Понедельник, 29 апреля

Общество

Хастарлăх – вăрăм ĕмĕр никĕсĕ

Хастарлăх – вăрăм ĕмĕр никĕсĕ

Февралĕн 12-мĕшĕнче Кĕçĕн Каçалта пурăнакан ĕç тата тыл ветеранĕ Павел Кириллович Краснов 90 çул тултарчĕ. Паллă кунпа юбиляра Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.А.Илларионова саламларĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе вăл ватă çынна Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн саламлă çырăвне тата район администрацийĕн пуçлăхĕн А.Н.Осиповăн парнине парса чысларĕ. Павел Кириллович нумай ачаллă çемьере çуралнă. Пурнăçĕнче хура-шурне нумай чăтса ирттернĕ. Çамрăклăхĕ вăрçă тата ун хыççăнхи çулсене лекнĕ. Павел Кириллович тĕрлĕ вăхăтсенче колхозра, совхозра, райсоветра, администрацинче ĕçленĕ. Вăл 40 çул ытла «Красный маяк» колхозра утарçăра тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва кайсан та килте ватлăх кунĕсене кĕскетсе ларман — ветерансен Совечĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Павел Кириллович ĕçри хастарлăхшăн медальсемпе па
Çулсем иртни ан кÿтĕр тунсăх

Çулсем иртни ан кÿтĕр тунсăх

Аслă Çĕрпÿел ялĕнче пурăнакан хисеплĕ ватă — Анастасия Трофимовна Рябчикова çак кунсенче 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. 9 теçетке çул хушшинче сумлă ватă хура-шурне, савăнăçне сахал мар курнă. Ачалăхĕ вăрçă ăхăтне лекнĕ. Пуçа усман, хĕрарăм çутă ĕмĕтпе пурăннă. Ялти шкулта 7 класс пĕтернĕ. Малалла вĕренеймен, ĕçлемелле пулнă. 40 çул ытла вăл тăван колхоз бригадинче вăй хунă. Мăшăрĕпе, Василий Федоровичпа, виçĕ ывăлпа икĕ хĕре кун çути парнеленĕ. Кинемейĕн 12 мăнук тата 14 мăнмăнук çитĕнет. Вĕсем уншăн куç тулли телей тата ăру пуласлăхĕ. Анастасия Трофимовна кĕçĕн хĕрĕн çемйипе кун кунлать. Пушă вăхăта усăсăр ирттермест, кил-тĕрешре мĕнпе те пулин пулăшас тесе тăрăшать. 90 çулхи юбилей ячĕпе салам сăмахĕсем те чылай пулчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Орешкин тата районти депутатсен Пух
Хуçалăх аталанăвĕ, пуласлăхĕ – пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленинче

Хуçалăх аталанăвĕ, пуласлăхĕ – пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленинче

Иртнĕ çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсен, кăçалхи çул тĕллевĕсене палăртсан вĕсене пĕрле сÿтсе явма ял хуçалăх предприятийĕсем ĕçченсене пухăва пуçтараççĕ. Кăçал районти пĕрремĕш отчетлă пуху «Асаново» ял хуçалăх кооперативĕнче иртрĕ. Хуçалăх иртнĕ çула япăх мар кăтартусемпе вĕçленĕ. Пĕлтĕр çĕр ĕçченĕсемшĕн çăмăлах пулмасан та Асанкассисем уй-хиртен начар мар тухăç илнĕ, çителĕклĕ таран выльăх апачĕ хатĕрлесе хăварнă. Кирек мĕнле кăтартăва пăхсан та вĕсем районăн вăтам виçинчен пысăкрах, чылайĕшĕпе малти вырăнта. Кооператив председателĕ А.Н.Бахтеров отчет тунă май пуçтарăннисене нумай цифрăсем илсе кăтартмарĕ. Хăйĕн сăмахĕсемпе пĕлтĕр мĕнле йывăрлăхсем пулнипе, кăçал тумалли тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Малашне те хуçалăх экономикине аталантарас тесен хăш енĕпе ытларах ĕçлемеллине палăртрĕ. Иртнĕ
Ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ

Ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев февралĕн 17-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсене Министрсен Кабинечĕн 2021 çулхи ĕç-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Олег Алексеевич пĕтĕмлетÿре каланă тăрăх, республика бюджечĕ тупăш енчен 77 млрд. тенкĕ пурнăçланнă. Укçа-тенкĕне республика умне лартнă тĕллевсене пурнăçлама янă. Чи курăмлă ĕçсене сывлăх сыхлавĕнче, вĕренÿре, строительствăра ĕçе кĕртнĕ. Тĕслĕхрен, 2 шкул хута янă, 3 ача сачĕ, 53 фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлеме тытăннă. Унпа пĕрлех бюджетра ĕçлекен хăш-пĕр категорири çынсен ĕç укçине ÿстернĕ. Сăмахран, педагогсен ĕç укçийĕ 30 пин ытла тенкĕпе танлашнă. Йывăррăн çĕкленекен объектсенчи стрительство ĕçĕсене вĕçне çитерсе хута ярасси, хваттер уççисене илейменнисене пулăшасси — правительство умĕнче тăракан тĕп тĕллевсенчен пĕри тесе
Чире çĕнтермеллех

Чире çĕнтермеллех

Чăваш Енре ковид-стационара лекекенсенчен чылайăшĕн «дельта» штамм. Çапла пĕлтернĕ февралĕн 16-мĕшĕнче йĕркеленĕ оперштаб ларăвĕнче ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов. Паянхи куна «хĕрлĕ зонăра» 1900 яхăн çын сипленет. Министр палăртнă тăрăх, больницăсене ытларах чухне вăраха кайнă чирсемпе нушаланакансем лекеççĕ. Çав шутра — сахăр диабечĕпе кĕлетке виçи пысăк пулнипе аптăракан çынсем. Чылайăшĕн тата ÿпкин пысăк пайĕ сиенленнĕ. Владимир Степанов стационара лекнисен 99 проценчĕ коронавирусран прививка тутарманнине каланă. Вăл республикăра вакцинаци тутарасси пĕчĕкрех пулнине палăртнă. Çавна пула чирлисен йышĕ те пысăк. Районĕпе илес пулсассăн вара 12465 çын вакцинациленнĕ, 1385 çын ревакцинаци тутарнă. Вакцинациленес текенсене район больницинче кĕтеççĕ, унпа пĕрлех ялсене мобиль
Халăхшăн пархатарлă ĕç тăвать

Халăхшăн пархатарлă ĕç тăвать

Район энциклопедине хатĕрлес ĕçсем пынă чухне район хаçачĕн редакцине кĕнĕччĕ В.Я.Григорьев таврапĕлÿçĕ. «Эсир журналистсем халăх хушшинче тăтăшах пулатăр. Ялсенче хи- сеплĕ çынсем чылай. Орден-медальсем, Хисеп грамотисем, Тав çырăвĕсем илме тивĕç пулнисем сахал мар. Наградăсене ахаль паман. Ун пеккисен пĕрин ячĕ те район энциклопедине кĕмесĕр ан юлтăр. Çакă халь пурăнакансенчен ытларах пулас ăрушăн кирлĕ», — тенĕччĕ. Пĕр шутласан тĕрĕсех те пулĕ. Мĕншĕн тесен районта пурăнакан хисеплĕ çынсенчен чылайĕшĕ паянхи кун пурăнать-ха, хамăр хушăрах çÿрет, вĕсене паллатпăр. Çулсем иртĕç, паян эпир 18—19 ĕмĕрсенче пирĕн тăрăхран тухнă паллă çынсем çинчен кĕнекесем тăрăх çеç пĕлнĕ пек, вăсем çинчен район энциклопедине уçса вулама пултарĕç. «Ĕнерхи кунсăр паянхи çук» теççĕ. Иртнĕ вăхăтри пурнăçпа, вă
Çуркунне çывхарса пырать

Çуркунне çывхарса пырать

Уй-хир юр айĕнче тĕлĕрнĕ вăхăтра, хĕрÿ ĕçсем пуçланиччен районти ял хуçалĕх предприятийĕсенче отчетлă, отчетпа суйлав пухăвĕсем ирттереççĕ. Çитес çуракине хатĕрленес енĕпе те тăрăшаççĕ. Чылай хуçалăхра акмалли вăрлăха кирлĕ кондицие çитерес тĕлĕшпе кĕркуннех хатĕрленме пуçланă, хĕл кунĕсенче те çак ĕç чарăнман. Паха вăрлăх пысăк тухăç никĕсĕ теççĕ. Çак чăнлăха ăнланса хуçалăхсем пысăк репродукциллĕ элита сортлă вăрлăхсем туянассипе те ĕçлеççĕ. Çĕр пулăхлăхĕ пирки те пысăк тимлĕх уйăрни палăрать. Иртнĕ кĕркунне чылай çĕрте хире тислĕк кăларас тĕлĕшпе япăх мар ĕçленине палăртмалла. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем хальлĕхе 328 тонна минераллă удобренисем илсе килнĕ. Ку енĕпе малалла ĕçлеççĕ. Паянхи кун хуçалăхсемшĕн машинăпа трактор паркĕнчи техника шайĕ мĕнле пулни уйрăмах
Илеменовсем – ялта хисеплĕ çынсем

Илеменовсем – ялта хисеплĕ çынсем

Пурнăç çăмхи çаврăнса пынă май сÿтĕлет те сÿтĕлет — утсан та, чупсан та ниепле те хăваласа çитейместĕн. Вăхăта тытса чарасчĕ те... Анчах сехет йĕпписем шав малалла васкаççĕ. Пурнăç çулĕ вара çулсерен кĕскелсе пырать. Ĕнер çеç выляса ÿснĕ ачалăх кунĕсемччĕ пек... — Çурхи кунсенче çерем çинче çара уран чупни, лапта, футбол, волейбол вăййисене выляса ÿсни халь тĕлĕкри пек туйăнать. Хĕл кунĕсем çитсен вара хоккей площадкине юртан тасатса шыв сапса шăнтаттăмăр та хоккейла выляттăмăр. Пăр çине тухсан хамăра Совет Союзĕн хоккейисчĕсем пек туяттăмăр. Хăваран, çирĕкрен тунă хоккейла вылямалли патаксем 25-рен кая мар пулнă ман, — аса илет Вăрманхĕрри Чурачăкра çуралнă, ÿссе яш шутне кĕнĕ, паянхи кун та кунтах пурăнакан Владимир Иванович Илеменов. Вăл Александрăпа Иван Илеменовсен çемйинче февралĕн
Пирĕн ентешсем те пулнă

Пирĕн ентешсем те пулнă

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çул пуçламăшĕччен «воин-интернационалист» сăмах Афганистан çĕршывĕнче службăра тăнисене çеç пырса тивнĕ. Çухатусем нумай пулнипе унта Совет çарĕн салтакĕсене кĕртнине пытарайман. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи хыççăн пирĕн çĕршыв салтакĕсем ытти çĕршывсенче те службăра тăнине вăртăнлăхра тытнă. Чăннипе те СССР çарĕн специалисчĕсемпе салтакĕсем «ют çĕршыв командировкисенче» пулнине уççăн каламан. Хĕвелтухăç Европăра çеç мар Кăнтăр Хĕвелтухăç Азири тата Африкăри патшалăхсенче те пирĕн çарсен ушкăнĕсем пулнă. Вĕсен йышĕ хăш тĕлте вуншар, тепĕр çĕрте пиншер çар çыннинчен тăнă. Паллах ют çĕршывсенчи «командировкăсенчен» таврăнайманнисем те пулнă. Пĕтĕмĕшле шутласа пăхнă хыççăн СССР Хĕçпăшаллă çарĕ ют çĕршывсенче 17,5 пин çын çухатнă. Вĕсенчен 15 пин ытларахăшĕ Афганистан çĕрĕ çинче пуç
Чире çĕнтерме вакцинацилемелле

Чире çĕнтерме вакцинацилемелле

Коронавируспа чирлекенсен йышĕ çав-çавах чакмасть. Республикăра та, районта та чирлекенсен йышĕ кунсерен ÿсет. Районти тĕп больница врачĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Ефремова пĕлтернĕ тăрăх, юлашки вăхăтра аслисем те, ачасем те чирлеççĕ. Чир никама та шеллемест. Коронавируспа больницăна лекекенсен йышĕнче вакцинациленмен пациентсем нумайрах. Çавна май тухтăрсем çине тăрсах прививка тума сĕнеççĕ. Паянхи куна районта пурăнакансенчен 12 пин ытла çын вакцинаци тутарнă. Ыттисем вара тăхтаççĕ, чир пире лекмест тесе шутлаççĕ пулмалла. — Иртнĕ эрнере чир паллиллĕ 414 çыннăнне анализ илнĕ, çак йышран 68-шĕ коронавируспа чирлени паллă. Вĕсен йышĕнче — 11 ача. Коронавируса пула 2 çын пурнăçран уйрăлнă. Паянхи куна килте 235 çын сипленет. Чирлекенсен йышĕ ÿснĕрен пурне те вăхăтра вакцинациленме сĕне