Пятница, 26 апреля

Шкулсене  — ҫӗнӗ икӗ автобус

Шкулсене  — ҫӗнӗ икӗ автобус

Шупашкарта мартӑн 20-мӗшӗнче Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне уҫнӑ май ҫӗнӗ шкул автобусӗсен уҫҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ.  

Пирӗн муниципаллӑ округа  икӗ автобус тивӗҫнӗ.  Вӗсен уҫҫисене  Комсомольски 2-мӗш вӑтам тата  Хырхӗрри тӗп шкулӗ сен директорӗсем Евгений Савельевпа Юрий Алексеев илнӗ.

Автобуссене техника енчен кирлӗ хӑрушсӑрлӑх хатӗрӗсемпе тивӗҫтернӗ.  Халӗ ачасене вӗр-ҫӗнӗ те хӑтлӑ транспорт хатӗрӗсемпе илсе ҫӳрӗҫ.  Ҫулӗсем такӑр пулччӑр,  яланах симӗс ҫутӑ сунатпӑр.  

(ХАМӐР ИНФ. ).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *