Пирĕн ентешсем те пулнă

Пирĕн ентешсем те пулнă

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çул пуçламăшĕччен «воин-интернационалист» сăмах Афганистан çĕршывĕнче службăра тăнисене çеç пырса тивнĕ. Çухатусем нумай пулнипе унта Совет çарĕн салтакĕсене кĕртнине пытарайман. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи хыççăн пирĕн çĕршыв салтакĕсем ытти çĕршывсенче те службăра тăнине вăртăнлăхра тытнă. Чăннипе те СССР çарĕн специалисчĕсемпе салтакĕсем «ют çĕршыв командировкисенче» пулнине уççăн каламан. Хĕвелтухăç Европăра çеç мар Кăнтăр Хĕвелтухăç Азири тата Африкăри патшалăхсенче те пирĕн çарсен ушкăнĕсем пулнă. Вĕсен йышĕ хăш тĕлте вуншар, тепĕр çĕрте пиншер çар çыннинчен тăнă. Паллах ют çĕршывсенчи «командировкăсенчен» таврăнайманнисем те пулнă. Пĕтĕмĕшле шутласа пăхнă хыççăн СССР Хĕçпăшаллă çарĕ ют çĕршывсенче 17,5 пин çын çухатнă. Вĕсенчен 15 пин ытларахăшĕ Афганистан çĕрĕ çинче пуç хунă пулсан, ыттисен пурнăçĕ Африка, Европа тата Кăнтăр Хĕвеланăç Азири çĕршывсене çар пулăшăвĕ панă чухне татăлнă. 1968 çулхи августăн 21-мĕшĕнчен сентябрĕн 11-мĕшĕччен Чехословакире пынă пăлхава путарма хутшăннă Совет çарĕн 84 салтакĕпе офицерĕ стройран тухнă. Вĕсен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă е йывăр аманнă. Çак событисене пирĕн районтан çар ретне тăнă Илья Акчурин /Хирти Шăхасан/, Иван Юманов Эткер/, Валерий Коновалов /Хирти Мăнтăр/, Петр Галкин /Йăлмахва/ та хутшăннă. 1956 çулта Венгрири пăлхав вăхăтĕнче çухатусем тата пысăкрах пулнă. 720 совет салтакĕ вилнĕ, 1540-шĕ аманнă, 51-шĕ хыпарсăр çухалнă.
Паян Совет Çарĕн тĕрлĕ контингенчĕсем тĕнчери хăш регионсенче пулнине уççăнах калама пултаратпăр. Хĕвеланăç Европăра Çурçĕр çар ушкăнĕ Польша Халăх Республикинче 1945—1991 çулсенче Ценральнăй çар ушкăнĕ Австрире, Венгрире, Чехословакире 1945—1955, 1968—1991 çулсенче, Кăнтăр çар ушкăнĕ Болгарире тата Румынире 1945—1947 çулсенче, Венгрире 1956—1991 çулсенче пулнă. Демократиллĕ Германи Республикинче /ГДР/ 1945—1994 çулсенче çар ушкăнĕ тăнă. 1955—1957 çулсенче уйрăм корпус Венгри çĕршывĕнчи йĕркелĕхе сыхланă. Румыни территорийĕнче механизациленĕ уйрăм çар унти тăнăçлăха упранă. Çавăн пекех Китайри Порт-Артур районĕнче тата Дальний портра 1945—1953 çулсенче Совет çарĕн 39-мĕш армийĕ сыхлăхра тăнă. Монголи республикинче, Кубăра тата Азири, Африкăри çĕршывсенче СССР çарĕн специалисчĕсен ушкăнĕсем ĕçленĕ, пулăшусем панă. /1945—1991/, ГДРти Росток /1949—1990/, Финляндири Ханко /1940—1941/ тата Порккала-Удд /1944—1956/, Китайри Порт-Артур /1945—1955/, Вьетнамри Камрань /1979—2002/, 2014 çултан паянхи кунччен, Сирири Тартус /1971 çултан пуçласа паянхи кунччен/, Йеменри Сокотра /1972 çултан пуçласа паянхи кунччен/, Сомалири Бербера /1964—1978/, Эфиопири Нокра /1977—1991/, Египетри Порт-Саид /1967—1972/, Ливири Триполи /1977—2011/, Тунисри Сфакс, Бизерта, Индонезири Сурабая, Гвинеяри Конакри хулисенче.
Куратпăр ĕнтĕ, СССР çарĕн ушкăнĕсем тăнă çĕршывсен географийĕ пысăк. Вĕсен йышĕнче Раççейри нумай хула-ялсенчи çамрăксемпе пĕрлех пирĕн районта çуралса ÿснисем е сахал мар. Уйрăмах ГДРта службăра тăнисем йышлă. Вĕсем кирек ăçта пулсан та хăйсен çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Ют çĕршывсенчи «наемниксем» пек укçа-тенкĕшĕн алла пăшал тытман вĕсем, çĕршыв хушнипе хăйсен интернационаллă çар тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Ĕнерхи салтаксем çар тумне хывнă хыççăн мирлĕ ĕçре тăрăшнă, тăрăшаççĕ те. Пурне те çак паллă кун ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, телей, малашнехи пурнăçра ăнăçусем сунатăп.
В.ПАВЛОВ,
Германире тата Варшава договорне кĕрекен çĕршыв- сенче тăнă Совет çарĕн ушкăнĕсенче службăра пулнисен ветеранĕсен союзĕн членĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *