Чире çĕнтерме вакцинацилемелле

Чире çĕнтерме вакцинацилемелле

Коронавируспа чирлекенсен йышĕ çав-çавах чакмасть. Республикăра та, районта та чирлекенсен йышĕ кунсерен ÿсет. Районти тĕп больница врачĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Ефремова пĕлтернĕ тăрăх, юлашки вăхăтра аслисем те, ачасем те чирлеççĕ. Чир никама та шеллемест. Коронавируспа больницăна лекекенсен йышĕнче вакцинациленмен пациентсем нумайрах. Çавна май тухтăрсем çине тăрсах прививка тума сĕнеççĕ. Паянхи куна районта пурăнакансенчен 12 пин ытла çын вакцинаци тутарнă. Ыттисем вара тăхтаççĕ, чир пире лекмест тесе шутлаççĕ пулмалла.
— Иртнĕ эрнере чир паллиллĕ 414 çыннăнне анализ илнĕ, çак йышран 68-шĕ коронавируспа чирлени паллă. Вĕсен йышĕнче — 11 ача. Коронавируса пула 2 çын пурнăçран уйрăлнă. Паянхи куна килте 235 çын сипленет. Чирлекенсен йышĕ ÿснĕрен пурне те вăхăтра вакцинациленме сĕнетĕп. Район больницинче вакцина çителĕклĕ. Мобильлĕ бригадăсем ятарлă графикпа ялсене те тухса çÿреççĕ, — пĕлтерчĕ Инна Ивановна.
Чăваш Енре коронавируспа чирлисем валли консультраци центрĕ ĕçлеме пуçланă. Кун пирки ЧР сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтерет. ОРВИ паллисем пур-и? 122 номерпе шăнкăравласа тухтăрсенчен сĕнÿсем ыйтма пултаратăр. Специалистсем консультаци тунисĕр пуçне килте сипленекен пациентсене дистанци мелĕпе сăнаса тăрĕç. Хальхи вăхăтра республикăра 11 пин ытла çын амбулатори мелĕпе сипленет. Сывлăх сыхлавĕн министерстви палăртнă тăрăх, вĕсен чирĕ çăмăллăн иртет.
А.МАРИЯН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *