Общество

Тӳрӗ лини пулать

Тӳрӗ лини пулать

Апрелӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӳрӗ лини ирттерет. Вӑл 11.00 сехетре пуҫланать.  Ыйтусене маларах Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ яма юрать. Эфир иртнӗ чухне вара трансляци чатне ҫырма е 8(8352)56-51-00 номерпе шӑнкӑравласа ыйту пама  пулать. Тӳрӗ линин трансляцийӗ «ВКонтакте» социаллӑ сетьри «Чувашская Республика» ушкӑнра, Чӑваш наци телекуравӗн, ЮТВ эфирӗнче тата Наци радиовӗнче иртет.

Ярмӑркка иртет

«Единая Россия» партин «Моя карьера» проекчӗпе килӗшӳллӗн ӗҫпе тивӗҫтерекенсен Пӗтӗм Раҫҫейри ярмӑрккин регионти тапхӑрӗ пулать. Вӑл  апрелӗн 17-мӗшӗнче «Работа в России» кадрсен центрӗнче иртет.  Ӗҫпе тивӗҫтерекенсем, ӗҫ шыракансем пирӗн пата ҫитсе ярмӑрккана хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӑл 8.30 сехетре пуҫланать.  Адрес:  Комсомольски сали,  Завод урамӗ,  29-мӗш ҫурт. Ыйтса пӗлмелли телефон: 8(83539) 5-13-79. Екатерина Жукова.
Ҫемье фестивальне хутшӑнаҫҫӗ

Ҫемье фестивальне хутшӑнаҫҫӗ

Комсомольскинчи Сорокинсем Раҫҫей шайӗнче иртекен «Крылья детства» ҫемье фестивальне хутшӑнма заявка тӑратнӑ. Фестивале Раҫҫейри ачасен тата ҫамрӑксен центрӗ йӗркелет. Конкурса иккӗмӗш класра вӗренекенсем — «Орлята России» программӑн чи активлӑ хастарӗсем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсем хушшинче чи маттуррисене суйласа илсе Пӗтӗм Раҫҫейри фестивале йыхравлаҫҫӗ. Вӑл августӑн 5—9-мӗшӗсенче иртет. Сорокинсем% ҫемье пуҫӗ Радислав, унӑн мӑшӑрӗ Ольга тата хӗрӗ Ульяна — чӑн-чӑн команда. Вӗсем фестиваль шайӗнче кӑткӑс, анчах та питӗ интереслӗ икӗ задание пурнӑҫлама та ӗлкӗрнӗ. Унта вӗсем хӑйсем мӗнпе интересленни, ҫемьери хаклӑхсем тата пӗрлехи проектсем ҫинчен каласа панӑ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче 2-мӗш «б» класра пӗлӳ илекен Ульяна Сорокина фестивале Мускава й
Туслӑ, килӗшӳллӗ мӑшӑр

Туслӑ, килӗшӳллӗ мӑшӑр

Кӑҫал Раҫҫейре Халӑхсен пӗрлӗхӗн, Чӑваш республикинче Халӑхсен туслӑхӗн, округра Халӑхсен килӗшӗвӗн ҫулталӑкӗсем тесе палӑртнӑ. Ҫакӑ ахальтен мар, паллах. Пирӗн ҫӗршывра, ҫавӑн пекех хамӑр тӑрӑхра та тӗрлӗ халӑх ывӑл-хӗрӗ ӗмӗрсем хушши туслӑн килӗштерсе пурӑнать, ӗҫлет, савӑнать. Тӗрлӗ наци ҫыннисем пӗрлешсе ҫемье чӑмӑртаҫҫӗ, нумай ҫул килӗштерсе телейлӗн пурӑнаҫҫӗ. Эпӗ Ҫӗнӗ Шӑхранта пурӑнакан Ильинсен ҫемйи пирки каласа парасшӑн. Чӑваш халӑхӗн ывӑлӗпе казах хӗрӗ официаллӑ йӗркепе ҫемье ҫавӑрнӑранпа кӑҫал 55 ҫул ҫитрӗ. Николай Комсомольскинче вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн 1965 ҫулта Казахстанри Караганда облаҫне тухса кайнӑ. Унта вӑл вӗренсе слесарь-сантехник профессине алла илнӗ. Ун хыҫҫӑн Павлодар хулинчех юлать, хӑйӗн специальноҫӗпе ӗҫлеме пуҫлать. Кунтанах салтак тумӗ тӑхӑнать. Унӑн сл
Ҫамрӑк специалистсене пулӑшса пыраҫҫӗ

Ҫамрӑк специалистсене пулӑшса пыраҫҫӗ

Республикӑра сывлӑх сыхлавӗнчи наставничествӑн «Путь профессионала» проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫамрӑк специалистсене вӗрентес тата пулӑшса пырас енӗпе ӗҫсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Тин ҫеҫ медицинӑра пӗрремӗш утӑм тӑвакансемшӗн професси пурнӑҫне хӑнӑхасси ҫӑмӑлах мар пулма пултарать. Ҫакӑн пек чухне шӑпах наставник йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшать те. Комсомольски тӗп больницинче наставничество йӑлисем тахҫантанпах вӑйра. Унта опытлӑ специалистсем ҫамрӑк ӗҫтешӗсене ӗҫ вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарнисӗр пуҫне хӑйсене шанчӑклӑн туйма пулӑшаҫҫӗ.  «Наставничество вӑл — куҫа курӑнман, анчах та питӗ вӑйлӑ пулӑшу. Вӑл ҫамрӑк специалиста хӑйне тата хӑйӗн пӗлӗвӗсене шанма вӗрентет, — тет хирурги уйрӑмӗн аслӑ медицина сестри Людмила Владимирова. — Вӑл клиника шухӑшлавне аталантарма, пациентсемпе тата вӗсен

Ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ чухне асӑрханӑр!

Юр ирӗлнӗ май пахчара мӗн те пулин ҫунтарнӑ чухне пушар тухас хӑрушлӑх ӳсет. Ҫавӑнпа хӑрушсӑрлӑх йӗркисем пирки тепӗр хутчен аса илтеретпӗр. Пахчара ҫӳп-ҫап е мӗн те пулин ҫунтарма шухӑшларӑр пулсан 30 сантиметртан кая мар тарӑнӑш шӑтӑк чавмалла. Диаметрӗ 1 метртан ытларах пулмалла мар. Ҫӳп-ҫапа тимӗр виткӗчпе хупӑнакан тимӗр пичкере (калӑпӑшӗ 1 кубла метртан пысӑкрах ан пултӑр) ҫунтарма та юрать. Ҫулӑма кил-ҫуртран, ытти хуралтӑран сахалтан та 50 метр аякра чӗртмелле. Ҫав вырӑна малтан 10 метр радиус чухлӗ хӑрӑк туратран, типӗ курӑкран, ҫӳп-ҫапран тасатмалла. Паллах, пушар сӳнтермелли хатӗрсем алӑ айӗнчех пулмалла (огнетушитель, шыв, кӗреҫе). Тата ҫакна ан манӑр: уҫӑ вырӑнта ҫунакан ҫулӑма пӑхмасӑр хӑвармалла мар! Астӑвӑр: торфлӑ тӑпра ҫинче, пушара хирӗҫле режим вӑйра пулсан, ҫил вӑй
Марковсем тата «Правда» колхоз

Марковсем тата «Правда» колхоз

Документсем тӑрӑх 1931 ҫулхи мартӑн 23-мӗшӗ тӗлне «Правда» колхозра 13 хуҫалӑх  шутланнӑ: И.М.Марков хуҫалӑхӗнчен — 2 ҫын, Е.В.Владимировӑн — 5 ҫын, Ф.С.Башкировӑн — 7 ҫын, И.Конторскин — 7 ҫын, О.Ф.Осиповӑн — 8 ҫын, И.Б.Борисовӑн — 1 ҫын, П.С. Ясмуковӑн — 4 ҫын, И.И.Ильинӑн — 3 ҫын, Ф.А.Андюкинӑн — 3 ҫын, Г.Конторскин — 2 ҫын, Д.Н.Мельдинӑн — 6 ҫын, П.Д.Мельдинӑн — 3 ҫын, Ф.Е.Красновӑн — 8 ҫын. Колхоза аталанма малтанхи ҫулсенче ҫӑмӑлах килмен. Уйрӑм хуҫалӑх тытакансем колхозниксене курайман, мӗн май килнӗ таран ура хума  тӑрӑшнӑ. Ялти ҫивӗч ыйтусене колхоз пухӑвӗсенче сӳтсе явнӑ. Вӗсенче пушар лашисем тытса хурал йӗркелес, лавкка тӑвас, «Трактор» акцие хутшӑнса укҫа-тенкӗ пуҫтарас, ҫӗр йӗркелӳ тата ытти нумай ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Ҫӗр ыйтӑвӗсене татса панӑ чухне уйрӑм хуҫалӑх
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли). Хаҫат тусӗсем йышланнӑ, тираж ӳснӗ  «Колхозсем пӗрлешсе тӑвакан мӑйракаллӑ шултра выльӑх ӗрчетекен комплекс — районта чи пысӑккисенчен пӗри. Ӑна тума пуҫланӑранпа часах тӑватӑ ҫул ҫитет. Кунти ӗҫсем пирки хаҫатра чылай статьясем пичетленчӗҫ. Кӑҫал «Октябрь ялавӗ» хаҫат комплексра ятарласа штаб йӗркелерӗ. Малашне эпир хаҫатра тӑтӑшах кунти ӗҫсемпе унӑн пуласлӑх планӗсем тата комплексри ҫынсем ҫинчен ҫырса тӑма пуҫлатпӑр» (1977 ҫулхи декабрӗн 8-мӗшӗ). Ҫав номертех «Комплексри ӳкерчӗксем»  статья пичетленнӗ. «Силос хывмалли тӑватӑ ҫӳллӗ башня аякранах куҫа илӗртет. Пӑрусене усрамалли корпус, котельнӑй тата ытти объектсенче юлашки ӗҫсем пыраҫҫӗ. Ӑшӑ парса тӑракан трасса та паян-ыран хатӗр пулмалла. Комплекс валли тӗрлӗ оборудованисем килсех тӑраҫҫӗ. Часах ҫӗнӗ строй

Вăрланă юратăвăн хакĕ

(Малалли).  Пурнăç малалла шунă май тупăнман япаласем те манăçа тухнăччĕ ĕнтĕ. Вунпилĕк çулхи вăрттăнлăх пĕтĕмпех çиеле тухрĕ. Мунча умĕнче ларакан упăшкин аттине курсан пĕтĕмпех ăнланчĕ. Кашкăр пек уласа кăшкăрас килчĕ хĕрарăмăн, пичĕ тăрăх куççуль шăпăртатрĕ. Чĕри çĕçĕпе тирнĕн тӳсме çук ыратса кайрĕ. Çапах та хăйне вăхăтра алла илме пултарчĕ. Куççульне шăлса ачисем енне çаврăнса тăчĕ. Часах аллине пысăк папка тытнă паçăрхи хĕрарăм тухрĕ. «Ĕненместĕр пулсан вулама пултаратăр», — терĕ хучĕсене Нина Петровнăна тăсса парса. Виççĕшĕ те айккинелле кайса вулама пуçларĕç. Документпа паллашнă хыççăн Нина Петровнăн çак вырăнта пĕр самант та тытăнса тăрас килмерĕ. Хĕрĕпе кĕрӳшĕ умĕнче те мĕскĕннĕн курăнас темерĕ. 30 çул пĕрле пурăннă упăшки ултавçă, икĕ питлĕ, путсĕр çын пулнине
Хастар ӗҫченсене – награда

Хастар ӗҫченсене – награда

Ҫак кунсенче республикӑра агропромышленноҫ комплексӗнче тӑрӑшакансемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприяти иртнӗ. ЧР Ял хуҫалӑх министерствин Коллегийӗ, агропромышленноҫ комплексӗн ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Правительство комиссийӗ тата Аслӑ экономика совечӗ пӗрле пуҫтарӑнса канашланӑ. Ку тӗлпулура регионти ял хуҫалӑхне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывакансене чысланӑ. Пирӗн ентешсем — «Искра» колхоз председателӗ Александр Зайцев,  «Рассвет» ЯХПК ӗҫченӗ Ирина Краснова, «Слава картофелю»  ООО генеральнӑй директорӗ Хасиятулла Идиатуллин   сумлӑ наградӑсене тивӗҫнӗ. Вӗсене ҫак ятпа чӗререн саламлатпӑр.
Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ

Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ

«Слава картофелю» агрофирмӑн генеральнӑй директорӗ Хасиятулла Идиатуллин «Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑх тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Ҫакӑн ҫинчен калакан указа Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ. Ҫак кунсенче вара  Хасиятулла Идиатуллина Хусанти Пӗтӗм Раҫҫейри предпринимательсен канашлӑвӗнче  Тутарстан республикин Президенчӗ Рустам Минниханов  «За доблестный труд» медальпе чысланӑ. Хасиятулла Семигуллович 1965 ҫулта Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче ҫуралнӑ. Шкул хыҫҫӑн Хусанти патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ, унтан салтак атти тӑхӑннӑ. 1988 ҫулта Тукай тӗп шкулӗнче учительте ӗҫлеме пуҫланӑ, 1990—2001 ҫулсенче Чӗчкен тӗп шкулӗн директорӗнче вӑй хунӑ. Унтан вара «Слава картофелю» агрофирмӑра ӗҫ тӑвакан директорта тӑрӑшма пикеннӗ. 2004 ҫулта
Патшалӑх программисене пӗтӗмлетнӗ

Патшалӑх программисене пӗтӗмлетнӗ

Нумаях пулмасть Чӑваш Республикин Аслӑ экономика канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта пирӗн округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин хутшӑнчӗ. Ларура патшалӑх программисене мӗнле пурнӑҫа кӗртсе пынине сӳтсе яврӗҫ, малашнехи тӗллевсене палӑртрӗҫ. Тӗп ыйтусенчен пӗри республикӑри район хаҫачӗсен аталанӑвӗпе ҫыхӑнчӗ. Ларура ҫавӑн пекех транспорт тата спорт аталанӑвне те сӳтсе яврӗҫ. Республика шайӗнче тунӑ йышӑнусем, паллах, округ пурнӑҫӗ ҫине те витӗм кӳрӗҫ. «Аслӑ экономика канашӗнче эпир виҫӗ патшалӑх программин — цифровизаци, транспорт тата спорт — кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетрӗмӗр. Кашни енпех ҫирӗп тӗллевсене тата йышӑнусене палӑртрӑм.  Медиахолдинг. Пирӗн тӗллев — район хаҫачӗсене, вӗсен кашни муниципалитетра пурӑнакансем палласа илекен бренчӗсене упраса хӑварасси тата аталантарасси. Ҫав вӑхӑтрах эпир редакцис
Чи тутлӑ пӗҫерекенсене палӑртрӗҫ

Чи тутлӑ пӗҫерекенсене палӑртрӗҫ

Комсомольски райповӗн никӗсӗ ҫинче апрелӗн 2-мӗшӗнче пысӑк мероприяти иртрӗ. Кунта республикӑри потребсоюзӑн 15 предприятийӗ чи лайӑх ҫӑкӑр-булка пӗҫерекенсен конкурсне хутшӑнчӗ.  Пухӑннисене округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, райпо Канашӗн председателӗ Светлана Грачева, Чӑвашпотребсоюз правленийӗн председателӗн ҫумӗ Андрей Данилов саламларӗҫ. Жюри членӗсем чи тутлӑ хура, шурӑ ҫӑкӑр тата техӗмлӗ булка пӗҫерекенсене палӑртрӗҫ, кашни продукцие хакларӗҫ. Конкурс пирӗн потребкоопераци ӗҫченӗсем мӗн тери тутлӑ та паха продукци пӗҫерме пӗлнине кӑтартса пачӗ.  Ҫавӑн пекех пирӗн округа килсе ҫитнӗ делегаци «Хлебозавод» ООО ӗҫӗпе паллашрӗ, «Торговый дом» суту-илӳ ҫуртне  ҫитсе курчӗ. «Точка вкуса» тата «Хлебушко» павильонсенчи продукципе те пурте  интересленсех паллашрӗҫ.
Кандидатурӑна ырланӑ

Кандидатурӑна ырланӑ

Дмитрий Медведев «Единая Россия» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн секретарӗн должноҫне ЧР Правительство Председателӗн Сергей Артамоновӑн кандидатурине ырласа йышӑннӑ. Сергей Артамонов партире 2012 ҫултанпа, 2017 ҫултан пуҫласа вӑл «Российское село» партпроектӑн регионти координаторӗ пулса тӑрӑшать. «Ҫӗнӗ вырӑнта та вӑл «Единая Россия» партин Чӑваш Республикинчи ӗҫне пысӑк тӳпе хывасса, партин федераллӑ тата регионаллӑ проекчӗсене пурнӑҫа кӗртес тесе нумай ӗҫ тӑвасса шансах тӑратӑп», — уҫнӑ шухӑшне Дмитрий Медведев ЧР премьер-министрӗпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн. Вӑл ҫавӑн пекех регионӑн аграри потенциалне аталантарса пымалли ҫинчен те каланӑ.   
Округ ҫыннисен савӑнӑҫӗ — ҫӗнӗ храм

Округ ҫыннисен савӑнӑҫӗ — ҫӗнӗ храм

Мартӑн 28-мӗшӗнче округри православи тӗнне ӗненекенсемшӗн паллӑ пулӑм пулса иртрӗ — Шурутри Ивер Турӑ Амӑшӗн мӑнастирӗнчи ҫӗнӗ храма сӑвапларӗҫ. Ку ӗҫе Канаш епархийӗн ертӳҫи, Канаш тата Беловолжск епископӗ Стефан пурнӑҫларӗ. Вӑлах тин сӑвапланӑ храмра пӗрремӗш литургине ирттерчӗ. Комсомольски  округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин уяв службине хутшӑнчӗ, паллӑ кунпа пуҫтарӑннисене саламларӗ. Вӑл храм  ял ҫыннисемшӗн питӗ кирлӗ пулнине палӑртрӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие III округӑн благочиннӑйӗ, Комсомольскинчи «Вознесения Господня» храм настоятелӗ Сергий Скворцов иерей, Аслӑ Чурачӑкри храм настоятелӗ Георгий Левшин протоиерей, мӑнастирь настоятельници Кирилла игумения, клирик Георгий Полищук протоиерей тата ытти тӗн ҫыннисем, ҫавӑн пекех Шурут территори уйрӑмӗнче, ҫывӑхри ялсенче пур
Пулӑшу —  салтаксене валли

Пулӑшу —  салтаксене валли

Мӑнкун уявӗ ҫывхарса пынине кура Комсомольскинчи «Колосок» ача садӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене пулӑшу кӳрес тӗллевпе ыркӑмӑллӑх акцийӗ иртрӗ. Ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ тата воспитательсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарчӗҫ. Кӗрпесем, тӗрлӗрен пахча ҫимӗҫ, чей-кофе тата куллен кирлӗ япаласем пуҫтарас ӗҫре кашниех активлӑ пулчӗ. Унсӑр пуҫне ачасем Раҫҫей шайӗнче иртекен «Салтак валли ҫыру» акцие хутшӑнса пирӗн хӳтӗлевҫӗсем валли хӑйсен аллисемпе открыткӑсем ӑсталанӑ. Вӗсем салтаксене ҫывхарса килекен Мӑнкунпа саламласа хӑйсен ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланӑшӑн тав тунӑ, хӑвӑртрах киле ҫӗнтерӳпе таврӑнма суннӑ. Ачасем хатӗрленӗ саламлӑ ҫырусем тӑван ҫӗртен аякри салтаксен чун-чӗрине ӑшӑтӗҫ, килӗсенче чӑтӑмсӑррӑн кӗтнине аса илтерӗҫ. Палӑрт
Шкулта музейра пулчӗҫ, мӗн курнипе кӑмӑллӑ юлчӗҫ

Шкулта музейра пулчӗҫ, мӗн курнипе кӑмӑллӑ юлчӗҫ

Чи малтанах вӗсем Хирти Явӑш вӑтам шкулне ҫитсе курчӗҫ. Вӗсене шкул директорӗ Н.Г.Ильин, вӗренекенсем, Элпуҫ территори уйрӑмӗн начальникӗ Р.Ф.Асеинов кӗтсе илчӗҫ. Николай Георгиевич кӗскен шкул ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. Ветерансем шкулти классемпе интересленсех паллашрӗҫ. Предмет кабинечӗсене кӗрсен кунта ачасене тарӑн пӗлӳ илмелли, тавракурӑмне аталантармалли  пур майсем те ҫителӗклӗ пулнинчен тӗлӗнчӗҫ те. Вӗсенчен кашниех хӑйсем вӗреннӗ вӑхӑтсене те аса илчӗ пулӗ. Унтанпа чылай ҫул иртнӗ пулсан та ачалӑх, шкул вӗсен асӗнчех юлнӑ. Вӑл вӑхӑтсенчен паянхи шкулсем ҫӗрпе пӗлӗт пек уйрӑлса тӑраҫҫӗ. 40—60 ҫул каялла классене кӑмакасемпе хутса ӑшӑтнӑ. Шартлама сивӗре пӳлӗмсенче хӗн пулнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче хут-кӑранташ енӗпе те йывӑрлӑхсем пулнӑ. Паян ачасем ҫутӑ та таса, ӑшӑ классенче
Ырӑ ӗҫ ҫӗре ӳкмест

Ырӑ ӗҫ ҫӗре ӳкмест

Паян ҫамрӑксем пирки тӗрлӗрен калаҫнине илтме пулать. Хурласа сӑмахлакансем те пур. Манӑн вӗсем пирки сив сӑмах калас килмест. Ачасем мӗнле ҫитӗнесси чи малтанах ҫемьерен килет тесе шутлатӑп. Ашшӗ-амӑшӗ тӗрӗс воспитани пама пултарсан ҫамрӑксем ырӑ кӑмӑллӑ  ҫынсем пулса ҫитӗнеҫҫӗ. Паянхи ачасем хушшинче те ӗҫчен, ырӑ шухӑшлисем  чылай. Эпӗ урана хуҫнипе чылай вӑхӑт больницӑра выртрӑм. Хӗлле кӑҫал юр нумай ҫуса кил-ҫурт таврашне тултарса лартрӗ. Хам ӗҫлейместӗп. Пулӑшу ыйтса Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн директорне И.А.Соловьевӑна шӑнкӑравларӑм. Вӑл мана «Единая Россия» партин «Молодая гвардия» уйрӑмӗн  округри ертӳҫипе В.Н.Кокоревпа калаҫса пӑхма  сӗнчӗ. Эпӗ ҫапла турӑм та. Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, Ярослав Григорьевпа Иван Чернов килчӗҫ. Ун хыҫҫӑн кӗреҫе йӑтнӑ хӗра

Юр ирӗлет, ҫӳп-ҫап ҫиеле тухать

Ҫанталӑк ӑшӑтса пынӑҫемӗн юр ирӗлсех пырать. Хӗвел хытӑрах хӗртекен вырӑнсем, ҫул айккисем, ҫырма хӗррисем хуралчӗҫ. Юр айӗнчен пӗлтӗр кӗркунне юлнӑ, хӗлӗпе пуҫтарӑннӑ тасамарлӑх тухать.  Уйрӑмах  ялсенчи ҫӳп-ҫап пуҫтармалли контейнерсен ҫывӑхӗсене пӑхма хӑрушӑ. Вӗсем патӗнчи йӗркесӗрлӗхе юр ҫуса пытарса пычӗ пулсан, халӗ пурте куҫ умне тухрӗ. Хаҫатра та темиҫе хутчен ҫырсан та, ялти пухусенче  тӑтӑшах калаҫсан та вӗсем патӗнчи тирпейлӗхе тытса пымастпӑр. Контейнерсем тулсан та вӗсен ҫывӑхне кил-ҫуртри йӑла каяшӗсене тултарнӑ пакетсем лартса хӑваратпӑр, контейнерсене тӳпелесе тултаратпӑр. Вӗсене  йыт-качка сӗтӗрет, ҫурса унти ҫӳп-ҫапа тавралӑха сапалать. Илсе килсе пӑрахнӑ, кайран  кирек мӗнле пултӑр, алран кайтӑр ҫеҫ текен шухӑшран писейместпӗр. Вӑл контейнерс
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли). Хаҫат тусӗсем йышланнӑ, тираж ӳснӗ Хаҫат редакцийӗ вулакансем валли тӗрлӗ конкурссемпе викторинӑсем те йӗркелеме тӑрӑшнӑ. 1970 ҫулта «Ҫӗнтерӗве — чӗрӗк ӗмӗр» девизпа иртернӗ ялкорсен творчество конкурсне  Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн пӗтӗмлетнӗ. «Итогсем туса, жюри пӗрремӗш премие никама та памалла мар тесе йышӑнчӗ. Иккӗмӗш премие А.Артюшкин ялкор «Пилӗк юплӗ ҫӑлтӑрсем  йӑлкӑшаҫҫӗ» тата  «Десантник» очерксемшӗн илме тивӗҫлӗ пулчӗ. Ҫавӑн пекех иккӗмӗш премине «Умра — Будапешт» тата «Паттӑрлӑх ҫулӗпе» корреспонденцисемшӗн Б.Кокорев ялкора панӑ. Виҫҫӗмӗш премисене А.Можаевпа Н.Галкин ялкорсем илме тивӗҫ пулчӗҫ» (1970 ҫулхи майӑн 9-мӗшӗ). 1970 ҫулта В.И.Ленин ҫуралнӑранпа  100 ҫул ҫитнине анлӑн паллӑ тунӑ. Юбилей умӗн, паллах, анлӑ социализмла ӑмӑртусем йӗркеленӗ.
Тӗп тема – ачасен пуласлӑхӗ

Тӗп тема – ачасен пуласлӑхӗ

Мартӑн 25-мӗшӗнче Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата  унӑн команди Чулхулара иртнӗ «Единая Россия» — «Есть результат!» форума хутшӑннӑ. Тӗп тема — ачасем тата ҫамрӑксем.  «Тӗп тимлӗхре — ачасем тата ҫамрӑксем. Маларах вара республикӑра партин Халӑх программине пӗтӗмлетрӗмӗр. Халӑх программинче — ҫынсем ялсемпе хуласенче ырӑ улшӑну пуласса кӗтекен йышӑнусем. Вӗсем пурте Халӑх программине кӗччӗр тесе  вӗсене федераллӑ площадкӑна тӑрататпӑр.  «Единая Россия» — «Есть результат!» форум конкретлӑ йышӑнусемпе тата халӑх валли тӑвакан ырӑ улшӑнусемпе ҫыхӑннӑ. Тӗп тема — ачасен малашлӑхӗ, Халӑх программине кӗрекен  «Ҫамрӑксем тата ачасем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн вӗсен потенциалне, талантне аталантарма  пулӑшасси. Ку тӗлӗшпе Чӑваш Енӗн курӑмлӑ кӑтартусем пур. Иртнӗ ҫул 3,3 пин ача  виҫ
Тӗллевсем паллӑ, ӗҫсем курӑмлӑ

Тӗллевсем паллӑ, ӗҫсем курӑмлӑ

Мартӑн 26-мӗшӗнче Чӑваш Республикин министрсен Кабинечӗн председателӗ Сергей Артамонов Патшалӑх Канашне  Правительствӑн 2025 ҫулхи ӗҫ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. Чи малтанах вӑл пуҫарусене пурнӑҫа кӗртме пулӑшнӑшӑн, конструктивлӑ сӗнӳсем панӑшӑн депутатсене тав тунӑ. «2025 ҫулхи пӗтӗм ӗҫе РФ Президенчӗ палӑртнӑ тӗллевсене тӗпе хурса, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев лартнӑ ыйтусене шута илсе  пурнӑҫланӑ. Пуҫламӑшӗ пур, ресурссем хатӗр, ӑҫталла утмалли паллӑ — Правительство шӑпах ҫакна тӗпе хурса малаллахи ӗҫсене палӑртать», — тенӗ Сергей Артамонов. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене  пулӑшасси тӗпре пулнине асӑннӑ премьер-министр. Ҫак тӗллевпе пӗлтӗр 10,7 млрд тенкӗ уйӑрнӑ. 2024 ҫулхинчен 3 хут пысӑкрах. Пулӑшу мерисен шучӗ 50 яхӑн, 37-шӗ регион шайӗнче.  Кӑҫа
Техника юсавлӑ та хатӗр пултӑр

Техника юсавлӑ та хатӗр пултӑр

Ҫанталӑк кунсерен ӑшӑтса пырать. Пысӑк юр куписем те куҫ умӗнчех чакаҫҫӗ. Кӗҫех хирсем те «ыйхӑран» вӑранӗҫ. Ҫӗр ӗҫченӗшӗн хӗрӳ вӑхӑтсем пуҫланасси те аякра мар. Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ҫитес ҫуракине хатӗрленес ӗҫсем пуҫланнӑ ӗнтӗ. Механизаторсем халӗ пикенсех хӑйсене шанса панӑ тракторсене техника тӗрӗслевӗ витӗр кӑларма хатӗрлеҫҫӗ. Мартӑн 23-мӗшӗнче «Слава картофелю» тата «Комсомольские овощи» агрофирмӑсенче ӗҫлекен механизаторсем тракторӗсене тӗрӗслеве тӑратрӗҫ. Техника тӗрӗслевӗ округра темиҫе ҫул ӗнтӗ ҫак хуҫалӑхсенчен пуҫланать. Ку ахальтен мар. Вӗсенче техника ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Тракторсене тухӑҫлӑ ӗҫлеттернипе пӗрлех вӗсен управлӑхӗ ҫинчен те манмаҫҫӗ. Машинӑпа техника паркне те май килнӗ таран ҫӗнетеҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра анчах хӑватлӑ икӗ ҫӗнӗ трактор туян

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать

Ҫанталӑк кунран-кун ӑшӑтса пырса ҫӗр ӗҫченӗсене ҫураки ҫывхарса пынине систерет. Пирӗн округ ял хуҫалӑхӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ май, унта пурӑнакансемшӗн ӑна пахалӑхлӑ ирттересси пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ытларикун округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче иртнӗ  агроинженери конференцийӗнче те калаҫу хӗрӳ тапхӑра тивӗҫлӗн хатӗрленсе кирлӗ шайра ирттерсе ярасси пирки пулчӗ. Ку мероприятие  ертсе пынӑ май округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин ака-суха ӗҫӗ яваплӑ тапхӑр пулнине, ун умӗн тӗрлӗ шайри специалистсен сӑмахӗсене итлесе пӗр-пӗрин шухӑшне пӗлни, сӗнӳсемпе канашсене шута илни, кӑткӑс ыйтусене пӗрле сӳтсе явни вырӑнлӑ пулнине палӑртрӗ. Конференци ӗҫне округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ, ял хуҫалӑх, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗ Ф.Ф. Зейнетдинов  хутшӑнчӗ, ертӳҫӗсемпе специа
Йӑлтах ҫӗнтерӳ валли

Йӑлтах ҫӗнтерӳ валли

Ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешсем тӑван ҫӗртен килекен гуманитари пулӑшӑвне яланах чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Ҫавна май округра пурӑнакансем час-часах ҫакӑн пек пулӑшусем пуҫтарса хӗрӳ ҫапӑҫусем пыракан вырӑнсене ӑсатаҫҫӗ. Ҫак кунсенче «Пограничниксен союзӗн» Комсомольскинчи уйрӑмӗ йӗркеленипе черетлӗ машина ҫула тухнӑ. Гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарас ӗҫре Тукай Мишер ялӗнче пурӑнакансем, ветеран-пограничниксем тата пирӗн округри «Своих не бросаем» ушкӑн уйрӑмах хастар пулнӑ. Пӗрле тӑрӑшса вӗсем пирӗн хӳтӗлевҫӗсене валли дизель генераторӗсем, инструментсем, строительство оборудованийӗ, йӑлара усӑ курмалли техника хатӗрӗсем, маскировка сеткисем, ӑшӑ тумтир тата апат-ҫимӗҫ пуҫтарса панӑ. Гуманитари пулӑшӑвӗнчи кашни япала пирӗн шанчӑклӑ тыла сӑнлать, ентешсене ҫӗнтерӳпе каялла кӗтнине ӗнентерет.
Хӑйсен ӗҫне уҫма пулӑшаҫҫӗ

Хӑйсен ӗҫне уҫма пулӑшаҫҫӗ

Апрелӗн 20—24-мӗшӗсенче Чӑваш Енре федераци шайӗнчи «СВОй бизнес» вӗренӳ программи пурнӑҫа кӗрет. Ку вӑл — ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсем тата вӗсен ҫемйисем валли малалла утӑм тума пулӑшакан тӳлевсӗр интенсив. Вӑл хӑйсен ӗҫне уҫас е ӑна ҫӳллӗрех шая кӑларас текенсем валли уйрӑмах интереслӗ пулӗ. 5 кун хушшинче программӑна хутшӑнакансем бизнес ҫинчен ытларах пӗлӗҫ, патшалӑх паянхи кун мӗнле пулӑшу панипе тӗплӗнрех паллашӗҫ, хӑйсен бизнес-планне те тума пултарӗҫ. Экспертсемпе наставниксем пуҫри шухӑшсене проект евӗр йӗркелеме пулӑшӗҫ. Ҫак программа пирӗн нумай ентеше хӑйсен ӗҫне уҫма пулӑшнӑ «СВОи в бизнесе» пуҫарӑвӑн тӑсӑмӗ пулса тӑрать. Унта хутшӑнас текенсен мсп.рф сайт урлӑ заявка тӑратмалла.
Ташши-ташши, ял ачисен ташши

Ташши-ташши, ял ачисен ташши

Пур пысӑк юханшыв та пӗчӗк ҫӑлкуҫсенчен пуҫланать. Ҫынри пултарулӑх та мӗн пӗчӗкрен тытӑнать, майпен аталанса пырать. Комсомольскинчи ача-пӑча искусствисен шкулӗ ҫакна шута илсе ҫулсеренех округри ачасен «Сельский перепляс» хореографи творчествин  конкурсне ирттерессине йӑлана кӗртнӗ. Кӑҫал та вӑл Комсомольскинчи культура ҫуртне юрра-ташша юратакан чылай ачана пуҫтарнӑ. Ҫак кун 3 ҫулти ачасенчен пуҫласа 15 ҫула ҫитичченхисем сцена ҫине тухса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма пултарнӑ. Округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин пуҫтарӑннисене саламланӑ май, ҫамрӑк артистсене творчествӑлла ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу суннӑ. Чылайӑшӗшӗн ку конкурс творчествӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тухмалли пӗрремӗш утӑм пулнине палӑртнӑ. Сцена ҫине тухакансен пултарулӑхне сумлӑ жюри Т.Е.Иванова, Т.В.Макарова, Г.М.Перьев сӑнаса, тӗрл
Педагогсен династийӗ – 330 ҫул ытла

Педагогсен династийӗ – 330 ҫул ытла

Пирӗн педагогсен династийӗ 1943 ҫулта асаннен йӑмӑкӗнчен Таисия Давыдовна Казаковаран (Акчурина) пуҫланса кайнӑ. Вӑл 1922 ҫулта Хирти Шӑхасан ялӗнче ҫуралнӑ, ҫемьере чи кӗҫӗнни пулнӑ. Ҫемье йывӑр пурнӑҫпа пурӑннӑ, выҫлӑхне те, сивве те чӑтса ирттернӗ. Ҫурчӗ пушарта ҫунса кайсан пӗр хушӑ кӳршисем, тӑванӗсем патӗнче пурӑннӑ. Ҫапах йывӑрлӑхсем ҫемьене ҫапса хуҫайман, пиҫӗхтернӗ, ҫирӗплетнӗ ҫеҫ.  Таисия хӑйӗн тантӑшӗсемпе пӗрле ялти шкула пӗтернӗ. Унтан учитель пулас ӗмӗтпе 16 ҫулти хӗр Патӑрьелӗнчи педагогика училищине вӗренме кӗнӗ. Кашни кун 40 ҫухрӑма яхӑн парӑнтарса хӗлле те, кӗрлӗ-ҫурлӑ та вӗренме ҫӳренӗ. 1943 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче Таисия Давыдовна пӗрремӗш хут кӳршӗ Хирти Выҫли ялӗнчи шкула килсе кӗнӗ, кӗҫӗн классен учителӗнче ӗҫлеме пикеннӗ. Унӑн ӗҫ кӗнекинче икӗ хутчен ҫырса
90 ҫул – сумлӑ юбилей

90 ҫул – сумлӑ юбилей

Пирӗн округра нумай ҫул пурӑнакан ватӑсене юбилей ячӗпе килӗсене пырса чысласси ырӑ йӑла пулса тӑрать. Ҫак кунсенче Хырхӗрри ялӗнче пурӑнакан Зинаида Ивановӑна та йышлӑн пуҫтарӑнса саламланӑ. Вӑл 90 ҫулхи юбилейне уявланӑ. 90 ҫул — паспортра кӑтартнӑ ӳсӗм ҫеҫ мар, ҫыннӑн ӑс-хакӑлне, ҫирӗплӗхне, пуян пурнӑҫ опытне палӑртакан сумлӑ юбилей. Пурнӑҫне чыслӑн та тивӗҫлӗн пурӑнса ирттерсе ҫак ҫула ҫитекенсем чӑннипех те хисепе тивӗҫ.  Юбиляра Хырхӗрри территори уйрӑмӗн начальникӗ Валерий Нямуков, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Сергей Катиков, «Восток» ЯХПК специалисчӗсем, ҫывӑх ҫыннисем тата тӑванӗсем ҫак сумлӑ уявпа саламласа вӑрӑм ӗмӗр, ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал суннӑ, парнесем парса савӑнтарнӑ. Зинаида Федотовнан пӗтӗм пурнӑҫӗ тӑван ялӗпе ҫыхӑннӑ. Унӑн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли). Хаҫат тусӗсем йышланнӑ, тираж ӳснӗ Хаҫат вулакансемпе, ялкорсемпе тачӑ ҫыхӑну тытнӑ. 1970 ҫулта ҫеҫ редакцие 2500 ытла ҫыру килнӗ. Ҫынсем хӑйсене пӑшӑрхантаракан ыйтусем пирки пӗлтернӗ, вӑл е ку ҫитменлӗхе пӗтерни ҫинчен хуравланӑ. Ялти корреспондентсем заметкӑсемпе статьясем ярса панӑ. Р.Моисеев, А.Артюшкин, Г.Пыркин, Е.Иванов, Н.Квасов, Б.Кокорев, А.Тихонова, А.Шатилов, В.Бахматова,  А.Агафонов,          А.Ежергина, А.Тарасов, А.Васильев, В.Воронков, Г.Алексеева, Х.Миннетуллин, Улатӑрта пурӑнакан А.Краснов тата нумай-нумай ялкор тӑтӑшах ҫырусем ярса панӑ, редакцие кӗрсе тухнӑ. Ҫак ҫулсенче шкулсенчен те хыпарсем нумай  килнӗ. Ҫамрӑк корреспондентсем вӗренӳ, спорт ӑмӑртӑвӗсем, ырӑ ӗҫсем, мероприятисем пирки хыпарласах тӑнӑ.  Республикӑри «Пионер сасси» хаҫат

Вăрланă юратăвăн хакĕ

Мария Петровская-Петрова Калав (Малалли). — Пĕчĕккĕ чухне эпĕ те аттепе пулă тытма каясшăнччĕ, анчах вăл мана нихăçан та хăйĕнпе пĕрле илсе каймастчĕ. «Пулă тытасси хĕр упраç ĕçĕ мар, аннӳне пулăш», — тетчĕ яланах. Анне, санăн шухăшна ырлатăп. Саша, эсĕ мĕншĕн чĕнмесĕр ларатăн? — мăшăрĕ çине пăхса илчĕ Лариса. — Никама та кирлĕ мар пулсан сутсан лайăхрах пулĕ, — терĕ упăшки. — Ыран ир кӳлĕм çитсе килĕпĕр эппин. — Сутнă укçине сире паратăп. Мана ватлăхра ан пăрахăр çеç, — куçне шăлчĕ амăшĕ. — Мĕн калаçатăн, аннеçĕм? Эсĕ пирĕн чи хакли, чи çывăххи, чи юратни, — амăшне ыталаса илчĕ Лариса. — Тунтикун аçун япалисене ваттисен çуртне кайса паратпăр, çӳлти патшалăхра çӳретĕр вăл, — тепĕр хыпар пĕлтерчĕ Нина Петровна. Вăл каланисемпе пурте килĕшрĕç те телевизор умне ларчĕç
Аталану никӗсӗ – халӑх пуҫарӑвӗсенче

Аталану никӗсӗ – халӑх пуҫарӑвӗсенче

Мартӑн 17-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Единая Россия» парти 2021—2026 ҫулсенче ӗҫе кӗртнӗ  Халӑх программине пӗтӗмлетнӗ. «Есть результат!» форум ӗҫне Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов, республика парламенчӗн депутачӗсем, парти проекчӗсен координаторӗсем, влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен представителӗсем, ятарлӑ ҫар операцийӗнче пулнисем, активистсемпе волонтерсем хутшӑннӑ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев влаҫ органӗсем тата «Единая Россия» парти пӗр тӗллевпе, пӗр шухӑшпа ӗҫленине палӑртнӑ. Халӑх ыйтӑвӗсене илтсе вӗсене мӗнле  пурнӑҫланине  пилӗкҫуллӑх пӗтӗмлетӗвӗсем туллин ҫирӗплетсе панине асӑннӑ. Тухса калаҫакансем те, делегатс
Ӗҫсене вӑхӑтра пурнӑҫласа пыраҫҫӗ

Ӗҫсене вӑхӑтра пурнӑҫласа пыраҫҫӗ

Пирӗн округра вӗренӳ учрежденийӗсене ҫӗнетес енӗпе кашни ҫулах нумай ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ. Паянхи кун тӗлне ҫак сферӑри чи пысӑк та пӗлтерӗшлӗ ӗҫсенчен пӗри, — паллах, Комсомольскинче ҫӗнӗ шкул туни. Кунти лару-тӑрӑва округ ертӳлӗхӗ уйрӑммӑн тӗрӗслесе тӑрать. Нумаях пулмасть муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин тата район прокурорӗ Александр Данилов вырӑна ҫитсе строительство мӗнле пынипе паллашнӑ. Объектра хальхи вӑхӑтра хӗрӳ ӗҫсем пыраҫҫӗ. Строительсем ҫуртӑн ҫивиттине витеҫҫӗ, шалти ӗҫсене малалла тӑсаҫҫӗ: стенасене штукатурка тӑваҫҫӗ, электропроводкӑсем караҫҫӗ, вентиляци тата ӑшӑтмалли тытӑмсене вырнаҫтараҫҫӗ. Тулашри коммуникацисене йӗркелесе вырнаҫтарассине пӗтӗмпех вӗҫленӗ, ҫав шутра шывпа тивӗҫтерекен тата таса мар шыва юхтарса кӑларакан, дренаж тытӑмӗсене тунӑ, пушар тухас пул
Халӑхпа тӗл пулса калаҫнӑ

Халӑхпа тӗл пулса калаҫнӑ

Мартӑн 18-мӗшӗнче пирӗн округра, пӗтӗм республикӑри пекех, Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. Унта муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Чӑваш Республикин ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумӗ Николай Охотин, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Единая Россия» партин «Ача-пӑча спорчӗ» программин координаторӗ Роман Алексеев хутшӑнчӗҫ. Тӗлпулу районти культура ҫуртӗнче иртрӗ. Информаци кунӗн тӗп теми 2021—2026 ҫулсенче «Единая Россия» партин  Халӑх программи пурнӑҫа мӗнле кӗнине пӗтӗмлетесси пулчӗ.  Ҫак темӑпа округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Е.Н.Соколова тӗплӗн каласа пачӗ. Тӗлпулура шӑпах Халӑх программин тӗп ҫитӗнӗвӗсене сӳтсе яврӗҫ. Асӑннӑ ҫулсенче инфраструктурӑна аталантарас, социаллӑ объектсем тӑвас тата ю
Пулӑшу кашнин патне ҫиттӗр

Пулӑшу кашнин патне ҫиттӗр

Пирӗн округран ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем чылайӑн. Ҫак кунсенче Ашшӗсен канашӗн вырӑнти уйрӑмӗ тата унӑн председателӗ Михаил Ананьев пуҫарнипе округра пурӑнакансем Украинӑра ҫапӑҫакан ентешсем валли черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарса панӑ. Ыркӑмӑллӑх акцине округ территорийӗнчи  тӗрлӗ учрежденисенче тӑрӑшакансем, шкул ачисем, медицина тытӑмӗнче вӑй хуракансем, райпо ӗҫченӗсем тата ыттисем те хутшӑннӑ. Кӗске хушӑрах салтаксене кирлӗ япаласене пуҫтарма май килнӗ. Гуманитари пулӑшӑвӗн пысӑк пайне фронта ӑсатма ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. Юлнине те ҫывӑх вӑхӑтра СВОри ентешсем патне ҫитерме планлаҫҫӗ. Ҫакӑн пек пархатарлӑ ӗҫе хутшӑнакан кашни ҫын тав сӑмахӗсене тивӗҫ. Вӑхӑтра пулӑшу кӳни ҫав тери пӗлтерӗшлӗ. Малашне те гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарас ӗҫе хутшӑнакансем пирӗн округра йыш
Сумлӑ юбиляра саламланӑ

Сумлӑ юбиляра саламланӑ

90 ҫул — ҫыннӑн тарӑн ӑс-хакӑлне, пуян пурнӑҫ опытне кӑтартакан ӳсӗм. Ҫакӑн пек сумлӑ юбилее уявлакансем чӑннипех те хисепе тивӗҫлӗ. Паянхи кун 90 ҫул тултарнине паллӑ тӑвакансен ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ йывӑр вӑхӑта лекнӗ.  Апла пулин те вӗсем хуҫӑлса ӳкмен, ӗҫе юратса, ял ҫинче хисепе тивӗҫсе пурнӑҫ сукмакӗ тӑрӑх яланах чыслӑн утнӑ, утаҫҫӗ те. Ҫавӑнпа та вӗсем ачисемпе мӑнукӗсемшӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ. Ҫак кунсенче Янкасси ялӗнче пурӑнакан Зоя Краснова та тӑванӗсене чаплӑ юбилей кӗрекине пуҫтарнӑ. Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ Валентина Салмина юбиляра ӑшшӑн саламласа тата нумай ҫул ҫирӗп вӑй-халпа, ырлӑх-сывлӑхпа пурӑнма суннӑ, парнесемпе савӑнтарнӑ. Зоя Порфирьевнӑн пурнӑҫӗ ӗҫре иртнӗ тесен те юрать. Елчӗк районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗскер Янкасси ялне к
Ҫирӗп сывлӑх, савӑк кӑмӑл суннӑ

Ҫирӗп сывлӑх, савӑк кӑмӑл суннӑ

Хирти Мӑрат ялӗнче пурӑнакан Мария Алексеевна Павлова ҫак кунсенче 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ӗмӗрӗпех вӑл ялта пурӑннӑ. Мӗн пӗчӗкрен ӗҫ ҫумне ҫыпҫӑнса  ӳснӗскер ватлӑх кунӗнче те ахаль ларма юратмасть вӑл. Ҫулне кура мар хӑйне ҫирӗп тытать. Юбиляра паллӑ кун ячӗпе округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Р.М.Мансуров, Элпуҫ территори уйрӑмӗн начальникӗ Р.Ф.Асеинов саламланӑ. Ремис Мансурович ӑна «Дружба» колхозра нумай ҫул тӑрӑшнӑшӑн тав туса Хисеп грамоти парса чысланӑ. Вырӑнти культура ӗҫченӗсем савӑк юрӑ-кӗвӗ парнеленӗ. М.Павлова ачаран пуҫласа мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех «Дружба» колхозӑн пахча ҫимӗҫ  бригадинче вӑй хунӑ. Хирти Мӑратри ӗҫченсем ҫулсеренех тухӑҫлӑ кишӗр, сухан, купӑста тата ытти ҫимӗҫсем ҫитӗнтернӗ. Хастар ӗҫшӗн Мария Алексеевна чылай наградӑсене тивӗҫнӗ.
Вӑрӑм ӗмӗрлӗ ветеран

Вӑрӑм ӗмӗрлӗ ветеран

Нумаях пулмасть Александра Павловна Челакова 90 ҫулхи уяв кӗрекине ларчӗ. Ҫак ятпа хисеплӗ ватӑна ывӑлӗпе кинӗсем, мӑнукӗсем, чи ҫывӑх тӑванӗсем, территори уйрӑмӗн начальникӗ Л.А.Полякова, ялти фельдшерӗ Е.Г.Марина тата ялти культура ҫурчӗн ӗҫченӗ Г.А.Ванюркина килсе ӑшшӑн саламларӗҫ. Округ пуҫлӑхӗн Н.Н.Раськинӑн саламлӑ ҫырӑвӗпе, чечек ҫыххипе хаклӑ парнесем парса чыс турӗҫ, вӑрӑм ӗмӗр, канлӗ ватлӑх сунчӗҫ.  «Ан кулян эс, ан кулян, ватлӑх пӑхнӑшӑн куҫран», — тесе хитре юрӑпа савӑнтарчӗҫ. 90 ҫул вӑл 9 ҫул мар, утса тухма ҫӑмӑл мар. Вӑл  вӑхӑтри ҫынсем тимӗр те татнӑ, тыррине те вырнӑ, уттине те ҫулнӑ, ӑҫта хушнӑ, унта кайса ӗҫленӗ. Пирӗн инке, Александра Павловна Челакова (Мельдина) 1936 ҫулта Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫемьере вӗсем пилӗк ача пулнӑ. Выҫӑллӑ-тутӑллӑ, крах
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли). Аталану ҫулӗпе малалла 1967 ҫулта районти ирӗклӗ пушар хуралӗн дружинникӗсен ӑмӑртӑвӗ пулса иртнӗ. Вӑл Кӗтне хӗрринче пулнӑ. «Малтанах вӗсем «пушар» патне шыв йӑтас енӗпе тупӑшрӗҫ. Кунта «Россия», «Алга», «Урожай», «Гигант» колхозсенчи дружинӑсем  уйрӑмах пултарулӑхпа палӑрчӗҫ. Каярахпа ӑмӑртун 2-мӗш тапхӑрӗ — краҫҫынпа бензин сапса ҫунтарнӑ вырӑна хӑвӑрт сӳнтересси пуҫланчӗ» ҫырать хаҫат. Ку ӑмӑртура «Россия» колхозӑн дружини ҫӗнтернӗ. Хаҫатра районӑн производствипе малта пыракан ҫынсем ҫинчен статьясем нумай пулнӑ.   Вӑрҫӑ паттӑрӗсем, районта ҫуралса ӳссе тӗрлӗ ҫӗрте палӑрнӑ ҫынсем пирки хайлавсем, историлле тӗпчевсем те чылай курӑнма пуҫлаҫҫӗ. Акӑ, Б.Кокорев таврапӗлӳҫӗ 1969 ҫулхи  июлӗн 22-мӗшӗнче «Пирӗн енче пурнакансенчен чи малтан кам аслӑ пӗ
Пулӑшма ыйтатпӑр

Пулӑшма ыйтатпӑр

10 е ытларах ача ҫуратса ӳстернӗ амӑшӗсен паттӑрлӑхне халалласа Чӑваш Енри патшалӑх истори архивӗ «Многодетная мама — самое светлое звание» электрон кӑларӑм хатӗрленӗ. Унта хисеплӗ ята тата ордена тивӗҫнӗ амӑш-героиньӑсем ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Чӑваш Республикин Верховнӑй Совечӗн Президиумӗн фондӗнче ҫак ята панине ҫирӗплетекен документсем упранаҫҫӗ. Кӑларӑма 958 ята кӗртнӗ, вӗсенчен 916-шне ЧР Патшалӑх истори архивӗнчи документсемпе ҫирӗплетнӗ. giachr-ext.kaisa.ru/mother/  ссылкӑпа кӗрсе вӗсен списокӗпе паллашма пулать. Комсомольски округӗн муниципаллӑ архивӗ округри амӑш-героиньӑсен списокне ҫирӗплетес ӗҫре пулӑшу ыйтать. Енчен те сирӗн ҫемье архивӗнче «Амӑш-героиня» ята панине ӗнентерекен документсен оригиналӗсем упранаҫҫӗ пулсан, архив ӗҫченӗсене вӗсемпе паллаштарма ыйтатпӑ

Вăрланă юратăвăн хакĕ

Мария Петровская-Петрова Калав Çĕр каçа та канлĕ çывăраймарĕ Нина Петровна. Темиçе хутчен те вăрана-вăрана кайнăран ирхине ыратакан пуçпах тăма тиврĕ унăн. Упăшки пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнăранпа хăçан йĕркеллĕ çывăрнине те астумасть 52 çулхи хĕрарăм. Пĕр кĕтмен çĕртен вилсе выртрĕ Анатолий Геннадьевич. Икĕ уйăх каялла хаваслă кăмăлпах тухса кайрĕ ĕçе. Кăнтăрла иртни виçĕ сехетре хулари больницăран унăн упăшки чĕре чирне пула вилсе кайни çинчен шăнкăравласа пĕлтерчĕç. Ытла та хăрушă кĕтмен хыпар хĕрарăма калаçаймиех туса хучĕ. Ал-ура вăйĕсем пĕтнĕрен диван çумне тĕршĕнчĕ. Кăштахран çеç: «Хăш больницăран шăнкăравлатăр эсир? Ирхине йĕркеллехчĕ-çке, нимĕн ыратнине те каламарĕ», — ĕненесшĕн пулмарĕ вăл. «Васкавлă пулăшу» машинипе илсе килчĕç ăна. Инфаркт пулнăран тăна кĕмесĕрех вил
Черетлӗ пулӑшу – салтаксене

Черетлӗ пулӑшу – салтаксене

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшу кӳресси пирӗн округра активлӑн пурнӑҫланса пырать. Пӗрисем укҫа-тенкӗ, пахча ҫимӗҫ тата куллен кирлӗ япаласем парса, теприсем маскировка сеткисем ҫыхса, окоп ҫуртисем туса, типӗтнӗ яшкасем хатӗрлесе мӗн пултарнӑ таран пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫак кунсенче пирӗн округри хастарсем  СВОри ентешсем патне черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатнӑ. Чӑваш Енри «Союз пограничников» обществӑлла организаци пулӑшнипе Курск енче ҫапӑҫакан 44073-мӗш ҫар чаҫӗн салтакӗсем валли пӗр КамАЗ хӑма ярса панӑ. Палӑртса хӑ- вармалла, ҫакӑн пек пулӑшу 11-мӗш хут ӗнтӗ ҫула тухать. Салтаксене валли пиломатериала Александровка ялӗнчи уйрӑм предприниматель Ришат Ахметов панӑ. Округра пурӑнакансемпе волонтерсем те гуманитарлӑ груз хатӗрлессинчен айккинче тӑрса юлман. Хирти Сӗн
Александра Ефремова – 100 ҫулта

Александра Ефремова – 100 ҫулта

Тӑвансене, туссене ҫуралнӑ кунпа саламланӑ май 100 ҫула ҫити пурӑнма сунатпӑр. Анчах та ҫак ҫула ҫитме пурне те пӳрмен. Чи ҫирӗпписем, сывлӑхлисем ҫеҫ пӗр ӗмӗр урлӑ каҫнине уявлаяҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — Нӗркеҫ ялӗнче пурӑнакан Александра Ефремова. Вӑл мартӑн 5-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ.  Александра Кирилловна 1926 ҫулта Елчӗк районӗнчи Анатри Тимеш ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Ҫак вӑхӑтра ҫуралнӑ ытти нумай ҫыннӑнни пекех унӑн та пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман. Мӗн пӗчӗкрен ҫӑкӑр хакне пӗлсе ӳснӗ, ачаллах йывӑр ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенчи терт-нушине те туллин ас тивнӗ. 7 ҫул вӗренмелли шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн Иваново облаҫне торф кӑларнӑ ҫӗре ӗҫлеме кайнӑ, унтан Канаш хулинче лавҫӑра тӑрӑшнӑ. 1947 ҫулта Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ участникӗпе Василий Ефремовпа ҫемье чӑмӑртанӑ, Нӗркеҫ ялне куҫса килнӗ.

Шыв-шур, пӑр инкек ан кӑтарттӑр

Ҫанталӑк кунран-кун ӑшӑтсах пырать. Шыв-шур кайнӑ вӑхӑтра ҫырмасемпе кӳлӗсем асӑрханусӑр тата тимсӗр пулсан хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултараҫҫӗ. Статистика палӑртнӑ тӑрӑх ҫуркунне ҫӳхе пӑр ҫине ҫуран е автомашинӑпа кӗрсе инкеке лекекенсем чылай пулаҫҫӗ. Кӑҫал ҫанталӑк хӑйнеевӗр тӑрать. Ҫавӑнпа та ҫырмара пӑр пуррине кура унта кӗме ан васкӑр. Хӗлле  шартлама сивӗсем нумай вӑхӑт пулмарӗҫ. Ҫавӑнпа та пӑр хулӑнӑшӗ те пысӑках мар. Ачасене  ашшӗ-амӑшӗн, вӗрентекенсен ҫырма-ҫатра ҫывӑхӗсенче шыв-шур вӑхӑтӗнче мӗнле тытмалли пирки ӑнлантармалла. Ӑнсӑртран инкеке лексен мӗн тумалли ҫинчен каласа памалла. Шыв-шур, пӑр инкек ан кӑтарттӑр тесен пурне те ҫырмасем, кӳлӗсем, пӗвесем ҫывӑхӗнче асӑрхануллӑ та тимлӗ пулма ыйтатпӑр. Ремис Шарафутдинов, округӑн ятарлӑ программӑсен па

Хӑрушлӑхсӑр ҫул шанчӑклӑ ҫул

Пурнӑҫра ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ пысӑк вырӑн йышӑнать. «Единая Россия» партин «Хӑрушлӑхсӑр ҫулсем» проекчӗн тӗп тӗллевӗсем шӑпах ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ: ҫул-йӗр ҫинчи инкексен шутне тата вӗсен йывӑрлӑхне чакарасси, ачасен, ҫуран ҫӳрекенсен тата машинӑпа ҫӳрекенсен ҫулҫӳрев культурине йӗркелеме майсем туса парасси, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне ӳстерес енӗпе саккунсене лайӑхлатасси тата ытти те. Ҫак тӗллевпе РФ Ш,Мӗн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрӑмӗнчи ГИБДД инспекторӗсем тӑтӑшах ҫул ҫинче рейдсем ирттереҫҫӗ, хӑрушлӑха сирес тӗлӗшпе тимлеҫҫӗ. Руль умне  ларсан та, ҫуран ҫула тухсан та асӑрхануллӑ пулмалли ҫинчен вӗсем аса илтерсех тӑраҫҫӗ. (Хамӑр инф.).

Суту-илӳ тытӑмӗнче конкурс

Чӑваш Республикин Экономика аталанӑвӗн министерстви кӑҫал «Раҫҫей суту-илӗвӗ» конкурс ирттерет. Ун тӗллевӗ — отрасльти малта пыракан опыта, нумай форматлӑ суту-илӗвӗн чи лайӑх практикисене тупса палӑртасси. Конкурса вак тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене «Чи лайӑх суту-илӳ урамӗ», «Чи лайӑх стационарлӑ мар суту-илӳ объекчӗ», «Чи лайӑх ярмӑркка», «Чи лайӑх ваккӑн сутакан пасар», «Чи лайӑх мобильлӗ суту-илӳ объекчӗ», «Чи лайӑх магазин», «Чи лайӑх апатлану предприятийӗ», «Чи лайӑх суту-илӳ фестивалӗ», «Чи лайӑх курттӑммӑн сутакан апат-ҫимӗҫ пасарӗ», «Вырӑнти тавар туса илекенӗн чи лайӑх фирма сечӗ», «Раҫҫей таварӗсене чи лайӑх кӑтартса пани», «Ҫул хӗрринчи чи лайӑх сервис» номинацисенче палӑртаҫҫӗ. Заявкӑсене мартӑн 27-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫакна

Тӗллевсене пӗрле пурнӑҫламалла

Иртнӗ эрнере Хырхӗрри культура ҫуртне Эткер, Кӗтне Пасар, Хырхӗрри, Хурнай, Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗсенче пурӑнакансем пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсем малтанах Хырхӗрри территори уйрӑмӗн начальникӗ В.А.Нямуков иртнӗ ҫулта туса ирттернӗ ӗҫсемпе  паллаштарнине итлерӗҫ. Пилӗк ялта пурӗ 786 ҫын шутланать. Вӗсенчен ӗҫлекенсем — 484, пенсионерсем — 232. 2025 ҫулта территори уйрӑмӗнче пуҫаруллӑ бюджетпа проектсем хатӗрлесе тӑватӑ тӗрлӗ ӗҫ тунӑ. Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче ачасене вылямалли лаптӑк янтӑланӑ. Хырхӗрри  культура ҫурчӗ таврашӗнче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ, карта тытса ҫавӑрнӑ. Эткерте  Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑка юсанӑ. Кашни ял масарӗ ҫине йӑла каяшӗсем хумалли контейнерсем вырнаҫтарнӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, пӗлтӗр ялсене тирпей-илемпе хӑтлӑх кӗртес енӗ
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли). Аталану ҫулӗпе малалла Культура ӗҫченӗсене мероприятисем йӗркелеме комсомолецсем пулӑшса пынӑ. Хаҫатра  ялти клубсенче пулса иртекен мероприятисене ҫутатсах тӑнӑ. Кашни клуб ҫумӗнче тенӗ пекех драмкружоксем ӗҫленӗ. Тумтирсене хӑйсем ҫӗлесе, декорацисем хатӗрлесе халӑх умне тухнӑ. Комсомольскинчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи театр 1969 ҫулта РСФСР культура министерствин йышӑнӑвӗпе халӑх театрӗ ята тивӗҫнӗ. Ҫак ҫулхи хаҫатӑн  июнӗн 19-мӗшӗнчи номерӗнче Л.Таллеров журналист «Вӑрӑм кун-ҫул сана, халӑх театрӗ!» ятпа пысӑк статья пичетленӗ. Унта вӑл артистсем, театр репертуарӗ пирки тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ. 1965 ҫултан пуҫласа районта Хӗле ӑсатнин уявне йӗркелеме пуҫланӑ. «10 сехетре культура ҫурчӗ умӗнче  ҫунасенчен пуйӑс йӗркелеҫҫӗ», «Лентӑсемпе тата ялавсемпе илемл

Янкасси ялӗн паттӑрӗсем

Андрей Тимофеевич Воронова (1920—1942) 1941 ҫулхи май уйӑхӗнче ҫара илнӗ, вӑл Мускав облаҫӗнчи Калуга округне кӗрекен Перемышль хули ҫывӑхне лекнӗ. 1941 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче А.Т.Воронов службӑра тӑракан 164-мӗш стрелоксен дивизийӗ ункӑран тухнӑ вӑхӑтра чылай салтака тата ҫар техникине ҫухатнӑ. Фронт командованийӗ чӗрӗ юлнӑ салтаксене 99-мӗш стрелоксен дивизине куҫарма йышӑннӑ, 371-мӗш полк 206-мӗш стрелоксен полкӗпе пӗрлешнӗ. Тӑшманӑн 1942 ҫулхи май уйӑхӗнчи контрнаступленийӗ хыҫҫӑн дивизие татах салтаксемпе тата техникӑпа пуянлатма тивнӗ. Тин пуҫласа ҫапӑҫӑва кӗрекен йышлӑ дивизие Сталин облаҫӗнчи Ерзовка ҫывӑхӗнче ҫирӗпленсе оборона тытма хушнӑ. Июлӗн 1-мӗшӗнче тӑшмана окопсенчен хӗссе кӑларнӑ, вара дивизи ҫӗнӗ чикӗсене лайӑх хӳтӗлеме приказ илнӗ. Ҫакӑнти ҫапӑҫусем ҫинчен Петр Таллеро
Комсомольский кадровый центр «Работа в России» информирует

Комсомольский кадровый центр «Работа в России» информирует

 Комсомольский кадровый центр «Работа в России» информирует о начале кампании по формированию заказчиками/работодателями заявок о наличии целевой потребности на 2027/2028 учебный год. В соответствии с пунктом 11 Правил установления квоты приема на целевое обучение по образовательным программам высшего образования за счет бюджетных ассигнований федерального бюджета, утвержденных постановлением Правительства Российской Федерации от 27 апреля 2024 г. № 555 «О целевом обучении по образовательным программам среднего профессионального и высшего образования», заказчики/работодатели формируют заявки на единой цифровой платформе в сфере занятости и трудовых отношений «Работа в России». Обращаем внимание на необходимость соблюдения сроков подачи заявок. В рамках приемной кампании 2027/2028 год

Ящур крупного рогатого скота

Ящур — остро протекающая высокозаразная вирусная болезнь домашних и диких парнокопытных животных, характеризующаяся лихорадкой и язвенными поражениями слизистой оболочки ротовой полости, бесшерстных участков кожи головы, вымени, венчика, межкопытцевой щели и сопровождающаяся нарушением движения; у молодых животных — поражением сердечной мышцы и скелетных мышц. Ящуром болеет и человек.  Возбудитель ящура — очень мелкий РНК-содержащий вирус. Различают 7 серологических типов (О, А, С, САТ-1, САТ-2, САТ-3, Азия-1). В мире тип О вызывает заболевание в 38% случаев, А — в 33, С — в 26%. На территории нашей страны за годы эпизоо- тии регистрировали в основном ящур типов А (76,4%) и О (19,2%). Типы и варианты вируса различаются иммунологически: каждый из них может вызывать заболевание живо
Пӑрчӑкан пек йӑрӑ, пыл хурчӗ пек ӗҫчен

Пӑрчӑкан пек йӑрӑ, пыл хурчӗ пек ӗҫчен

Хӗрарӑмсене эпир этемлӗхӗн черчен ҫурри тетпӗр. Паянхи хӗрарӑмсем хӳхӗм те илӗртӳллӗ пулнисӗр пуҫне активлӑхпа, ӗҫченлӗхпе, тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхпа палӑрса тӑраҫҫӗ. Хырай Ӗнел ялӗнче пурӑнакан Дина Александрован пурнӑҫӗнче те, акӑ, тем валли те вырӑн пур. Вӑл — нумай ача амӑшӗ, ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракан предприниматель, ялти хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ, анлӑ тавракурӑмлӑ, яланах малалла аталанса пыма тӑрӑшакан, хӑйӗн тӗслӗхӗпе ыттисене те хавхалантаракан ҫын.   Дина Йӗпреҫ районӗнчи Эйпеҫ ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Шкул хыҫҫӑн Шупашкарти строительство техникумӗнче вӗренсе бухгалтер-экономист профессине алла илнӗ. Унтан, яланах ҫӗнни патне ӑнтӑлаканскер, ҫӗвӗҫе вӗреннӗ. Пурӑна-киле Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман хуҫалӑхӗн техникумӗнче те пӗлӗвне пуянлатнӑ. Шӑпах унта вӑл пулас мӑшӑрӗпе
Туслӑхра, ӗҫченлӗхре – пирӗн вӑй

Туслӑхра, ӗҫченлӗхре – пирӗн вӑй

Каҫал тӑрӑхӗнче пурӑнакансем6 «Ырӑ туни ырӑпа таврӑнать», — тенине  тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ. Паянхи ҫӑмӑлах мар вӑхӑтра ентеш-салтаксене  пулӑшас тесе вӗсем ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ% маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, плащсем ҫӗлеҫҫӗ, окоп ҫуртисем тӑваҫҫӗ, типӗтнӗ яшка хатӗрлеҫҫӗ, гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтараҫҫӗ. Ҫакӑ пӗтӗмпех пӗччен тумалли ӗҫ мар, йышпа пӗрле пуҫтарӑнса тӑрӑшни пысӑк ӗҫ тума май парать. Кашни ялтах хӗрӳ ӗҫ пырать, пурте пулӑшас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. «Пӗрлӗхре — вӑй» тесе ахальтен каламан ҫав. Комсомольскинче  пурӑнакансем те ентешсене пулӑшас тесе куллен тӑрӑшаҫҫӗ. Канмалли куна та, уява та пӑхмаҫҫӗ маттур хӗрарӑмсем. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн вӗсене уйрӑмах  палӑртса хӑварас килет. Ҫур ҫула яхӑн ӗнтӗ вӗсем салтаксем валли хӑвӑрт пиҫекен яшка хатӗрлес енӗпе ҫине тӑрса
Килти яшка тутине туйччӑр

Килти яшка тутине туйччӑр

Пирӗн республикӑра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене ҫеҫ мар, ялсенче юлнӑ ҫемйисене те тулли пулӑшу парас енӗпе тимлеҫҫӗ. Акӑ, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн Шупашкарти Раҫҫей тӗрӗллӗ карттин музейне ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен амӑшӗсене пуҫтарса чысланӑ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев вӗсене уяв ячӗпе саламласа чечек ҫыххисемпе  «Подвиг тружеников тыла» кӗнекесем панӑ, паттӑр ывӑлсем ҫитӗнтернӗшӗн тав тунӑ. Ҫак мероприятие пирӗн округри Г.С.Жукова та хутшӑннӑ. Унӑн ывӑлӗ ҫара мобилизаци йӗркипе кайса 4-мӗш ҫул ӗнтӗ Тӑван ҫӗршыва сыхлать. Амӑшӗ, Галина Степановна, хӑйӗн тӗпренчӗкӗн сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханнипе пӗрлех  ҫӗршыв сыхлавҫисене мӗн май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшать. Малтанхи вӑхӑтра тӗрлӗ япаласем пуҫтарса ҫапӑҫу вырӑнӗсене янӑ пулсан, пӗлтӗрхи ноябрь уйӑх
Вниманию всех работодателей

Вниманию всех работодателей

С 10 марта Минтруд России запускает Всероссийский опрос работодателей о перспективной потребности в кадрах. Цель — подготовка квалифицированных кадров по конкретным специальностям под запросы работодателей на период 2027—2033 годы.  Опрос будет проводиться на платформе «Работа России» (trudvsem.ru/) и он имеет большое значение для социально-экономического развития Чувашской Республики. Просьба к работодателям заблаговременно позаботиться о регистрации организации на единой цифровой платформе «Работа России» (trudvsem.ru/). Для этого понадобится подтверждённая учётная запись «Госуслуг», привязанная к организации. ЕСТЬ ВОПРОСЫ? НУЖНА ПОМОЩЬ? Мы на связи! Консультацию по работе с порталом можно получить по телефону +7 (800)350-80-58 (звонок бесплатный). Не откладывайте! Ваше уч
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли). Аталану ҫулӗпе малалла «Фермӑсенчи йывӑр ӗҫе механизацилетпӗр, торф, тислӗк, минераллӑ удобренисем хатӗрлетпӗр тата ытти нумай груз турттаратпӑр». Район центрӗнче ҫӗнӗ производствӑсем те уҫӑлнӑ. «Район центрӗнче ҫак кунсенче ҫӗнӗ ҫӑкӑр заводне ӗҫе ячӗҫ. Вӑл талӑкра 20 тонна ҫӑкӑр пӗҫерсе кӑларать, кунти нумай ӗҫсене механизациленӗ» (1967 ҫулхи июлӗн 18-мӗшӗ). 1960 ҫулсенче те ҫамрӑксем ҫӗршыври стройкӑсене тата ытти ӗҫсене тума комсомол путевкипе нумайӑн туха-туха кайнӑ. «1960 ҫулта парти чӗннипе пирӗн районтан 200 ытла комсомолецсемпе ҫамрӑксем тырпул пухма кайса килчӗҫ, Казахстанри тырпул пухакан ӗҫченсем хушшинче иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ... Мартӑн 24-мӗшӗнче пирӗн районти комсомолецсемпе ҫамрӑксем Кемерово облаҫне металлурги завочӗ тунӑ ҫӗре 30-ӑн тухса кайрӗҫ. Халӗ П

Шыв-шур вӑхӑтӗнче тимлӗрех пулӑр

«Кӑҫал юр айне пулатпӑр пулӗ», «ҫуркунне шывра путатпӑр пулӗ» тесе халӑх хушшинче калаҫнине час-часах илтетпӗр. Чӑнах та, кӑҫалхи хӗл хӑйнеевӗрлӗхпе палӑрчӗ. Юр нумай ҫурӗ. Ҫул айккисене анчах мар, пӳртсемпе хуралтӑсен тӑррисене те нумай лартса хучӗ. Ҫуртсемпе производство объекчӗсен ҫивиттийӗсенчен юра тасатас енӗпе округра чылай ӗҫ турӗҫ. Ҫуркуннехи уйӑхра пыратпӑр. Ҫанталӑка пӗлсе пӗтерме ҫук, хӑвӑрт ӑшӑтса яма та пултарать. Ҫавӑнпа та уйрӑм ҫынсен те, предприятисемпе организацисен, учрежденисен те шыв-шура кӗтсе илме хатӗр пулмалла. Шыв капланма пултаракан вырӑнсене уҫса хумалла, шыв юхмалли пӑрӑхсен тӗлӗсене тасатмалла, гидросооруженисенчи лару-тӑрупа паллашмалла тата ытти хӑрушсӑрлӑх йӗркисене  шута илсе кирлӗ мерӑсем йышӑнмалла. Округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пу

Уҫиччен тӗпчесе пӗлӗр

Телефон урлӑ ҫынсене улталани ҫинчен пӗлтерсех тӑратпӑр, час-часах халӑхпа тӗл пулса та, хаҫат урлӑ та асӑрхаттаратпӑр, анчах та ултавҫӑсен вӑлтине ҫакланакансем халӗ те йышлӑ-ха. Ултавҫӑсем те шӑнман пӑр ҫине лартса ярас тесе ҫӗнӗрен ҫӗнӗ меслетсем шутласа тупаҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра ҫакӑн пек меслет анлӑн сарӑлчӗ. Вӑл е ку мессенджерта паллакан ҫыннӑн номерӗнчен «Салам. Ас тӑватӑн-и ӑна; Вӑл паян машинӑпа ҫапӑнса вилчӗ...» текен ҫыру килет. Ҫын кам ҫинчен сӑмах пынине пӗлес тесе ҫырури ссылка тӑрӑх куҫать, вара ултавҫӑсен аллине лекет. Тепӗр чухне пач палламан номертен «Такам пӗчӗк хӗрачана ҫапса хӑварса авари вырӑнӗнчен пӑрахса тарнӑ. Ҫак самант видео ҫине лекнӗ. Пӑхса илӗр-ха, палламастӑр-и?» текен ҫыру килет. Айӑплӑ ҫынна тупма пулӑшас тесе ссылка тӑрӑх куҫни каллех ултавҫӑсене сирӗн
Таврапӗлӳҫӗ, спортсмен, юрист…

Таврапӗлӳҫӗ, спортсмен, юрист…

Пирӗн тӑрӑхра ҫуралса   ӳснӗ ҫынсем ҫӗршывӑн ытти кӗтесӗсенче ӗҫлесе пурӑннӑ пулсан та тӑван тӑрӑхпа ҫыхӑнӑва татман. Герман Николаевич Ксенофонтов, таврапӗлӳҫӗ пулнӑ май, хӑйне пурнӑҫ парнеленӗ ял историйӗпе интересленнӗ, унта пурӑннӑ ҫынсем пирки материалсем пуҫтарнӑ. Кӑҫалхи мартӑн 1-мӗшӗнче вӑл пурӑннӑ пулсан 90 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Герман Николаевич пирӗн районти Тӗвенеш ялӗнче 1936 ҫулта кун ҫутине килнӗ. Ялти пуҫламӑш шкул хыҫҫӑн малалла пӗлӳ илме Хирти Сӗнтӗрти 7 ҫул вӗренмелли шкула ҫӳренӗ. Лайӑх паллӑсемпе ӗлкӗрсе пыраканскерӗн малалла та вӗренес туртӑм пысӑк пулнӑ. Ун хыҫҫӑн Патӑрьел вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ. 1954 ҫулта Г.Ксенофонтов ҫӗнӗ ҫӗрсем уҫма Ҫӗпӗре тухса кайнӑ. Унта та малалла вӗренес ӗмӗтне пӑрахман. Омск хулинчи физкультура патшалӑх институт

Ача ҫуратакан студенткӑсене пособи параҫҫӗ

2025 ҫулта Раҫҫей Социаллӑ фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ 86 студенткӑна ача кӗтекен тата ҫуратнӑ хӗрарӑмсене паракан пособипе тивӗҫтернӗ. Ҫак пособие куҫӑн майпа професси пӗлӗвӗн вӗренӳ учрежденийӗнче, аслӑ пӗлӳ е хушма професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ организацийӗнче е ӑслӑлӑх организацийӗнче тӳлевлӗ е тӳлевсӗр вӗренекенсем тивӗҫеҫҫӗ.  Чӑваш Енри СФР уйрӑмӗ республика территорийӗнче вырнаҫнӑ вӗренӳ учрежденийӗсенче ӑс пухакансене ку пособие тӳлет. Ҫав вӑхӑтрах студентка Раҫҫей Федерацийӗн гражданинӗ, ют ҫӗршыв гражданинӗ, гражданствӑсӑр ҫын е Раҫҫей территорийӗнче пурӑнакан беженец пулма пултарать. Ача кӗтекен студенткӑсене декрет отпускӗ вӑхӑтне ӗҫлекен ҫынсен регионти пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫин 100 проценчӗпе шутласа пособи параҫҫӗ. Ҫак виҫе кӑҫалтан 17960 тенкӗпе танлашать. Пӗтӗмпе
Ыйтусене татса пама пулӑшнӑ

Ыйтусене татса пама пулӑшнӑ

«Мирлӗ пурнӑҫа утӑм» проекта Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн пуҫарӑвӗпе  2025 ҫулта ӗҫе кӗртнӗ. Ҫак вӑхӑт тӗлне республикӑри тӗрлӗ ведомствӑсен специалисчӗсенчен йӗркеленӗ  «Пулӑшу десанчӗ»  муниципалитетсене 25 хутчен тухса  843 ҫынпа тӗл пулнӑ, 1480 ыйтӑва татса пама пултарнӑ. Мартӑн 3-мӗшӗнче тӗрлӗ ведомствӑсенче  ӗҫлекенсем  Комсомольскинчи этнобиблиотекӑра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисемпе тӗл пулнӑ. Вӗсемпе куҫа-куҫӑн калаҫса пӑшӑрхантаракан ыйтӑвӗсем ҫинчен калаҫнӑ. Пурӗ 19 ҫынна  38 ыйту ҫине хурав, кирлӗ пулӑшу пама пултарнӑ. Тӗлпулӑва килнисем юридиципе, психологипе, нотариатпа, медицинӑпа, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе, ӗҫпе  тивӗҫтерес тата ытти сферӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине хурав тупма пулӑшнӑ.  Ятарлӑ ҫар

Телей тилхепи

Роза Шевлепи Калав (Вĕҫĕ). Кӳршĕ-аршă курăнмарĕ. Ку лайăх. Кашни тĕл пулаканах мĕн пулса иртнине каласа парас, чуна уссăр пăлхатас килмĕ. Çанталăк шăрăх. Пачах та çил çук. Сывлăш хумханăвĕ те сисĕнмест. Çут çанталăк хĕре лăпкăлăх парнелесшĕн-ши?.. Е хĕр кăмăлне пăлхантарасран хăрать-ши? Умра икĕ типĕ вар: пĕри ăшăх, тепри самаях тарăн. Ахальтен мар ăна тарăн вар теççĕ. Чăнкă çыранлă тата. Ту çине хăпарнă пекех тăрмашмалла. * * * Тарăн вар хĕррине çитрĕ кăна Анфиса, хăй хыççăн такам пынине туйрĕ. Тавралăхри тĕлĕнмелле шăплăхра аякри ура сасси те илтĕнет. Çук, ку çын ури сасси мар. Хĕр чăматанне лартрĕ, теприн патне каялла таврăнма çаврăнчĕ те, сукмакпа хăйсен йытти чупса килнине асăрхарĕ. Васкать йытă. Шăрăхпа аптранăскер нимĕнле хӳтлĕх çуккипе тертленет. Хĕр самант
Олег Николаев: Комсомолськи округӗ –                       ял пурнӑҫне ҫӗнӗлле йӗркелеме май паракан чи лайӑх вырӑн

Олег Николаев: Комсомолськи округӗ – ял пурнӑҫне ҫӗнӗлле йӗркелеме май паракан чи лайӑх вырӑн

«Промышленноҫ ӳсӗмне, ял хуҫалӑх секторне тата социаллӑ инфратытӑма пӗрлештерсе  аталантарни  ялсенчи ҫӗнӗ  пурнӑҫ пахалӑхӗн никӗсӗ пулса тӑрать.  Комсомольски округӗ  яланах хӑйӗн вӑйлӑ ушкӑнӗпе  палӑрнӑ, паянхи кун  вӑй-хӑвата чакармалла мар.  Ресурссемпе майсем пур — хастартарах  ӗҫлемелле.   Инвесторсене илӗртмелле, патшалӑх пулӑшӑвӗсемпе усӑ курмалла, строительство ӗҫӗсене хӑвӑртлатмалла»,  — уйрӑммӑн палӑртнӑ   Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Февралӗн 25-мӗшӗнче пирӗн муниципаллӑ округра 2025 ҫулхи социаллӑ тата экономикӑлла аталанӑва пӗтӗмлетрӗҫ, кӑҫалхи ҫул валли тӗллевсене палӑртрӗҫ. Пӗтӗмлетӳ канашлӑвне Чӑваш Республикин  Министрсен Кабинечӗн Председателӗ С.Г.Артамонов, Чӑваш Республикин  эконо
Хаҫат тусӗсем юбилейпе саламларӗҫ

Хаҫат тусӗсем юбилейпе саламларӗҫ

Февралӗн 8-мӗшӗнче пирӗн район хаҫачӗ тухма пуҫланӑранпа 95 ҫул ҫитрӗ. Нумаях пулмасть вара Комсомольскинчи этнобиблиотекӑн хӑтлӑ залӗнче ҫак уява халалланӑ юбилейлӑ мероприяти иртрӗ. Унта паянхи кун «Каҫал ен» тата «Вакыт» хаҫатсенче тӑрӑшакансем, пичет ӗҫӗн ветеранӗсем, хаҫатӑн тусӗсем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Альберт Кузьмин, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, ЧР хӗрарӑмсен Союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ Инна Ядрова, округ администрацийӗн архив ӗҫӗн секторӗн заведующийӗ Валентина Шингалова, «Слава картофелю» агрофирмӑн генеральнӑй директор ҫумӗ Юрий Емельянов, АПК ветеранӗсен вырӑнти союзӗн председателӗ Илдус Миннетуллин, округри ветерансен канашӗн председателӗ Юрий Тимофеев тата ытти хӑнасем пурне те уяв ячӗпе ӑшшӑн саламларӗҫ, ра
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли). Аталану Ҫулӗпе малалла Районти колхозсенче ку енӗпе ҫийӗнчех ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫак ҫулхи июнӗн 23-мӗшӗнче район хаҫатӗнче «Пысӑк ӗҫӗн пуҫламӑшӗ» статьяра «Восток» колхоз председателӗ Н.Ятманов хуҫалӑхра асӑннӑ постановление пурнӑҫлас енӗпе тунӑ малтанхи утӑмсемпе паллаштарать. Унти хӑш-пӗр сыпӑксене илер-ха. «Хӑш-пӗр ҫӗрте — пырса кӗме ҫук йӗпе, шыв, тепӗр ҫӗрте курӑка ӳсме нӳрӗк ҫитмест. Шыва юхтарса кӑларма канавсем чылай чаврӑмӑр. Нӳрӗк ҫитмен ҫӗрте курӑка шыв сапса шӑварма икӗ установка туянтӑмӑр. Пӗр установка пӑрӑхсем тӑрӑх шыв юхтарса шӑварать, тепри шыва ҫумӑр пек сапать», «Шӑвармалли установкӑсемпе эпир пахчаҫимӗҫ ӳстерес ӗҫре те усӑ куратпӑр. Пахчаҫимӗҫ лаптӑкне кӑҫал Кӗтне тӑрӑхӗнче ҫерем уҫса пысӑклатрӑмӑр», «Юлашки ҫулсенче пӗвесем тӑвас тӗлӗшпе чылай ӗҫлерӗмӗр
Чылай ӗҫ  тунӑ, кӑҫал та тӑрӑшмалла

Чылай ӗҫ  тунӑ, кӑҫал та тӑрӑшмалла

Пухӑва Чӗчкен территори уйрӑмӗн начальникӗ Р.Н.Жукова уҫрӗ, иртнӗ ҫул туса ирттернӗ ӗҫсемпе паллаштарчӗ. Ялсене тирпей-илем кӗртес енӗпе пӗлтӗр чылай ӗҫ пурнӑҫланӑ. Пуҫаруллӑ проектсемпе ҫулсене юсанӑ, Чӗчкен ялӗнчи Школьная урамра вара асфальт сарнӑ. Кӑҫал халӑх укҫи-тенкипе тата патшалӑх пулӑшнипе Молодежная урамри ҫула асфальт хурасшӑн. Аслӑ Чурачӑкра ачасене вылямалли площадка тунӑ, йывӑҫ хунавӗсем лартса хӑварнӑ, кӑҫал ун тавра карта тытса ҫавӑрасшӑн.  Чӗчкен  тӗп шкулӗ ҫывӑхӗнче те ачасене вылямалли лаптӑк тунӑ. Рева Николаевна ялсене тирпейлӗхпе хӑтлӑх кӗртес енӗпе пуҫаруллӑ проектсем чылай пулӑшу панине палӑртрӗ, ҫынсене ку ӗҫе хастартарах хутшӑнма сӗнчӗ. Ялсенче пурӑнакансем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас енӗпе пысӑк ӗҫ тунине палӑртрӗ. Маскировка сеткис
Йышпа салтаксене пулӑшаҫҫӗ

Йышпа салтаксене пулӑшаҫҫӗ

Лаша пуласси тихаран паллӑ, ҫын пуласси — ачаран, теҫҫӗ халӑхра. Эпир, Комсомольскинчи «Колосок» ача садӗнче ӗҫлекенсем, ҫакна тӗпе хурса пӗчӗккисене пур енлӗн аталантарма, тивӗҫлӗ воспитани пама тӑрӑшатпӑр. Уйрӑмах патриотла воспитани ҫине пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр. Ача садне ҫӳрекенсем воспитательсем ертсе пынипе агролабораторинче тӗрлӗ пахча ҫимӗҫ тата ешӗллӗхсем ҫитӗнтереҫҫӗ. Вӗсем мӗн пӗчӗкрен ӳсентӑрана тӗрӗс пӑхма, ҫутҫанталӑка юратма вӗренеҫҫӗ. Кӗске вӑхӑт хушшинчех  пӗчӗк ӗҫченсем агролабораторинче ҫитӗннӗ тухӑҫа пуҫтарса илчӗҫ, хӑйсен аллисемпе ӳстернӗ ешӗллӗхсене «Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнчи шанчӑклӑ тыл» ушкӑнӑн волонтерне Евгений Ефремова ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксем валли хӑвӑрт пиҫекен яшка хатӗрленӗ ҫӗре пачӗҫ. Ку йышши пулӑшу пӗрре анчах  мар, иккӗмӗш

Сывлӑха тӗрӗслеттерме ан манӑр

«Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пирӗн ҫӗршывра кулленхи профилактика тӗрӗслевӗсен тытӑмӗ аталанса пырать. Ҫавна май ҫынсем тӳлевсӗрех диспансеризаци витӗр тухма пултараҫҫӗ. Раҫҫей Сывлӑх сыхлавӗн министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх тӗрӗслев витӗр тухнӑ ҫынсен 70 проценчӗн инфекцилле мар чирсене аталантарма пултаракан факторсене тупса палӑртаҫҫӗ. Диспансеризацин тӗп тӗллевӗ — чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсене, усал шыҫҫа, сахӑр диабетне тата ытти шала кайма пултаракан чирсене май килнӗ таран иртерех тупса палӑртасси. Малтанхи вӑхӑтра ҫак чирсем нимӗнле те палӑрмасан та пултараҫҫӗ. Диспансеризаци вӑхӑтӗнче анализсем пани, тухтӑрсемпе канашлани вара вӗсене тупса палӑртма пулӑшать. Аса илтеретпӗр, 18—39 ҫултисен диспансеризацие виҫӗ ҫулта пӗрре, 40 ҫултан пуҫласа вара кашни ҫу

Ҫӗнӗ сервис хута янӑ

Паянхи кун чылай пулӑшӑва килтен тухмасӑрах электрон мелпе илме  пулать. Ку ӗҫре пире Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ  питӗ пулӑшать. Ун урлӑ илме пулакан пулӑшусем ҫулран-ҫул анлӑланса пыраҫҫӗ. Тӗрлӗрен сервиссене  ӗҫе кӗртни пирӗн пурнӑҫа тата та ҫӑмӑллатать, социаллӑ учрежденисене каймасӑрах вӑл е ку ыйтӑва татса пама пулӑшать. Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче «Пурнӑҫри лару-тӑру» («Жизненная ситуация») ятлӑ ҫӗнӗ сервис хута янӑ. Ӑна РФ Президенчӗ Владимир Путин пуҫарнипе пурнӑҫа кӗртекен «Даннӑйсен экономики» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн туса хунӑ. Ҫӗнӗ сервиспа Комсомольски округӗнче пурӑнакан ҫемьесем те усӑ курма пултараҫҫӗ. Вӑл виҫӗ тата ытларах ача ҫитӗнтерекен ҫемьесене пырса тивекен пулӑшусене пӗрлештерсе тӑрать. Сервис пулӑшнипе нумай ачаллӑ ҫемье статусне ҫирӗпл

Хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнар

Пушар хӑрушлӑхӗ, вут-ҫулӑм тухасран асӑрханмалли мерӑсем пирки тӑтӑшах асӑрхаттарса тӑратпӑр пулин те инкек сиксе тухать. Акӑ, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн округра 6 пушар регистрациленӗ. Пӗлтӗр ку вӑхӑт тӗлне  вут тухнӑ тӗслӗх 4 пулнӑ. Сӑлтавӗсем мӗнре-ха? Электропроводка юсавсӑрлӑхӗ, приборсемпе усӑ курнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманни, кӑмакасем кирлӗ шайра пулманни  пысӑк инкек патне илсе пынӑ. Паянхи кун пирӗн йӑлара электричество вӑйӗпе ӗҫлекен чылай прибор пур. Вӗсемпе пӗр харӑс усӑ курнине пула электропроводкӑсем чӑтаймаҫҫӗ. Ҫунӑк шӑршине туйсанах тӳрех килте усӑ куракан электрооборудованине розеткӑран  кӑлармалла. Юсавлӑ, заводра туса хатӗрленӗ приборсемпе ҫеҫ усӑ курмалла. Кравать е диван ҫинче выртнӑ чухне пирус туртмалла мар. Хӑвӑр сисмесӗрех кӗл вырӑн таврашӗ
Кӑтартусене пӗтӗмлетнӗ, умра — ҫӗнӗ  тӗллевсем

Кӑтартусене пӗтӗмлетнӗ, умра — ҫӗнӗ  тӗллевсем

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче отчетлӑ пухусем пуҫланнӑ. Кӑҫал вӗсем чи малтанах «Асаново» тата «Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗсенче иртнӗ. Малтанах «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗн председателӗ А.Н. Бахтеров хуҫалӑх иртнӗ ҫул мӗнле ӗҫлесе пынипе паллаштарнӑ. /сӗмсем ҫинчен каланипе пӗрлех татах та ӑнӑҫлӑрах ӗҫлеме чӑрмантаракан сӑлтавсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. «Асаново» ЯХПК республикӑра чи ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен  100 ял хуҫалӑх организацийӗн йышӗнче темиҫе ҫул ӗнтӗ. Ку ӑнсӑртран мар. Хуҫалӑхӑн ҫӗрӗсем ҫырма-ҫатраллӑ, ялтан чылай аякка тӑсӑлнӑ пулин те кунта ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене яланах вӑхӑтра пурнӑҫлаҫҫӗ.  Мӗн ҫитӗнтернине те тӑкаксӑр пуҫтарса илеҫҫӗ. Ҫакӑ ӗҫе пӗлсе йӗркеленипе пӗрлех механизаторсен пултарулӑхӗпе яваплӑхӗнчен те чылай килет.  Пӗлтӗр хуҫалӑхри ҫӗр ӗҫче
Тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе яврӗҫ

Тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе яврӗҫ

Февралӗн 18-мӗшӗнче округра Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. Мероприятие хутшӑнакансем Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫуртӗнче пуҫтарӑнчӗҫ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, ЧР экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Л.А.Рафикова, ЧР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумӗ А.А.Пилкин тата ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ А.В.Шурчанов халӑхпа тӗл пулса тӗрлӗ ыйтусене уҫӑмлатрӗҫ. Пуҫтарӑннисем республикӑри вӗренӳ организацийӗсем валли кадрсем хатӗрлесси, тӗллевлӗ вӗренӳ, ҫурхи шыв-шура хирӗҫ тӑрасси, ҫуракине хатӗрленесси, информаци хӑрушсӑрлӑхӗ тата кибермошенничество тавра калаҫрӗҫ. Палӑртса хӑвармалла, информкун паянхи куншӑн ҫивӗч ыйтусемпе тӗрӗс информаци илме, общественноҫа пӑшӑрхантаракан самантсене уҫӑмлатма лайӑх майсем парать. Ҫакӑн пек тӗлпулусем округра малашн

Хатӗрленӳ ӗҫӗсем пыраҫҫӗ

Уй-хир халӗ  шап-шур юр ӑшӗнче. Нумаях та вӑхӑт иртмӗ, унта хӗрӳ ӗҫсем пуҫланӗҫ. Округра ял хуҫалӑхӗпе ӗҫлекен 21 организаци, хресченпе фермер 74 хуҫалӑхӗ, ял хуҫалӑх потребителӗсен 12 кооперативӗ шутланса тӑрать. Кунсӑр пуҫне 9 пин ытла уйрӑм ҫынсен хуҫалӑхӗ выльӑх-чӗрлӗхпе, ҫӗр ӗҫӗпе тӑрӑшать. Ака-суха ӗҫӗсем пуҫланиччен вӑхӑт аванах пур  пулин те вӗсенче  ҫуракине хатӗрленме пуҫланӑ та ӗнтӗ. Ял хуҫалӑх предприятийӗсене илсен вӗсем минераллӑ удобренисем туянаҫҫӗ. Хальлӗхе  усӑллӑ япаласен шайӗпе шутласан 840 тонна минераллӑ удобрени пур.  Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсем  вӗсене илсе килес енӗпе малалла ӗҫлеҫҫӗ. Пулас тухӑҫ никӗсӗ вӑл — пахалӑхлӑ вӑрлӑх. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем 2 пин те 982 тонна  вӑрлӑха тӗрӗслеттернӗ. Унтан 280 тонни элита, 2650 тонни
Журналист, сӑвӑҫӑ, драматург…

Журналист, сӑвӑҫӑ, драматург…

Пӗрле ӗҫленӗ ҫулсенче Алексей Иванович Зайцев ача чухне кӗнекесем вулама юратнине, уйрӑмах чӑваш литератури кӑмӑлне кайнине каласа паратчӗ. Шкулта вӗреннӗ вӑхӑтрах сӑвӑсем те ҫырма тӑрӑшнӑ. Сӑвӑсем тенӗрен, вӗсене кирек ӑҫта пулсан та шӑрҫаланӑ. Шкул пӗтерсен вӑл Улатӑрти вӑрман техникумне вӗренме кӗрет. Ӑна ӑнӑҫлӑ пӗтерсен Красноярск крайӗнчи пӗр вӑрманпромхоза направленипе ӗҫлеме яраҫҫӗ. Ҫарта службӑра пулса таврӑннӑ хыҫҫӑн А.Зайцев малаллахи пурнӑҫне творчествӑпа ҫыхӑнтарма шутлать. Ҫакӑ  ӑна журналистикӑна илсе ҫитернӗ. Шӑмӑршӑ районӗн хаҫатӗнче пӗр вӑхӑт тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн вӑл 1967 ҫулта «Октябрь ялавӗ» хаҫата куҫать. Ҫапла вара Канаш районӗнчи Кивӗ Шелттем ялӗнчен  куллен  Комсомольскине ӗҫе ҫӳреме пуҫланӑ. Вӑл редакцире тӑрӑшнӑ ҫулсенче кунта вӑйлӑ коллектив пулнине к
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли). Аталану ҫулӗпе малалла Партипе правительство колхозсенчен ытларах выльӑх-чӗрлӗх продукцийӗ ыйтнӑ. Анчах та фермӑсенчи лару-тӑру ҫав тери кӑткӑс пулнӑ. Ура ҫинче ҫирӗпрех тӑракан хуҫалӑхсем ҫӗнӗ витесем туса унти ӗҫсене май килнӗ таран механизацилеме тӑрӑшнӑ. Анчах та пур ҫӗрте те пӗр пек пулман.  Райӗҫтӑвкомӑн ял хуҫалӑх пайӗпе пӗрле хаҫат сотрудникӗсем фермӑсенче рейдсенче пулнӑ. Хӑш-пӗр ҫӗрте чӑтма ҫук йывӑр лару-тӑру пулнине хаҫатра ҫырса пӗлтернӗ. Витесем сивӗ пулнипе тислӗк, шыв шӑнса ларнине, пӗчӗк пӑрусем чӗтресе тӑнине палӑртнӑ. Выльӑх-чӗрлӗх апачӗ ҫителӗксӗр пулсан пысӑк продуктивлӑх пирки калаҫма ҫук. Колхозсем утӑ, улӑм, тырӑ фуражӗ, силос чылай хатӗрленӗ. 1969 ҫулсенче сенаж хума пуҫланӑ. Ҫавӑн пекех ҫулҫӑллӑ апат та янтӑлама тӑрӑшнӑ. «Ҫулленех ҫулҫӑлл
Ӑҫта ҫуралнӑ, унтах кирлӗ пулнӑ

Ӑҫта ҫуралнӑ, унтах кирлӗ пулнӑ

Ҫак каларӑшӑн пӗлтерӗшне, паллах, кашниех пӗлет. Ҫын хӑй ҫуралса   ӳснӗ вырӑнта пурӑнни, ӗҫлени, усӑ кӳме пултарни — чи ырри. Ҫапах тӑван еншӗн мӗнле усӑллӑ пулма пулать-ха? Ҫакӑн ҫинчен эпир Раҫҫейри ашшӗсен Союзӗн президиумӗн членӗпе, Олег Волков профессорпа калаҫрӑмӑр. — Юлашки ҫулсенче ҫамрӑксенчен чылайӑшӗ хуласенче хӑйсен вырӑнне тупма тӑрӑшать. Ҫакна эпир хӑнӑхрӑмӑр та ӗнтӗ. Хӑш-пӗр экспертсем паянхи кун техникӑпа технологисем аталанса пынӑ май ялсенче нумай ҫын кирлӗ те мар тесе шутлаҫҫӗ. Эсир вара пачах урӑхла калатӑр. Мӗншӗн? — Ӑҫта ҫуралнӑ, унта кирлӗ пулнӑ — ҫак каларӑш кӗҫӗн Тӑван ҫӗршывӑн пӗлтерӗшне, пирӗн ун умӗнчи яваплӑхне ҫирӗплетет. Вӑл пирӗн пӗлӳсемпе ӗҫсем ҫын ӑҫта ҫуралнӑ, ӳссе ҫитӗннӗ, ӑҫта ӑна пӗлеҫҫӗ, хаклаҫҫӗ, ҫавӑнта уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртать. Ш
Григорьевсем – пӗртӑван таврапӗлӳҫӗсем

Григорьевсем – пӗртӑван таврапӗлӳҫӗсем

«С любовью к родному краю»  тесе ят панӑ Владимир Яковлевичпа Федор Яковлевич Григорьевсен ячӗпе Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи культура ҫуртӗнче иртнӗ асӑну каҫне. Чӑнах та хӑйсем кун ҫутине килнӗ тӑван тӑрӑха чун-чӗререн юратнӑ, унӑн иртнӗ кун-ҫулӗпе, ҫынсен пурнӑҫӗпе интересленнӗ пӗртӑвансем. Ӗмӗр тӑршшӗпех халӑхпа ҫывӑх пулнӑ вӗсем, тӑван ене тӗпченӗ. Паянхи тата пулас ӑру валли нимле виҫепе те хаклама ҫук пысӑк тупра, хӑйсен несӗлӗсем ҫинчен каласа паракан тӗпчевсем хӑварнӑ. Асӑну каҫне ял ҫыннисем, округри таврапӗлӳҫӗсем, вӗсемпе пӗрле ӗҫленӗ, пурӑннӑ ҫынсем, культура ӗҫченӗсем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх  пурнӑҫлакан Евгения Соколова ҫакӑн пек мероприятисем пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине, тӑван тӑрӑхшӑн нумай ӗҫ тунӑ ҫынс

Телей тилхепи

(Малалли). Анфиса епле пулсан та ашшĕ хăйĕн шухăшне улăштарасса шанчĕ. Ашшĕ ăна телейлĕ тăвасшăн. Ăна лайăх ăнланать вăл: хĕрĕ çывăхра, кӳршĕ ялтах пулать. Маттур упăшка. Пĕлекен йăхран. Ятлă-сумлă çемьерен.Амăшĕ мăшăрне хĕрĕн каччи пуррине систерчĕ, ача хутне кĕме тăрăшрĕ, анчах ашшĕ ăна итлемерĕ: «Ăçти çын-ха вăл? Мĕнле йăхран? Тăванĕ-шывĕ ăçтан? Кам пĕлет ăна! Хамăр енчи çын епле пулсан та шанчăклăрах. Ĕлĕкрен тăванлашиччен çиччĕмĕш сыпăка çитиччен тĕрĕсленĕ. Халĕ ав паллашнă-паллашман пĕрлешес пирки калаçаççĕ. Пĕрлешеççĕ, уйрăлаççĕ».Анфиса ашшĕне ăнланма тăрăшрĕ, вăл та ăна ăнланасса шанса куçĕнчен тӳррĕн пăхрĕ. Амăшĕ калаçăва хутшăнса хирĕçлемерĕ. Сăлтавĕ пур: хĕрĕ çывăхра пулĕ, час-часах курнăçĕç. Таврари пĕр хĕр те тиркес çук каччăна. Сăпайлă, типтерлĕ, ашшĕ-а
Пӗрлӗхре – вӑй

Пӗрлӗхре – вӑй

Округри ялсенче ял халӑхӗн пухӑвӗсем малалла пыраҫҫӗ. Иртнӗ эрнере Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнчи  ялсенче пурӑнакансем тӗл пулса калаҫнӑ. Малтан Хирти Сӗнтӗрпе Хирти Ӗнел, Ҫӗнӗ Кипеҫпе Тӗвенеш ялӗсенчи ҫынсен пухӑвӗ иртнӗ. Нӗркеҫ тата Янкасси ялӗсенчи халӑх  февралӗн 11-мӗшӗнче Нӗркеҫри культура ҫуртне пуҫтарӑнчӗ. Залра халӑх йышлӑн пулни, пуху 3 сехет ытла тӑсӑлни кунта пурӑнакансене ялсен пурнӑҫӗ, малашнехи шӑпи чӑннипех те пӑшӑрхантарнине ҫирӗплетет. Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ В.А.Салмина иртнӗ ҫул ку тӑрӑхра пурнӑҫланӑ ӗҫсем ҫинчен отчет туса панӑ май «ҫара» цифрӑсемпе кӑтартусене  асӑннипе пӗрлех, вӑл е ку ӗҫе пурнӑҫланӑ чухне тухса тӑнӑ йывӑрлӑхсене те, ҫитменлӗхсене те палӑртса пычӗ. Ялсенче пурӑнакансене, вӗсене ертсе пыракан стар

Хӗрарӑмсен союзӗ парти проекчӗсене ырлать

Чӑваш республикинчи Хӗрарӑмсен союзӗн правленийӗн ларӑвӗнче  «Женское движение Единой России» парти проекчӗн пуҫарӑвӗсене пурнӑҫа кӗртес енӗпе вӑйсене пӗрлештерес ыйту ҫине уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ.  Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗн председателӗ Наталья Николаева регионӑн обществӑпа политика пурнӑҫне хутшӑнакан хӗрарӑмсен йышӗ ӳссе пынине палӑртнӑ. «Эпир халӑха кирлӗ пуҫарусемшӗн. Пирӗн проектсем «Единая Россия» парти  программисемпе килӗшсе тӑраҫҫӗ», — тенӗ вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче. Парти проекчӗн обществӑлла совет председателӗ Наталия Протасова «Женское движение» тата «Новая жизнь» проектсем  профориентацие анлӑлатас енӗпе ӗҫленине, вӗсен тӗллевӗ «Профессионалитет» программӑна анлӑлатасси, унта шкул ҫулне ҫитичченхи ачасене те явӑҫтарасси пулса тӑнине ҫирӗплетнӗ. Чӑваш
Олег Николаев, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:

Олег Николаев, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:

 «Патшалӑх управленийӗн Пӗтӗм тӗнчери пӗрремӗш конгресне спикер пулса хутшӑнни, ҫакӑн пек пысӑк шайра Чӑваш Ен опычӗпе паллаштарни, маншӑн пысӑк чыс. Эпӗ ытти регионсенчи коллегӑсене «цифра» пире республика пурнӑҫне лайӑхлатма мӗнле пулӑшни пирки каласа патӑм. Чи  пӗлтерӗшли — уйрӑм программӑсене ӗҫе кӗртсе региона ертсе пырассин пуриншӗн те ӑнланмалла тата пӗрлештерсе тӑракан система тӑватпӑр. ИТ сферинчи ҫак пӗтӗм пысӑк ӗҫӗн пӗр тӗллев — патшалӑх машини республикӑри кашни пурӑнаканӑн интересӗсемшӗн  хӑвӑртрах та тухӑҫлӑрах ӗҫлетӗр».
Паттӑрсем – пирӗн асра

Паттӑрсем – пирӗн асра

Николай Валерьевич Кулик Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илнӗ. Парта хушшинче ларнӑ чухнех истори, гуманитари наукисене юратнӑ, спортпа туслӑ пулнӑ, шкулти обществӑлла ӗҫсене хастар хутшӑннӑ. Вӗрентекенсен асӗнче вӑл пултаруллӑ вӗренекен пек юлнӑ. Раҫҫей ҫарӗнче службӑра пулнӑ. Ҫӗршыв умне хӑрушлӑх тухса тӑрсан вӑл каллех ҫар тумӗ тӑхӑннӑ. Хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн Жуков тата Суворов медалӗсене тивӗҫнӗ. 2025 ҫулхи июлӗн 16-мӗшӗнче ҫар заданине пурнӑҫланӑ чухне паттӑррӑн пуҫ хунӑ. Ҫак кунсенче Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче Николай Кулик  ячӗпе Паттӑр партине уҫнӑ. Унта округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин,  округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ  — вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Е.Н.Соколова, Комсомольски тата Елчӗк районӗсен ҫар комиссарӗ А.Ф.Афанасьев, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ С.Г.
Аталану ҫулӗпе — ӗҫченсемпе пӗрле

Аталану ҫулӗпе — ӗҫченсемпе пӗрле

Иртнӗ эрнере райпо ӗҫченӗсем 2025 ҫулхи ӗҫе пӗтӗмлетсе, малашнехи ҫул-йӗре палӑртрӗҫ. Райпо канашӗн председателӗ Светлана Грачева  пӗлтӗр пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе тӗплӗн паллаштарчӗ. «2025 ҫула райпо системинче тӑрӑшакан кашни предприяти ҫулталӑка тухӑҫлӑ вӗҫленӗ. Паянхи куна райпо 60 суту-илӳ магазинне пӗрлештерсе тӑрать. Суту-илӳ точкисен пысӑк конкуренципе ӗҫлеме тивет.  Округра тата ытти магазинсем питӗ нумай.  Ҫавна май ялта пурӑнакансене тӗрлӗ таварсемпе тата пулӑшусемпе тивӗҫтерес тесе тӑрӑшсах ӗҫлемелле. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, район центрӗнче «Хлебушко» тата «Точка вкуса» павильонсем уҫрӑмӑр. Ҫакна туянакансем хапӑлласах йышӑнчӗҫ.  Паянхи кун кунта тавар ассортименчӗ пуян, ял ҫыннисем кӑмӑллӑ. Ҫакӑ — чи пахи. ,ҫченсем тӑрӑшуллӑ та маттур пулнине  ӳсӗмсем
Халӑх сывлӑхӗ – тӗп вырӑнта

Халӑх сывлӑхӗ – тӗп вырӑнта

Комсомольски район больницинче иртнӗ пухура  округра сывлӑха сыхлас ӗҫ 2025 ҫулта мӗнле пулса пыни пирки калаҫнӑ. Кӑҫалхи тӗллевсене те палӑртса хӑварнӑ. Пуху ӗҫне  Чӑваш Республикин  сывлӑха сыхлас ӗҫ министерствин пай  начальникӗ Е.А.Салмин, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин хутшӑннӑ. Республикӑра, округра халӑх сывлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса парас енӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. И.И.Ефремова тӗп врач отчет туса панӑ. Комсомольски округӗнче кӑҫалхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне 19966 ҫын пурӑннӑ. Вӗсенчен 16217-шӗ — ҫитӗннисем тата 3749-шӗ — ачасем. Иртнӗ ҫул 104 ача кун ҫутине килнӗ, 243 ҫын пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вилекенсен йышӗ виҫӗмҫулхинчен чакнӑ пулин те, вӗсен шучӗ ҫураласлӑхран  пысӑкрах. Ҫут тӗнчерен уйрӑлнисенчен 93-шӗ   юн ҫа
Ӑшӑ туйӑм ҫуратӗҫ

Ӑшӑ туйӑм ҫуратӗҫ

Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа Чӗчкен  территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем аякри ентешӗсене пулӑшас тӗллевпе чылай ӗҫ тунӑ. Аслӑ Чурачӑкри культура ҫуртӗнче, вӑтам шкулта, Чӗчкенти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, окоп ҫуртисем хатӗрлеҫҫӗ, ял-йыш укҫа-тенкӗ пуҫтарать. В.В.Шипатов тунӑ тимӗр кӑмака та салтаксене  вырӑнлӑ пулӗ. Ҫак кунсенче вӗсем черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ хатӗрлесе ӑсатрӗҫ. Аслӑ Чурачӑк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Людмила Герасимова та инҫетри ентешӗсене пулӑшас пархатарлӑ ӗҫе хапӑлласах хутшӑнать. Нумаях пулмасть вӑл салтаксем валли 10 мӑшӑр ӑшӑ чӑлха ҫыхса хатӗрленӗ. Вӗсем ҫумне пӗрер плитка шӑккалат хурса  ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене ярса пама илсе килчӗ. Пирӗншӗн, мирлӗ вырӑнта пурӑнакансемшӗн, ку пысӑк пулӑшу та пек ту
Пӗрле тӑрӑшсан ҫеҫ ял сӑн-сӑпачӗ лайӑхланӗ

Пӗрле тӑрӑшсан ҫеҫ ял сӑн-сӑпачӗ лайӑхланӗ

Февралӗн 6-мӗшӗнчен округри территори уйрӑмӗсенчи ялсенче халӑх пухӑвӗсем пуҫланчӗҫ. Чи малтан вӑл Асанкасси территори уйрӑмӗнче иртрӗ. Ҫав пухусенче ялсенче пурӑнакансем пӗрле пуҫтарӑнса иртнӗ ҫулхи ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсене пӑхса тухаҫҫӗ, кӑҫал пурнӑҫламалли ӗҫсене палӑртаҫҫӗ, пӑшӑрхантаракан ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ... Асанкассинчи пухӑва территори уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Н.Н.Карпов уҫрӗ. Малтанах вӑл ялпа тата унӑн инфраструктурипе ҫыхӑннӑ цифрӑсемпе паллаштарчӗ. Ку территори уйрӑмӗ пӗр ялтан анчах тӑрать. Унта 427 хуҫалӑх шутланать. Ҫапла, шутланса тӑрать ҫеҫ. 85-ӗшӗнче никам та пурӑнмасть. Ҫамрӑксем хушшинче яла юлакансем сахал. Ку пӗр Асанкасси ялӗнче ҫеҫ мар, округри, республикӑри чылай вырӑнта сисӗнет. Асанкасси ялӗнче 852 ҫын шутланса тӑрать. Ку пысӑк йыш темелле. Ше
Вӗсен хайлавӗсем ӗмӗрех упранӗҫ

Вӗсен хайлавӗсем ӗмӗрех упранӗҫ

«Каҫал ен» хаҫатӑн юбилейӗ пулнӑ май редакцире нумай ҫул ӗҫленӗ, анчах та пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ пултаруллӑ  журналистсем ҫинче чарӑнса тӑни вырӑнлӑ пулӗ. Вӗсенчен хӑшӗсемпе пӗрле ӗҫленӗ, теприсем маншӑн тӗслӗх пулса тӑнӑ. Хамран 20 ҫултан аслӑрахскерсенчен нумай вӗренсе пынӑ. Эпӗ редакцире ӗҫлеме пуҫланӑ вӑхӑтра Валерий Ананьевич Чубаев хаҫатӑн яваплӑ секретарӗнче тӑрӑшатчӗ. Ятарласа филологи пӗлӗвӗ илмен пулсан та, эпӗ ҫырнӑ хайлавсенче  чӗлхе шӑйрӑкӗсем асӑрхатчӗ те, лӑпкӑн сӗнӳсем паратчӗ. Унӑн хаҫата калӑпланӑ май ялсене тухса кайма вӑхӑт сахалрахчӗ, ҫапах та командировкӑна кайсан пысӑк калӑпӑшлӑ материалсем илсе килетчӗ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн истори уйрӑмне  пӗтернӗскер таврапӗлӳҫӗсемпе пӗрле тӑван тӑрӑх историйӗпе, унта пурӑннӑ, ӗҫленӗ, ҫ
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Аталану ҫулӗпе малалла (Малалли) Ку, паллах, пӗчӗк мар. Ӗҫӗ ӗнтӗ кӑҫал строительствӑра чылай пулчӗ. Тӗслӗхрен, ӗҫҫи пуҫланас умӗн тырӑ сортласа типӗтекен механизациленӗ йӗтем хута кайрӗ.  Механизациленӗ йӗтеме 2-мӗш бригада ӗҫченӗсем турӗҫ. Ҫак бригадӑрах тырӑ хумалли склад ҫывӑх кунсенчех хута каять. 1-мӗш бригадӑри строительсем те пушӑ лармаҫҫӗ. Вӗсем 60 пуҫ вырнаҫмаллӑх  вите турӗҫ. 3-мӗш бригада ӗҫченӗсем те ӗне вити тӑваҫҫӗ. Унта 130 пуҫ вырнаҫмалла» (1969 ҫулхи октябрӗн 14-мӗшӗ). Корреспондентсем кашни колхозах ҫитсе курса строительство ӗҫӗсем мӗнле пынипе паллашнӑ. Уйрӑм ҫынсем хушшинче велосипедсемпе пӗрлех мотоциклсем те туянма пуҫлаҫҫӗ, ҫак транспорт хатӗрӗсемпе предприятисемпе организацисене те тивӗҫтереҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсемпе ҫӳреме пӗлекенсем кирлӗ пулнӑ

Телей тилхепи

Анфиса Андреевна мăнукĕсемпе пуян. Вĕсем час-часах ун патĕнче пулаççĕ, тем çинчен те калаçтараççĕ, тем те аса илтереççĕ. Юлашки вăхăтра уйрăмах Андрей асламăшĕ патне тăтăшах килсе çӳреме пуçларĕ. Асламăшĕ туйрĕ-ха: тем каласшăн ача, анчах сăмах чĕнме ниепле те хăю çитереймест. Паян акă Андрей ирех асламăшĕ патне çитрĕ: — Асанне, санпа пăшăл пăтти пĕçерме юрать-и? — йăл-йăл кулса асламăшĕ çумне пырса ларчĕ вăл. — Пĕçерер ара, кăмăлу пулсан. — Анчах ку пăтта хальлĕхе иксĕмĕр кăна çийĕпĕр. Аттепе аннене çитермĕпĕр. Юрĕ-и? — Санăн кăмăлу, — килĕшрĕ Анфиса Андреевна. — Çитерме юрамасть пулсан çитермĕпĕр. — Асанне, пĕлетĕн-и, эпĕ пĕр хĕре питĕ юрататăп. Вăл та мана савать. Эпир пĕрлешесшĕн. Анчах хальлĕхе туй туса аппаланасшăн мар. Йăли-йĕркине каярах тăвăпăр. Халĕ пĕрле пу

Бешенство лисиц

Зимой лисам по глубокому снегу все труднее добывать себе пропитание, поэтому они все чаще наведываются в населенные пункты. При этом необходимо помнить что лисы являются природными  распространителями такого заболевания как бешенство. Бешенство — инфекционное, особо опасное, неизлечимое заболевание общее для животных и человека. Болеют бешенством все теплокровные животные. Резервуаром и главным источником возбудителя бешенства являются дикие хищные животные, собаки, кошки. Больные животные выделяют вирус со слюной. Со слюной он начинает выделяться за 8—10 дней до наступления клинических признаков. Заражение человека и животных происходит при непосредственном контакте с источником возбудителя бешенства в результате укуса, при попадании слюны на поврежденные кожные покровы или на
Тӑван тӑрӑх историне ҫырать

Тӑван тӑрӑх историне ҫырать

Юрий ТИМОФЕЕВ,  округри ветерансен совечӗн  председателӗ. «Эпӗ яланах хаҫат-журналпа туслӑ пулнӑ.  Районта яваплӑ ӗҫсенче тӑрӑшнӑ май ҫулсеренех 8—9 тӗрлӗ  издани ҫырӑнса илнӗ. Вӗсен хӑш-пӗр подшивкисем халӗ те упранаҫҫӗ. Нумаях пулмасть  1961 ҫулхи «Октябрь ялавӗ» хаҫатӑн номерӗсем куҫ тӗлне пулчӗҫ.  Шӑпах вӑл ҫул эпӗ районти халӑх судӗнче исполнитель пулса ӗҫлеме тытӑннӑ, Комсомольскине пурӑнма куҫнӑ. Район хаҫатне те хам ҫырӑнса илме пикеннӗ. Унтанпа  «Октябрь ялавӗ», халӗ «Каҫал ен» хаҫатпа ҫыхӑнӑва татман. Комсомол райкомӗн пӗрремӗш секретарӗнче тӑрӑшнӑ чухне те, агропромышленноҫ комплексӗнче ӗҫлекенсен профсоюз комитечӗн председателӗ пулнӑ вӑхӑтра та,  тата ытти ӗҫсенче вӑй хунӑ ҫулсенче те район хаҫачӗ манӑн алӑра пулнӑ. Халӗ те округри
Пур ыйтӑва та – тӗплӗ хурав

Пур ыйтӑва та – тӗплӗ хурав

Февралӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев журналистсемпе пысӑк пресс-конференци ирттерчӗ. Унта пирӗн республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем ҫеҫ мар, ытти регионсенчен те хутшӑнчӗҫ. Икӗ сехет ҫурӑна яхӑн  пынӑ калаҫура паянхи куншӑн пӗлтерӗшлӗ нумай ыйту пулчӗ. Малтанах Олег Николаев республика экономикин хӑш-пӗр кӑтартӑвӗсемпе паллаштарчӗ. Регионта налук пуҫтарӑнасси ӳснӗ. Бюджет тупӑшӗ пысӑкланнӑ. Сывлӑх сыхлавӗн 60 ытла объектӗнче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ, хӑтлӑлатнӑ, ҫӗнӗрен тунӑ. Культура, вӗрентӳ тата ытти социаллӑ вырӑнсене ҫӗнетнӗ. Халӑха спорта явӑҫтарас енӗпе те палӑрмаллах утӑмсем тунӑ. Экономикӑра ҫӗнӗ проектсем хута янӑ. Агропромышленноҫ комплексӗнчи кӑтартусем те чылай енӗпе ӳснӗ. Кӑҫал хӗл ытти ҫулсемпе танлаштарсан юр нумай ҫунипе пал
Ӗмӗрӗпех хаҫатпа ҫывӑх

Ӗмӗрӗпех хаҫатпа ҫывӑх

Вунпилӗк-ҫирӗм ҫул каялла Кӗҫӗн Каҫалти Арсентий Семенович Кокорев редакцие час-часах кӗрсе тухатчӗ. Комсомольскине ҫуранах ҫитнӗскер пушӑ алӑпа килместчӗ вӑл. Хӑй пурӑнакан ялта пулса иртнӗ ӗҫсем, хисепе тивӗҫлӗ ҫынсем ҫинчен ҫырнӑ хайлавсем, асаилӳсем илсе килетчӗ. Вӗсене пуҫтарса вӑл 2012 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче «Пурнӑҫ ҫулӗ такӑр мар» ятпа  кӗнеке те кӑларма вӑй ҫитерчӗ. ,мӗрӗпех трактористра ӗҫленӗ пулсан та унӑн пурнӑҫӗ район хаҫачӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Ҫара кайиччен, тӗрӗсрех 1949—1952 ҫулсенче, Арсентий Семенович район хаҫачӗн типографийӗнче те ӗҫленӗ. «Вӑл вӑхӑтра хаҫат 1500—2000 экземплярпа тухатчӗ. Ҫавӑн чухлӗ тиража  машинӑна алӑпа ҫавӑрса ҫапнӑ, кустӑрми тем пысӑкӑшчӗ. Каҫпа  6 сехетсенче ҫапма тытӑнаттӑмӑрччӗ, ҫур ҫӗр иртсен 4—5 сехетсенче пӗтереттӗмӗ
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли). Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче  укҫа улшӑннӑ.  Ку тӗлӗшпе халӑх шухӑш-кӑмӑлне  хаҫатра пичетленнӗ «Ҫӗнӗ укҫа халӑх хушшинче» статьяра лайӑх уҫса панӑ. «Укҫа улӑштаракан вырӑнтан виҫӗ пин тенкӗ вырӑнне виҫҫӗр тенкӗ парса ячӗҫ. Ытла та сахал пек туйӑнчӗ, — калаҫать пӗр кинемей,— магазина кӗтӗм те, сатинӗ  1 тенкӗ те 20 пус  ҫеҫ тӑрать иккен, шӑрпӑкне те 1 пуспах параҫҫӗ. Шутласа пӑхнӑ хыҫҫӑн ман укҫа  ним чухлӗ те чакманнине пӗлтӗм», «Ҫӗнӗ укҫана халӑх кӑмӑлласа йышӑнчӗ. Кивви те хӑйӗн вӑйне ҫухатман: ӑна мартӑн 31-мӗшӗччен кирек ӑҫта та вунӑ тенкине 1 тенкӗпе шутласа йышӑнаҫҫӗ» (1961 ҫулхи январӗн 4-мӗшӗ). 1961 ҫулта Совет Союзӗн ҫынни Юрий Гагарин тӗнче уҫлӑхне ҫӗкленнӗ.  Хаҫат вулаканӗсем  хӑпартланнине  хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтернӗ. «Кун пеккине истори пӗлме
Пурнӑҫне ӗҫре ирттернӗ

Пурнӑҫне ӗҫре ирттернӗ

«Манӑн аттепе анне Хирти Сӗнтӗр ялӗнчен малтан куҫса килнӗ ҫынсем пулнӑ. Иккӗшӗ те колхозра ӗҫленӗ. Вӗсем 8 ача пӑхса ҫитӗнтернӗ.  Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йывӑр ҫулсенче ялта ырми-канми ӗҫлесе нумай терт-нуша курнӑскерсем, хӑйсен тӗпренчӗкӗсем ӗҫе хӑнӑхса ӳсччӗр, ҫынсем хушшинче кирлӗ  пек тытчӑр тесе тӑрӑшнӑ. Куллен ӗҫре пулсан та атте-анне  тӗрӗс  вопитани парса ҫитӗнтерме пултарнӑ.  Иккӗшӗ те «1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тылра хастар ӗҫленӗшӗн» медальсене тивӗҫнӗ. Мирлӗ вӑхӑтри хастарлӑхшӑн  та вӗсене наградӑсем парса чысланӑ. Ҫынсем хушшинче те хисеплӗ  пулнӑ. Эпир вӗсенчен тӗслӗх илсе ӳснӗ», —  малтан хӑйӗн ҫинчен мар, пурнӑҫ парнеленӗ ашшӗ-амӑшӗ ҫинчен  каласа хӑй сӑмахне пуҫларӗ Киров поселокӗнче пурӑнакан  Анатоли
Тӳрӗ линире ыйтусене хуравланӑ

Тӳрӗ линире ыйтусене хуравланӑ

Декабрӗн 19-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин тӳрӗ эфирта ҫӗршывӑн 2025 ҫулхи ӗҫӗсене пӗтӗмлетсе пресс-конференци ирттернӗ. Ун патне 3 миллион ытла ыйту килнӗ. 4 сехет те 28 минут пынӑ тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче 103 ыйту ҫине хуравланӑ. Хамӑрӑн тата ют патшалӑхсен журналисчӗсене,  уйрӑм ҫынсене ытларах ҫӗршыври тата тӗнчери лару-тӑру, экономика, налук, ипотека, автопром, авиастроени, демографи, вӗрентӳ тата ытти отрасльсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем интереслентернӗ. Уйрӑмах Украина тата ятарлӑ ҫар операцийӗ   пирки  ыйтусем нумай пулнӑ. В.Путин  Киев  территори ыйтӑвӗсене татса парас тӗллевпе калаҫусем ирттерме  васкаманнине, стратеги пуҫарӑвӗ РФ ҫарӗн аллинче пулнине палӑртнӑ.  Ют ҫӗршыври Раҫҫейӗн  активӗсене туртса илнине вӑрланипе мар, ҫаратнипе танл
Банк пулӑшнипе ача-пӑча лапамӗ тунӑ

Банк пулӑшнипе ача-пӑча лапамӗ тунӑ

Декабрӗн 20-мӗшӗнче Чӗчкен тӗп шкулӗ ҫумӗнчи шкул ҫулне ҫитменнисен ушкӑнӗ валли ҫӗнӗ ача-пӑча площадкине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ҫак объекта РФ Перекет банкӗн ыркӑмӑллӑх проекчӗ пулӑшнипе туса лартма май килнӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, РФ Перекет банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн патшалӑх секторӗпе ӗҫлекен пайӗн начальникӗ Наталья Ключникова, Рамиль Идиатуллин депутат,  ял ҫыннисем тата шкул ачисем хутшӑннӑ. «Ҫакӑн пек пуҫарусем халӑха валли хӑтлӑ та паянхи кун ыйтӑвӗсемпе килӗшсе тӑракан хутлӑх йӗркелеме пулӑшаҫҫӗ. Банка  социаллӑ яваплӑхшӑн тата пирӗн округ аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн тав тӑватӑп. Муниципалитетпа бизнес пӗрле килӗштерсе ӗҫлени чӑннипех те курӑмлӑ кӑтартусем тума пулӑшать», — палӑртнӑ Николай Никандрович хӑйӗн сӑмахӗнче.
Ветерансем пурнӑҫпа та утаҫҫӗ

Ветерансем пурнӑҫпа та утаҫҫӗ

Округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче пулнӑ ӗҫ, вӑрҫӑ, хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен, шалти ӗҫсен ветеранӗсен  округри уйрӑмӗн ХI отчетпа суйлавӗн конференцийӗ ӗҫлӗ лару-тӑрура иртрӗ тесе туллин ҫирӗплетсе калама пулать. Пилӗк ҫулта ветерансен организацийӗ чылай ӗҫ туса ирттернӗ. Ветерансен организацийӗн  округри уйрӑмӗн совечӗн председателӗн Ю.С.Тимофеевӑн отчечӗ вӑрӑма тӑсӑлчӗ пулин те докладчик ветерансем хутшӑннипе тунӑ пур ӗҫсене те асӑнса пӗтерме май ҫуккине палӑртрӗ. Ҫавӑнпа та ытларах юлашки ҫулсенче пурнӑҫланӑ ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Иртнӗ ҫул Раҫҫейре Тӑван ҫӗршыв сыхлавҫин, Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх, округра хамӑр ентешсен, Совет Союзӗн Геройӗсен ҫулталӑкӗсем пулнӑ, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май ветерансен ӗҫӗ татах та хӗрӳр
Косовсен – «ылтӑн туй»

Косовсен – «ылтӑн туй»

«Турӑ пӳрнӗ телейлӗ шӑпа — 50 ҫул юратнӑ мӑшӑрпа», — тесе шӑрантараҫҫӗ Любовь тата Николай Гордеевсем «Ылтӑн туй» юрринче. Ҫур ӗмӗр пӗрле килӗшӳпе юратура пурӑнакансене чӑннипех те телейлӗ ҫынсем тесе калас килет. Ҫак кунсенче Комсомольскинче пурӑнакан Юлия Минюлловнӑпа Геннадий Никонорович Косовсем «ылтӑн» туйне уявланӑ. Ҫур ӗмӗр ӗнтӗ ҫак мӑшӑр савӑнӑҫӗсене пӗрле пайласа, йывӑрлӑхӗсене пӗрле парӑнтарса пурнӑҫ ҫулӗ тӑрӑх алла-аллӑн утать. 1975 ҫулта Комсомольскинчи район Совечӗн ЗАГС бюровӗнче Косовсен ҫемйи чӑмӑртаннине регистрациленӗ. Ҫул хыҫҫӑн ҫул иртнӗҫем йыш хушӑнсах пынӑ. Пурӗ 5 ачана — 4 хӗрпе 1 ывӑла кун ҫути парнеленӗ мӑшӑр, тивӗҫлӗ воспитани парса ура ҫине тӑратнӑ. Паянхи кун Косовсен нумай мӑнук ҫеҫ мар, пӗр мӑнмӑнук та пур. Вӗсем ватӑсене хӑйсен ӑшшипе, юратӑвӗпе савӑнт
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли). Пысӑк хастарлӑхпа  ура ҫине тӑнӑ Унта «Ҫӗрулми лартмалли «СКГ-4» машинӑсем «КД-35» е «ДТ-54» йышши тракторсемпе ӗҫлеҫҫӗ. Вӑл машина тӑватӑ ретлӗ, пӗрре лартса тухнӑ чухне пӗр-пӗринчен 70 сантиметр выртакан тӑватӑ касӑ тӑвать; ҫав касӑсем тӑрӑх кашни 70 сантиметрта 2—3-шер ҫӗрулми тата удобрени  хурать, вӗсене витсе хӑварать. Ҫавӑн пек пӗр виҫеллӗ лартса пынӑ ҫӗрулмие тӑрӑхла та, урлӑ та культиваци тума пулать» тесе ӑнлантарнӑ.  Каярахпа ку меслетпе лартнӑ лаптӑкран тухӑҫлӑ ҫӗрулми туса илни пирки каланисене тӑтӑшах курма пулать. Анчах та тухӑҫӗ паянхипе танлаштарсан чылай пӗчӗк пулнӑ, кашни гектартан 160—190 центнер, хӑш-пӗр ҫӗрте 200 центнер ытларах анчах.  Ку енӗпе хаҫатра пичетленӗ йӗркесем: «Ҫӗрулми шӑтса тухсанах участока сӳреленӗ. Ҫу каҫиччен ҫӗрулмие икшер хут
Ултав «вӑлтинчен» туртса кӑларнӑ

Ултав «вӑлтинчен» туртса кӑларнӑ

Ҫак кунсенче шалти ӗҫсен министерствин «Комсомольский» уйрӑмӗн сотрудникӗсен тимлӗхӗпе тата вӗсем вӑхӑтра кирлӗ йышӑнусем тунипе пирӗн округра пурӑнакана телефон ултавҫисен  «вӑлтинчен» «туртса илме» май килнӗ. Пӗр ялта пурӑнакан 60 ҫулти ҫын телефон мессенджерӗнче  унчченхи ӗҫ паракан тесе палӑртнӑскертен хыпар вуланӑ.  Вӑл  малтан тӑрӑшнӑ учрежденире  тӗрӗслев ирттерни, ҫывӑх вӑхӑтра ун патне  ФСБ сотрудникӗ шӑнкӑравлама пултарни пирки ҫырнӑ. Телефонпа шӑнкӑравлаканни вара такамсем ун ячӗпе кредит илсе ӑна Украинӑна куҫарма хатӗрленнине пӗлтернӗ, ҫакӑншӑн ӑна уголовлӑ майпа явап тыттарассипе хӑратнӑ. Ял ҫыннин банкра укҫа пулнине пӗлсен телефонра  «ЦБ РФ» приложенине вырнаҫтарса укҫа-тенке йӑлтах вӗсен «хӑрушлӑхсӑр счечӗ» ҫине куҫарма сӗннӗ. Ҫын, па
Патриотлӑхра – пирӗн вӑй

Патриотлӑхра – пирӗн вӑй

Кӑҫалхи ҫул Раҫҫей шайӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин, пирӗн республикӑра Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх, округра Комсомольски районӗнче ҫуралса ӳснӗ Совет Союзӗн Геройӗсен ҫулталӑкӗ ятпа иртрӗ. Ҫавна май округри ялсенче тематикӑлла мероприятисем нумай йӗркелесе ирттерчӗҫ. Вӗсене ҫӗршер, пиншер ҫын хутшӑнчӗ. Халӗ вара патриотлӑх ҫулталӑкне пӗтӗмлетмелли вӑхӑт та ҫитрӗ. Комсомольскинчи  культура ҫуртӗнче тематикӑлла ҫулталӑка хупса концерт пулчӗ. Унта ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе вӗсен ҫемйисем, тӗрлӗ ҫарсен ветеранӗсем, волонтерсем, округри ялсенче пурӑнакансем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Мероприятие уҫса муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин: «Эпир ҫак тематикӑлла ҫулталӑка хупатпӑр, анчах та патриотлӑх темине хупмастпӑр. Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене асра тытни, паттӑрсене хисеплени тата патриот

Ыйтусене сӳтсе явнӑ, уявпа саламланӑ

Декабрӗн 17-мӗшӗнче округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче черетлӗ Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. Ӑна округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ертсе пычӗ. Информаци кунӗн ӗҫне Чӑваш Республикин  физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров, Чӑваш Республикин  Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов хутшӑнчӗҫ, кун йӗркине кӗртнӗ ыйтусемпе хӑйсен шухӑшӗсене палӑртрӗҫ. Ҫӗнӗ ҫул кашниех кӗтекен пысӑк уяв. Округра ҫак енӗпе чылай  мероприяти иртет. Вӗсене хатӗрленме пуҫланӑ ӗнтӗ. Анчах та уявсем ирттернӗ чухне хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗ ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑрмалла. Хӑрушсӑрлӑх темипе шкулсенче, халӑх хушшинче калаҫусем ирттермелле. Ҫакӑ тата ытти ыйтусем  ҫинче пушар надзорӗн округри уйрӑмӗн начальникӗ Андрей Симуков чарӑнса тӑчӗ. Спорт —  сывлӑх ҫӑлкуҫӗ, тетпӗр. Халӑха
Хӑюлӑх урокӗ иртнӗ

Хӑюлӑх урокӗ иртнӗ

Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче «Голоса подвига» ятпа хӑюлӑх урокӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Республикинчи Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх ҫулталӑкне халалланӑ. Мероприятие хаклӑ хӑнасем — ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем, ветерансем килсе  ҫитнӗ. Вӗсен йышӗнче% гварди майорӗ Дмитрий Осипов, гварди капитанӗ, виҫӗ хутчен Хӑюлӑх орденӗн кавалерӗ Александр Климкин, гварди аслӑ лейтенанчӗ Алексей Башмаков, гварди рядовойӗ Сергей Егоров, гварди капитанӗ, виҫӗ хутчен Хӑюлӑх орденӗн кавалерӗ Даниил Косулин. Паттӑрсем шкул ачисене хӑйсен пурнӑҫӗ, ҫар служби, ҫапӑҫури туслӑх, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесси ҫинчен каласа панӑ. Ачасем хӑнасене питӗ тимлӗн итленӗ, ыйтусем парса кӑсӑклантаракан самантсене уҫӑмлатнӑ. Хӑюлӑх урокӗ патриотлӑх хамӑрӑн ҫӗршывӑн историне хисепленинчен, пирӗн несӗлсен тата халь пурӑн
Раҫҫей Геройӗ ячӗпе – тӗлпулу

Раҫҫей Геройӗ ячӗпе – тӗлпулу

Кӗҫӗн Каҫал культура ҫуртӗнче Раҫҫей Геройӗ Иван Марин ячӗпе иртнӗ тӗлпулӑва халӑх йышлӑн пуҫтарӑнчӗ. Малтанах округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗсем Сергей Катиков, Василий Кокарев, таврапӗлӳҫӗсем, тӗлпулӑва килнисем ялти Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра вилнисене асӑнса лартнӑ палӑк умне чечек ҫыххисем хучӗҫ. Тӗлпулӑва Кӗҫӗн Каҫал культура ҫурчӗн директорӗ Алевтина Трофимова ертсе пычӗ. Иван Марин пирки каласа пачӗ. Вӑл Свердловск хулинче ҫуралса ӳснӗ. Апла пулсан та ӑна хамӑр ентеш тесех калама пулать.  Унӑн ашшӗ, Петр Сергеевич, хамӑр районти Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче ҫуралнӑ, Кӗтне юханшывӗн, пирӗн тӑрӑхӑн сывлӑшӗпе сывласа ӳснӗ. Пурнӑҫ ҫулӗ ӑна Екатеринбург хулине илсе ҫитернӗ. Унта вӑл ҫемйипе тӗпленсе пурӑнать. Хӑй ҫуралнӑ тӑрӑхпа нихӑҫан та ҫыхӑнӑва татм
Пулӑшу кӳни  пархатарлӑ

Пулӑшу кӳни  пархатарлӑ

Округра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсене куллен пулӑшу пани ҫинчен час-часах ҫырса кӑтартатпӑр. Ку ӗҫ самантлӑха та чарӑнмасть. Хӗл кунӗсем ҫитнӗ май салтаксен йывӑр условисенче пурӑнма тивет. Ҫавна май округри вӗренӳ учрежденийӗсенче гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарас ӗҫе йӗркеленӗ. Шкулсемпе ача сачӗсем ку ӗҫе хастаррӑн хутшӑннӑ. Вӗрентекенсем, вӗренекенсем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗ салтаксене куллен кирлӗ  пулакан япаласем хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех кашни посылкӑна ачасен ҫырӑвӗсене, ӳкерчӗкӗсене хунӑ. Пӗчӗккисен пултарулӑхӗнче «Эпир сирӗн ҫинчен манмастпӑр, сирӗнпе мӑнаҫланатпӑр. Эпир сирӗнпе пӗрле» текен шухӑшсем тӗп вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Тӑван ҫӗртен яракан ӑшӑ саламсем салтаксен чун-чӗрине ӑшӑтӗҫ, пурте пӗрле пуҫтарнӑ япаласем вара фронтри лару-тӑрура кулленхи пурнӑҫа ҫӑмӑллатма пулӑ
55 ҫул пӗрле пурнӑҫ ҫулӗпе

55 ҫул пӗрле пурнӑҫ ҫулӗпе

Мӑшӑр 55 ҫул юратупа килӗшӳре пӗрле пурӑннине, пурнӑҫ сукмакне шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пӗр-пӗринпе такӑрлатнине ҫемье пурнӑҫӗн изумруд юбилейӗ теҫҫӗ. Ҫак юбилей ҫемьен ҫирӗплӗхне сӑнлать, мӑшӑр пӗр-пӗрне хисепленине, ҫемье ӑшшине мала хунине палӑртать. Асанкассинче пурӑнакан Роза Назаровнӑпа Василий Пантелеймонович Белковсем ҫак кунсенче шӑпах изумруд юбилейне уявланӑ. Вӗсем ялти культура ҫуртӗнче паллашнӑ пулнӑ, кӑштахран паллашу — ҫирӗп туслӑха, унтан хӗрӳ юратӑва куҫнӑ. Мӑнкунра ҫамрӑксем туй кӗрлеттернӗ, 1970 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче вара ҫемье ҫавӑрнине официаллӑ майпа регистрациленӗ. Унтанпа ҫур ӗмӗр ытла ҫемье ӑшшине упраса, пӗр-пӗрне пулӑшса пырса Белковсем пурнӑҫ сукмакне алла-аллӑн такӑрлатаҫҫӗ. Мӑшӑр икӗ ачана кун ҫути парнеленӗ, ӑс парса ӳстернӗ, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма
Чи пӗлтерӗшли — ҫынсене куллен пулӑшни

Чи пӗлтерӗшли — ҫынсене куллен пулӑшни

Медицина ӗҫченӗ — чи хисеплӗ профессисенчен пӗри. Тухтӑра ҫынсем хӑйсен чи хаклӑ туприне — сывлӑхне шанаҫҫӗ. Ялта вӑй хуракан пӗтӗмӗшле практика врачӗ вӑл терапевт ҫеҫ мар, анлӑ профильлӗ специалист шутланать. Хӑйӗн участокӗнчи кашни ҫемьене пӗлсе тӑраканскер,  хуть те хӑш самантра та чирлисене пулӑшу кӳме яланах хатӗр вӑл. Урмаелӗнчи пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗнче вӑй хуракан Диля Зиатдинова мӗн пӗчӗкрен шур халатлӑ ӗҫчен пулма ӗмӗтленнӗ. 2001 ҫулта шкула «пиллӗк» паллӑсемпе ҫеҫ пӗтерсен Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетне вӗренме кӗнӗ. Алла диплом илнӗ хыҫҫӑн пӗр хушӑ Шупашкарти хула больницинче участокри врач-терапевтра ӗҫлесе опытне пуянлатнӑ. Унтан 2012 ҫулта «Земство тухтӑрӗ» программӑна хутшӑнса тӑван района таврӑннӑ. Паянхи кун Диля Гаязтиновна пӗтӗмӗшле
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли). Пысӑк хастарлӑхпа ура ҫине тӑнӑ «Колхозӑн кӑҫал 1100 кубометр тӑпра ӗҫӗ тумалла, 200 кубометр хӑйӑр турттармалла, 20 кубометр чул кӑлармалла, 27 кубометр турттармалла тата ытти хӑш-пӗр ӗҫсем тумалла. Ҫул-йӗр строительствин ӗҫне эпир хӗллехи вӑхӑтрах пуҫӑнтӑмӑр. 20 кубометр чул кӑлартӑмӑр, 14 кубометр йывӑҫ  хатӗрлерӗмӗр тата 27 кубометр чул турттартӑмӑр. Ҫураки ӗҫӗ хӗрӳллӗн пулса пынӑ вӑхӑтрах колхозниксем ҫул ҫинче тӑпра ӗҫӗ тума тытӑнчӗҫ», — тесе ҫырать хаҫатӑн  1953 ҫулхи июнӗн 4-мӗшӗнчи номерӗнче пичетленнӗ «Ҫулталӑкри плана ҫывӑх кунсенче пурнӑҫлатпӑр» статьяра   «Дружба» колхоз председателӗ С.Алиуллов. Ҫак  темӑпа ҫырнӑ заметкӑсенчи  йӗркесем: «Калинин ячӗпе тӑракан колхозӑн Сиккасси — Комсомольски шоссе ҫулӗ ҫинче 200 погонометр тӑршшӗ чул сармалла». «Иртнӗ ҫул
Кӑмака хутакансен уйрӑмах асӑрханмалла

Кӑмака хутакансен уйрӑмах асӑрханмалла

Хӗлле ҫитни, паллах, пирӗнтен нумайӑшне савӑнтарать. Анчах пушар хӑрушсӑрлӑхӗ пирки манмалла мар. Ҫулӑма сӳнтерме мар, вӑл тухасран сыхланма ҫӑмӑлрах. Электротехника хатӗрӗсене вырнаҫтарнӑ тата вӗсемпе усӑ курнӑ чухне пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсенче палӑртнӑ йӗркесене пӑхӑнмалла. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Республикинче электрохатӗрсемпе тата кӑмакасемпе усӑ курнӑ чухне пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑхӑнманнипе 475 пушар тухнӑ. Шел те, вӗсенче 13 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 17 ҫын суранланнӑ, ҫулӑм 240 ытла зданипе сооружение тӗп тунӑ. Хальхи вӑхӑтра ҫуртсене хутса ӑшӑтмалли тӗп тытӑм ӗҫлет пулсан та, кӑмака хутса пурӑнакансем те пур. Ун пеккисен ҫакна асра тытмалла: пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк. Кӑмака хутнӑ чухне ҫулӑмпа асӑрханманни, вутта ҫывӑха хурса типӗтни, ытти йӗркене пӑсни ин
Конференци иртрӗ

Конференци иртрӗ

Декабрӗн 11-мӗшӗнче районти культура ҫуртӗнче «Единая Россия» партин  вырӑнти уйрӑмӗн черетлӗ XXXV конференцийӗ иртрӗ. Конференцие  округ пуҫлӑхӗ, «Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмӑн секретарӗ  Николай Раськин,  ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Попов, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева,  депутатсем,  территори уйрӑмӗсен начальникӗсем, парти членӗсем хутшӑнчӗҫ. Маттур та пуҫаруллӑ депутатсене, партин  вырӑнти уйрӑмӗн членӗсене «Единая Россия» партин  регионти уйрӑмӗн  секретарӗн Леонид Черкесовӑн  Тав хучӗсемпе  чысларӗҫ. Пурте пӗрле пухӑнса    «Единая Россия»  партин регионта иртекен  XXXV конференцине хутшӑнакансен делегацине суйларӗҫ.  Унта округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин,&
Пулӑшу — ҫирӗп тӗллев

Пулӑшу — ҫирӗп тӗллев

Иртнӗ эрнере республикӑри  предприятисем тата унта  пурӑнакансем ятарлӑ ҫар операцийӗнчи  ентешсем валли черетлӗ хут ыркӑмӑллӑх пулӑшӑвне ӑсатрӗҫ. СВО пуҫланнӑранпа регионтан 58-мӗш хут ҫула тухнӑ автоколоннӑра — салтаксене кирлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ тиенӗ 5 фура. Олег Николаев, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ: Пурӗ  90 тонна груз тиесе ятӑмӑр: 85 кубла метр йывӑҫ материал, япӑх ҫулсемпе те ҫӳреме пултаракан 5 автомобиль, квадроцикл, стройматериалсем, пичкесем, медикаментсем, буржуйка кӑмакасем. Ҫак груз ентешӗмӗрсен службине палӑрмаллах ҫӑмӑллатасса шанатӑп.
Ҫӗнтерӳ пулать, эсир шанӑр

Ҫӗнтерӳ пулать, эсир шанӑр

Нӗркеҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, кунтах ачалӑхне ирттернӗ, шкулта лайӑх паллӑсемпе вӗреннӗ  Дмитрий Индюков ӳссе ҫитӗнсен, алла професси илсессӗн тӑшмана хирӗҫ тӑмалла пулать тесе нихӑҫан та шутламан  пулӗ.  Анчах та шӑпа ҫапла килсе тухнӑ. Ятарлӑ ҫар операци пуҫлансассӑнах ҫамрӑк йӗкӗт пӗр тӑхтаса тӑмасӑр  Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме тӑнӑ. Ҫак вӑхӑт тӗлне вара алла диплом илнӗ каччӑ  Шупашкар хулинчи 60-мӗш вӑтам шкулта ачасене истори предметне вӗрентнӗ. Ҫакӑ та чӑрмав кӳмен Димӑна,  пӗр шухӑшлӑ  виҫӗ  юлташ контракт ҫыраҫҫӗ. Унтанпа яш каччӑн пурнӑҫӗ пӗтӗмпех  ятарлӑ ҫар операцийӗпе ҫыхӑннӑ. Дмитрий нумаях пулмасть, акӑ,  тӑван тӑрӑхра отпускра пулчӗ. Ҫавна май унпа тӗл пулма май килчӗ те. — Яла килсессӗн чунпа канатӑп. Инҫетре  атте-аннешӗн, йӑмӑкш
Владимир Путин тӳрӗ эфира тухать

Владимир Путин тӳрӗ эфира тухать

Декабрӗн 19-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин тӳрӗ эфира тухса 2025 ҫула пӗтӗмлетет, журналистсен тата ытти ҫынсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравлать. Трансляци «Пӗрремӗш», «Россия 1», НТВ тата ытти каналсемпе тӳрӗ эфирта пырӗ, 12 сехетре пуҫланать. Ыйтусене  «Москва-Путину.ру» тата «Москва-Путину.рф» сайтсем, социаллӑ сетьсенчи ятарлӑ страницӑсем урлӑ, 0-40-40 телефонпа СМС е ММС ярса, 8(800)200-40-40 номерпе шӑнкӑравласа, телефон ҫинчи ятарлӑ мобильлӗ хушӑм урлӑ пама пулать.
Хастарсене чысланӑ

Хастарсене чысланӑ

Декабрӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта Чӑваш Республикин Обществӑлла палатин форумӗ иртнӗ. Унта регионти граждансен обществине аталантарас ӗҫе пӗтӗмлетнӗ, малаллахи тӗллевсене уҫӑмлатнӑ. Форумра иртсе пыракан ҫулталӑкӑн паллӑ пулӑмӗсене сӳтсе явнӑ, чи активлӑ общественниксене палӑртнӑ. Вӗсем хушшинче пирӗн округри Владимир Воронов волонтер. Владимир Владимировича пур енлӗ те маттур, пуҫаруллӑ пулнӑран, ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешсене ырми-канми пулӑшнӑран  Чӑваш Республикин  Обществӑлла палатин «За содействие специальной военной операции» медальпе чысланӑ. Мероприятире республикӑри  муниципалитетсенчи Обществӑлла палатӑсен рейтингне те пӗтӗмлетнӗ.  Комсомольски   округӗнчи  Обществӑлла палата  «Прорыв года в реализации форм общественного контроля» но
Педагогика ветеранӗ – 90 ҫулта

Педагогика ветеранӗ – 90 ҫулта

Юбилей — савӑнӑҫлӑ пулӑм. 90 ҫулхи юбилей вара уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен ҫак ҫула ҫити кашниех пурӑнса ҫитеймест. Ҫакӑн пек чаплӑ уява сывлӑхпа, ҫирӗп ӑс-тӑнпа, вӑй-халпа кӗтсе илекенсене чӑннипех те телейлӗ ҫынсем тесе калас килет. Ҫак кунсенче Ҫӗнӗ Каҫал ялӗнче пурӑнакан Елизавета Сорокина 90 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Ҫак паллӑ пулӑмпа ӑна муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн Николай Раськинӑн ячӗпе Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Елена Зайкова ӑшшӑн саламланӑ, РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ ҫырӑвне тата хаклӑ парне парса чысланӑ. Вырӑнти культура ӗҫченӗсем ҫепӗҫ юрӑсем шӑрантарса юбилярӑн кӑмӑлне хӑпартлантарнӑ. Елизавета Сорокина (Копташкина) Асанкасси ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Ачаран пыракан ӗмӗтне пурнӑҫласа 1954 ҫулта Патӑрьелӗнчи п
Паттӑрсем яланах асра

Паттӑрсем яланах асра

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса ҫапӑҫура пысӑк паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн указӗпе Иван Петрович Марин капитана вилнӗ хыҫҫӑн «Раҫҫей Геройӗ» хисеплӗ ят панӑ. Паттӑрӑн ашшӗ  Петр Сергеевич Марин пирӗн районти Кӗҫӗн Каҫал ялӗн сывлӑшӗпе сывласа ӳснӗ. Пурнӑҫ ҫулӗ ӑна Свердловск тӑрӑхне илсе ҫитернӗ. Апла пулсан унӑн паттӑр ывӑлӗнче те чӑваш юнӗ чупнӑ. Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче пурӑнакансем, таврапӗлӳҫӗсем  Раҫҫей паттӑрӗн ашшӗ-амӑшӗпе, тӑванӗсемпе тӗлпулу йӗркелеҫҫӗ. Вӑл декабрӗн 16-мӗшӗнче Кӗҫӗн Каҫал культура ҫуртӗнче 13.00 сехетре пуҫланать.
Шаннипе усӑ кураҫҫӗ, именмесӗр ҫука хӑвараҫҫӗ

Шаннипе усӑ кураҫҫӗ, именмесӗр ҫука хӑвараҫҫӗ

Паянхи кун массӑллӑ информаци хатӗрӗсем урлӑ та, пухусемпе канашлусенче те  ултавҫӑсем кӗсье телефонӗ урлӑ укҫа вӑрланӑ тӗслӗхсем пирки пӗлтерсех тӑраҫҫӗ. Ҫакӑн пирки  шкул ҫулне ҫитмен ачасенчен пуҫласа карчӑк-кӗрчӗк таранах пӗлеҫҫӗ теме те пулать. Автобуссем ҫинче те,  магазинсенче те ҫакӑн пирки час-часах калаҫнине илтетӗн. Апла пулин те ултав «вӑлтине» ҫакланакансем ҫав-ҫавах сахал мар-ха. Хальтерех телефонсемпе усӑ куракансем ҫеҫ мар, халӑхра каланӑ пек «вӗреннӗ» ҫынсем те мошенниксенчен шар кураҫҫӗ. Мӗнрен килет-ха ҫакӑ;  Кун ҫине пӗр енлӗ тулли хурав пама ҫук, паллах. Ҫын шухӑшлавне, психологине пӗлсе пӗтерейместӗн. Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансем яланах мӗне те пулин шаннӑ, ӗненнӗ% коммунизм пуласса та, финанс пирамидисем  пӑртак укҫа хурсан ӗмӗр тӑршшӗпех
Ашшӗ-амӑшӗсен форумӗ иртнӗ

Ашшӗ-амӑшӗсен форумӗ иртнӗ

Ҫак кунсенче пирӗн округри активистсем республика шайӗнчи «Чӑваш Республики — аталану вырӑнӗ» ашшӗ-амӑшӗсен форумне хутшӑннӑ. Унта Республикӑри ашшӗ-амӑшӗсен комитетӗнчен тата регионӑн тӗрлӗ муниципалитетӗнчен 200 ытла ҫын пуҫтарӑннӑ. Вӗсем ачасен пуласлӑхӗ, вӗсене воспитани парас ӗҫри паянхи ҫивӗч ыйтусем тавра калаҫнӑ. Пирӗн округра пурӑнакан ашшӗ-амӑшӗсем мероприятире хастарлӑх кӑтартнӑ: хӑйсен шухӑшӗсемпе паллаштарнӑ, ыйтусем панӑ, паянхи вӗрентӗвӗн пахалӑхне лайӑхлатассипе ҫыхӑннӑ темӑсем тавра калаҫнӑ. Истори учителӗ Артем Максимов ирттернӗ «Ковчег человечества» лекци уйрӑмах пурне те интереслентернӗ. Спикер шӑпах ҫемье халӑхӑн йӑлисен, хаклӑхӗсен тӗп управҫи пулнине, ачасен пуласлӑхӗ ҫине витӗм кӳнине палӑртнӑ. Форумра ашшӗсем ачасене воспитани парас ӗҫре пӗлтерӗшлӗ пулнин
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли). Пысӑк хастарлӑхпа ура ҫине тӑнӑ Редакцие 1952 ҫулта малтан та хаҫатра ӗҫленӗ, 1939—1946 ҫулсенче  ҫар службинче пулнӑ, хаяр вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнӑ Николай Степанович Квасов ертсе  пыма пуҫланӑ. Вӑл 1955  ҫулччен редакторта тӑрӑшнӑ. 1955—1956 ҫулсенче вӑрҫӑн тепӗр участникӗ Виталий Спиридонович Стефинов  хаҫата ал пусса кӑларса тӑнӑ. Ун хыҫҫӑн маларах корреспондентра, яваплӑ секретарьте тӑрӑшнӑ Лаврентий Васильевич Таллерова хаҫат редакторне ҫирӗплетнӗ. Вӑл, каярахпа чӑваш халӑх писателӗ ята тивӗҫнӗскер, ҫамрӑклах фельетонсем, калавсем ҫырнӑ. Унӑн пуҫарӑвӗпех редакци ҫумӗнче литераторсен пӗрлешӗвне йӗркеленӗ. Районти творчество енне туртӑнакан ҫамрӑксемпе тӗрлӗ профессиллӗ ҫынсем пӗрле пуҫтарӑнса пӗр-пӗрин хайлавӗсене сӳтсе явнӑ. Чи лайӑххисем хаҫат страницисенче кун ҫути
Хирти явӑш вӑтам шкулӗ 130 ҫул тултарнӑ ятпа

Хирти явӑш вӑтам шкулӗ 130 ҫул тултарнӑ ятпа

Хресчен ачи тесе тӑмастпӑр, Утатпӑр пӗрмаях мала? Ура тӗлне такан ҫапатпӑр Вӗреннӗ май тӑван шкулта? Ача чухне епле пулса-ши, Ӳссе ҫитсен — эпир малта? Кайра пулса эпир хӑҫан-ши, Парсам, юлташӑм, аллуна? Куратӑп ак, механизатор, Куллен ӗҫлет вӑл уй-хирте? Тепри ак повар: нихҫан ан манӑр Апат ҫисен ӑш сӑмахна? Ҫумра — туятӑн, инженер вӑл Е агроном пирӗн умра? Учитель: е вӑл космонавт-и, Е врач ак пирӗн хушӑрах? Ертӳҫ тени пӗрре вӑл кирлӗ, Унпа та чухӑн эпир мар? Ӗҫҫи ҫинче пурте хисеплӗ, Пурне те ӑшшӑн тав тӑвар? Тума пӗлмен вӗсен ӗҫ ҫуккӑ, Маттур вӗсем пур енӗпе? Чӑваш, тутар е урӑххи Пурнаҫҫӗ туслӑ ҫемьере? Калас килет паян ман ӑшшӑн: Тавах сана, тӑван тавра, Тавах, мухтавлӑ манӑн шкулӑм, Вӗрентекен ман асӑм
2026 ҫул —  Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ

2026 ҫул —  Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Указӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикинче 2026 ҫула «Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ» тесе ят панӑ. Чӑваш Енре пурӑнакансем ытларах ҫак вариантшӑн хӑйсен сассине панӑ. Чӑваш Ен — тӗрлӗ наци халӑхне, вӗсен йӑли-йӗркине пӗрлештерсе тӑракан республика. Пирӗн Чӑваш ҫӗршывӗнче пурӑнакан кашни ҫын пысӑк та туслӑ ҫемьере пулнине туйса, пӗр-пӗрне ӑнланса, хисеплесе тӑтӑр. Ҫакӑнта пирӗн вӑй, аталану ҫул-йӗрӗ. Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ республикӑра культура, вӗрентӳ, спорт мероприятийӗсене тата хастартарах ирттерме,   тӗрлӗ наци халӑхӗн йӑли-йӗркине, чӗлхе историне, культурине тӗплӗнрех пӗлме май парӗ. Комсомольски муниципалитет округӗнче  чӑваш, вырӑс, тутар халӑхӗ мӗн ӗлӗкренпех туслӑн пурӑнать. 2026 ҫулта хаҫат страницисенче Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне ха
Шкул ҫурчӗ малалла ҫӗкленет

Шкул ҫурчӗ малалла ҫӗкленет

Ҫак кунсенче Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулне тӑвас ӗҫ мӗнле пынипе Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ  Сергей Артамонов ертсе пыракан ушкӑн вырӑна ҫитсе паллашнӑ.  Вӗсем пурнӑҫланӑ ӗҫсене пӑхса тухнӑ, малашнехи тӗллевсем пирки калаҫнӑ. Строительство ӗҫӗсене «ПМК-8» подряд организацийӗ пурнӑҫлать.  Кунта ӗҫсем кал-кал пыраҫҫӗ. Ҫӗнӗ шкул икӗ корпусран тӑрать. Пӗри — икӗ, тепри — виҫӗ хутлӑ пулмалла. Ҫуртӑн тулаш стенисем кунран-кун хӑпарсах  пыраҫҫӗ. Фасада штукатуркӑпа ҫирӗплетеҫҫӗ, ҫуркуннехи ӑшӑ кунсем ҫитсен сӑрлама пуҫлӗҫ. Строительсем ҫулталӑк вӗҫлениччен ҫивиттине витсе хума тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакӑ  шалта тухӑҫлӑрах ӗҫлеме май парӗ. Чӳречесемпе алӑксем вырнаҫтарма пуҫланӑ. Ӑшӑ паракан  системӑна туса пӗтерес ӗҫсем те вӗҫленсе пыраҫҫӗ. Пур эта
Вунӑкунлӑхра йӳнӗрех

Вунӑкунлӑхра йӳнӗрех

2026 ҫулхи 1-мӗш ҫур ҫулта илсе тӑма Раҫҫей почти ҫырӑнтару вунӑкунлӑхне ирттерет. Декабрӗн 3—13-мӗшӗсенче эсир «Каҫал ен» хаҫата йӳнӗрех хакпа ҫырӑнма пултаратӑр. Ҫак тапхӑрта «Каҫал ен» хаҫата пӗрремӗш ҫур ҫулта почтальонсем урлӑ илсе тӑма ҫырӑнмалли хак — 516  тенкӗ те 48 пус.                                                              Хаҫат ҫырӑнӑр, малашне те пӗрле пулар! Хаҫат редакцийӗ.
Паттӑр салтака – медаль

Паттӑр салтака – медаль

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсем хӑйсен Тӑван ҫӗршыва сыхлас тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫлаҫҫӗ. Хӑюллӑ салтаксем  паттӑрлӑхшӑн  тӗрлӗ наградӑсене тивӗҫеҫҫӗ. Нумаях пулмасть савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин  Кайнлӑк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранне  Ранил  Данисович Гайзатуллина Жуков медальне панӑ. Ӑна ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланӑшӑн тав тунӑ, ҫирӗп сывлӑх, телей, мирлӗ пурнӑҫра ӑнӑҫу суннӑ. Ранил ҫак наградӑна ҫӗршыва  хӑюллӑн та паттӑррӑн хӳтӗлесе тивӗҫнӗ.  
Продукци тутлӑ, туянма меллӗ

Продукци тутлӑ, туянма меллӗ

Ҫак кунсенче район центрӗнче Комсомольски райповӗн  ҫӗнӗ йышши икӗ павильонӗ — «Хлебушко» тата «Точка вкуса» — уҫӑлчӗҫ. Ҫак саманта округ ҫыннисем тахҫанах кӗтнӗ тейӗн. Мӗншӗн тесен «Хлебозавод» ООО хатӗрлекен тутлӑ та пахалӑхлӑ продукцие, «Кооператор» ОООн сӗткенӗсене, «Комбинат питания» хатӗрлекен кукӑле, тортсене халӗ пӗр ҫӗртех туянма май пур. Ҫакӑ вара чӑннипех те меллӗ. Кун пирки савӑнӑҫлӑ мероприятие пухӑннӑ ҫынсем те пӗрре кӑна мар каларӗҫ. «Пирӗн округри организацисем мӗн тери тутлӑ продукци хатӗрлеҫҫӗ. Хамӑра валли кӑна мар, кучченеҫ валли туянма та лайӑх», — терӗҫ вӗсем.   Павильонсене уҫнӑ мероприятие  округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, райпо Канашӗн председателӗ Светлана Грачева,  Чӑвашпотребсоюз правленийӗн председателӗн ҫумӗ Ирина Яшмолкина хутшӑн
Генетиксен пулӑшӑвӗпе кӗтӳ тупӑшлӑхне ӳстернӗ

Генетиксен пулӑшӑвӗпе кӗтӳ тупӑшлӑхне ӳстернӗ

Паянхи кун пирӗн пурнӑҫӑн тӗрлӗ сферисене куллен ҫӗнӗлӗхсем кӗрсе пыраҫҫӗ. Ял хуҫалӑхӗнчи тупӑша ӳстерес тесен те ҫӗнӗ мелсемпе усӑ курма май пур. Округри мӑйракаллӑ шултра выльӑх ӗрчетес енӗпе чи ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракан хуҫалӑхсенчен пӗринче — «Рассвет» ЯХПКра генетиксен пулӑшӑвӗпе усӑ курса ӗне кӗтӗвне тата та лайӑхлатнӑ. Чи малтанах «Генетик»  ОООран пулӑшу ыйтнӑ чухне хуҫалӑх ертӳлӗхӗ ҫак тӗллевсене лартнӑ% выльӑхсен, ҫав шутра ытларах пушмак пӑрусен, шутне ӳстересси, сӗтӗн пахалӑхне тата та лайӑхлатасси, ытларах пӑру сутса тупӑш илесси, кӗтӳри тӗрлӗ ушкӑна кӗрекен выльӑхпа май пулнӑ таран тухӑҫлӑрах усӑ курасси. Генетиксем ҫак тӗллевсене пурнӑҫлас ӗҫе комплекслӑн пикеннӗ. Чи малтанах вӗсем хуҫалӑхри кӗтӗве тишкернӗ, уйрӑм генетика планӗ хатӗрленӗ. Малашне пысӑк тухӑҫ пама пултара
Ачасене – парнесем

Ачасене – парнесем

Округри  депутатсен Пухӑвӗн депутачӗсем, «Единая Россия» парти членӗсем, вырӑнти уйрӑмӑн  ӗҫ тӑвакан секретарӗ, «Молодая гвардия» обществӑлла организаци хастарӗсем «Коробка храбрости» ыркӑмӑллӑх акцине хапӑлласа хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем пӗрле пуҫтарӑнса округ тӗп больницинче сипленекен ачасем валли  парнесем ҫитерсе пачӗҫ. Пӗчӗк шӑпӑрлансем аслӑ юлташӗсен парнисемпе кӑмӑллӑ. Ҫавӑн пекех «Единая Россия» партин ҫуралнӑ кунӗнче тӗп больница сотрудникӗсене  парти билечӗсене парса саламланӑ. Людмила МАКАРОВА. 

Хирти Явӑш шкулӗ 130 ҫулта

Ҫак кунсенче Хирти Явӑш вӑтам шкулӗ чаплӑ юбилейне уявланӑ. Шкулӑн юбилейне вӗренекенсемпе вӗрентекенсемсӗр пуҫне учитель-ветерансем, тӗрлӗ ҫулсенче шкултан вӗренсе тухнисем йышлӑн пуҫтарӑннӑ.  Уява пухӑннисене юбилей ячӗпе ҫак кун округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ӑшшӑн саламланӑ. Малашне те шкул коллективне самана таппипе ӗлкӗрсе пыма, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума, ачасенче ҫӗнӗ талантсем уҫма, пысӑк хавхаланупа малалла аталанма суннӑ.  Маттур педагогсене ӗҫри ӳсӗмсемшӗн Хисеп грамотисемпе тата Тав хучӗсемпе чысланӑ. Архиври даннӑйсем тӑрӑх Хирти Явӑш ялӗнче 1895 ҫулта чиркӳпе приххут шкулӗ уҫнӑ. Вӑл Аслӑ Чурачӑк приххутне кӗнӗ. Ун чухне шкулӑн хӑйне уйрӑм ҫурт пулман — уроксем тара илнӗ ҫуртра иртнӗ. Пӗрремӗш вӗренӳ ҫулӗнче, 1895—1896 ҫулсенче, кунта 7 арҫын ача ҫеҫ — пуян пурӑнакан хр
Клумба вырӑнне сукмак ан пултӑр

Клумба вырӑнне сукмак ан пултӑр

Тӑван тӑрӑх илемлӗ, хӑтлӑ пулсассӑн мӗн тери пурӑнма аван. Юлашки вӑхӑтра округра чылай ҫӗнӗ объект хута кайрӗ. Район центрнех илер-ха. Вӑл юлашки ҫулсенче чӑннипех те палӑрмаллах илемленчӗ. Утса ҫӳреме ятарлӑ тротуар пур, ларса канма саксем вырнаҫтарчӗҫ, паркра та канӑва усӑллӑ ирттерме май пур. Анчах та ҫынсем ҫак хӑтлӑхпа усӑ курма та пӗлмеҫҫӗ,  вӗренесшӗн те мар пек. Чылай чухне уҫӑлма тухсассӑн е ӗҫе кайнӑ чухне,  таврӑннӑ май ҫӳп-ҫап выртнине асӑрхатӑн та чун ыратать. Ҫӳп-ҫап пуҫтармалли контейнерсем пур-ҫке. Кашни сак патӗнче урна  вырнаҫтарнине халӑх курмасть  те тейӗн.  Кӑштах та пулсассӑн тӑван тӑрӑха упрама хӑнӑхасчӗ. Ҫӳп-ҫап айне пулас марччӗ. Вӑл ҫеҫ-и тата?!   Чечек лартнӑ клумбӑсем тӑрӑх «тӳрӗлле» утма та именместпӗр.  Пӗр икӗ утӑм ытларах ҫеҫ утмалла та. Ҫук ҫав. Тӳрӗлле ҫ
Пӗр-пӗрне хисеплени пулӑшать

Пӗр-пӗрне хисеплени пулӑшать

— Пурнӑҫ урапи шав шӑвать малалла. Лавне  туртнӑ май ху пӑхан каялла. Умри сукмакӗ тикӗс мар, такӑр мар, Хыҫа нимӗн те ӳкерсе ан хӑвар...Ҫапла каласа юрлать чӑваш халӑх артистки — Валентина Кузнецова юрӑҫӑ. Чӑнах та, кун иртет те каҫ пулать, пурнӑҫ урапи  вара майӗпен ватлӑх еннелле шӑвать. Тин анчах  вӗсем ҫамрӑк мӑшӑрччӗ, телейлӗ малашлӑх пирки ӗмӗтленетчӗҫ. Нумаях пулмасть Эткер ялӗнче пурӑнакан Галина Васильевнӑпа Николай Сергеевич Толстовсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа 50 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ. Ҫур ӗмӗр хушши  пурнӑҫ ҫулӗпе  алла-аллӑн пӗрле, пӗр сывлӑшпа, пӗр шухӑшпа пурӑнса, пӗр-пӗрне ӑнланса та юратса  кӗтсе илнӗ вӗсем кӑҫалхи кӗркуннехи паллӑ куна. Галина Кивӗ Сӗнтӗр  хӗрӗ пулнӑ. Вӑл 1954 ҫулхи декабрӗн 20-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн
Халӑх учителӗ пуласси – чи пархатарлӑ ӗҫ

Халӑх учителӗ пуласси – чи пархатарлӑ ӗҫ

Ноябрӗн 24-мӗшӗнче паллӑ педагог, чӑваш совет шкулӗн никӗслевҫисенчен пӗри, таврапӗлӳҫӗ, метеоролог, статистик, педагогика ӗҫӗн ветеранӗ, чӑваш учителӗсем хушшинчи чи пӗрремӗш ,ҫ Геройӗ Иван Яковлевич Зайцев ҫуралнӑранпа 165 ҫул ҫитрӗ. Ҫак паллӑ куна халалласа Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнче анлӑ мероприяти ирттерчӗҫ. Унта округри архив ӗҫченӗсем, администрацин вӗренӳ пайӗнче тӑрӑшакансем, таврапӗлӳҫӗсем, вӗренекенсемпе вӗрентекенсем тата ветеран-педагогсем хутшӑнчӗҫ. Мероприятие муниципаллӑ архив ӗҫченӗсем хӑйӗн ӗҫӗпе пирӗн тӑван тӑрӑха чапа кӑларнӑ паллӑ ентеше асра тытас, унӑн пултарулӑхӗпе ҫывӑхрах паллашас, пурнӑҫ йӗрне тишкерес тӗллевпе йӗркеленӗ. Чи малтанах пуҫтарӑннисене Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн директорӗ Н.А.Петрова саламлӑ сӑмахпа кӗтсе илчӗ. Округ администрацийӗн архив ӗҫӗн секторӗн завед
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли). Вӑрҫӑн асаплӑ ҫулӗсем «Колхозниксем валли те услови туса панӑ. 3 хутчен пӗрлешӳллӗ апат ҫиеҫҫӗ, ясли уҫнӑ. Нормӑпа 250 кӗлте вырмалла пулсан А.Петухова 420 кӗлте, И.Исаева 415 кӗлте, А.Волкова 375 кӗлте тата ыттисем те нормӑна ытлашшипех тултарса выраҫҫӗ», «Ленинское знамя» колхозра вӑкӑра кӳлме вӗрентрӗҫ. Халӗ вӑкӑрпа кӗлтесене турттараҫҫӗ», «Район центрӗнчи служащисем августӑн 2-мӗшӗнче «Большевик» колхозра тырӑ вырнӑ ҫӗрте воскресник туса ирттерчӗҫ. Воскресникре ӗҫлесе илнӗ тырӑпа укҫана оборона фондне хываҫҫӗ», «Хирти Выҫлинчи Сталин ячӗпе тӑракан колхозра ҫил арманӗ вӑйӗпе молотилкӑна ӗҫлеттерсе авӑн ҫапас ӗҫре усӑ курма тытӑнчӗҫ. 2 лашаллӑ молотилкӑпа ӗҫлесе кӑна кашни кун 39—40 центнер тырӑ ҫапаҫҫӗ», «Искра 2» колхозра  кӗрхи ҫӗртме тӑвас плана пӗтӗмӗшпех пурн
Нихҫан та шанчӑка ҫухатмалла мар

Нихҫан та шанчӑка ҫухатмалла мар

«Пӳлӗмре тӑватӑ ҫурта ҫуннӑ. Шӑплӑхра вӗсем калаҫнине илтме май пулнӑ. Эпӗ — Лӑпкӑлӑх, тенӗ пӗр ҫурти, анчах та мана хакламаҫҫӗ, ҫавӑнпа сӳнетӗп. Эпӗ — Ӗненӳ, тенӗ тепри, мана шута илмеҫҫӗ те  ҫил вӗрнипе ҫунма чарӑнатӑп. Эпӗ — Юрату, тенӗ виҫҫӗмӗшӗ, мана вырӑна хумаҫҫӗ те тек тӗлкӗшейместӗп. Эпӗ — Шанчӑк,  тенӗ тӑваттӑмӑшӗ, сире тепӗр хут чӗртме, малашне те ҫунма хавхалантарма пултаратӑп». Ҫакӑн пек пысӑк шухӑшлӑ халап каласа парса, ырӑ сӑмахсем каласа ертсе пычӗ районти тӗп библиотекӑра Пӗтӗм тӗнчери инвалидсен кунне халалланӑ «Чӗререн чӗре патне» ыркӑмӑллӑх мероприятине Валентина Боровкова. Кунта  сывлӑх енчен ҫирӗпех мар пулин те шанчӑка ҫухатман, округӑн общество, культура, спорт пурнӑҫне хастар хутшӑнакансем тата вӗсене кирек хӑҫан та пулӑшма хатӗр ҫынсем пуҫтарӑннине палӑртрӗ. Кала
Тăлăхскер

Тăлăхскер

(Вĕçĕ). Кукамăшĕ пăшăрханса: «Хĕрĕм, какайне çиеймесен те шỹрпине те пулсан сып-ха, сып. Тен, вăй кĕрĕ…» — тесе вăрçнăнах ỹкĕтлерĕ пулин те, икĕ-виçĕ кашăк кăна сыпрĕ тутлă яшкана амăшĕ. Кулянтарасшăн пулман çав ĕнтĕ пĕчĕк ачана. «Юрик, ывăлăм, уçă сывлăша тух, юлташусемпе выля, шыва кĕме кайăр, килте ан лар. Эпĕ выртса илем-ха, вăй çукрах…» — тесе урама кăларасшăнччĕ амăшĕ. Пĕчĕкскер, ача ăс-пуçĕпе ăнланман çав ун чухне чи çывăх çынсем те кайма пултарасса. Кукамăшĕ куçĕсене вăрттăн шăлнине пĕрре мар асăрханă та, инкек хăйсен килне паян-ыран килесси пуçра та пулман. Амăшĕ вара нумаях та пурăнаймарĕ. Пĕр ир куçне уçсанах кукамăшĕ сĕтел хушшинче хытса кайнăн ларнине асăрхарĕ Юрик. Куçĕсенчен куççуль шăпăртатса юхать. Çакăн пек сасăсăр хỹхлеве курма пушшех те хăрушă иккен. Амăшĕ хускан
Профессире чи лайӑххи

Профессире чи лайӑххи

Ҫак кунсенче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев чи лайӑх муниципаллӑ служащисене наградӑланӑ. Ҫак чыса тивӗҫнисем хушшинче пирӗн округ администрацийӗн вӗренӳ пайӗн опекӑпа попечительлӗх секторӗн заведующийӗ Татьяна Галзанова та пур. Татьяна Николаевна «Чӑваш Республикинчи чи лайӑх муниципаллӑ служащи» конкурса хутшӑнса социаллӑ проект хатӗрленӗ. Вӑл ача усрава илес текенсене ҫак пысӑк утӑма тума туллин хатӗрленме, ачасене, уйрӑмах сывлӑх енчен уйрӑмлӑхсем пуррисене, тимлӗ те шанчӑклӑ ҫемьесене лекме пулӑшать. Ҫак проекта пурнӑҫа кӗртни усрава илнӗ шӑпӑрлансене каялла ача ҫурчӗсене тавӑрса парассине чакарма май парӗ. Пӗтӗмлетӳсем хыҫҫӑн  Т.Галзанован ӗҫӗ 3-мӗш вырӑна тивӗҫни палӑрнӑ. Татьяна Николаевна — пуян опытлӑ специалист. Вӑл 25 ҫул вӗренӳ пайӗнче вӑй хурать. Кашни ӗҫе пыс
Вунӑкунлӑхра йӳнӗрех

Вунӑкунлӑхра йӳнӗрех

2026 ҫулхи 1-мӗш ҫур ҫулта илсе тӑма Раҫҫей почти ҫырӑнтару вунӑкунлӑхне ирттерет. Декабрӗн 3—13-мӗшӗсенче эсир «Каҫал ен» хаҫата йӳнӗрех хакпа ҫырӑнма пултаратӑр. Ҫак тапхӑрта «Каҫал ен» хаҫата пӗрремӗш ҫур ҫулта почтальонсем урлӑ илсе тӑма ҫырӑнмалли хак — 516  тенкӗ те 48 пус.                                                              Хаҫат ҫырӑнӑр, малашне те пӗрле пулар! Хаҫат редакцийӗ.
Юбилейпе саламланӑ

Юбилейпе саламланӑ

Ноябрӗн 23-мӗшӗнче Элпуҫ ялӗнче пурӑнакан Анна Маркова 90 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Ӑна ҫак паллӑ пулӑмпа саламлама хаклӑ хӑнасем килсе ҫитнӗ. Округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ — территорисене тирпей-илем кӗртес тата аталантарас енӗпе ӗҫлекен управлени начальникӗ   А.Г.Кузьмин, Элпуҫ территори уйрӑмӗн начальникӗ Р.Ф.Асеинов, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ, «Дружба» ЯХПК председателӗ Р.М.Мансуров, Комсомольскинчи районти тӗп больницӑн тӗп врачӗ И.И.Ефремова, Кайнлӑк территори уйрӑмӗн начальникӗ Л.П.Афанасьева, Элпуҫ территори уйрӑмӗнчи ветерансен Канашӗн председателӗ Р.Ф.Розова, Элпуҫ территори уйрӑмӗн культура ӗҫченӗсем юбиляра ырлӑх-сывлӑх, телей, тата нумай ҫул ҫывӑх ҫынсен ӑшшипе киленсе пурӑнма суннӑ, парнесемпе савӑнтарнӑ. Культура ӗҫченӗсем илемлӗ юрӑсем шӑрантарса савӑк кӑмӑл пар
Медицина ветеранӗ – 100 ҫулта

Медицина ветеранӗ – 100 ҫулта

Паян, ноябрӗн 28-мӗшӗнче, медицина службин ветеранӗ Зоя Коновалова 100 ҫул тултарчӗ. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫне сывлӑха сыхлас, ҫынсене пулӑшу кӳрес ӗҫе халалланӑ. Зоя Николаевна Куславкка районӗнчи Ырашпулӑх ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Унӑн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ ҫӗршывшӑн йывӑр вӑхӑтсене лекнӗ. Выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑнсан та, мӗн пӗчӗклех йывӑр ӗҫе кӳлӗнсен те хӗр чунпа хытман, кӑмӑл ӑшшине ҫухатман, яланах ҫынсене пулӑшма тӑрӑшнӑ. Зоя шур халатлӑ ӗҫчен пулас ӗмӗтне пурнӑҫласа Шупашкарти фельдшер шкулне вӗренме кӗнӗ. Унӑн вӗренӳ вӑхӑчӗ шӑпах Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн синкерлӗ ҫулӗсене лекнӗ. Шкула Сӗнтӗрвӑрри хулине куҫарса кайнӑ пулнӑ. Йывӑрлӑхсем пулсан та Зоя Николаевна фельдшер профессине алла илме ӑнтӑлнӑ, кирлӗ пӗлӳ илсе 1945 ҫулта ҫамрӑк специалист пулса тӑнӑ. Ӑна Комсомольски больницине эпиде
Патриотлӑх воспитанийӗ  тӗп вырӑнта

Патриотлӑх воспитанийӗ  тӗп вырӑнта

Ноябрӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарта «10 граней патриотизма» ятпа республика шайӗнчи патриотлӑх форумӗ иртнӗ. Ӑна Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Чи малтанах форума пуҫтарӑннисене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ О.А.Николаев салам сӑмахӗ каланӑ. Вӑл патриотла воспитани паянхи кун пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине, ҫамрӑксенче Тӑван ҫӗршывшӑн мӑнаҫлӑх туйӑмӗ вӑратма пулӑшнине палӑртнӑ. Малалла ятарлӑ ҫар операцийӗн участникӗпе Д.В.Андреевпа калаҫу ирттернӗ. Ун вӑхӑтӗнче хӑюлӑхпа, чыспа, ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫпе ҫыхӑннӑ ыйтусем тавра калаҫнӑ.   Форум ӗҫне 10 направленипе ирттернӗ, ҫав шутра: культура, экологи, спорт, педагогика, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесси, ҫемье, наука, истори, медиа тата ыркӑмӑллӑх. Пуҫтарӑннисем кашни енпех пӗр-пӗрин опычӗпе паллашнӑ, вӑл е ку сф
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли).). Вӑрҫӑн асаплӑ ҫулӗсем «Народный учитель» ятлӑ танк колоннине тума укҫа пухас ӗҫ шкулсенче сарӑлсах пырать. Мартӑн 1-мӗшне районӗпе пурӗ 642 тенкӗ пухнӑ» текен хыпарсем час-часах тӗл пулаҫҫӗ. «Чӗчкенти «Игенче» колхоз активӗ самолетсен  «Осоавиахим Чувашии» звенине тума 600 тенкӗ ытла пачӗ», «Интернационал» колхозри  колхозниксемпе колхозницӑсем самолетсен «Осоавиахим Чувашии» звенине тума 1700 тенкӗ пухса пачӗҫ», «Мурат» колхозри колхозниксемпе колхозницӑсем танксен  «Колхозник Чувашии» колоннине тума укҫа-тенкӗ пухас ӗҫе активлӑ хутшӑнаҫҫӗ. Колхоз членӗсем хӑйсем перекетлесе хӑварнӑ укҫисенчен 21000 тенкӗ пама ҫырӑнса, халӗ 17000 тенкине пачӗҫ», «Октябрь ялавӗ» хаҫат редакцийӗпе типографинче ӗҫлекенсем  «Работник печати» ятлӑ танк колонни тума икӗ кунхи  ӗҫ укҫине
«Тăлăхскер»

«Тăлăхскер»

(МАлалли). Каярахпа кăна, вăхăт иртсен, кукамăшĕ ку тĕнчере текех çуккине асăрханса пĕлтерчĕ воспитательница. Ял çыннисем те аса илмерĕç курăнать тăлăха. Тирпейлесе пытарчĕç те кинемее, манăçăнчĕ вăхăтлăха Красновсен йăхĕ, пулман та тейĕн. Çулла час ир пулать çав. Усал тĕлĕкпе вăраннăскере ыйхă хăйĕн ытамне тек илесшĕн пулмарĕ курăнать. Диван çинче çывăракан Сергее вăратас мар тесе сас-чỹ кăларасран асăрханчĕ вăл. Ĕнер ача чухнехи тантăшĕн мăшăрĕ, вăхăт каç еннелле сулăннине пăхмасăр, наччасра тепĕр хутчен тасатса-çуса тухрĕ кỹршисен пỹртне. Тем пек хăйсем патĕнче юлма ỹкĕтлесен те тăван килнех туртрĕ чунĕ арçыннăн. «Акă, тинех тăван килте эс, Юрик…» Хулари хваттер мар та, кунта кĕлеткен кашни клетки каннăн туйăнать. Хăйĕн пĕчĕк пỹлĕмĕнчен халь-халь кукамăшĕ тăрса тухассăн туйăнать.
Уважаемые работодатели!

Уважаемые работодатели!

Комсомольский кадровый центр «Работа России» напоминает, что в соответствии с «Законом о занятости населения в Российской Федерации» №565 — ФЗ от 12.12.2023 года, каждый работодатель обязан сообщать службе занятости о свободных рабочих местах и вакантных должностях, в том числе о потребности в их замещении. Работодатели обязаны информировать государственную службу занятости посредством размещения информации на единой цифровой платформе «Работа в России». Как разместить вакансию? Для этого Вам необходимо перейти на сайт «Работа России» trudvsem.ru — войти в Личный кабинет как работодатель с использованием портала «Госуслуги». Запрещается распространение информации о свободных рабочих местах или вакантных должностях, содержащей сведения дискриминационного характера, а именно ука
Не позднее 1 декабря необходимо уплатить налоги

Не позднее 1 декабря необходимо уплатить налоги

Управление Федеральной налоговой службы по Чувашской Республике напоминает, что приближается срок уплаты гражданами налога на имущество, а также  земельного и транспортного налогов. Уплатить данные налоги за 2024 год необходимо не позднее 1 декабря 2025 года. Исполнить обязанность по уплате налогов можно следующими способами: • на сайте ФНС России через Личный кабинет налогоплательщика или сервис «Уплата налогов и пошлин»; • через банки, банковские терминалы, мобильные приложения банков; • в почтовом отделении; • на Портале государственных и муниципальных услуг. Налоговые уведомления не направляются в следующих случаях: • наличие налоговой льготы, налогового вычета, полностью освобождающего владельца объекта налогообложения от уплаты налога; • если общая сумма
Яланах пӗрле пулар

Яланах пӗрле пулар

Округри почта ҫыхӑну уйрӑмӗсенче «Каҫал ен» хаҫата 2026 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта илсе тӑма ҫырӑнтарасси малалла пырать — почтальонсемпе ҫеҫ тӗл пулмалла, вулаканӑм. Хакӗ — 559 тенкӗ те 14 пус.  Хаҫата альтернативлӑ майпа илсе тӑрас тесен редакцине килсе ҫырӑнмалла, хакӗ — 420 тенкӗ.  Хӑш-пӗр ялсенче  хаҫат-журналпа тивӗҫтерме вӑхӑтлӑха почтальон ҫуккине кура хаҫат редакцийӗ сире альтернативлӑ майпа ҫырӑнма ыйтать. «Каҫал ен» хаҫат кашни килтех пултӑр! ХАҪАТ РЕДАКЦИЙӖ.
Ҫивӗч ыйтусене уҫӑмлатрӗҫ

Ҫивӗч ыйтусене уҫӑмлатрӗҫ

 Ноябрӗн 19-мӗшӗнче пирӗн округра, пӗтӗм республикӑри пекех, Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ.  Информаци кунне округ  пуҫлӑхӗ Николай Раськин  ертсе пычӗ.  Тӗлпулӑва  депутатсем, территори уйрӑмӗсен начальникӗсем,   вӗренӳ учрежденийӗсен директорӗсемпе педагогӗсем,  обществӑлла канаш членӗсем, специалистсем хутшӑнчӗҫ. Пурте пӗрле ҫивӗч ыйтусене пӑхса тухрӗҫ, сӳтсе яврӗҫ. Чи малтанах РФ Ш,Мӗн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрӑмӗн начальникӗ Сергей Ласточкин финанс хӑрушсӑрлӑхӗ тата ултавҫӑсемпе кӗрешес мерӑсем ҫинчен темӑна уҫӑмлатрӗ. Ку ыйту юлашки ҫулсенче уйрӑмах ҫивӗч. Ултавҫӑсем  халӑха улталама, укҫа-тенкӗ вӑрлама темӗн тӗрлӗ май та шыраса тупаҫҫӗ. Ют ҫынсем каланине  ӗненсе граждансем  хӑйсен ирӗкӗпех миллионшар
Ҫӗнӗ медицина учрежденийӗ уҫӑлӗ

Ҫӗнӗ медицина учрежденийӗ уҫӑлӗ

Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче часах пӗтӗмӗшле тухтӑр практикин ҫӗнӗ уйрӑмӗ уҫӑлӗ. «Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн туса лартнӑскер ялсенче пурӑнакансене пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗпе аякка каймасӑр тивӗҫтерес тӗллевлӗ. Паянхи кун тӗлне ку объекта туса пӗтернӗ, халӗ лицензи илмелли тапхӑр пырать. Кирлӗ документсене пурне те хатӗрлесе ҫитерсен ҫӗнӗ медицина учрежденийӗ пӗрремӗш пациентсем валли алӑкӗсене уҫӗ. Кунта Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче пурӑнакансем ҫеҫ мар, Эткер, Хырхӗрри, Хурнай, Кӗтне Пасар, Асанкасси тата Вӑрманхӗрри Чурачӑк ҫыннисем тухтӑрсенчен пулӑшу илме пултарӗҫ.   Ҫурта паянхи стандартсене пӑхӑнса тунӑ. Вӑл пысӑк, ҫутӑ, илемлӗ. Шалта медицина пулӑшӑвӗ пама кирлӗ пӗтӗм техника хатӗрӗ, оборудованисем пур. Тухтӑр йышӑнасса кӗтмелли вырӑнсене те хӑтлӑх кӳнӗ. Ҫурт
Ветерансем экскурсире пулчӗҫ, ӗҫ-хӗлпе паллашрӗҫ

Ветерансем экскурсире пулчӗҫ, ӗҫ-хӗлпе паллашрӗҫ

Нумаях пулмасть пирӗн округ территорийӗнче потребкоопераци ветеранӗсемпе савӑнӑҫлӑ тӗлпулу иртрӗ. Хӑнасене округ пуҫлӑхӗн ял хуҫалӑхӗ, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ — экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗ Фарад Зейнетдинов, Комсомольски райпо Канашӗн председателӗ Светлана Грачева, «Хлебозавод» ООО директорӗ Дмитрий Галкин, «Кооператор» ООО директорӗ Альбина Краснова тата «Торговый дом» ООО директорӗ Ирина Кочанова ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ. Вӗсем ветерансене муниципалитетӑн экономика аталанӑвӗ, райпо предприятийӗсен ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен каласа пачӗҫ, ҫак отраслӗн йӗркеленӗвӗ ҫине шӑпах ветерансем пысӑк тӳпе хывнине палӑртрӗҫ. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче производствӑна ҫӗнетсе пымалли ӑнӑҫлӑ енсене тата пулӑшусен пахалӑхне ӳстермелли майсене те сӳтсе яврӗҫ.
СВО участникӗпе тӗл пулнӑ

СВО участникӗпе тӗл пулнӑ

Чӑн-чӑн патриот пуласси мӗн ачаранах пуҫланать. Ҫакна тӗпе хурса округри шкулсенче тата ача сачӗсенче тӗрлӗрен мероприятисем ирттереҫҫӗ. Ҫак кунсенче Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче 4 «а» класра вӗренекенсем ятарлӑ ҫар операцийӗн участникӗпе, халӗ Комсомольски тата Елчӗк районӗсен ҫар комиссариатӗнче вӑй хуракан Рияз Феткуллинпа тӗл пулнӑ. Рияз Ринатович ачасене хӑйӗнпе паллаштарнӑ, салтак пурнӑҫӗ ҫинчен каласа панӑ, СВОра пулнӑ чухнехи самантсене аса илнӗ. Вӗренекенсем питӗ интересленсе итленӗ, ыйтусем парса ҫар ҫыннин пурнӑҫӗ ҫинчен ытларах пӗлме тӑрӑшнӑ. Мероприяти вӗҫӗнче вӗсем Рияз Ринатовича Тӑван ҫӗршыв йывӑрлӑха лексен айккинче юлманшӑн, хӑйӗн ҫар тивӗҫне туллин пурнӑҫланӑшӑн ӑшшӑн тав тунӑ. Людмила Абрамова.
Кадетсем сцена ҫинче маттур

Кадетсем сцена ҫинче маттур

Фестивале Комсомольски 1-мӗш, Комсомольски 2-мӗш, Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртам тата Патӑрьел 1-мӗш, Ҫӗрпӳ округӗнчи Ҫӗрпӳ 2-мӗш вӑтам шкулӗсен, Канаш хулинчи патшалӑх службин тата управленин лицейӗн, Вӑрнар округӗнчи Нурӑс вӑтам шкулӗн командисем хутшӑнчӗҫ. Мероприятире Раҫҫей, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ, вырӑс салтакӗсем, офицерсем тата кадетсем ҫинчен юрӑсем пӗрин хыҫҫӑн тепри янӑрарӗҫ. Пӗр пек илемлӗ тумлӑ, сцена ҫинче салтаксем пек тӳп-тӳрӗ ретпе тӑракан кадетсем куракансене юррисемпе ҫеҫ мар, ҫирӗп дисциплинӑпа, хӑйсене сцена ҫинче тытма пӗлнипе те тыткӑнларӗҫ. Мероприятире округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн директорӗ Ирина Соловьева, Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар комиссарӗ Альберт Афанасьев та пулчӗҫ. Вӗсем кадетсен хорпа юрлас ӑсталӑхӗ пысӑк пул
Ырӑ ӗҫ тума йывӑр мар

Ырӑ ӗҫ тума йывӑр мар

Ноябрӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа декабрӗн 2-мӗшӗччен «Единая Россия» партин пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи «Коробка храбрости» ыркӑмӑллӑх акцийӗ иртет. Ҫак тапхӑрта нумай вӑхӑта тӑсӑлакан сиплев е реабилитаци витӗр тухакан ачасем валли парнесем пуҫтараҫҫӗ. Округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Вячеслав Кополухин, «Единая Россия» партин активисчӗсем Татьяна Краснова тата Герман Михайлов ҫак акцие хутшӑнса чирлӗ ачасем валли кӗнекесем, канцеляри таварӗсем, аталантаракан вӑйӑсем туяннӑ. «Ачасемшӗн тимлӗхе тата вӗсемшӗн тӑрӑшнине туйни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Хӑш-пӗр чухне ӑшӑ сӑмахпа пӗчӗк парне те сывалма пулӑшаҫҫӗ», — палӑртнӑ партин вырӑнти уйрӑмӗн ӗҫ тӑвакан секретарӗ Людмила Макарова. Акцие кашниех хутшӑнма пултарать. Эсир те теттесем туянса (ҫемҫе теттесем пулмалла мар) «Единая Россия» партин вырӑнти у
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Малалли Района туса хунӑ ҫулсенчи пӗрремӗш  утӑмсем Чылай пысӑк вӑл, эпӗ унти хӑш-пӗр йӗркесене илсе кӑтартасшӑн. «Хӗллехи вӑхӑтра. Уй-хир ӗҫӗсем пӗтнинчен пуҫласа ҫурхи ака ӗҫӗсем пуҫланиччен ӗҫе ирхине 9 сехетрен пуҫласа каҫхине 6 сехетчен ӗҫлемелле, кӑнтӑрлахи апата 12 сехетрен 13 сехетчен тумалла. Ҫураки кампанийӗнче ӗҫ ирхине 4 сехетре пуҫланать, ирхи апат — 7 сехетрен пуҫласа 8 сехетчен, кӑнтӑрлахи апат 12 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен, лашапа ӗҫлекенсен кӑнтӑрлахи апат 12 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен, ӗҫ кунӗ хӗвел ансан пӗтет. Лашапа ӗҫлекенсем кашни икӗ сехетрен 10 минутлӑ тӑхтав тӑваҫҫӗ, вӑл вӑхӑтра лашасене, сбруя, инвентарьсене тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫӗртме тунӑ вӑхӑтра. Лашапа ӗҫлекенсем ирхине 3 сехетре ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ, ирхи апат 6 сехетрен пуҫласа 7 сехетчен, кӑнтӑрлахи апа
Пӗвене юшкӑнран тасатнӑ

Пӗвене юшкӑнран тасатнӑ

Ялта хастар та пуҫаруллӑ ҫынсем пур пулсан паянхи кун патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса темӗнле пысӑк ӗҫ те тума пулать. Акӑ, Тукай Мишер ялӗнче пурӑнакансем нумаях пулмасть пуҫаруллӑ бюджет программине пурнӑҫа кӗртсе ялти пӗвене тасатнӑ. Ҫак проекта валли республика бюджетӗнчен, вырӑнти бюджетран укҫа уйӑрнӑ тата халӑх та укҫа-тенкӗ пуҫтарнӑ. Тукай Мишерӗнчи пӗве питӗ илемлӗ ҫӗрте вырнаҫнӑ. Ӑна сӑртлӑ тата айлӑмлӑ вырӑнсем хупӑрлаҫҫӗ. Пӗве шывӗ хӗвелтухӑҫ енчи ҫӑлкуҫсенчен тата тӗпӗнчи пӑр пек сивӗ ҫӑлран тулса тӑрать. Кунта унччентерех ҫӑрттансем, карпсем тата бычок пулӑ ӗрченӗ, хуркайӑксем, кайӑк кӑвакалсем тата чарлансем ҫу каҫнӑ. Анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн пӗве юшкӑнпа тулнӑ, ӑшӑхланнӑ. Сӑртлӑ енче вырнаҫнӑ ял хуҫалӑх ҫӗрӗсенче шӑваракан агрегатсемпе усӑ курнине пула хирсенчи пылчӑк пӗ
Ятарлӑ вӗренӳ иртнӗ

Ятарлӑ вӗренӳ иртнӗ

Ноябрӗн 19-мӗшӗнче «Восток М-12» автоҫул ҫинче метеорологи условийӗсем япӑхланнипе ҫыхӑннӑ чрезвычайлӑ лару-тӑрусемпе кӗрешес енӗпе тактикӑлла ятарлӑ вӗренӳ ирттернӗ. Пирӗн округ ӑшӑнмалли тата апатланмалли пункт йӗркелес енӗпе яваплӑ пулнӑ. Вӗренӗвӗн тӗп тӗллевӗ — республикӑри чрезвычайлӑ лару-тӑрусемпе кӗрешекен тытӑмӑн территори пайӗсен тата управлени органӗсен ертӳлӗхӗн пӗлӗвне тата практика хӑнӑхӑвне тарӑнлатасси. Ун вӑхӑтӗнче ҫул-йӗр ҫинче инкексем сиксе тухсан мӗн тумаллине, шар курнӑ ҫынсене мӗнле пулӑшу памаллине ӗҫпе кӑтартса панӑ. Вӗренӳ маларах палӑртнӑ йӗркепе иртнӗ. Пурте хӑйсен тивӗҫӗсене яваплӑха туйса, туллин пурнӑҫланӑ. Ҫакӑн пек тренировкӑсем малашне инкеклӗ лару-тӑру пулас пулсан кирлӗ пулӑшӑва ҫухалса каймасӑр, хӑвӑрт пама май параҫҫӗ.   (ХАМӐР ИНФ)
Коммуналлӑ пулӑшусемшӗн ытларах тӳлеме тивӗ

Коммуналлӑ пулӑшусемшӗн ытларах тӳлеме тивӗ

Ҫакӑ мӗнпе ҫыхӑннӑ? Йӑлари хытӑ каяшсене мӗнлерех тирпейлесе тӑмалла? Регионта экологипе ҫыхӑннӑ лару-тӑру мӗнлерех? Чӑваш Республикинчи муниципалитет пӗрлешӗвӗсенче граждансем коммуналлӑ пулӑшусемшӗн тӳлемелли виҫе улшӑнасси тарифсене ҫулсеренех индексациленипе пулать. Кашни ҫулах тарифсене индексацилени вара ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх инфратытӑмне аталантарассипе, унӑн ӗҫне пӗр чарӑнми йӗркелесе пырассипе ҫыхӑннӑ. Ку чухне вара халӑха ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пулӑшӑвӗсемпе пахалӑхлӑ тивӗҫтересси ҫине пусӑм тӑваҫҫӗ: ӑшӑ тата шыв трассисене юсаҫҫӗ, коммуналлӑ инфратытӑмӑн объекчӗсене ҫӗнетеҫҫӗ. 2026 ҫулта Раҫҫейри социаллӑ экономика аталанӑвӗн Прогнозӗ тӑрӑх граждансен коммуналлӑ пулӑшусемшӗн тӳлемелли тарифсен виҫисем ӳсеҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ пек июлӗн 1-мӗшӗнчен мар, октябрӗн 1
Тӑлӑхскер

Тӑлӑхскер

Лидия Филиппова Малалли. Самай аслă çулсенчи икĕ арçын ачасем пек ыталашнă-тĕрткелешнине кура Сергей çул хĕрринчи çутă кăвак тĕслĕ «Тойота» патне таврăнчĕ, кансĕрлес мар терĕ пулинех. — Эс килессе пĕлнĕ пекех яла персе çитрĕм паян Шупашкартан. Чĕре сисрĕ пулĕ. Эрнекун-ха, терĕм, ĕç вăл вилсен те виçĕ куна теççĕ. Мăшăра лартрăм та вĕçтертĕм яла. Куран, ялтан та уйрăлас темерĕмĕр, атте-анне килĕн вучахне сỹнтерес килмерĕ. Анне, пурăннă чухне, пĕрмай: «Мăрьерен тĕтĕм тухма ан пăрахтарăр, яла ан пăрахăр, ваттисен йăлисене ăруран ăрăва тытса пырăр, ял халăхĕпе пĕрле пулăр…» — тетчĕ. Вăл та çук ĕнтĕ. Эпĕ вара, кĕçĕнни пулнă май, кил-çурта çĕнетес терĕм. Хăçан та пулин Юрик те çаврăнса тухатех, теттĕм. Сирĕн умра машина чарăнсанах чĕре кăртлатса илчĕ, улталамарĕ. Акă тинех тĕл пултăмăр
Уход входит в стаж

Уход входит в стаж

Расскажем, как учесть периоды ухода за гражданами старше 80 лет и инвалидами I группы в страховой стаж.  Период ухода за людьми с инвалидностью I группы или лицами старше 80 лет по-прежнему будет учитываться в страховой стаж трудоспособным гражданам — 1,8 ИПК за полный год.  С начала 2025 года гражданам, осуществляющим уход, не осуществляются ежемесячные выплаты. Выплата в размере 1314 рублей автоматически назначена региональным Отделением СФР в виде надбавки к пенсии непосредственно инвалидам I группы и лицам старше 80 лет.  Факт ухода фиксируется двумя способами: — после его завершения (например, если он вышел на работу или на пенсию); — по прошествии одного или нескольких лет ухода (например, если уход начался в 2025 году, подтвердить можно в 2026 году или
В Чувашии за 10 месяцев собрано свыше 182 млрд рублей налогов

В Чувашии за 10 месяцев собрано свыше 182 млрд рублей налогов

В республике за январь — октябрь 2025 года мобилизовано 182,1 млрд рублей налогов, сборов и страховых взносов на обязательное социальное страхование, администрируемых налоговыми органами, или на 28,1% больше января — октября 2024 года. Поступление налоговых платежей составило 133,2 млрд рублей, или 132,8% к соответствующему периоду прошлого года и обеспечено налогом на добавленную стоимость — на 39%, налогом на прибыль — на 26,2%, налогом на доходы физических лиц — на 19,5%, налогами на совокупный доход — 6,6%, налогами на имущество — на 4%, акцизами — на 3% и остальными налогами и сборами — на 1,7%. В федеральный бюджет собрано 65,2 млрд рублей, или на 47,7% больше января — октября 2024 года. Налоговые поступления обеспечены в основном налогом на добавленную стоимость — на 79,7%, н
Орден каваларӗпе тӗл пулчӗҫ

Орден каваларӗпе тӗл пулчӗҫ

Совет Союзӗ вӑхӑтӗнчи чи пысӑк награда Ленин орденӗ пулнӑ. Ӑна 1930 ҫулта ҫирӗплетнӗ. Унпа ҫапӑҫура паттӑрлӑх кӑтартнӑ, ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ ҫынсене наградӑланӑ. Пирӗн районпа ҫыхӑннӑ 46 ҫын Ленин орденне тивӗҫнӗ. Вӗсен хушшинче пирӗн тӑрӑхра ҫуралса урӑх ҫӗрте палӑрнӑ, ют тӑрӑхран килсе пирӗн патра ӗҫлесе пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ ҫынсем те пур. Паянхи кун Ленин орденне тивӗҫнӗ округра икӗ ҫын пурӑнать. Вӗсенчен пӗри — Тукай ялӗнчи Роман Григорьевич Афанасьев. Ҫак кунсенче Комсомольскинчи «Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх музейӗнче ӗҫлекенсем, архив ӗҫченӗсем Роман Афанасьевпа тӗлпулу йӗркелерӗҫ.  Тӗлпулӑва округри таврапӗлӳҫӗсен совечӗн председателӗ С.Ф.Кокорева уҫрӗ. «Ҫӗр тата ҫынсем» музей заведующийӗ А.О.Полякова пуҫтарӑннисене районта ҫуралса ӳснӗ, ӗҫлесе пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ Ленин ор
Ҫуран ҫӳрекенсен те йӗркене пӑхӑнмалла

Ҫуран ҫӳрекенсен те йӗркене пӑхӑнмалла

Кун кӗскелсех пырать. Ҫавӑнпа та ир каҫ пулать. Тӗттӗм вӑхӑтра водительсене ҫул хӗррипе утакан ҫуран ҫынсене тӳрех  асӑрхама та йывӑр. Ҫавӑнпа та ҫула тухсан фарӑсен ҫутипе ҫын пынине палӑртакан тум тӑхӑнма тӑрӑшмалла е тумтир ҫинче ҫавӑн пек паллӑ пулмалла. Ҫакӑ автотранспорт хатӗрне тытса пыракана умра утакана вӑхӑтра курма май парать. Патшалӑх автоинспекцийӗн сотрудникӗсем ачан ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑхӗшӗн чи малтан ашшӗ-амӑшӗ яваплӑ пулнине асӑрхаттараҫҫӗ. Тӗттӗм вӑхӑтра вӗсене кӑларса яма тӑрӑшмалла мар, е мӗнле те пулин сӑлтавпа ҫула тухма тивсен  ҫутӑ паракан паллӑ пур япаласем тӑхӑнтартмалла. Ҫавӑн пекех хӑйсен тӗпренчӗкӗсене ҫул-йӗр правилисем пирки тӗплӗн ӑнлантарса памалла. Тӗттӗм, тӗтреллӗ, ҫумӑрлӑ, ҫил-тӑманлӑ вӑхӑтра ҫул ҫине автомашина ҫутипе палӑракан тумсем т
Пирӗн аграрисем яланах малти ретре

Пирӗн аграрисем яланах малти ретре

Нумаях пулмасть Шупашкарта Ял хуҫалӑх тата тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗсен кунне халалласа савӑнӑҫлӑ уяв йӗркеленӗ. Унта республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен 800 ытла ял хуҫалӑх ӗҫченӗ пуҫтарӑннӑ. Мероприятире регионти чи тухӑҫлӑ ӗҫлекен хуҫалӑхсене тата организацисене палӑртнӑ. Вӗсене хакланӑ чухне кӑҫалхи тухӑҫа ҫеҫ мар, ӗҫ укҫи шайне, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем тунине, ял хуҫалӑхӗнче усӑ куракан ҫӗрӗн лаптӑкне, пӗлтӗрхипе танлаштарсан кӑтартусем мӗн чухлӗ ӳснине шута илнӗ. Пӗтӗмлетнӗ кӑтартусемпе пирӗн округри хӑш-пӗр хуҫалӑхсем рейтингӑн чи малти йӗркине лекме пултарнӑ. Ҫапла «Комсомольские овощи» агрофирма чи нумай пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтерсе ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсем хушшинче 1-мӗш вырӑна тухнӑ, Диплома тивӗҫнӗ. «Слава картофелю» агрофирма пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши
Сӗтрен тӗрлӗ продукци хатӗрлеҫҫӗ

Сӗтрен тӗрлӗ продукци хатӗрлеҫҫӗ

Кашни ял-хуларах ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерекен, тупӑш паракан предприятисем пулни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Кун пек чухне ҫынсем ӗҫ шыраса аякка каймаҫҫӗ, вырӑнтах ӗҫлесе пурӑнаҫҫӗ, малашлӑха шанӑҫпа пӑхаҫҫӗ. Комсомольскинче ҫакӑн пек предприятисенчен пӗри вӑл — сӗт-ҫу комбиначӗ. Ҫак кунсенче округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин унта ҫитсе вырӑнти ӗҫ-хӗлпе паллашнӑ. Комбинат 2012 ҫултанпа ӗҫлет, ҫак хушӑра вӑл ертӳҫӗсемпе ӗҫченсен тӑрӑшулӑхне, кашни хӑйӗн тивӗҫӗсене пӗлсе пурнӑҫланине кура округри чи ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракан организацисен шутне кӗме пултарнӑ. Юлашки ҫулсенче кунта оборудованине чылай ҫӗнетнӗ, реконструкци тунӑ. Ҫавна май паянхи кун предприяти уйӑхра 150 пин тонна таран сӗтрен продукци хатӗрлеме пултарать. Комсомольскинчи сӗт-ҫу комбинатне округра ҫеҫ мар, ун тулашӗнче те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Ку
Ӗҫченсем тӑрӑшаҫҫӗ, кӑтартусем савӑнтараҫҫӗ

Ӗҫченсем тӑрӑшаҫҫӗ, кӑтартусем савӑнтараҫҫӗ

Кӗр хӗл каҫарать, теҫҫӗ халӑхра. Кӗркунне тулӑх сӗтел умӗнче ларас, хӗле тулли пӳлмесемпе кӗтсе илес тесе ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансем ҫуркунне юр кайнӑранпа хире тухнӑ та ҫӑвӗпе те пӗр кана пӗлмесӗр уй-хирте вӑй хунӑ. Ҫанталӑк хӗл еннелле ҫывхарнӑ май халӗ уйсенче тракторсен шавӗ илтӗнми пулчӗ тесен те юрать. Анасем пушанчӗҫ, хресченсен пӳлмисем тыр-пулпа, пахча ҫимӗҫпе тулчӗҫ. Кӑҫалхи тухӑҫ савӑнтарать-ши? Мӗнле кӑтартусемпе вӗҫлерӗҫ-ха округри ял хуҫалӑх организацийӗсем хӗрӳ ӗҫ вӑхӑтне? Округ пуҫлӑхӗн ял хуҫалӑх, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен ҫумӗпе — экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗпе Фарад Зейнетдиновпа шӑпах ҫак ыйтусем тавра калаҫрӑмӑр. — Фарад Феридович, чи малтанах ял хуҫалӑх культурисене ҫитӗнтерес ӗҫри кӑтартусене тишкерер-ха. Х
Сотрудниксене саламланӑ

Сотрудниксене саламланӑ

Ноябрӗн 10-мӗшӗ — Раҫҫей Федерацийӗнчи шалти ӗҫсен сотрудникӗн кунӗ. Ҫак ятпа республикӑра  тӗрлӗ мероприятисем  иртнӗ. РФ Шалти ӗҫсен министерствин «Комсомольский» уйрӑмӗнче те вӑл кун правӑпа йӗркелӗхе сыхлакансемпе ветерансем пуҫтарӑннӑ. Округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин вӗсене професси  уявӗ ячӗпе ӑшшӑн саламланӑ, округра саккунлӑха сыхлас тивӗҫе туллин пурнӑҫласа пынӑшӑн, пурӑнакансен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтернӗшӗн тав тунӑ. Округӑн обществӑлла пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн сотрудниксемпе ветерансене наградӑсемпе чысланӑ. Ҫавӑн пекех полици ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене шалти ӗҫсен министерствин  «Комсомольский» уйрӑмӗн начальникӗ Сергей Ласточкин, шалти ӗҫсен органӗсен ветеранӗсен округри совечӗн председателӗ Петр Лапшин тата ыттисем те салам сӑмахӗсем каланӑ. Комсомольс
Чечек ҫыххисем хунӑ

Чечек ҫыххисем хунӑ

Ҫӗнӗ Мӑратри Астӑвӑм садӗнче вӑрӑ-хурахсене хирӗҫ кӗрешсе паттӑррӑн пуҫ хунӑ милиционерсене асӑнса лартнӑ палӑк пур. Вӑл 1927 ҫулта пирӗн тӑрӑхра сӗмсӗррӗн алхаснӑ Калюков бандине тытса чарнӑ чухне вилнӗ Петр Орловпа Борис Александров  милиционерсен паттӑрлӑхне аса илтерсе тӑрать. Вӗсем хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр  тискер ушкӑна хирӗҫ тӑнӑ. Ял ҫыннисем шикленмесӗр, лӑпкӑн пурӑнччӑр тесе тытӑҫӑва кӗнӗ. Ҫак кунсенче  паттӑр милиционерсене асӑнса кунта  митинг пулса иртнӗ.  Палӑк умӗнче округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Раҫҫей шалти ӗҫсен министерствин «Комсомольский» уйрӑмӗн начальникӗ Сергей Ласточкин подполковник, шалти ӗҫсен органӗсенче ӗҫленисен ветерансен совечӗн округри уйрӑмӗн председателӗ Петр Лапшин полковник, Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн директорӗ Альберт Борисо
Ентешӗсемпе тӗл пулса калаҫнӑ

Ентешӗсемпе тӗл пулса калаҫнӑ

Округра пурӑнакансем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тӗрлӗ енлӗ пулӑшу панипе пӗрлех тӑван тӑрӑха вӑхӑтлӑха таврӑннӑ ентешӗсемпе тӗлпулусем те йӗркелеҫҫӗ. Вӗсем аякри хӑрушӑ вырӑнсенчи лару-тӑрупа интересленеҫҫӗ, малашне те мӗн пултарнӑ таран пулӑшма шантараҫҫӗ. Иртнӗ эрнере Ҫӗнӗ Кипеҫри культура ҫуртӗнче «Мужик» хушма ятпа ҫӳрекен ҫар ҫыннипе тӗл пулнӑ. Мероприяти чӗрӗ калаҫу евӗр иртнӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентеш ял ҫыннисен ыйтӑвӗсене хуравласа тӑван тӑрӑхран аякра ҫар службинче тӑракансен пурнӑҫӗ, куллен пурнӑҫлакан ӗҫсем, йывӑрлӑхсем пирки каласа панӑ. Культура ҫурчӗн культорганизаторӗ Анна Можаева  авалтанах  инкекрен хӳтӗлекен, тӑван тӑрӑхпа ҫыхӑнтарса тӑракан тӗрӗллӗ салтак тутри панӑ. Пуҫтарӑннисем ҫар ҫыннине ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу сунса ӑсатнӑ, часах те
«Тӑлӑхскер»

«Тӑлӑхскер»

Калав — Турă ячĕпе ыйтатăп, хăварăр ăна манпах. Пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕм вăл манăн, пĕртен-пĕр хĕвелĕм, пĕртен-пĕр шанчăкăм… Пĕтетĕп эпĕ унсăр, пурăнаймастă-ă-ăп… — чарăнми хỹхлерĕ кинемей. Юлашки вăйне пухса мăнукне ыталасшăн пулчĕ, ун патнелле сулăнчĕ, анчах вăйĕ пĕтсе çитрĕ пулас та урайне йăванса кайрĕ. — Кукама-а-ай! Ан яр мана вĕсемпе, парса ан яр мана-а-а… — куçĕсенчен чарăнми юхакан куççульне тасах мар кĕпе çаннипе шăлса вилнĕ пек выртакан карчăк патне чупса пырса чĕркуçленчĕ арçын ача, унăн аллисене нихăçан уйрăлмасла чăмăртаса лартрĕ. Юхрĕ те юхрĕ таса куççуль ĕçпе пиçĕхнĕ, хытса кушăрханă алăсем çине. Чĕринчи пĕтĕм ырату-çухату юхса тухрĕ пулĕ çавăн чухне ачан… — Юрий Васильевич, чиперех-и эсир? — илтĕнчĕ пăшăрханчăклă сасă. Йывăç çурт умĕнче хытса тăнă арçын патне
Ырӑ ӗҫсемпе пулӑшаҫҫӗ

Ырӑ ӗҫсемпе пулӑшаҫҫӗ

Комсомольски муниципалитет округӗнчи ялсенче пурӑнакансем Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксем валли хӳтӗлев сеткисем ҫыхасси, плащсем ҫӗлесси, типӗтнӗ  яшка, ҫӑкӑр тата ҫуртасем   хатӗрлесси вӑй илсех пырать. Ку тӗлӗшпе волонтерсен хастарлӑхне те палӑртсах хӑвармалла. Салтаксем патне гуманитари пулӑшӑвӗпе кайса ҫӳреҫҫӗ, салтаксене ҫӗнтерӗве ҫывхартма пур енлӗн хавхалантараҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра, акӑ, пур территори уйрӑмӗсенче те тӑрӑшсах ӗҫлеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Хирти Мӑнтӑрсем 321-мӗш хӳтӗлев сетки ҫыхса пӗтернӗ, Хырай Ӗнелсем те вӗсенчен юлмаҫҫӗ.   Комсомольскинчи «Серебряный возраст» центра ҫӳрекенсем   кашни кунпа туллин усӑ курса плащсем  ҫӗлеҫҫӗ, сетка ҫыхаҫҫӗ.  «Ирина Шипатова, Валентина Миронова, Ольга Афанасьева, Елена Тихонова  тата «Серебряный возраст» центр ҫ
Цитата

Цитата

Олег Николаев, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ: «Раҫҫейӗн паянхи  музыка картти» фестиваль тепӗр хут пирӗн ҫӗршыври культурӑн пуянлӑхӗпе хавхаланулӑх вӑйне  кӑтартса пачӗ. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин палӑртнӑ пек  юрӑ-кӗвӗ юратакансене, музыка деятелӗсене тата ҫамрӑк композиторсене Раҫҫей халӑхӗсен культурин нумайенлӗхне упрас енӗпе пӗрлештерчӗ. Маншӑн ку проект — савӑнӑҫ, хавхалану, хӑпартлану.  Савӑнӑҫ — «Россия» наци центрне  пирӗн пӗтӗмӗшле культура пуянлӑхне курма тата итлеме  пур регионсенчен те килни. Хавхалану — пирӗн ҫӗршыври халӑхсен чун-чӗрене ҫӗклекен тӗрлӗ енлӗ музыка палитри. Хӑпартлану — пуҫаруҫисем эпир пулни, ҫӗршыври творчество юхӑмӗнче  малти ретре тӑни. Эпир проекта ҫӗнӗлӗхсем кӗртсе, цифра технологийӗпе тата искусствӑлла инте
Пурнӑҫ тӑршшӗпех «ишевре»

Пурнӑҫ тӑршшӗпех «ишевре»

Хаҫат редакцине вӑл пуринчен маларах ҫитетчӗ. Коллективри ытти сотрудниксем пуҫтарӑниччен темиҫе информаци хатӗрлесе хуратчӗ. Вӑл ӗҫленӗ вӑхӑтра паянхи пек интернет пулман та, хыпарсене ӗҫ коллективӗсенчен телефонпа шӑнкӑравласа илеттӗмӗр. Вӑл, маларах парти райкомӗнче ӗҫленӗскер, предприятисемпе организацисен, колхозсен ертӳҫисемпе специалисчӗсене лайӑх пӗлетчӗ. «Эпир райкомра ӗҫленӗ чухне производствӑра ӗҫлекенсем патне час-часах тухса ҫӳренӗ.  Ҫынсемпе курса калаҫса шухӑш-кӑмӑлне ыйтса пӗлнӗ. Эпӗ колхозсенчи малта пыракан дояркӑсемпе механизаторсене сӑнран пӗлнӗ», — тетчӗ вӑл. Редакцире ӗҫленӗ вӑхӑтра та вӑл ларса тӑман, яланах ҫула тухнӑ. Хуҫалӑхсене ҫитсе пуян содержаниллӗ материалсем хатӗрлесе килетчӗ. Ҫак кунсенче пирӗн пултаруллӑ ӗҫтеш, журналист-ветеран Василий Васильевич Га
Мухтав сана, ҫӗр ӗҫченӗ, сӗтел ҫинчи ҫӑкӑршӑн!

Мухтав сана, ҫӗр ӗҫченӗ, сӗтел ҫинчи ҫӑкӑршӑн!

Аграрисем хирти ӗҫсене вӗҫлесен округра ҫулсерен Ял хуҫалӑх тата тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗсен кунне уявлаҫҫӗ. Хальхинче  уява Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи кӑҫал ҫеҫ тӗпрен юсаса хута янӑ  культура ҫуртӗнче ирттерчӗҫ. Унта аграри отраслӗнче вӑй хуракансем, ҫак сферӑра ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнисем, чӗннӗ хӑнасем тата ыттисем те йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Уява муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Петр Краснов, Юрий Попов тата Валерий Антонов та хутшӑнчӗҫ. Чи малтанах депутатсем обществӑлла ӗҫре хастар пулнӑшӑн округ пуҫлӑхне Н.Раськина, «Урожай» колхоз председательне Ю.Егорова  Чӑваш Республикин  Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамотине пачӗҫ.  Ҫавӑн пекех ял хуҫалӑхӗнчи чи тӑрӑшуллӑ та пултаруллӑ ӗҫченсене тӗрлӗ шайри наградӑсем
100 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ

100 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ

Турӑ пӳрни е ҫырни, теҫҫӗ халӑхра. Вӑл пурах пулӗ. Пурнан пурнӑҫра ӗмӗрӗпех ялти йывӑр ӗҫре хуҫӑлсан та,  хур-шурне нумай курсан та Хирти ,нел ялӗнче пурӑнакан Мария Степановна Кольцовӑна Турӑ 100 ҫула ҫитме вӑй-хӑват панӑ. Ҫак кунсенче ӑна ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитнӗ ятпа, сумлӑ та пысӑк юбилейпе округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ Валентина Салмина, тӑванӗсем, ял ҫыннисем саламланӑ. РФ Президенчӗн В.Путинӑн саламлӑ открыткине, парнесем панӑ май малалла та сывлӑхпа пурӑнма ырӑ суннӑ. Вӗсем пӗтӗм йывӑрлӑха парӑнтарса ҫак ҫула ҫитме пултарнӑшӑн Мария Степановнӑпа  хӑпартланнине палӑртнӑ. Ҫӗршывра колхозсемпе ял хуҫалӑх артелӗсем йӗркеленӗ вӑхӑтра кун ҫутине килнӗскерӗн вӑрҫӑ умӗнхи к
Пулӑ киленӗҫӗ ӳкӗнӗҫлӗ ан вӗҫлентӗр

Пулӑ киленӗҫӗ ӳкӗнӗҫлӗ ан вӗҫлентӗр

Каҫал тӑрӑхӗнче хӑйсен пушӑ вӑхӑтне сунарта, пулӑра ирттерме кӑмӑллакансем сахал мар. Паллах, хӑйсене ырӑ та усӑллӑ ӗҫпе ҫыхӑнтаракан ҫынсене ырламалла ҫеҫ. Анчах та кирек мӗнле киленӳре те чӑн малтанах хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнмаллине асра тытмалла. Ҫакнашкал ҫирӗп йӗрке ҫыран хӗрринче, кимӗпе кӳлӗ варринче пулӑ тытакансене те пырса тивет. Кӗркуннехи тапхӑрта, ҫанталӑк сивӗтсе пынӑ май пулӑҫӑсен тата ытларах тимлӗ пулмалла. Акӑ, юлашки кунсенче ҫеҫ Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри, Куславкка округӗсенчи ялсенче 33, 47, 57 ҫулсенчи пулӑҫсене ҫӑлав службисем те кирлӗ пулӑшу парса пурнӑҫӗсене сыхласа хӑварайман, вӗсем пурте пулӑ тытнӑ чухне путса вилнӗ. Инкек куҫа курӑнса килмест. Ҫавӑнпа та пулӑ тытма каякансем теветкелленсе йӗркене пӑхӑнманни инкек-синкек патне илсе пыма пултарать.
Яланах пӗрле пулар

Яланах пӗрле пулар

Округри почта ҫыхӑну уйрӑмӗсенче «Каҫал ен» хаҫата 2026 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта илсе тӑма ҫырӑнтарасси малалла пырать — почтальонсемпе ҫеҫ тӗл пулмалла, вулаканӑм. Хакӗ — 559 тенкӗ те 14 пус.  Хаҫата альтернативлӑ майпа илсе тӑрас тесен редакцине килсе ҫырӑнмалла, хакӗ — 420 тенкӗ.  Хӑш-пӗр ялсенче  хаҫат-журналпа тивӗҫтерме вӑхӑтлӑха почтальон ҫуккине кура хаҫат редакцийӗ сире альтернативлӑ майпа ҫырӑнма ыйтать. «Каҫал ен» хаҫат кашни килтех пултӑр! ХАҪАТ РЕДАКЦИЙӖ.
Элпуҫӗнче — ҫӗнӗ асфальт ҫул

Элпуҫӗнче — ҫӗнӗ асфальт ҫул

Чӑваш Енре «Чӑваш Республикин транспорт системине аталантарасси» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн нумай ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ. Элпуҫ ялӗнчи Центральная, Новая тата Нагорная урамсенчи ҫӗнӗ ҫула та шӑпах ҫак программӑпа тунӑ. Ҫак кунсенче ҫӗнӗ асфальт ҫула савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Мероприятие муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Антонов, Элпуҫ территори уйрӑмӗн начальникӗ Расим Асеинов тата ытти хӑнасем хутшӑннӑ. Вӗсем ял ҫыннисене ҫӗнӗ асфальт ҫула туса пӗтернӗ ятпа ӑшшӑн саламланӑ, ялта пурӑнакансемшӗн ку питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ пулнине палӑртнӑ. «Ҫак ҫул — пӗрлехи ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвӗ, халӑх, влаҫ органӗсем тата строительсем пӗрле тӑрӑшсан лайӑх кӑтартусем тума пулнин тӗслӗхӗ. Чӑваш Республикин Правительствине тата проекта пурнӑҫа кӗртес ӗҫе тӳпе хыв
Таса та тирпейлӗ пултӑр теҫҫӗ

Таса та тирпейлӗ пултӑр теҫҫӗ

Хирти Сӗнтӗр  территори уйрӑмӗнчи ялсенче ҫынсем хӑйсем пурӑнакан вырӑн таса та тирпейлӗ пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Кунта пурӑнакансем тӑкӑннӑ ҫулҫӑсене пуҫтарассине, хӑрнӑ йывӑҫ-тӗмсене касассине йӗркеленӗ. Ушкӑнпа тӑвакан ӗҫе чылайӑн хутшӑннӑ. Ҫулсем хӗррисем те хитре пулччӑр тесе тӑрӑшнӑ.  Ҫу кунӗсенче  Хирти Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакансем ялти пӗвене тӗрлӗ япаласенчен, хӑнтӑрсем кӑшласа ӳкернӗ йывӑҫсенчен тасатнӑ. Тасалӑхпа тирпейлӗхшӗн ҫине тӑнине  ырламалла. Округри ытти территори уйрӑмӗсенчи ялсенчи ҫынсен вӗсенчен тӗслӗх илмелли пурах. Хӑш-пӗр тӗлте шкул ачисем, культура ӗҫченӗсем шкулсен, культура ҫурчӗсемпе клубсен, палӑксен ҫывӑхӗнчи тасамарлӑха пуҫтарас тӗлӗшпе субботниксем йӗркеленӗ. Тавралӑха ешӗл сӑн кӗртес тӗллевпе  ҫырмасен, ҫулсен хӗррисене, сад пахчи
Хисеплӗ ҫынсене асӑнса – палӑк

Хисеплӗ ҫынсене асӑнса – палӑк

Ноябрь уйӑхӗн 2-мӗшӗ Йӑлмахвасемшӗн ял историне кӗрсе юлакан самант пулчӗ. Ҫак кун ялти культура ҫурчӗ умне халӑх йышлӑн пуҫтарӑнчӗ, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫӗнӗ асӑну палӑкне уҫрӗҫ.  1951 ҫулта ялта Луцки салинчен пура илсе килсе ҫӗнӗ ҫурт туса хунӑ. Унта клуб, вулавӑш, фельдшер пункчӗ тата колхоз правленийӗ вырнаҫнӑ. Ҫав вӑхӑтра ялти Берия ячӗллӗ колхоза Алексей Иванович Волков ертсе пынӑ. Фельдшер пунктӗнче Сиккасси хӗрӗ, медицина лейтенанчӗ Татьяна Анисимовна Емендюкова ӗҫленӗ. Вӑл 25 ҫул хушши ҫак ялта фельдшер пулса вӑй хунӑ, халӑха сипленӗ, пӗчӗк пепкесене ҫут тӗнчене килме пулӑшнӑ. Ялти культура вучахне тата вулавӑша Иван Дмитриевич Дмитриев ертсе пынӑ. Вӑл Мускаври Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑнма та тивӗҫ пулнӑ. Ҫак хисеплӗ ҫынсене асӑнса Йӑлмахва ялӗн хастарӗсем асӑну палӑкӗ хатӗ
Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Ҫитес ҫул, 2026 ҫулхи февралӗн 8-мӗшӗнче  «Каҫал ен»  («Октябрь ялавӗ», «Паянхи сас») хаҫат тухма пуҫланӑранпа 95 ҫул ҫитет. Вӑл Патӑрьел районӗнче кун ҫути курнӑ. 1939 ҫулта, район туса хурсан, Комсомольскинче «Октябрь ялавӗ» ятпа тухса тӑма пуҫланӑ. Пӗр ӗмӗре яхӑн вӑл  Совет Союзӗн, Раҫҫейӗн, республикӑн хыпарӗсене пӗлтерсе тӑрать, район историне ҫыраканӗ тесен те тӗрӗсех пулӗ. Кивӗ хаҫатсене пӑхса ларатӑн та, вӗсенче пирӗн тӑрӑхра пулса иртнӗ пур ӗҫсене ҫутатса пынӑ, вӑл е ку вӑхӑтра пурӑннӑ ҫынсем ҫинчен каласа панӑ, предприятисемпе организацисен, учрежденисен, колхозсен  ӗҫӗ-хӗлне пӗлтерсе тӑнӑ. Шел, хаҫатӑн малтанхи пур номерӗсем те редакци архивӗнче сыхланса юлман. Вӗсем, паллах, Мускаври, Шупашкарти архивсенче тирпейлӗн упранаҫҫӗ. Ҫитес ӑрура пурӑнакансем вӗсем
Ырӑ ӗҫ ҫӗре ӳкмест

Ырӑ ӗҫ ҫӗре ӳкмест

Кӗркуннехи  каҫсем питӗ тӗттӗм. Ҫӗрле урам тӑрӑх утма йывӑр. Заводская урамра  юпасем ҫинче хунарсем пулманнипе ҫынсене ҫӳреме кансӗрччӗ. Каҫпа ҫутӑ паракан хунарсем лартас ыйтупа тӗрлӗ ҫӗре ҫитрӗмӗр, усси пулмарӗ. Ун хыҫҫӑн ҫак ыйтупа округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ В.В.Кополухин патне тухрӑмӑр. Вячеслав Витальевич нумай кӗттермерӗ, ҫак ыйтӑва татса пама пулӑшрӗ. Халӗ каҫпа урамра хунарсем ҫунаҫҫӗ. Ҫакӑншӑн ӑна чун-чӗререн тав тӑватпӑр. Ырӑ ӗҫ ҫӗре ӳкмест, теҫҫӗ. Малашне те унӑн сывлӑхӗ, вӑй-халӗ пултӑр.  Заводская урамра пурӑнакан Н.Смирнов, Л.Петрова, В.Долгова, Т.Лепешкина тата ыттисем.
Своевременно оплати налоги

Своевременно оплати налоги

Напоминаем, что для своевременного исполнения физическими лицами налоговых уведомлений за 2024 год остается совсем мало времени. 1 декабря истекает срок для своевременной оплаты физическими лицами налогов на имущество, указанных в направленных им уведомлениях за 2024 год. Форма налогового уведомления включает: — налоги, подлежащие уплате; — сведения об объектах налогообложения, налоговой базе, сроке уплаты налогов;  — реквизиты, необходимые для их перечисления в бюджетную систему РФ (QR- и штрих-код, УИН, банковские реквизиты платежа). Оплатить налоги на ЕНС можно с помощью сервиса «Уплата налогов и пошлин» (clck.ru/3Q6Ekj), в личном кабинете налогоплательщика (clck.ru/3Q6EoB), личном кабинете на ЕПГУ. Достаточно ввести реквизиты банковской карты или воспользоват
Ултавҫӑсем улталаҫҫӗ, укҫа-тенкӗсӗр хӑвараҫҫӗ

Ултавҫӑсем улталаҫҫӗ, укҫа-тенкӗсӗр хӑвараҫҫӗ

Юлашки вӑхӑтра теприн шанӑҫӗпе усӑ курса тӑвакан пеступленисен шучӗ ӳссех пырать. Киревсӗр  тӗслӗхсем пирки  хаҫатра, социаллӑ тетелсенче ҫырсах тӑратпӑр пулсан та, преступниксенчен хур тӳсекенсен шучӗ чакмасть. Ытларах тӗслӗхре укҫа-тенке хамӑр  алӑпах ют ҫынсене куҫарса паратпӑр мар-и? Шел пулин те, ултав схемисем  ҫӗнелсех, преступниксем чееленсех пыраҫҫӗ. Асӑннӑ преступленисене темиҫе ушкӑна пайлама пулать.  Чылай  тӗслӗхре преступниксем хӑйсене банк, полици, налук, прокуратура, сотовӑй оператор, хӑрушсӑрлӑх службин, Пӗрлехи  патшалӑх порталӗн... ӗҫченӗсем тесе шӑнкӑравлаҫҫӗ, тӗрлӗ енлӗ информаципе сехӗрлентереҫҫӗ. Тӳрех хӑраса  ӳкнӗ ҫынна шанӑҫа кӗртме ансат пулнине  лайӑх ӑнланаҫҫӗ вӗсем: кӗске вӑхӑтра кирлӗ даннӑйсене ыйтса пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑн  пекех халӑх интернет урлӑ тавар туяннӑ-
Цитата

Цитата

 Олег Николаев, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ: «Республикӑн агропромышленноҫ комплексӗ экономикӑна пысӑк тӳпе хывать, чӑваш апат-ҫимӗҫӗн экспорчӗ 30 ытла ҫӗршывпа пурнӑҫланать. Эпир ҫирӗппӗн малалла утатпӑр: малта пыракан технологисемпе _ типтерлӗ ҫӗр ӗҫӗпе, роботизаципе тата ҫӗнӗ йышши мониторинг системисемпе усӑ курса ял хуҫалӑхӗнче цифровизаци тӑвас енӗпе Чӑваш Ен Раҫҫейре 4-мӗш вырӑнта. 19 пине яхӑн ӗҫчен регионӑн тата ҫӗршывӑн апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтереҫҫӗ. Эпир малашне те аграри секторне пур енлӗн пулӑшӑпӑр, ял территорийӗсене аталантарса пырӑпӑр».
Ӗҫ кал-кал, ӳсӗмсем кӑтартуллӑ

Ӗҫ кал-кал, ӳсӗмсем кӑтартуллӑ

Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче тата фермер хуҫалӑхӗсенче хӗрӳ ӗҫ вӑхӑчӗ вӗҫленчӗ. Уй-хирсенче  ӗҫ шавӗ ҫук, тыр-пула пӗтӗмпех пуҫтарса кӗртнӗ, пӳлмесем тулли, выльӑх-чӗрлӗх апачӗ ҫителӗклӗ хатӗрленӗ. Пӗтӗмлетӳ тума вӑхӑт. Шӑпах ыран, ноябрӗн 1-мӗшӗнче, округра  ял хуҫалӑх ӗҫченӗсене чыслаҫҫӗ. Эпир вара уяв умӗн «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗнче пулса куртӑмӑр, выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансемпе тӗл пултӑмӑр. Выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансен  ӗҫ кунӗ ир-ирех пуҫланать. Вӗсем пуринчен малтан тӑраҫҫӗ, килти ӗҫсене пурнӑҫласа ӗҫе ҫитеҫҫӗ.  «Рассвет» ЯХПК-ра тӑрӑшакансем ӗҫе вӑхӑтра ҫитсе выльӑх-чӗрлӗхе апатлантарма, ӗнесене сума, пӑрусене пӑхма васкаҫҫӗ. Кунта тумаллине кая хӑварма юрамасть, ҫакна пурте лайӑх пӗлсе тӑрӑшаҫҫӗ те.  Эпир пынӑ вӑхӑтра выльӑх-чӗрлӗх ферминче пурте тӑрӑ
Константиновсен ҫемье династине тӑсать

Константиновсен ҫемье династине тӑсать

Ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ, нихӑҫан та ӳркенсе тӑман ҫынсем халӑх хушшинче яланах хисепре. Шӑпах вӗсем ҫинче ял тытӑнса тӑрать те. «Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗнче вӑй хуракан Александр Константинов ырми-канми, пархатарлӑ  ӗҫӗпе хисепе тивӗҫнӗ. Вӑл нумай ҫул трактористра, комбайнерта тӑрӑшать, хӑйӗн ӗҫне яланах кирлӗ пек пурнӑҫласа пырса  вырӑнти хуҫалӑх аталанӑвне пысӑк    тӳпе хывать.  Александр Чӑваш Элпуҫ ялӗнче 1977 ҫулта ҫут тӗнчене килнӗ. Унӑн ашшӗпе амӑшӗ Алексей Матвеевичпа Любовь Анатольевна пӗрремӗш ывӑл ҫуралнӑ ятпа питӗ савӑннӑ,  тивӗҫлӗ воспитани пама тӑрӑшнӑ. Ывӑл ытларах ашшӗ ҫумӗнче ӳсни вӑрттӑнлӑх мар. Александр та, унӑн шӑллӗ Юрий те мӗн пӗчӗкрен ашшӗ ӗҫленине сӑнама юратнӑ, ӑна май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшнӑ. Шӑпах Алексей Матвеевич ывӑ
Хастар волонтера – пысӑк Тав

Хастар волонтера – пысӑк Тав

Октябрӗн 28-мӗшӗ Чӑваш Енре Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ строительсене аса илмелли кун шутланать. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн Указӗпе ҫирӗплетнӗскере кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут паллӑ тунӑ. Ҫак кун Шупашкарта хӳтӗлев чиккисене тунӑ ҫынсен паттӑрлӑхне асра тытса ятарлӑ мероприяти йӗркеленӗ. Унта паянхи паттӑрсене те — ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене, вӗсене куллен пулӑшу кӳрекен волонтерсене йыхравланӑ. Пӗлетпӗр ӗнтӗ, пирӗн округра та СВОри ентешсене пулӑшас енӗпе активлӑн ӗҫлеҫҫӗ. Кашни ялта тенӗ пекех культура ҫурчӗсенче, шкулсенче маскировка тетелӗсем ҫыхаҫҫӗ, окоп ҫуртисем хатӗрлеҫҫӗ, час-часах гуманитари пулӑшӑвӗсем ӑсатаҫҫӗ. Ку енӗпе пысӑк активлӑх кӑтартакан волонтерсене мероприятире Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗн Тав хучӗпе наградӑланӑ. Ҫак чыса тивӗҫн
Пӗрле – пӗр тӗллев патне

Пӗрле – пӗр тӗллев патне

Ҫӗнтерӗве ҫывхартас ӗҫре ватти те, ҫамрӑкки те пӗр шухӑшлӑ пулса тӑрӑшни кирлӗ. Пурте пӗрле кар тӑрсан пире нимӗнле тӑшман та ҫӗнтереймӗ. Ҫак шухӑша тӗпе хурса ҫывхарса килекен Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ умӗн, октябрӗн 29-мӗшӗнче, Комсомольскинчи аслӑ ӑрӑвӑн хутшӑну центрне ҫӳрекенсем тата «Единая Россия» партин «Молодая гвардия» ушкӑнӗн активисчӗсем пӗрле пуҫтарӑнса СВОри ентешсене пулӑшас енӗпе пысӑк ӗҫ пурнӑҫланӑ. Тивӗҫлӗ канурисемпе ҫамрӑксем маскировка тетелӗсем тата дронран хӳтӗлекен утиялсем хатӗрленӗ. Мероприяти пурин те пӗр тӗллев пур чухне ӳсӗмри уйрӑмлӑхсем витӗм кӳменнине кӑтартса панӑ. Пӗрле килӗштерсе тусан темле ӗҫ те ӑнать. Пӗрлӗхре —  вӑй тесе ахальтен каламаҫҫӗ. Надежда Юманова.  
Ҫӗнӗ тракторсемпе тивӗҫтернӗ

Ҫӗнӗ тракторсемпе тивӗҫтернӗ

Иртнӗ эрнере Чӑваш Енри хуласемпе муниципаллӑ округсен хуҫалӑхӗсем ҫӗнӗ коммуналлӑ техникӑпа пуянланнӑ. Техника паркне ҫӗнетни хуласемпе ялсенчи тасалӑхпа йӗркене лайӑхрах тивӗҫтерме пулӑшас тӗллевлӗ. 23 техника хатӗрне «Тракторные заводы» Концернран пурӗ 92 миллион тенкӗпе туяннӑ. Кашни округах ҫӗнӗ «Агромаш 90ТК» трактора тивӗҫнӗ. Унпа ҫул-йӗр строительствинче тата коммуналлӑ сферӑра, ял хуҫалӑхӗнче анлӑн усӑ курма пулать. «2021 ҫулта эпир СПИК 2.0 ятарлӑ инвестконтракт тӑрӑх пӗчӗк тата вӑтам хӑватлӑ тракторсене туса кӑларас енӗпе килӗшӳ ҫырнӑччӗ. Халӗ ӑна пурнӑҫланине ӗҫпе ҫирӗплетрӗмӗр. Санкцисем хӗстернине пӑхмасӑр эпир пур чӑрмавсене те ҫӗнтертӗмӗр, ЖКХ тытӑмӗнче, агросекторта тата ытти енсенче шанчӑклӑн ӗҫлекен машинӑсем кӑларассине ҫӗнӗрен хута ятӑмӑр. Ҫакӑн пек тракторсене 10
Ӗҫ паттӑрӗсем асран тухмаҫҫӗ

Ӗҫ паттӑрӗсем асран тухмаҫҫӗ

Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ ҫӗрте ӗҫ паттӑрлӑхӗ кӑтартнӑ строительсене аса илмелли кун Йӑлмахва ял ҫыннисем ҫак ӗҫе хутшӑннӑ ентешӗсене асӑнса лартнӑ мемориал патне пуҫтарӑннӑ. ГСВГ ветеранӗсен организацийӗн ертӳҫи Николай Смирнов митинга уҫса халӑхӑн ӗҫ паттӑрлӑхне пирӗн яланах асра тытмаллине палӑртнӑ. Павел Зайцев таврапӗлӳҫӗ пуҫтарӑннисене хӳтӗлев чиккисене тӑвас ӗҫе хутшӑннӑ ял ҫыннисем ҫинчен каласа панӑ. Вӗсен ячӗсем ялӑн историне ылтӑн саспаллисемпе кӗрсе юлнӑ. Павел Николаевич хӑш-пӗр пулӑмсем халӑх асӗнчен нихӑҫан та тухманнине, ҫулсем иртнӗҫемӗн тата та пӗлтерӗшлӗрех пулса пынине палӑртнӑ. Ҫавна тӗпе хурса ӗнтӗ Куславкка округӗнче темиҫе ҫул каялла «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» мемориал комплексӗ уҫнӑччӗ. Йӑлмахва ялӗн хастарӗсене те ҫак кунсенче унта йыхравланӑ.
Грипран прививка тӑваҫҫӗ

Грипран прививка тӑваҫҫӗ

Нумаях пулмасть Чӑваш Ене грипран хӳтӗлекен вакцинӑн 168 пин ытла дозине илсе килнӗ, ҫав шутра 36 пин ытла доза ачасене тата ача кӗтекен хӗрарӑмсене иммунизаци тумалли «Ультрикс-квадри», 132 пин ытла доза — ҫитӗннисене прививка тумалли «Совигрипп» тата «Флю-М». Вакцинӑсене регионти медицина организацийӗсене валеҫнӗ. «Вакцинаци — гриппа кӗрешмелли чи лайӑх мелсенчен пӗри. Прививка туни гриппа чирлессине нумай хут чакарать, чир ерсен те ӑна ҫӑмӑлрах чӑтса ирттерме пулӑшать», — палӑртнӑ Чӑваш Республикин  сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Лариса Тарасова. Республикӑра пурӑнакансем хӑйсен ҫывӑхӗнчи поликлиникӑсенче, фельдшерпа акушер пункчӗсенче тата вакцинацин мобильлӗ пункчӗсенче прививка тутарма пултараҫҫӗ.     
Инкек ан пултӑр

Инкек ан пултӑр

Чӑваш Республикин Правительство ҫуртӗнче эрнесерен иртекен планеркӑра кӗркуннехи-хӗллехи тапхӑрта шывсем ҫинчи хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне пӑхса тухнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑри юханшывсемпе пӗвесенче 29 инкек пулнӑ, вӗсенче 26 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫанталӑк сивӗтнӗҫемӗн пулакан инкексен тӗп сӑлтавӗсенчен пӗри — пулӑ тытма ҫӳхе пӑр ҫине кӗни. Ҫавӑнпа та ку енӗпе халӑхпа профилактика ӗҫӗ ирттерессине вӑйлатма хушнӑ. Ҫавӑн пекех вӗрентӳ учрежденийӗсенче те калаҫусем ирттермеллине палӑртнӑ. Ҫанталӑк малашне сивӗтсех пырать. Юханшывсене пӑр ҫирӗпленмесӗр кӗме ан васкӑр.  Тимсӗрлӗх пысӑк инкек патне илсе ҫитерме пултарать. Ку темӑпа шкулсенче те ӑнлантару ӗҫӗсем тумалла. Ремис Шарафутдинов, округ администрацийӗн  ятарлӑ программӑсен пайӗн начальникӗ.
Сиенлӗ йӑла – тӑшман

Сиенлӗ йӑла – тӑшман

Октябрӗн 13—24-мӗшӗсенче ҫӗршывра Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӑҫта вилӗм  сутнине пӗлтерӗр» акци пычӗ. Ҫак вӑхӑтра пирӗн округри вӗрентӳ, культура учрежденийӗсенче профилактика мероприятийӗсем йӗркелесе ирттерчӗҫ. Элпуҫ ял библиотекинче  «Хӑрушӑ чикӗ умӗнче» ятпа мероприяти йӗркеленӗ. Культура ӗҫченӗсем Хирти Явӑш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсемпе наркотик тата унӑн сиенӗ пирки калаҫнӑ. Вӑл ҫынсен сывлӑхне мӗнле сиен кӳни, наркотиксене  тата психотроплӑ япаласене саракансене, упракансене  административлӑ тата уголовлӑ майпа явап тыттармалли мерӑсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Вӗренекенсем «Усӑллӑ — сиенлӗ» вӑййа та хапӑлласа хутшӑннӑ. Кунта ыйтусем ҫине хуравласа вӗсем  пурнӑҫри  ырӑпа усал йӑласен лайӑх тата япӑх енӗсене  палӑртнӑ. Наркомансем обществӑшӑн хӑрушлӑх кӑларс
Ачан гражданлӑх пулмалла

Ачан гражданлӑх пулмалла

2023 ҫулхи ноябрӗн 22-мӗшӗнчен «Раҫҫей Федерацийӗн гражданлӑх ыйтӑвӗсем» РФ Президенчӗн 889-мӗш №-лӗ Хушӑвӗ вӑя кӗчӗ. Унта ҫӗнӗ положенисене пӑхса тухнӑ. Положенипе килӗшӳллӗн ҫуралнине ӗнентерекен документра ача РФ гражданинӗ пулнине ҫирӗплетекен паллӑ пулмалла. Вӑл паллӑна Ш,М миграци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен подразделенисенче лартаҫҫӗ. Ачан гражданлӑхне тӑвас тесен ашшӗн е амӑшӗн, опекуна илнӗ ҫыннӑн, опекӑпа хӳтлӗх пайӗн органӗсен представителӗсен уполномоченнӑйӗсем, тӑлӑх тата ашшӗ-амӑшӗ хӳттисӗр юлнӑ ачасен Раҫҫейри организацийӗсен ертӳҫисем пурӑнакан е Раҫҫей Федерацийӗнче шутланакан вырӑнта заявлени ҫырмалла. Заявленипе пӗрле паспорт, ҫынна ӗнентерекен документ, ҫуралнине ӗнентерекен тата усрава илнине ҫирӗплетекен свидетельство, опекӑпа хӳтлӗх органӗнчен усрава е хӳтлӗхе кам илнине
Коротко об инсульте

Коротко об инсульте

Инсульт — острое нарушение мозгового кровообращения, которое требует немедленного медицинского вмешательства. Этот диагноз занимает третье место среди причин смертности в мире и является одной из основных причин инвалидности. Инсульт возникает, когда кровоснабжение части мозга прерывается или резко снижается, что вызывает повреждение или гибель мозговых тканей. В зависимости от причины выделяют два типа инсульта: ишемический (блокация сосудов) и геморрагический (разрыв сосуда). Как распознать инсульт?  Важно знать симптомы, чтобы оказать скорую первую помощь и обратиться за медицинской помощью. Основные признаки инсульта: - внезапное онемение или слабость лица, руки или ноги, особенно с одной стороны тела; - нарушение речи или понимания речи;  - внезапное затру
Тӳрӗ линире ыйтусем ҫине хуравланӑ

Тӳрӗ линире ыйтусем ҫине хуравланӑ

Калаҫу регионта ӗҫе кӗртме палӑртнӑ пӗлтерӗшлӗ  проектсенчен пуҫланчӗ. Вӗсене Чӑваш  Ен  аталанӑвӗн комплекслӑ программинче палӑртса хӑварнӑ. Хӑш-пӗр проектсене ӗҫе кӗртнӗ, ку енӗпе  малалла тӑрӑшаҫҫӗ. Социаллӑ ыйтусене илсен, Олег Алексеевич  ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса аманнӑ ҫынсене  регионта пӗр хут пулӑшу парасси пирки Хушу кӑларни, ЧР ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ноябрь уйӑхӗнчен  ку тӗлӗшпе документсем йышӑнма пуҫласси пирки пӗлтерчӗ. Маларах  ун пек ҫар ҫыннисем реабилитаци мерисемпе усӑ курнӑ. Ҫавӑн пекех ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисене  вутӑпа тивӗҫтерес ыйту ҫине те хуравларӗ. Нумай ачаллӑ ҫемьесем  ҫӗр лаптӑкӗ илес мар тесессӗн   ун вырӑнне икӗ ҫул каяллах 250 пин тенкӗ укҫа парса саплашта
Руль умӗнче – 44 ҫул, кунсерен ҫул ҫинче

Руль умӗнче – 44 ҫул, кунсерен ҫул ҫинче

Майӗпен каятӑн, инҫете ҫитетӗн текен каларӑш пур. Ку вӑл автомашинӑпа тимӗр шапа хӑвӑртлӑхӗпе пымаллине пӗлтермест, паллах.  Ҫул ҫинче правилӑсене пӑхӑнса, ҫуран ҫӳрекенсене те, ытти водительсене те хисеплесе транспорт хатӗрне йӗркеллӗ тытса пымаллине пӗлтерет. Руль умне ларсан ҫак чӑнлӑха яланах тӗпе хурать  ЧР сывлӑх сыхлав министерствин «Фармация» патшалӑх  унитарлӑ предприятин «Комсомольскинчи 41-мӗш аптека» филиалӗнче водительте тӑрӑшакан Владимир Иванович Антонов. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче ӳссе ҫитӗннӗ нумай яш пекех Владимир хӑйӗн пурнӑҫне техникӑпа ҫыхӑнтарма шутланӑ. Салтак тумӗ тӑхӑниччен  ДОСААФӑн Канашри автошкулӗнчен водителе вӗренсе тухнӑскер Чита облаҫӗнче службӑра пулнӑ вӑхӑтра та автомашина рулӗ умӗнче пулнӑ. Ку тӑрӑхри йывӑр ҫулсемпе ҫӳресе шофер ӑс