Четверг, 25 апреля

«Экватор.  Виҫӗ ҫул Николаевпа»

«Экватор.  Виҫӗ ҫул Николаевпа»

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн регионти  ӗҫӗ-хӗлӗ пирки  «Чӑваш Ен» наци телерадиокомпанийӗ «Экватор.  3 ҫул Николаевпа» ятарлӑ проект хатӗрленӗ.  Унта калаҫу тӗрлӗ тема тавра пынӑ.  Интервьюн малтанхи пайӗсенче Олег Алексеевичӑн регион пуҫлӑхӗ пулас умӗнхи тапхӑрӗ ҫинче чарӑнса тӑнӑ.  2011 ҫулта Олег Николаев «Справедливая Россия» партин регионти уйрӑмӗнчен Патшалӑх Канашӗн депутатне суйланнӑ.  2015 ҫулта республика Пуҫлӑхне суйланма кандидата тӑрать.  2016 ҫулта «Справедливая Россия» партирен РФ Патшалӑх Думин депутачӗ пулса тӑрать.  Ӑна тӳрех комисси председателӗн ҫумӗ пулма шанаҫҫӗ.  2020 ҫулхи январӗн 22-мӗшӗнчен Патшалӑх Думин национальноҫсемпе ӗҫлекен комисси председателӗнче ӗҫлеме пуҫлать.  Тепӗр эрнеренех ҫӗршыв Президенчӗпе тӗл пулать.  В. Путинпа кун пек шайра пӗрремӗш  хут тӗл пулни,  хӑйне мӗн пирки чӗнтернине чухланӑ пулин те,  Олег Николаевшӑн питӗ хумхануллӑ пулнӑ.  Президент ӑна Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн постне сӗннӗ.  «Эпӗ унӑн сӗнӗвӗпе хаваспах килӗшрӗм.  Малтанхи ҫеккунтсенченех ҫак шанӑҫа Чӑваш Республикинче пурӑнакансем умӗнче тӳрре кӑларма тӗллев лартрӑм»,  — палӑртнӑ Олег Алексеевич.

Малалла республика Пуҫлӑхӗ ыйтусем ҫине хуравласа Шупашкарта ӗҫе мӗнле тытӑнни,  хӑй тавра ӗҫ тӑвакан команда пуҫтарни пирки каласа панӑ.  «Малтан мӗнле пулнӑ — пӗлместӗп,  манӑн ӗҫри принцип% шансан та тӗрӗсле»,  — тенӗ вӑл.  «Манӑн ертӳҫӗ принципӗ вара пуҫарусене пулӑшасси ҫинче никӗсленет — эпӗ пуҫарусене питӗ кӑмӑллатӑп»,  — палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ.

Олег Николаев ӗҫе тытӑннӑ вӑхӑтсенче тӗнчипех коронавирус пандемийӗ пынӑ.  Чӑваш Ен правительствин ҫав вӑхӑтри ӗҫӗ-хӗлӗ пирки те ыйту пулнӑ.  «Пӗр енчен,  республикӑра пурӑнакансен сывлӑхне сыхласси пирки тимлемелле,  тепӗр енчен,  чи малтанах,  шултӑра предприятисене,  экономикӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ отраслӗсене,  агропромышленноҫ комплексне,  халӑх пурнӑҫне тивӗҫтерекен мӗн пур тытӑма ӗҫлеме майсем туса памалла.  2020 ҫулта эпир тӑнӑҫлӑха упраса хӑварма пултартӑмӑр — республика бюджечӗн тупӑшне чакма памарӑмӑр.  Чӑваш Республикин социаллӑ аталанӑвӗн 5 ҫулхи программипе (комплекслӑ программипе) ӗҫлерӗмӗр»,  — хуравланӑ Олег Николаев.  Вӑл Пуҫлӑх тата Министрсен Кабинечӗн председателӗн должноҫӗсене пӗрлештерни укҫа-тенкӗ перекетлеме те,  ҫӗнӗлӗхсене хӑвӑрт та туллин пурнӑҫлама май панине пӗлтернӗ.  Интервью вӑхӑтӗнче маларах ӗҫленӗ Н. В.Федоров,  М. В. Игнатьев Президентсем,  Патшалӑх Думин депутачӗсем  пирки те сӑмах пулнӑ.  Олег Алексеевич вӗсен ӗҫне лайӑх енчен хакланӑ.

Калаҫу паллах Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусемсӗр иртмен.  «Чӑваш Республики ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнаканансене ҫеҫ мар,  вӗсен ҫемйисене пур енлӗн пулӑшу парас енӗпе ӑнӑҫлӑ  ӗҫлекенсен шутӗнче,  ку ыйтусене эпӗ хам тӗрӗслесе тӑратӑп»,  — палӑртнӑ Олег Алексеевич.  Хӑй те Донецк халӑх Республикине ҫитсе курнӑ,  вӑл е ку процеса татса пама пирӗн республика мӗнле пулӑшу парас ыйтусене  пӑхса тухма хутшӑннӑ.  «Эпир унта электротехника продукцийӗ кӑларма площадкӑсем хатӗрлеме пуҫланӑ пӗртен-пӗр регион»,  — тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Наци политики — Чӑваш Республикин Правительствин тӗп приоритечӗсенчен пӗри.  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республика аталанӑвӗнче наци ыйтӑвӗсене тӗпе хумаллине палӑртнӑ.  «Ман шухӑшпа,  чӑвашла калаҫакансен йышӗ сахалланман,  хӑйне чӑваш пек йышӑнакансен хисепӗ чакнӑ.  Хальхи вӑхӑтра эпир Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ,  пирӗн регионта пурӑнакансем,  чӑваш юнӗллӗ ҫынсем чӑвашла калаҫчӑр,  пирӗн республикӑна юратчӑр,  наци культурине хисеплеччӗр тесе тӗрлӗ ӗҫ тӑватпӑр»,  — тенӗ Олег Алексеевич.  Чӑвашстат панӑ информаци тӑрӑх,  чӑвашсен йышӗ республикӑра ытлашшиех чакман.  67 процент пулнӑ,  халӗ 64.  Пирӗн чи малтан хамӑрӑн хамӑра чӑвашла калаҫакан,  чӑваш культурине тытса пыракан  пек кӑтартмалла.  Кайран чӑваш чӗлхипе культури пирӗн кулленхи йӑлана кӗрсе ҫитӗ.  Ҫак шухӑшсем пулнӑ ун сӑмахӗсенче.  Республика Пуҫлӑхӗн тӗллевӗ — тӗнчери пӗтӗм чӑваша пӗрлештересси.  Кӑҫалхи январӗн 21-мӗшӗнче  Федераллӑ культура автономин  ӗҫне вӑйлатас  енӗпе семинар-канашлу йӗркеленӗ,  апрелӗн 22-мӗшӗнче съезд иртмелле.  Унта отчетпа суйлав  пухӑвӗ пулмалла,  ку пӗрлешӗвӗн  ҫӗнӗ коллеги органӗсене суйламалла.  Вӑл организаци федераллӑ пулсан,  унӑн чӑвашсем пурӑнакан пур регионпа та ҫыхӑну йӗркелемелле.  «Тӗрлӗ ҫӗршыври автономисемпе ҫыхӑнса ӗҫлени Пӗтӗм тӗнчери мероприятисем йӗркелеме май парӗ.  Акӑ,  2020 ҫулта,  пандеми вӑхӑтӗнче,  Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисене Францире,  АПШра,  Балтика тӑрӑхӗнче пурӑнакан чӑвашсем те хутшӑнчӗҫ.  Вӗсем пирӗн республикӑри ӗҫсемпе интересленни савӑнтарать.  Йӑхташӑмӑрсем ют тӑрӑхра пурӑнса чӑваш йӑли-йӗркине тытса пыни,  чӑвашла калаҫни ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑм вӑратать.  Пысӑк йышпа пурӑнакан регионсенче (Пушкӑрт,  Тутар республикисенче,  Ульяновск,  Самар,  Саратов облаҫӗсенче нумай тӗпленнӗ) чӑвашсем ырӑ йӑласене упраса хӑварни уйрӑмах хавхалантарать»,  — ҫирӗплетнӗ Олег Николаев.  Республика Пуҫлӑхӗ РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Национальноҫсем енӗпе ӗҫлекен Канаш йышне чӑваш ҫыннине кӗртесшӗн.  Ку та пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем тума май парӗ.

Интервьюра федераллӑ центрпа хутшӑнусем еплерех пулни пирки те ыйтнӑ.  Олег Николаев юлашки вӑхӑтра унтан сисӗмлӗ пулӑшусем килнине асӑннӑ.  Вӗсенчен пӗри — кӑнтӑр енчи районсене шывпа тивӗҫтересси.  «Патӑрьел,  Шӑмӑршӑ,  Комсомольски районӗсенчи 40 пине яхӑн ҫынна шывпа тивӗҫтерме палӑртатпӑр.  Ҫитес ҫул 25 пинрен кая мар ҫынна таса та пахалӑхлӑ шывпа усӑ курма майсем туса парасшӑн»,  — тенӗ Олег Алексеевич.  Малалла вӑл федераллӑ центр уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе республикӑри промышленноҫа аталантарас енӗпе усӑ курни ҫинчен каланӑ.  Ҫавӑн пекех ял хуҫалӑх отрасльне те пулӑшнине палӑртнӑ.  Пӗлтӗр уй-хиртен тухӑҫ илес енӗпе 30 ҫул каяллахи рекорда ҫӗнетнӗ.  Йывӑр вӑхӑтра та ҫавӑн пек ҫитӗнӳсем тунинче патшалӑх пулӑшӑ- вӗн витӗмӗ пысӑк.  «Халӗ эпир хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсене ҫӑмӑллатнӑ йӗркепе кредитсем парас енӗпе пилотлӑ регионсенчен пӗри шутланатпӑр.  Россельхозбанк команди хуҫалӑха ҫак енӗпе йӗркеленин пирӗн патри опытне тишкерет,  ҫывӑх вӑхӑтра ку тӗлӗшпе кирлӗ йышӑну тӑвӗ.  2023 ҫулта ҫак правӑпа тӑватӑ регион ҫеҫ усӑ курма пултарать»,  — тенӗ республика ертӳҫи.

Олег Николаевран 2020—2022 ҫулсенчи чи асра юлнӑ  пулӑмсем пирки ыйтсан,  вӑл Хусанпа Сӑр тӑрӑхӗсенчи сыхлав чиккисене тӑвакансене асӑнса пысӑк мемориал  лартнине,  Раҫҫейӗн тӗрӗллӗ карттине тума 263 тӗрӗ ӑсти хутшӑннине,  Шӑмӑршӑ тата Патӑрьел шыв юпписене тӑвас проектпа малалла ӗҫлеме пуҫланине асӑннӑ.

Интервьюра республика Пуҫлӑхӗн    тӑван тӑрӑх аталанӑвӗшӗн тӑрӑшмалли тӗллевсем чылай пулни палӑрать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *