Понедельник, 13 мая

Çуркунне çывхарса пырать

Çуркунне çывхарса пырать

Уй-хир юр айĕнче тĕлĕрнĕ вăхăтра, хĕрÿ ĕçсем пуçланиччен районти ял хуçалĕх предприятийĕсенче отчетлă, отчетпа суйлав пухăвĕсем ирттереççĕ. Çитес çуракине хатĕрленес енĕпе те тăрăшаççĕ.
Чылай хуçалăхра акмалли вăрлăха кирлĕ кондицие çитерес тĕлĕшпе кĕркуннех хатĕрленме пуçланă, хĕл кунĕсенче те çак ĕç чарăнман. Паха вăрлăх пысăк тухăç никĕсĕ теççĕ. Çак чăнлăха ăнланса хуçалăхсем пысăк репродукциллĕ элита сортлă вăрлăхсем туянассипе те ĕçлеççĕ.
Çĕр пулăхлăхĕ пирки те пысăк тимлĕх уйăрни палăрать. Иртнĕ кĕркунне чылай çĕрте хире тислĕк кăларас тĕлĕшпе япăх мар ĕçленине палăртмалла. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем хальлĕхе 328 тонна минераллă удобренисем илсе килнĕ. Ку енĕпе малалла ĕçлеççĕ.
Паянхи кун хуçалăхсемшĕн машинăпа трактор паркĕнчи техника шайĕ мĕнле пулни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Уй-хир ĕçĕсем хальхи вăхăтра йăлтах вĕсем çине тиенеççĕ. Иртнĕ çул районти хуçалăхсем çăмăллăхсемпе усă курса чылай техника хатĕрĕ туянма пултарчĕç. Мĕн пуррине çурхи ака-суха ĕçĕсенче усă курма хатĕрлеме пуçлама та вăхăт. Эпир нумаях пулмасть «Луч», «Урожай», «Рассвет» хуçалăхсенче пултăмăр та, унта çак енĕпе ĕçлеме тытăннă. Мартăн 24-мĕшĕнчен тракторсен техника тĕрĕслевĕсем пуçланмалла.
Пĕр енчен пăхсан юр кайса пĕтсе çĕр пулса çитиччен вăхăт чылай пек. Анчах та кунсем сисĕнмесĕрех иртеççĕ. Çавăнпа та паян пурнăçлама май пур ĕçсене ырана хăвармасĕр çуракине хатĕрленме пуçламалла.

Р.БАСНИКОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *