Пятница, 26 апреля

Халăхшăн пархатарлă ĕç тăвать

Халăхшăн пархатарлă ĕç тăвать

Район энциклопедине хатĕрлес ĕçсем пынă чухне район хаçачĕн редакцине кĕнĕччĕ В.Я.Григорьев таврапĕлÿçĕ. «Эсир журналистсем халăх хушшинче тăтăшах пулатăр. Ялсенче хи- сеплĕ çынсем чылай. Орден-медальсем, Хисеп грамотисем, Тав çырăвĕсем илме тивĕç пулнисем сахал мар. Наградăсене ахаль паман. Ун пеккисен пĕрин ячĕ те район энциклопедине кĕмесĕр ан юлтăр. Çакă халь пурăнакансенчен ытларах пулас ăрушăн кирлĕ», — тенĕччĕ. Пĕр шутласан тĕрĕсех те пулĕ. Мĕншĕн тесен районта пурăнакан хисеплĕ çынсенчен чылайĕшĕ паянхи кун пурăнать-ха, хамăр хушăрах çÿрет, вĕсене паллатпăр. Çулсем иртĕç, паян эпир 18—19 ĕмĕрсенче пирĕн тăрăхран тухнă паллă çынсем çинчен кĕнекесем тăрăх çеç пĕлнĕ пек, вăсем çинчен район энциклопедине уçса вулама пултарĕç. «Ĕнерхи кунсăр паянхи çук» теççĕ. Иртнĕ вăхăтри пурнăçпа, вăл çулсенче пурăннă çынсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашни, пурне те мар пулсан та, чылайăшĕшĕн интереслĕ. Хăйсен йăх-несĕлĕсем хушшинче ял, район, çĕршыв историйĕнче хастар ĕçĕсемпе тарăн йĕр хăварнисем пулнипе кам хăпартланмĕ? Ял мĕнле пуçланса кайнипе, аталанса пынипе паллашма та кăсăклă. Шел пулин те районти чылай ялăн тулли историне паянхи кун та тĕплĕн тĕпчемен. Çак йĕркесене мĕншĕн çыратăп-ха? Районта В.Я.Григорьев пек тăван тăрăх историне тĕплĕн тĕпчесе çитес ăру валли сыхласа хăварас тесе хыпса çунакансем питĕ сахал. Мĕншĕн тесен ку питĕ йывăр та кăткăс ĕç. Кунта пĕлÿ пулни çеç çителĕксĕр, чăтăмлăх та, чун- чĕререн парăнса ĕçлени те, вăхăт тупма май çитерни те кирлĕ.
Владимир Яковлевич ĕмĕр тăршшĕпех партипе общество ĕçĕнче тăрăшнă пулин те, унăн тăван тăрăха тĕпчес енĕпе тунă утăмĕсем пĕтĕм халăх умĕнче уйрăмах пархатарлă, сăваплă, тав сăмахне тивĕçлĕ.
В.Я.Григорьев 1932 çулхи январĕн 3-мĕшĕнче Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕнче кун çутине килнĕ. Пурне те пĕлме ăнтăлакан ача шкулта тăрăшса вĕреннĕ. Патăрьелĕнчи педагогика училищинче пĕлÿ илнĕ хыççăн 1950—1954 çулсенче Кĕçĕн Çĕрпÿел, Хырай Ĕнел, Çĕнĕ Кипеç шкулĕсенче ачасене вĕрентнĕ. Пултаруллă та хастар çамрăка комсомол райкомне чĕнсе илмен пулсан тен, унăн пурнăçĕ шкулти вĕрентÿпе çыхăннă пулĕччĕ пулĕ. 1969 çулта партин аслă шкулне пĕтернĕ хыççăн Комсомольски парти райкомĕн организацилле пай заведующийĕнче, 1970 çултан иккĕмĕш секретарьте ĕçлеме пуçлать. 1982 çулхи февральте ăна Чăвш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумне ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. Кунта вăл организацилле пай заведующийĕнче 1994 çулччен тăрăшнă. В.Григорьева темиçе хутчен те Комсомольски, Шупашкар райсовечĕсен, тĕп хулари Калинин районĕн депутачĕсем пулма суйланă.
Тивĕçлĕ канăва кайсан, маларах та тăван тăрăх историйĕпе интересленнĕскер Комсомольски районĕн тата унта вырнаçнă ялсен авалхи пурнăçне тĕпчес ĕçе пуçăнать. Пин-пин çынпа курса калаçнипе пĕрлех тĕрлĕ архивсенче нумай ларать. Алăпа çырнă хутсен куписенчен кирлине шыраса тупма пĕрре те çăмăл пулман. Сехечĕ-сехечĕпе пĕр вырăнта ларса пĕрчĕн-пĕрчĕн фактсем пуçтарнă вăл. Çĕршыв историне пĕлни те, авалхи вырăс алфавичĕпе çырнисене вулама пултарни те кирлĕ пулнă. Вăл пухса хатĕрленĕ ĕçсен хакне пĕр виçепе те виçме çук. Таврапĕлÿçĕсемпе пĕрле вăл «Летопись села Комсомольское и населенных пунктов Комсомольского района Чувашской Республики» /1999 ç./, пилĕк кĕнекерен тăракан «Люди нашего района» /2004—2006 ç.ç./, «Сельские очаги культуры» /2009 ç./ ĕçсем пичетлесе кăларнă. Вăл икĕ томлă «Энциклопедия Комсомольского района» /2009, 2011 ç.ç./ издание хатĕрленĕ хастар авторсен йышĕнче. Хăй çуралса ÿснĕ тавралăха, Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхне кĕрекен 5 ял пурнăçне сăнлакан «На истоке Булы» /1999 ç./ кĕнекене хатĕрлесе кун çутине кăларас енĕпе уйрăмах нумай тăрăшнă. Çавăн пекех Владимир Яковлевич «Страницы истории деревни Старый Сундырь» /2012 ç./, «Выпускники Батыревского педучилища в школах Комсомольского района» /2016 ç./ кĕнекесен авторĕсен йышĕнче те.
Халăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тунăшăн В.Григорьева 2005 çулта «Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», 2001 çулта «Халăх академикĕ» хисеплĕ ятсем панă. Унăн кăкăрне «Хисеп Палли», Николай Васильевич Никольский ячĕллĕ орденсем, «Ĕçри паттăрлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа», «1941—1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» тата ытти нумай медальсемпе паллăсем илемлетеççĕ. Пултаруллă пулнăшăн вăл тĕрлĕ çулсенче ВЛКСМ Центральнăй Комитечĕн, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн, Раççей Архив службин Хисеп грамотисене, чылай Тав хутне тивĕçнĕ. Чи лайăх награда уншăн халăх хисеплени, пахатарлă ĕç тунăшăн тав сăмахĕ калани. Таврапĕлÿçĕсем паян пурăнакансемшĕн çеç мар пулас ăрушăн та питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тăваççĕ. Вĕсен тăрăшулăхĕпе манăçа юлнă документсем чĕрĕлсе тăрса халăх куçĕ умне тухаççĕ.
В.Я.Григорьев кăçал 90 çул тултарчĕ. Ăна çирĕп сывлăх сунса малашне те тĕпчев ĕçĕнче ăнăçу сунатпăр. Район çыннисем вăл тунă пархатарлă ĕçсене яланах асра тытасса шанатпăр.
Ю.ГАВРИЛОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *