Воскресенье, 5 мая

Ертӳҫӗ пулмах ҫуралнӑ

Петр Егорович Рыжов Йӑлмахва ялӗнче 1942 ҫулта ҫуралнӑ.  Ҫемьере тӑватӑ ача пулнӑ.  Вӑрҫӑ пуҫлансанах ачасен ашшӗ Егор Васильевич хыпарсӑр ҫухалнӑ.  Евдокия Кузьминична тӗпренчӗкӗсене пӗчченех ура ҫине тӑратнӑ.  Икӗ ывӑлӗ аслӑ пӗлӳ илме пултарнӑ.  Петя Рыжов 1961— 1964 ҫулсенче салтак тивӗҫне пурнӑҫланӑ.  Офицерсен ҫар хатӗрлевӗ витӗр тухса яла кӗҫӗн лейтенант пулса таврӑннӑ.  Ӗнерхи офицер И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн физикӑпа математика факультетне вӗренме кӗнӗ.  Алла диплом илсен Канаш районӗнчи Шӑхасан вӑтам шкулӗнче физика учителӗнче ӗҫлеме пикеннӗ.  1970 ҫултан тӑван ялӗнче,  Йӑлмахвара,  директор ҫумӗнче вӑй хурать,  физика вӗрентет.

Пултаруллӑ ҫын ҫинчен калаҫнӑ чухне халӑхра «Турӑ пани пур»,  теҫҫӗ.  Педагогика ӗҫӗн ветеранӗ Петр Егорович Рыжов пирки те вӗрентекен пулмах ҫуралнӑ темелле.  38 ҫул ачасене тарӑн та паха пӗлӳ панӑ.  Физика вӑрттӑнлӑхӗсене,  ӑслӑлӑхне вӗренекенсен чунӗ патне ҫитерес тесе мӗнле кӑна тӑрӑшман пулӗ! Ачасем педагога яланах тимлӗ итленӗ,  вӑл каланине вӑхӑтра пурнӑҫланӑ.  

Петр Егорович педагог ҫеҫ мар,  вӑл хисеплӗ те маттур,  пултаруллӑ ертӳҫӗ пулнӑ.  Йӑлмахвари 8 ҫул вӗренмелли шкулта 1970–1978 ҫулсенче директор ҫумӗнче тӑрӑшнӑ,  24 ҫул (1978–2002) директорта ӗҫленӗ.  Тӗлӗнмелле пуян чун-чӗреллӗскер,  йывӑрлӑхсем умӗнче пуҫне усма хӑнӑхман.  Вӑл ертсе пыракан коллектив ачасене паха пӗлӳ парас енӗпе палӑрса тӑнӑ.  

Петр Егорович спорта яланах пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ.  Хӑй унпа туслӑ пулнӑран,  шкул ачисене те сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма хавхалантарнӑ.  Пысӑк тӑхтавсенче ачасемпе пӗрле час-часах футболла выляма тухнӑ,  тӗслӗхӗпе вӗренекенсене спорта явӑҫтарнӑ.  Тӑрӑшни сая кайман,  1977 ҫулта Йӑлмахва шкулӗн футболисчӗсем вӑтам ҫулхи ушкӑнсем хушшинче Комсомольски районӗнче «Сӑран мечӗк» футбол ӑмӑртӑвӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.  Ун хыҫҫӑн вӗсем Шупашкара финал вӑййине кайнӑ,  3-мӗш вырӑн йышӑнса таврӑннӑ.  1984 ҫулта шкул футболисчӗсен кӗҫӗн ушкӑнӗ тепӗр хут районта футболла выляса мала тухнӑ,  республикӑри финалти вӑйӑра иккӗмӗш вырӑн йышӑнма пултарнӑ.  

Шупашкарти Г. С. Лебедев ячӗллӗ лицея Йӑлмахвари пултаруллӑ ачасем нумайӑн вӗренме кӗнӗ.  Кунта шкул директорӗн Петр Егорович Рыжовӑн тӳпи те пысӑк.  Вӑл ачасене тӗрлӗ енлӗ аталантарма тӑрӑшнӑ.  Шкулта фотокружок йӗркелесе яраканӗ те Петр Егорович пулнӑ,  унта ачасем кӑмӑлласах ҫӳренӗ.  П. Е. Рыжов директорта ӗҫленӗ вӑхӑтра Йӑлмахвари сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта хушма хуҫалӑх йӗркеленӗ.  Шкул территорийӗнче тӑватӑ вӑкӑр усрамалӑх хуралтӑ тунӑ.  Самӑртнӑ хыҫҫӑн вӗсене аш-какая янӑ,  столовӑйӗнче ачасене апталантарма усӑ курнӑ.  «Знамя» колхоз лаша,  урапа,  ҫуна парнеленӗ.  Ҫавӑн пекех шкул ҫывӑхӗнче сухаласа акмалли 2 гектар ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ.  Садра ӳснӗ панулмине,  пахча ҫимӗҫе,  улма-ҫырлана путвалра упранӑ.  

Пенсие тухсан та хисеплӗ учитель тата тӑватӑ ҫул шкул ачисене физика предметне вӗрентнӗ.  Ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн Петр Егоровича Чӑваш Республикин Ҫутӗҫ министерстви Хисеп грамоти (1976),  «Отличник народного просвещения» паллӑ (1989),  «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ» хисеплӗ ят (2001) парса чысланӑ.  Унӑн ячӗ Комсомольски районӗн энциклопедине кӗме те тивӗҫ пулнӑ.  Савнӑ мӑшӑрӗпе,  Галина Васильевнӑпа,  тӑватӑ ывӑл ҫуратса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратнӑ,  вунӑ мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.  Эпир,  ӗнерхи вӗренекенӗсем,  ӑна чунпа яланах ҫамрӑк,  хастар та маттур пулма сунатпӑр.  

Павел ЗАЙЦЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *