Пятница, 26 апреля

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ

«Наследие» шырав отрячӗ хальхи вӑхӑтра «Партизансен сукмакӗсемпе» проект пурнӑҫа кӗртет. Унпа килӗшӳллӗн Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи партизансен ушкӑнӗсен пӗлтерӗшне, партизан операцийӗсене хутшӑннӑ пирӗн ентешсене тӗпчеҫҫӗ. Хальлӗхе отряд Комсомольски районӗнче ҫуралса ӳснӗ 6 партизан ҫинчен информаци тупнӑ. Паян Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнчен тухнӑ партизан ҫинчен каласа парас терӗмӗр.

Иван Гаврилович Кокшин 1919 ҫулхи декабрӗн 30-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ҫемье ҫӗр ӗҫӗпе пурӑннӑ, килти хуҫалӑха тытса пынӑ.

8 ҫулта Иван Кокшин Кивӗ Сӗнтӗрти тулли мар вӑтам шкулта ӑс пухма пикеннӗ, 1935 ҫулта шкул пӗтернӗ. Ҫав ҫулах Патӑрьелӗнчи педагогика училищине вӗренме кӗнӗ, 3 ҫултан ӑна ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ. Вӑл активист, общественник пулнӑ. 1933 ҫулта ирттернӗ халӑх ҫыравне хутшӑннӑ, ҫакӑншӑн ӑна СНА СССР Тав хучӗпе чысланӑ. 1937 ҫулта комсомола кӗнӗ, ушкӑнӑн комсоргӗнче, стена хаҫачӗн редакторӗнче ӗҫленӗ. 1938 ҫулхи сентябрьте ӑна Хырай Ӗнел пуҫламӑш шкулӗн заведующине лартнӑ, ҫав ҫулхи декабрьтех вӑл Кивӗ Сӗнтӗрти тулли мар вӑтам шкулта 5—7-мӗш классене физика, математика тата черчени вӗрентме пуҫланӑ.

1939 ҫулхи ноябрӗн 24-мӗшӗнче каччӑ Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ. 1940 ҫулта полк шкулне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Иван Кокшина Гродно хулинчи 152-мӗш КТАП-ри батарея политрукӗн ҫумӗ пулма лартнӑ. 9-мӗш артиллери батарейин аслӑ разведчикӗ, ҫав вӑхӑтрах батарейӑн комсомол организацийӗн секретарӗ пулнӑ.

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн пӗрремӗш кунӗсенчех (1941 ҫулхи июнӗн 25 тата 30-мӗшӗсенче) аманнӑ. Минск патӗнче вӗсен чаҫӗ унка лекнӗ. Унтан тухма хӑтлансан вӗсене июлӗн 4-мӗшӗнче тыткӑна илнӗ. И.Кокшин юлташӗсемпе тыткӑнран 2 хут тарма хӑтланнӑ, анчах та вӗсене каялла тавӑрнӑ. 1941 ҫулхи сентябрӗн 14-мӗшӗнче тыткӑнри салтаксене пуйӑспа Германие ӑсатнӑ чухне вӑл унтан сиксе тарнӑ, Украинӑри Одеса облаҫӗн Любашевски районӗнчи Горки ялӗнчи хресчен патӗнче пытаннӑ.

1942 ҫулхи апрелӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа официаллӑ партизан шутланать, унччен вара вӑл Горки ялӗнче партизан отрячӗ йӗркелес енӗпе тӑрӑшнӑ. Вӑл хӑй 5 партизана хӗҫ-пӑшал тупса панӑ, легендарлӑ лейтенант Петр Павлович Паталах ертсе пыракан окруженецсен ушкӑнӗн ӗҫне хутшӑннӑ. 1942 ҫулхи июнӗн 25-мӗшӗнче вӗсен ушкӑнӗ Н.Т.Шиш ячӗллӗ отрядпа пӗрлешнӗ. 

Малтан Иван Гаврилович рядовой, кайран отряд командирӗ, взвод командирӗ, рота командирӗ пулнӑ. Нимӗҫ захватчикӗсемпе иртнӗ ҫапӑҫусенче И.Кокшин паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑ. Пӗрре мар фашистсемпе алӑ вӗҫҫӗн кӗрешнӗ, ҫӗнтерме пултарнӑ. 1943 ҫулхи июнӗн 8-мӗшӗнче ӑна кӗҫӗн лейтенант, 1944 ҫулхи апрелӗн 25-мӗшӗнче аслӑ лейтенант звани панӑ. Унӑн подразделенине операцисенче яланах яваплӑ участоксем шаннӑ. Вӗсем кашнинчех задание тивӗҫлӗн пурнӑҫланӑ.

1943 ҫулхи декабрьте И.Кокшин ВКП(б)-на кӗнӗ. Тӗрлӗ ҫӗрте фашистсен гарнизонӗсене ҫапса аркатнӑ ҫӗре, 49 засадӑна (вӗсенчен 3-шне вӑл хӑй йӗркеленӗ) хутшӑннӑ. Вӗсен отрячӗ 11 эшелона, 18 кӗпере, чукун ҫул 3 кӗперне сирпӗтнӗ,  15 ҫухрӑм телефон ҫыхӑнӑвне пӑснӑ тата ытти ӗҫсене пурнӑҫланӑ.

Пӗрремӗш наградӑна — «За боевые заслуги» медале — Иван Гаврилович 1943 ҫулхи сентябрӗн 30-мӗшӗнче тивӗҫнӗ. Ытти салтаксемпе пӗрле вӑл алӑ вӗҫҫӗн нимӗҫ офицерӗсемпе ҫапӑҫнӑ, вӗсене ҫӗнтернӗ. Ҫак ҫулах декабрӗн 27-мӗшӗнче ӑна Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ илме тӑратнӑ. 1944 ҫулхи июньте «Отечествӑлла вӑрҫӑн партизанне» I степеньлӗ медале тивӗҫнӗ. Ҫар операцийӗсемсӗр пуҫне вӑл халӑх хушшинче политикӑлла-массӑллӑ ӗҫ те пурнӑҫланӑ, Германие ӗҫлеме илсе каймалли ҫынсене вӑрманта пытанма, ӗҫрен пӑрӑнса юлма пулӑшнӑ. Ҫапла 800 ҫын Германие каясран хӑтӑлса юлнӑ.

Архивсенчи документсенче 1944 ҫулхи мартра иртнӗ хаяр ҫапӑҫусем ҫинчен ҫырса кӑтартни пур. Мартӑн 21-мӗшӗнче И.Кокшинӑн роти 7 сехет хушши тӑшмана пӗр ҫӳллӗшӗнчен хирсе кӑларас, унтан хӑйсем ҫавӑнта ҫирӗпленсе юлас тесе ҫапӑҫнӑ. Тӑшмансем темле тӑрӑшсан та партизансене ҫӗнтереймен, 50 салтакпа офицерне ҫухатнӑ. Мартӑн 23-мӗшӗнче вӗсем ҫӗнӗрен ҫак ҫӳллӗшне илме хӑтланнӑ. Кунӗпе пынӑ ҫапӑҫура И.Кокшинӑн роти парӑнман. Тӑшман ҫапӑҫу хирӗнче 32 вилнӗ тата 80 аманнӑ салтака хӑварса чакнӑ. Мартӑн 25-мӗшӗнче ҫӗрле фашистсем татах тапӑнса килнӗ. Хальхинче ҫапӑҫу 4 сехет пынӑ, ҫапах партизансем ҫӳллӗшне тӑшман аллине паман. Мартӑн 27-мӗшӗнче нимӗҫсен атаки ҫӗнӗрен вӑй илнӗ. Ун чухне те Кокшин хӑйӗн салтакӗсене пӗлсе вырнаҫтарнӑ, фашистсене вутлӑ ҫулӑмпа кӗтсе илнӗ. Кайран вара рота хӳтӗлевӗн урӑх линийӗ ҫине куҫнӑ.

Шел пулин те, 1944 ҫул хыҫҫӑн паттӑрпа мӗн пулнине эпир пӗлместпӗр. Тӑванӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Иван Гаврилович вӑрҫӑ хыҫҫӑн Белоруссинче тӗпленнӗ. Ҫавӑнпа та эпир Белорусси шыравҫисемпе ҫыхӑнтӑмӑр. Вӗсем пире ытларах информаци пӗлтерессе шанатпӑр. Тӑванӗсем Иван Кокшинӑн сӑн ӳкерчӗкне тупса парсан та эпир питӗ савӑннӑ пулӑттӑмӑр. 

Ҫӗнӗ Мӑрат шкулӗнчи «Наследие» шырав отрячӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *