Суббота, 20 апреля

Ҫулталӑка савӑнӑҫлӑн уҫрӗҫ

2023 ҫула Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ хыҫҫӑн республикӑра та,  пирӗн округра та ачасемпе ҫамрӑксен тӗрлӗ мероприятийӗ чылай иртрӗ.  Мартӑн 20-мӗшӗнче вара Шупашкарта ӑна официаллӑ майпа савӑнӑҫлӗ лару-тӑрура уҫнипе ҫыхӑннӑ пысӑк уяв пулчӗ.

Йӑлтӑр ҫутӑсем,  янравлӑ сасӑсем,  юрӑ-кӗвӗ вылявӗ,  капӑр тумтир,  пысӑк экран,  хаваслӑ сӑн-питлӗ ачасем…  Пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприятие республикӑн пур кӗтесӗнчен те килсе ҫитнӗ 4 пин ытла ача хутшӑнчӗ.  Малтанах округсенчи ачасен делегацийӗсен парачӗ пулчӗ.  Вӗсен йышӗнчи пултаруллӑ ачасене ятран асӑнса ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарчӗҫ.

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑй сӑмахӗнче ачасем пирӗн пуласлӑх,  ыранхи кун пулнине палӑртрӗ.  Вӗсене тӑрӑшса вӗренме,  кулленхи пурнӑҫра ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу сунчӗ.  Республика правительстви ҫитӗнекен ӑрӑва тивӗҫлӗ пӗлӳ илме,  тӗрлӗ енлӗн аталанма,  канма,  сывлӑхне ҫирӗплетме кирлӗ условисем туса парассишӗн тӑрӑшнине,  ку енӗпе малашне те ҫине тӑрса ӗҫлессине ҫирӗплетрӗ.  Телейлӗ ачалӑх ҫулне халалласа республика шайӗнче 100 ытла мероприяти ирттерме палӑртни,  вӗсем ачасене савӑнӑҫ парнелессе шанни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Кӑҫал Раҫҫейре Педагог тата наставник ҫулталӑкӗ пулнӑ май,  вӗрентекенсене те асӑнмасӑр хӑвармарӗҫ.  Ара,  вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ тӳрремӗнех ачасемпе ҫыхӑннӑ-ҫке.  Ҫитӗнекен ӑрӑва тарӑн пӗлӳ илме пулӑшас,  тивӗҫлӗ воспитани парас тесе нумай тӑрӑшаҫҫӗ.  

Уяв кунӗнче ачасем тӗрлӗ тӗлпулура,  экскурсире пулчӗҫ,  пӗр-пӗрин пултарулӑхне курса савӑнчӗҫ.  Тӗп хуламӑрти  «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче юрӑ-кӗвӗ сасси чылайччен татӑлмарӗ.

Мероприятие Пӗтӗм тӗнчери ачасен фончӗн ассоциацийӗн президенчӗ,  Раҫҫейри ачасен фончӗн председателӗ Дмитрий Лиханов,  ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ       Дмитрий     Захаров,   Шупашкар хула администрацийӗн председателӗ Денис Спирин,  муниципалитетсен пуҫлӑхӗсем,  хӑнасем хутшӑнчӗҫ.  Вӗсем Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ ҫитӗнекен ӑрушӑн чӑннипех те телей,  ӑнӑҫупа ҫитӗнӳсем парнелессе шаннине пӗлтерчӗҫ.

Пирӗн  округри хастар вӗренекенсем те республикӑри Телейлӗ ачалӑх  ҫулталӑкне савӑнӑҫлӑ уҫнӑ церемонире пулчӗҫ.  Вӗренӳре палӑрнисем,  тӗрлӗ шайри конкурссемпе фестивальсен,  олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсем парада хутшӑнчӗҫ,  хӑйсем Комсомольски муниципаллӑ округӑн малашлӑхӗ пулнине кӑтартса ялавпа утса иртрӗҫ.  Ҫавӑн пекех Комсомольски 1-мӗш тата 2-мӗш,  Нӗркеҫ,  Асанкасси,  Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел,  Хырай Ӗнел,  Тукай Мишер вӑтам,  Чӗчкен пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулӗсенчи вӗренекенсем те,  пурӗ 90 ытла ача,  Шупашкарта республикӑри уявра  савӑнчӗҫ.  

Ҫулталӑк тӑршшӗпе пирӗн округра та чылай мероприяти пулӗ.  Яланхи пекех,  вӗсене ачасем хастар хутшӑнӗҫ.  

Дина Абулханова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *