Суббота, 20 апреля

Ҫуркунне ӗҫленине кӗркунне тӗрӗслӗ

Ҫуркунне ӗҫленине кӗркунне тӗрӗслӗ

Шӑнкӑрти шыв сассипе,  хирсене кунран-кун хура сӑн кӗрсе пынипе ҫуркунне кӗҫех ака-суха ӗҫӗсем пуҫланасси ҫинчен пӗлтерет.  Мартӑн 21-мӗшӗнче округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче йӗркеленӗ агрономсен конференцийӗнче те тӗп калаҫу кӑҫалхи ҫуракине ирттересси пирки пулчӗ.  Ӑна муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А. Н. Осипов ертсе пычӗ,  тухса калаҫакансен сӑмахӗсем ҫумне хӑй шухӑшӗсене палӑртрӗ.

Малтанах округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ Ремис Шарафутдинов ял хуҫалӑх предриятийӗсенчи лару-тӑрупа,  кӑҫалхи ҫуракинче пурнӑҫламалли ӗҫсемпе паллаштарчӗ.  Хресчен ҫитес ҫулхи ака-суха ӗҫӗсене чӑннипе  кӗркуннех хатӗрленме пуҫлать.  Малтанах акма вӑрлӑх янтӑласа хурать.  Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем те хӗл каҫа вӑрлӑха акма юрӑхлӑ кондицие ҫитерес тесе тӑрӑшнӑ.  Хальхи вӑхӑт тӗлне пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсенчи вӑрлӑхӑн 96 процентне тӗрӗсленӗ,  97 проценчӗ кондициллӗ пулнине палӑртнӑ.  Хуҫалӑхсем ҫӗнӗ йышши элита сортлӑ вӑрлӑхсем туянас тесе те ӗҫлеҫҫӗ.  Ҫӗр ӗҫӗ хальхи вӑхӑтра техника ҫине тиенет.  Ял хуҫалӑх предприятийӗсен машинӑпа техника паркӗ чылай ҫӗнелнӗ.  Ҫакӑ патшалӑх пулӑшӑвӗпе туллин усӑ курнипе те ҫыхӑннӑ.  Юлашки ҫулсенче хуҫалӑхсем тӗрлӗ маркӑллӑ 49 трактор,  тырпул пуҫтармалли 13 комбайн,  выльӑх апачӗ хатӗрлемелли 7 комбайн туяннӑ.  Ҫавӑн пекех кӑкарса ӗҫлемелли агрегатсемпе те пуянланнӑ.

Кӑҫал округри тӗрлӗ тытӑмлӑ ял хуҫалӑх предприятийӗсен 11300 ытла гектар ҫине пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем акса хӑвармалла.  Кунсӑр пуҫне 700 гектар ытла ҫӗрулми лартмалла,  65 гектар пахча-ҫимӗҫ акса-лартса хӑвармалла.  Вӗсемсӗр пуҫне техникӑлла культурӑсем те,  пӗр тата нумай ҫул ӳсекен курӑксем те пулӗҫ.  Кӗр тыррисем япӑх мар хӗл каҫнине палӑртрӗ.  Хальхи вӑхӑтра хуҫалӑхсем ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем илсе килес енӗпе ӗҫлеҫҫӗ.

Конференцире ял хуҫалӑх отраслӗн тӗрлӗ енӗпе ӗҫлекен специалисчӗсем,  ӳсен-тӑрана хӳтӗлемелли препаратсемпе,  ҫунтармалли-сӗрмелли материалсемпе суту-илӳ тӑвакан предприятисемпе организацисен представителӗсем,  банксен ӗҫченӗсем сӑмах илчӗҫ.   «Ҫуркунне мӗнле ӗҫленине кӗркунне тӗрӗслет»,  теҫҫӗ.  Ҫавӑнпа та ака-суха вӑхӑтӗнче вак-тӗвек ҫук.  Пур ӗҫе те вӑхӑтра пурнӑҫламалла,  пӗтӗм япалана шута хумалла.  Ҫӗр пулӑхлӑхӗ,  агротехника ӗҫӗсене пӑхӑнса тӗрӗс туни пысӑк пӗлтерӗшлӗ.  Вӑрлӑхӑн шӑтаслӑхӗ пур пулин те,  унра чир-чӗр пуҫарса яракан сиенлӗ микробсем пулма пултараҫҫӗ.  Ҫавӑнпа та вӗсене им-ҫамласа акма тӑрӑшмалла.  Удобренисен шайлашӑвне тытса пыни те кирлӗ.  Ҫуракинче ӗҫ сыхлавӗн тата техника хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене ҫирӗп пӑхӑнасси пирки те манмалла мар.  Пӗр сӑмахпа каласан,  ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем ял ӗҫченӗшӗн яваплӑ вӑхӑт.  Чи кирли — ӑна вӑхӑтра та пахалӑхлӑ ирттерсе ярасси.  «Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать» тесе ахальтен каламан.  Ҫавӑнпа та ака ӗҫӗсене кӗске вӑхӑтра туса ирттермелле.  Ҫапла тӑвас тесен акана тӗплӗн хатӗрленни кирлӗ.

Ҫуракипе тачӑ ҫыхӑнман пулин те,  республикӑра ҫӗпӗр язвипе чирленӗ тӗслӗхсем тупса палӑртнипе,  районти выльӑх-чӗрлӗх чирӗсене хирӗҫ кӗрешекен станци начальникӗн ҫумӗ А. Г. Шайдуллин сӑмах илчӗ,  хӑрушӑ чиртен сыхланмалли мерӑсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Мартӑн 23-мӗшӗнче округра ҫулсерен йӗркелекен техника тӗрӗслевӗсем пуҫланчӗҫ.

Юрий ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *