗҫнӗ

Шурутри врач амбулаторийӗнче тӑрӑшакан шурӑ халатлӑ ӗҫченсем 1500 яхӑн ҫынна медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтереҫҫӗ. Ҫак коллектива чылай ҫул ӗнтӗ пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ Вера Васильевна Семенова ертсе пырать. Ӑна таврари ялсенче пурӑнакан пациентсем профессионализмӗшӗн, уҫӑ та ырӑ кӑмӑлӗшӗн, кирек хӑш вӑхӑтра та пулӑшма май тупнӑшӑн  чунтан хисеплеҫҫӗ. Ҫынсен сывлӑхне ҫирӗплетмелли хушма мероприятисем йӗркелеме те вӑхӑт тупать Вера Семенова. Обществӑлла ӗҫре те хастар маттур хӗрарӑм. Ахальтен мар вырӑнти суйлавҫӑсем Вера Васильевнӑна темиҫе созывра район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ пулма та шаннӑ.  Нумаях пулмасть Чӑваш Ен Сывлӑх министерствин «Комсомольски тӗп больници» бюджет учрежденийӗн Шурут врач амбулаторийӗн пӗтӗмӗшле практика врачне Вера Васильевна Семеновӑна «Чӑваш
«Тӳрӗ линие» нумай ыйту килнӗ

«Тӳрӗ линие» нумай ыйту килнӗ

Мартӑн 31-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑра  пурӑнакансен ыйтӑвӗсене хуравлас тӗллевпе 16-мӗш хут йӗркеленӗ «Тӳрӗ лини» иртрӗ. Тӳрӗ эфира пӗтӗмпе 1000 ытла ыйту килнӗ. Вӗсенчен вӑтӑрӑшӗ ҫине икӗ сехете пынӑ эфирта Олег Алексеевич хуравласа ӗлкӗрнӗ. Ыттисем те тимлӗхсӗр юлмаҫҫӗ. Ыйтусем тӗрлӗ сферӑсене пырса тивеҫҫӗ — социаллӑ пурнӑҫа, пурӑнмалли тата коммуналлӑ ҫурт-йӗр хуҫалӑхне, сывлӑх сыхлавне, вӗрентӗве, мобилизациленисен ҫемйисене пулӑшу парассине, строительствӑна, тирпей-илемпе экологие, тата ытти те. Шел пулин те, ытларахӑшӗ — муниципалитетсен шайӗнче вӑхӑтра татса паманскерсем. Вырӑнсенче пурӑнакансене ҫӳлтисем вӑхӑтра илтсен кун чухлӗ ыйту пулмалла мар пек туйӑнать. Пӗрлехи информаци кунӗсене шӑпах унта ҫынсем хӑйсен ыратӑвне, хуйхи-суйхине влаҫ патне ҫитерме
Ҫулталӑка савӑнӑҫлӑн уҫнӑ

Ҫулталӑка савӑнӑҫлӑн уҫнӑ

2023 ҫул паллӑ пулӑмсемпе палӑрса тӑрать. Кӑҫал Раҫҫей педагогикине никӗсленӗ Константин Ушинский ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитет. Чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗн Иван Яковлевӑн 175 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Шупашкарта Раҫҫейри Педагог тата наставник ҫулталӑкне савӑнӑҫлӑ уҫнӑ ятпа ирттернӗ мероприятире те вӗсен ячӗсене пӗрре мар ырӑпа асӑнса хӑварнӑ. Республикӑри ачасене пӗлӳ парас енӗпе тава тивӗҫлӗ ӗҫсем тунӑ вӗрентекенсем, педагогика ветеранӗсем, учительсен ҫемье династийӗсене тӑсакансем мартӑн 29-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Малтанах вӗсем РФ Ҫут ӗҫ министрӗн Сергей Кравцовӑн видео саламӗпе паллашнӑ. ЧР вӗрентӳ министрӗ Дмитрий Захаров республикӑра вӗрентӳ ӗҫӗ мӗнле пулса пынипе, малашнехи тӗллевсемпе паллаштарнӑ. ЧР П
Пӗчӗкрен ӗҫе хӑнӑхма пулӑшнӑ

Пӗчӗкрен ӗҫе хӑнӑхма пулӑшнӑ

Ялсенчи шкулсенче вӗренекенсене иртнӗ ӗмӗрте тарӑн пӗлӳ панипе пӗрлех мӗн  пӗчӗкрен ӗҫе юратма хӑнӑхтарса ӳстернӗ. Ҫуллахи каникул кунӗсенче шкул пахчисенче, колхоз  хирӗсенче тӑрӑшнӑ вӗсем, ҫав вӑхӑтрах выляса савӑнма та вӑхӑт ҫителӗклӗ пулнӑ. Ҫакна историллӗ документсем те ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Акӑ, 1965 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнче «Советская Чувашия» хаҫатра КПСС райкомӗн ҫутҫанталӑка сыхлас енӗпе ӗҫлекен пайӗн секретарӗн Г.Павловӑн тата А.Артюшкинӑн статйи пичетленнӗ. Унта Асанкасси вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем биологи учителӗ Н.Ронина ертсе пынипе пушӑ выртакан ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче опытлӑ участок йӗркелени пирки каласа панӑ. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел (биологи учителӗ В.Смирнов), Комсомольски вӑтам шкулӗсем ҫумӗнче чаплӑ улма-ҫырла сачӗсем чӗртнине палӑртнӑ. Ҫӗнӗ Кипеҫ вӑтам шкулӗнче ҫутҫан