Четверг, 18 апреля

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ

Пирӗн округри ҫынсен пурнӑҫне хаваслӑх кӳрес, канӑвне усӑллӑ та интереслӗрех йӗркелес тӗлӗшпе 25 культура ҫурчӗ, 7 клуб ӗҫлет.  Вӗсенче тӑтӑшах кӑсӑклӑ мероприятисем йӗркелеҫҫӗ.  Тӗп тата ача-пӑча библиотеки, ялсенчи 16 вулавӑш кӗнекесене юратакансен кӑмӑлӗсене туллин тивӗҫтерес тесе тӑрӑшать.  Тӑван ен историйӗпе паллашас текенсем валли «Ҫӗр тата ҫынсем» музей алӑкӗ уҫӑ, кунтах  хамӑрӑн пултаруллӑ ентешсен ӗҫӗсен выставкисемпе те час-часах паллашма пулать.  Округри искусствӑсен шкулӗнче преподавательсем ачасене илемлӗх тӗнчине илсе кӗреҫҫӗ, юрӑ-ташӑпа туслашма, ӳнер искусствин ӑсталӑхне алла илме пулӑшаҫҫӗ.  Архив секторӗнче пӗлтерӗшлӗ документсене упрас енӗпе вӑй хураҫҫӗ.  

Мартӑн 25-мӗшӗ — Культура ӗҫченӗсен кунӗ.  Ҫак ятпа Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче савӑнӑҫлӑ уяв ирттерни пирки кӗскен пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.  Вӑл хаваслӑ та асра юлмалла ирттӗр тесе округ администрацийӗ те, культура ӗҫченӗсем хӑйсем те нумай тӑрӑшнӑ.  Пуҫтарӑннисене малтанах округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗренӳ пайӗн начальникӗ Ю. Н. Митюков саламланӑ.  Вӑл республикӑри халӑх творчествин центрӗн Хисеп грамотисене Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫурчӗн заведующине А. И. Любимовӑна тата Ҫӗнӗ Кипеҫ культура ҫурчӗн культорганизаторне А. Н. Можаевӑна панӑ.  

Округра культура ӗҫне чӑннипех парӑннӑ, чылай ҫул ку енӗпе чун-чӗререн тӑрӑшакансем сахал мар.  Хастарлӑхпа палӑрнӑшӑн Хирти Мӑнтӑр культура ҫурчӗн культорганизаторӗ В. В. Данилов, округри искусствӑсен шкулӗн Аслӑ Чурачӑкри  уйрӑмӗн преподавателӗ Т. В.  Макарова, «Централизациленӗ клуб системи» АУ делопроизводителӗ В. В. Сивкина, художество ертӳҫи В. В. Тимофеева муниципаллӑ округ администрацийӗн Хисеп грамотине тивӗҫнӗ.

«Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмӗн секретарӗ Л. М. Макарова округри культура ӗҫченӗсем пур енӗпе те пултаруллӑ пулнине палӑртнӑ, малашне те вӗсене ӑнӑҫусем суннӑ.  Обществӑлла-политикӑлла ӗҫсене маттур хутшӑнакансене, тӗп библиотека библиотекарьне Н. В. Антоновӑна, «Ҫӗр тата ҫынсем» музей заведующине А. О. Поляковӑна, Кӗҫӗн Каҫал культура ҫурчӗн заведующине А. Н. Трофимовӑна  Хисеп грамотисем, Ҫӗнӗ Кипеҫ культура ҫурчӗн культорганизаторне А. Н. Можаевӑна, Тукай ялӗнчи библиотекаре Ц. А. Моторинӑна, округри тӗп культура ҫуртӗнчи халӑх театрӗн режиссерне М. П. Шумилкинӑна Тав Ҫырӑвӗ парса чысланӑ.

Муниципаллӑ округӑн культура тата архив ӗҫӗсен секторӗн ертсе пыракан специалист-эксперчӗ  М. А. Кокорева хӑй сӑмахӗнче культура ӗҫченӗсем вырӑнта тӑтӑшах пысӑк уявсем, паллӑ кунсем тӗлне тӗрлӗ мероприятисем ирттерме тӑрӑшни пирки каланӑ.  Шурут, Хырхӗрри, Дубовка ялӗсенчи культура ҫурчӗсен заведующийӗсемпе культорганизаторӗсене А. Н. Смирновӑна, С. В. Смирновӑна, Ю. Г. Федоровӑна Хисеп грамотисемпе чысланӑ.  Ҫак наградӑнах  тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Асанкасси ял библиотекарӗ Н. В. Козлова, тӗп библиотекӑн комплектовани уйрӑмӗн библиографӗ Л. Н. Морозова, нумай ҫул тӑрӑшнӑшӑн «Ҫӗр тата ҫынсем» музей  заведующийӗ А. О. Полякова, пысӑк профессионализмпа вӑй хунӑшӑн округри ача-пӑча искусствӑсен шкулӗн Нӗркеҫри, Урмаелӗнчи структура подразделенийӗсен преподавателӗсем Т. Н. Сапожникова, И. Ф. Хисамов, И. М. Шайдуллин тивӗҫнӗ.

 Округри ЗАГС пайӗн начальникӗ О. В.  Федотова культура ӗҫченӗсем  ҫемье институтне упрас, ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас тесе те тӑрӑшнине ҫирӗплетнӗ, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫурчӗн заведующине А. И. Любимовӑна, культорганизаторӗсене В. П. Михайловпа А. Д. Родионовӑна, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ял библиотекарьне Г. Н. Родионовӑна, «Финанс тата хуҫалӑх пулӑшӑвӗ» МКУ ӗҫченне А. Н. Евсеевӑна Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ.

Чӑваш Наци конгресӗн наградисене унӑн вырӑнти представителӗ В. П. Павлов панӑ.  Вӗсене чӑваш культурине аталантарас енӗпе чылай ӗҫ тунӑшӑн Асанкасси культура ҫурчӗн культорганизаторӗ И. И. Карпова, заведующийӗ Е. А. Маштанова, «Централизациленӗ клуб системи» АУ халӑх театрӗн режиссерӗ М. П. Шумилкина тивӗҫнӗ.  Владимр Павлович, «Централизациленӗ клуб системи» АУ директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан пулнӑ май, тӗп культура ҫуртӗнче вӑй хуракан В. П. Алексеева, С. В. Герасимов, Д. Г. Иванов, А. Г. Клупанов, Н. В. Скоблев, И. С. Ятманова ӗҫченсене те наградӑсемпе чысланӑ.

Тӗп библиотека директорӗ И. П. Ядрова ача-пӑча библиотекинче нумай ҫул ӗҫлекен И. В.  Крыловӑпа Е. П. Прокопьевӑна пултаруллӑ пулнӑшӑн  Тав хучӗ панӑ.

Ача-пӑча искусствӑсен шкулӗн директорӗн ӗҫӗсене тӑвакан Я. Н. Ильин С. А. Просвирнов концертмейстера, О. Н. Воронова преподавателе наградӑсем парса саламланӑ.

Культура ӗҫченӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри профессионаллӑ союзӗн округри уйрӑмӗн председателӗ В. В. Тимофеева «Чувашреспроф» организацин Хисеп грамотисемпе «Централизациленӗ клуб системи» АУ специалистне В. Г. Гибатдиновӑна, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел, Элпуҫ культура ҫурчӗсен заведующийӗсене А. И. Любимовӑна, Л. В. Носовӑна Чӑваш профсоюз рескомӗн Хисеп грамотисемпе Урмаел культура ҫурчӗн заведующине И. Х. Зиатдиновӑна, Йӳҫ Шӑхаль, Хирти Сӗнтӗр культура ҫурчӗсен культорганизаторӗсене С. В. Шагаровӑпа Н. В. Шатиловӑна наградӑланӑ.

Чыс-хисепе тивӗҫлисем округра татах та пур, паллах.  Наградӑсене тивӗҫнисем те, куллен ялсенче пурӑнакансене культурӑллӑ канма май туса паракан ытти ӗҫченсем  те ырӑ сӑмахсене тивӗҫлӗ.  Вӗсене малашне те ӑнӑҫусем сунатпӑр.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *