Хастарлăх – вăрăм ĕмĕр никĕсĕ

Хастарлăх – вăрăм ĕмĕр никĕсĕ

Февралĕн 12-мĕшĕнче Кĕçĕн Каçалта пурăнакан ĕç тата тыл ветеранĕ Павел Кириллович Краснов 90 çул тултарчĕ. Паллă кунпа юбиляра Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.А.Илларионова саламларĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе вăл ватă çынна Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн саламлă çырăвне тата район администрацийĕн пуçлăхĕн А.Н.Осиповăн парнине парса чысларĕ.

Павел Кириллович нумай ачаллă çемьере çуралнă. Пурнăçĕнче хура-шурне нумай чăтса ирттернĕ. Çамрăклăхĕ вăрçă тата ун хыççăнхи çулсене лекнĕ. Павел Кириллович тĕрлĕ вăхăтсенче колхозра, совхозра, райсоветра, администрацинче ĕçленĕ. Вăл 40 çул ытла «Красный маяк» колхозра утарçăра тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва кайсан та килте ватлăх кунĕсене кĕскетсе ларман — ветерансен Совечĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçланă.
Павел Кириллович ĕçри хастарлăхшăн медальсемпе паллăсене, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.
Мăшăрĕпе, Валентина Ардалионовнăпа, çирĕп çемье çавăрнăранпа кăçал 60 çул çитет. Вĕсем виçĕ хĕр çуратса, вĕрентсе, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паянхи кун ватăсем пилĕк мăнукĕпе тата пилĕк мăнмăнукĕпе чун-чĕререн савăнаççĕ. Çывăх çыннисене иксĕлми ăшпиллĕхпе савăк кăмăл парнелеççĕ.
С.ВИШНЕВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *