Воскресенье, 12 мая

Илеменовсем – ялта хисеплĕ çынсем

Илеменовсем – ялта хисеплĕ çынсем

Пурнăç çăмхи çаврăнса пынă май сÿтĕлет те сÿтĕлет — утсан та, чупсан та ниепле те хăваласа çитейместĕн. Вăхăта тытса чарасчĕ те… Анчах сехет йĕпписем шав малалла васкаççĕ. Пурнăç çулĕ вара çулсерен кĕскелсе пырать. Ĕнер çеç выляса ÿснĕ ачалăх кунĕсемччĕ пек…
— Çурхи кунсенче çерем çинче çара уран чупни, лапта, футбол, волейбол вăййисене выляса ÿсни халь тĕлĕкри пек туйăнать. Хĕл кунĕсем çитсен вара хоккей площадкине юртан тасатса шыв сапса шăнтаттăмăр та хоккейла выляттăмăр. Пăр çине тухсан хамăра Совет Союзĕн хоккейисчĕсем пек туяттăмăр. Хăваран, çирĕкрен тунă хоккейла вылямалли патаксем 25-рен кая мар пулнă ман, — аса илет Вăрманхĕрри Чурачăкра çуралнă, ÿссе яш шутне кĕнĕ, паянхи кун та кунтах пурăнакан Владимир Иванович Илеменов.
Вăл Александрăпа Иван Илеменовсен çемйинче февралĕн 16-мĕшĕнче кун çути курнă. Ялти ытти ачасем пекех шкул вăхăтĕнче каникулсенче колхозри вак-тĕвек ĕçсене пурнăçланă, ашшĕпе амăшне кил-хуçалăхра пулăшнă. Малтан Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнчи тĕп шкула, кайран Аслă Чурачăкри вăтам шкула лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Канаш хулинчи ДОСААФ-ра водитель профессине алла илнĕ. Салтака кайма ят тухиччен «Восток» колхозра автослесарьте ĕçленĕ. Çу кунĕсем çитсен каччă хĕсмете кайма повестка илнĕ. Вăл вăхăтра салтак пăттине çисе курнă яшсем хисепре пулнă. Икĕ çул салтак атти тăхăннă, пуртенкке сырнă Владимир. Приморск тăрăхĕнчи гварди дивизийĕнче çар тивĕçне пурнăçланă вăл. Ăна тăрăшуллăта хастар пулнăшăн «Отличник боевой подготовки» паллăпа чысланă, киле килсе кайма отпуск панă.
Салтак тивĕçне пурнăçласа яла таврăннă хыççăн Владимир «Восток» колхозра шоферта ĕçлеме тытăннă. Пулас мăшăрĕпе, вăл вăхăтра колхоз столовăйĕнче ĕçленĕ Людмилăпа паллашнă каччă. Çут çанталăк шур пĕркенчĕк тăхăннă илемлĕ вăхăтра пĕр-пĕрне кăмăллакан, хĕрÿ туйăмпа юратакан хĕрпе каччă çемье çавăрнă. Владимир пĕртен пĕр ывăл пулнă май çамрăксем тĕп килте тĕпленнĕ. Вĕсем амăшне хисеплесе пĕр сăмахра вунă çул килĕштерсе пурăннă. Çамрăк пулсан та ырми-канми ĕçлесе çĕнĕ пÿрт, хуралтăсем кирпĕчрен купаланă. Вĕсем пĕр хĕрпе икĕ ывăл çуратса, воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă.
1990 çулччен Владимир Иванович колхозра шоферта тата Т-150 маркăллă тракторпа ĕçленĕ. Вăхăт иртнĕ май вăл Вăрнар районĕнчи училищĕне хурт-хăмăрçă пулма вĕренме кĕнĕ. Унта çулталăк пĕлÿ илнĕ хыççăн колхоз утарĕнче ĕçленĕ. Вĕллесене малтанхи вăхăтра улма-çырла садĕнче вырнаçтарнă, каярахпа Зотов вăрманне куçарнă. Кунта пыл хурчĕсене валли çăка çеçки çителĕклĕ пулнă. Пылне те аван туса илнĕ.
Анчах 90 çулсенче самана ылмашни нумай арçынна Мускава ĕçлеме илсе çитернĕ. Владимир та çавсен йышĕнче пулнă. Пĕр вăхăт вăл ют регионта ĕçленĕ.
2015 çултанпа вăл газ операторĕнче ĕçлет. Маларах шкул автобусĕн водителĕнче те, завхозра та тăрăшнă. Пур ĕçе те кăмăлтан пурнăçлать Владимир Иванович. Пушă вăхăтра вăл хуткупăспа тĕрлĕ юрă-ташă кĕввисем шăрантарать.
Илеменовсем — ялта хисеплĕ çынсем. Вĕсем хуçалăхра икшер ĕне, вăкăр, сурăхсем усранă, сад-пахча тулли улма-çырла ÿстереççĕ, куçа илĕртекен чечексем ĕрчетеççĕ, çĕр çинче тыр-пул, утă-улăм туса илеççĕ. Хирте ĕçлеме трактор-машина, сухаламалли, акмалли, утă çулмалли агрегатсем туяннă. «Картишне кĕрсен арçын тирпейлĕхне куран, пÿрте кĕрсен — хĕрарăмăнне», — теççĕ халăхра. Илеменовсен йĕри-тавра тирпей хуçаланать, кашни япала хăйĕн вырăнĕнче.
Владимир Иванович тирпейлĕхĕпе çеç мар, ăста алăллă пулнипе те тĕлĕнтерет. Пыл хурчĕ пек ĕçчен çыннăн ларса тăма та вăхăчĕ çук. Вăл вĕллесем, рамăсем йăлтах хăйĕн аллипе ăсталать. Вĕлле хурчĕсен шутне çулсерен ÿстерсе пыма, тăрăшать. Пыл хурчĕсем те хуçин вашаватлăхне, ырă кăмăлне туйнăнах, кашни çулах тăрăшса ĕçлесе пыл çителĕклĕ туса параççĕ. Владимир туса илекен пыла хамăр районта кашни çул иртекен пыл уявĕсенче çынсем хаваспах туянаççĕ. Патăрьел, Елчĕк, Йĕпреç районĕсенче пурăнакансем те унăн пылне кăмăллаççĕ.
Людмилăпа Владимир 39 çул пĕрле алла-аллăн тытăнса, шăкăл-шăкăл калаçса пурнăç çулĕ тăрăх утаççĕ. Çак кунсенче Владимир Иванович тăванĕсемпе пĕрле 60 çулхи юбилей кĕрекине ларать. Ырлăх-сывлăхпа, ачисенчен савăнăç, мăшăрĕнчен юрату, мăнуксенчен ыркăмăллăх пултăрччĕ унăн. Çемйипе савăнса, тăванĕсен хисепĕ- пе пурăнма эпир ăна ыррине кăна сунатпăр.
Н.ЕРШОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *