Четверг, 25 апреля

Чире çĕнтермеллех

Чире çĕнтермеллех

Чăваш Енре ковид-стационара лекекенсенчен чылайăшĕн «дельта» штамм. Çапла пĕлтернĕ февралĕн 16-мĕшĕнче йĕркеленĕ оперштаб ларăвĕнче ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов. Паянхи куна «хĕрлĕ зонăра» 1900 яхăн çын сипленет. Министр палăртнă тăрăх, больницăсене ытларах чухне вăраха кайнă чирсемпе нушаланакансем лекеççĕ. Çав шутра — сахăр диабечĕпе кĕлетке виçи пысăк пулнипе аптăракан çынсем. Чылайăшĕн тата ÿпкин пысăк пайĕ сиенленнĕ. Владимир Степанов стационара лекнисен 99 проценчĕ коронавирусран прививка тутарманнине каланă. Вăл республикăра вакцинаци тутарасси пĕчĕкрех пулнине палăртнă. Çавна пула чирлисен йышĕ те пысăк.
Районĕпе илес пулсассăн вара 12465 çын вакцинациленнĕ, 1385 çын ревакцинаци тутарнă. Вакцинациленес текенсене район больницинче кĕтеççĕ, унпа пĕрлех ялсене мобильлĕ бригадăсем те тухса çÿреççĕ.
Коронавируспа чирлекенсем йышлă. Хăшĕсем больницăра сипленеççĕ, теприсем — килте. Чирлекенсен йышĕнче аслисем те, ачасем те пур. Кун пирки Инна Ефремова тухтăр пĕлтерчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, чире çĕнтерме чи малтанах вакцинациленмелле тата профилактика мерисене çирĕп пăхăнмалла. Хăрушсăрлăх мерисене пăхăнманнисем пирĕн хушăра сахал мар, обществăлла вырăнсенче маска тăхăнмаççĕ, алăсене антисептиксемпе тасатмаççĕ. Унпа пĕрлех суту-илÿ точкисене тытакансем те йĕркене пăхăнса ĕçлемен тĕслĕхсем пур. Кашни кунах мобильлĕ ушкăнсем тĕрĕслевсем ирттереççĕ, йĕркене пăсакансене асăрхаттараççĕ. Апла пулин те район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов мобильлĕ ушкăнсен ĕçне вăйлатма, тĕрлĕ организацисемпе предприятисене, лавккасене çирĕпрех тĕрĕслеме сĕнчĕ.
Чиртен хамăр асăрханмасан, пирĕншĕн кам асăрханĕ;
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *