Вторник, 23 апреля

Техника юсавлӑ — ӗҫе  тухма шанчӑклӑ

Техника юсавлӑ — ӗҫе  тухма шанчӑклӑ

Уй-хирте хӗрӳ ӗҫсем пуҫланиччен ҫулсеренех тракторсене техника тӗрӗслевӗ витӗр кӑлараҫҫӗ.  Юлашки ҫулсенче пирӗн округри техосмотр «Слава картофелю» тата «Комсомольские овощи» агрофирмӑсенчен пуҫланать, ҫакӑ кунти тракторсем ҫӗнӗрех пулнинчен ҫеҫ мар, механизаторсем хӑйсене шанса панӑ техникӑна кирлӗ шайра пӑхса тӑнинчен те килет.

Асӑннӑ агрофирмӑсем хамӑр округра анчах мар, республика шайӗнче те тӗш-тырӑ, ҫӗрулми, пахча-ҫимӗҫ туса илес енӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫлекенсен йышӗнче.  Вӗсем усӑ куракан ҫӗр лаптӑкӗсен калапӑшӗ те аванах пысӑк.  Хамӑр тӑрӑхра ҫеҫ мар, кӳршӗ округсенче те пур.  Ҫавӑнпа та механизаторсен ӗҫе кайнӑ чухне аслӑ ҫулсем ҫине те тухма тивет.  Кун пек чухне техника юсавлӑхӗ уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Агофирмӑсенчи «Джон Дир» маркӑллӑ 11, «МТЗ-1025» маркӑллӑ 8, «МТЗ-82» маркӑллӑ 5 трактор, «Сармат» прицепсем, погрузчиксем юсавлӑ, вӗсене комисси лайӑх хак пачӗ.  Юлашки ҫулсенче туяннӑ «New Nolland» трактора, удобрени сапмалли «Туман» хӑй тӗллӗн ҫӳрекен машинӑна та кирлӗ шайра тытса тӑраҫҫӗ, ял хуҫалӑх ӗҫӗсенче туллин усӑ кураҫҫӗ.

«Слава картофелю» агрофирмӑн хранилищӗсемпе складсем нумай.  Вӗсенче хӑй тӗллӗн ҫӳрекен погрузчиксем ӗҫлеҫҫӗ.  Техники пӗчӗк пулсан та, унпа тӑрӑшакан умӗнче яваплӑх пысӑк.  Тӑвӑр пӳлӗмсенче ҫаврӑнкаласа ҫӳреме, тӗрлӗ ӗҫсем тума техникӑн кашни пайӗ юсавлӑ пулни пысӑк пӗлтерӗшлӗ.  Республикӑра аякран пӗчӗк курӑнакан техникӑна тытса пыракансен айӗпӗпе пысӑк инкек сиксе тухни те пулнӑ.

Агофирмӑсен кӑҫалхи ҫуракинче пурнӑҫламалли ӗҫ калӑпӑшӗ пысӑк.  2600 гектар ҫине тӗш-тырӑ акмалла, 700 гектар «иккӗмӗш ҫӑкӑр» лартса хӑвармалла.  Вӗсемсӗр пуҫне пахча-ҫимӗҫпе те ӗҫлемелле.  Хире тухсан тракторсен пур енӗпе те юсавлӑ пулмалла.  Техника ҫинче вак-тӗвек япала ҫук.  Комисси тракторсене пур енчен те тӗрӗслесе хакларӗ, пурте техника тӗрӗслевӗ витӗр тухнине палӑртрӗ.

Канашлура патшалӑх техника надзорӗн тӗп инженерӗ С. Н. Кокарев ӗҫ вӑхӑтӗнче хӑрушсӑрлӑх правилисене ҫирӗп пӑхӑнмаллине палӑртрӗ.  «Сирӗн ҫумра акана хутшӑнакан ҫынсем пулаҫҫӗ.  Вӗсемпе ӗҫ вӑхӑтӗнче инкек сиксе тухасран асӑрханасси те сирӗн ҫинчех», — терӗ вӑл.  Агрофирмӑсен тӗп инженерӗ В. В. Акчурин, З. Р. Салеев механик механизаторсене ҫурхи ака-суха ӗҫӗсенче тӑрӑшса ӗҫлеме ӑнӑҫу сунчӗҫ, хӑйсене ҫирӗплетсе панӑ кӑкарса ӗҫлемелли техникӑна пӑхса ярса хатӗрлеме хушрӗҫ.

Иртнӗ эрнерех техника тӗрӗслевӗсем «Слава» ял хуҫалӑх кооперативӗнче тата «Родина»  ОООра та иртнӗ.  Комисси вӗсенче те механизаторсем техосмотра тӗплӗн хатӗрленнине палӑртнӑ.

Юрий ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *