Суббота, 27 апреля

Паттӑра асра тытса – турнир

Паттӑра асра тытса – турнир

Паянхи лӑпкӑ мар лару-тӑрура чӑн-чӑн паттӑрсем, чӑваш улӑпӗсем, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса малти ретре нацистсемпе кӗрешеҫҫӗ.  Шел пулин те, вӑрҫӑ юн юхмасӑр пулмасть.  Пирӗн муниципаллӑ округра та мирлӗ тӳпешӗн кӗрешсе пуҫне хунисем пур.  Мартӑн 25-мӗшӗнче ентеше, Комсомольски ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Украина ҫӗрӗнче паттӑрла пуҫне хунӑ, «Хӑюлӑхшӑн» орден кавалерне Геннадий Павлова халалласа ирӗклӗ майпа  кӗрешес енӗпе турнир иртнӗ.

Мероприятие Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн 6-мӗш кадет класӗн вӗренекенӗсем уҫнӑ.  Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов хӑйӗн сӑмахӗнче Геннадий Павловӑн амӑшӗпе кукамӑшне, Вера Геннадьевнӑпа Галина Андреевнӑна, хӑюллӑ та патвар ывӑл, мӑнук  ҫитӗнтернӗшӗн тав тунӑ, паянхи лару-тӑрура нацизма ҫӗнтерес тесен пӗрле кар тӑрса тӑрӑшмаллине палӑртнӑ, турнира хутшӑнакан кӗрешӳҫӗсене яланах малти ретре пулма суннӑ.  Комсомольски тата Елчӗк районӗсемпе ӗҫлекен ҫар комиссарӗн пулӑшуҫи Герольд Серебров, Росгварди подполковникӗ, «Витязь» подразделенин хатӗрлев ушкӑнӗн командирӗ Батр Корнилов, ятарлӑ хатӗрлев ушкӑнӗн командирӗн ҫумӗ Антон Величко та сӑмах каланӑ, паянхи кун чӑн-чӑн патриот пулмаллине, мирлӗ тӳпешӗн кӗрешмеллине палӑртнӑ.  Мероприятие Геннадий Павловӑн мӑшӑрӗ, Александра Николаевна, тӑванӗсем те хутшӑннӑ.  Пурте пӗрле паттӑра асӑнса пӗр минут шӑп тӑнӑ хыҫҫӑн кавир ҫине кӗрешӳҫӗсем тухнӑ.

Турнира республикӑн тӗрлӗ районӗсенчен, Тутарстанран тата Ульяновск облаҫӗнчен килнӗ спортсменсем хутшӑннӑ.  Хӗрӳ тупӑшура чи вӑйлисем, пултаруллисем малти вырӑнсене йышӑннӑ.  25 килограмлӑ виҫере пӗрремӗш вырӑна Александр Волков тухнӑ.  Иккӗмӗш вырӑнта — Егор Кузнецов, виҫҫӗмӗшӗнче — Денис Нестеров.  Тепӗр виҫере Юнус Вахитов ҫӗнтернӗ, Ильгам Яббаров пьедесталӑн иккӗмӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ.  Виҫҫӗмӗш вырӑнта — Ростислав Трифоновпа Константин Анисимов.  42 килограмлӑ спортсменсем хушшинче чи вӑйли Максим Кошкин пулнӑ.  Иккӗмӗш вырӑнта — Ярослав Бутузов, виҫҫӗмӗшӗнче — Илья Саламадинпа Антон Можаев.  44 килограмлӑ виҫере Глеб Чернова ҫитекен пулман, иккӗмӗш вырӑн хуҫи — Михаил Гусаров.  Даниил Андреевпа Михаил Андреев — виҫҫӗмӗшсем.  Тепӗр виҫере Кирилл Макаров ҫӗнтернӗ, Георгий Катмаков иккӗмӗш вырӑна, Андрей Матвеевпа Марс Яббаров виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.  52 килограмлӑ виҫере Денис Яндров — чи маттурри.  Пьедесталӑн иккӗмӗш картлашкинче — Салават Калашников, виҫҫӗмӗшӗнче — Никита Петров тата Рифат Салеев.  56 килограмлӑ спортсменсем хушшинче Антон Андреева ҫитекен пулман.  Дмитрий Чумаков — иккӗмӗш, Марат Юнусов тата Андрей Тимофеев — виҫҫӗмӗш вырӑнта.  65 килограмлӑ виҫере Михаил Цапин ҫӗнтернӗ, Антон Васильев иккӗмӗш, Даниил Маркидановпа Даниил Антипов виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ.  Тепӗр виҫере чи вӑйли — Ильяз Мифтахутдинов, иккӗмӗш вырӑнта — Павел Герасимов, виҫҫӗмӗшӗнче — Рамис Самкинпа Иван Шорников.  71 килограмлӑ виҫере пьедесталӑн чи ҫӳллӗ картлашки ҫине Иван Петров хӑпарнӑ, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Павел Даловпа Федор Николаев пайланӑ.  75 килограмлӑ спортсменсем хушшинче Роман Григорьев чи вӑйли пулнӑ.  Иккӗмӗш вырӑнта — Роман Яснопольский, виҫҫӗмӗш вырӑнта — Аяз Зиатдинов.  86 килограмлӑ кӗрешӳҫӗсенчен чи маттурри — Евгений Давыдов, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Дмитрий Власовпа Расул Алимов пайланӑ.  Чи йывӑр виҫере Раиль Каримуллин — пӗрремӗш вырӑн хуҫи.  Иккӗмӗш вырӑнта — Дмитрий Можаев, виҫҫӗмӗш вырӑнта — Богдан Осипов тата Михаил Мадьянов.  Турнирӑн ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене Дипломсемпе, медальсемпе тата парнесемпе чысланӑ.

Ӑмӑртӑва йӗркелесе ирттерме пулӑшнӑшӑн  «Кӗтне» ФСКра ӗҫлекенсене, «Молодая гвардия» обществӑлла организацин членӗсене тав тӑваҫҫӗ.  

Наталья КАЛАШНИКОВА.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *