Вторник, 23 апреля

Общество

Ҫӗре юратма пулӑшӗ

Ҫӗре юратма пулӑшӗ

Пирӗн округ ял хуҫалӑхӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Ҫавӑнпа та пирӗнтен кашнинех ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх пӑхасси ҫывӑх. Ҫитӗнекен ӑру та пирӗн асаттесем вӑй хунӑ ҫӗртен уйрӑлса ан кайтӑр, мӗн пӗчӗкрен ӑна юратма хӑнӑхтӑр тесе «Вӗренӳ» наци проекчӗпе «Кашнин валли ҫӗнӗ майсем» федераллӑ проект ӗҫе кӗрсе пырать. Ҫак кунсенче Комсомольскинчи «Колосок» ача садӗнче округри тӑваттӑмӗш агролаборатори уҫӑлнӑ. Округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, унӑн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗренӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова ӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Хаваспах ача садӗнче ӗҫлекенсемпе, унти ачасемпе калаҫнӑ, вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗпе паллашнӑ. Кунта шӑпӑрлансене ял хуҫалӑхӗпе, ҫӗр ӗҫӗпе пӗрремӗш утӑмсем тума пур условисем те туса панӑ. Агролабораторире тӗпчевсем, сӑнавсем ирттермелли, вӗренмелли, пӳлӗмре ӳсен-тӑрансем ӳстер
Диплома тивӗҫнӗ

Диплома тивӗҫнӗ

Шупашкарти агрегат завочӗн культура  керменӗнче  ҫулсерен ирттерекен «Чӑваш машиностроенийӗн шанчӑкӗ» олимпиадин ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Унта пирӗн округри Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче 11-мӗш класра пӗлӳ илекен Дарья Муравьева та палӑрнӑ, 3-мӗш степеньлӗ диплом ҫӗнсе илнӗ. Маттур хӗрачана олимпиадӑна физика учителӗ Н.Г.Совина тата математика вӗрентекенӗ Н.Н.Салмина хатӗрленӗ. Олимпиадӑна И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ «Тракторные заводы» концернпа Раҫҫейри машиностроительсен союзӗпе пӗрле ирттернӗ.
Тӳрӗ лини иртнӗ

Тӳрӗ лини иртнӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев регионта пурӑнакансене хумхантаракан ыйтусене пӗлсех тӑма тӑрӑшать. Кӑҫалхи ҫул пуҫланнӑранпа нумаях та вӑхӑт иртмен-ха, ертӳҫӗ халӑхӑн ыйтӑвӗсене хуравлама  иккӗмӗш хут тӳрӗ эфира тухрӗ. Вӑл апрелӗн 9-мӗшӗнче 18.00 сехетре «Тӳрӗ лини» ирттерчӗ. Икӗ сехет ытла вӑхӑт хушшинче вӑл 50 ыйту ҫине хуравлама пултарчӗ.   Ҫынсене тӗпрен илсен республикӑри ҫулсен пахалӑхӗ, сывлӑх сыхлавӗнчи, вӗрентӳри ӗҫ-хӗл, Шупашкар агломерацийӗ, пенси ыйтӑвӗсем кӑсӑклантарчӗҫ. Ҫавӑн пекех хуҫасӑр йытӑсемпе кӗрешесси, электросамокатсем, урамсене ҫутӑпа тивӗҫтересси, ялсен шӑпи, тирпей-илем кӗртесси те пӑшӑрхантарать. Олег Алексеевич вӗсем ҫине тӗплӗн хуравлама тӑрӑшрӗ. «Тӳрӗ лини» вӑхӑтӗнче 600 ытла ыйту килчӗ. Вӗсене хуравсӑр хӑвармӑпӑр. Эсир ыйтусем парса
Тӗрӗслев хыҫҫӑн – хире

Тӗрӗслев хыҫҫӑн – хире

— Техника тӗрӗслевӗ хыҫҫӑнах  тракторсене нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарма хире кӑларасшӑн, — пӗлтерчӗ «Дружба» ЯХПК тата «Сюрбеево» ООО ертӳҫи Р.М.Мансуров апрелӗн 9-мӗшӗнче техосмотр пуҫланас умӗн. Чӑнах та, кӑнтӑрла иртсен техника нумай ҫул ӳсекен  курӑксен уйӗнче тӑрӑшнӑ, 40 гектар ҫинче апатлантарнӑ. Округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин та унта ҫитсе курнӑ, механизаторсене ӑнӑҫу суннӑ. Унччен вара тӗрӗслев иртнӗ. «Дружба» ЯХПК, «Сюрбеево» ООО, Мансуровӑн фермер хуҫалӑхӗ пурӗ 28 трактора тӗрӗслеве тӑратнӑ. Вӗсем тӗрлӗ маркӑллӑ, тӗрлӗ лаша вӑйӗллӗ. Комисси вӗсене пур енчен те пӑхса хакларӗ. Техникӑн тӗп ӗҫлев пайӗсемпе пӗрлех ҫутатакан, сасӑ паракан хатӗрӗсен юсавлӑхне те тӗрӗслерӗ. Трактор ҫинчех медаптечка, огнетушитель пулнипе те интересленчӗҫ. Механизаторсем хӑйсен
Машина-трактор сассисемпе тулӗҫ

Машина-трактор сассисемпе тулӗҫ

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсем паян-ыран хире нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарма тата сӳрелеме тухма хатӗрленеҫҫӗ. «Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗнчи механизаторсем ҫак ӗҫе апрелӗн 9-мӗшӗнче пуҫланӑ. Павел Данилов, Александр Константинов, Алексей Павлов, Илья Григорьев трактористсем яра куна хирте тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем ӗнерхи кун тӗлне 200 гектара яхӑн нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарнӑ, 100 гектар ытла сӳреленӗ. Кӗҫех округри хирсем машина-трактор сассисемпе тулӗҫ. Ремис Шарафутдинов.
Ӗмӗрӗпе тӑрӑшса ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ

Ӗмӗрӗпе тӑрӑшса ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ

Халӑх хуҫалӑхӗн нумай отраслӗнчи пекех суту-илӳре те ҫемье династийӗсем пур. Паян эпӗ пирӗн округри Кокшинсем пирки каласа парасшӑн. Династие пуҫарса яраканӗ Александр Романович Кокшин (1925—1998 ҫ.ҫ.) хамӑр районти Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ялти 7 ҫул вӗренмелли шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн «Правда» колхозра тӑрӑшнӑ. Ун хыҫҫӑн милицире ӗҫленӗ. 1942 ҫулта ӑна Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа илсе кайнӑ. Вӑл 1-мӗш Белорусси фронтӗнче 35-мӗш механизациленӗ бригадӑра связист-автоматчик пулса ҫапӑҫнӑ. Александр Романовича Барановичи хули патӗнче ураран  амантаҫҫӗ. Госпитальте выртса сурансене сипленӗ хыҫҫӑн вӑл каллех ҫапӑҫу хирне тухса каять. Унта вӑл мӗн вӑрҫӑ вӗҫленичченех  пулать. А.Кокшинӑн фронтри паттӑрлӑхне «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн» 2 медаль, «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» орден, Отечественн
Вӑрмана кӗме чараҫҫӗ

Вӑрмана кӗме чараҫҫӗ

Тавралӑх шур юртан тасалса пырать. Малашне ҫанталӑк татах та ӑшӑтать. Вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх вӑйланать. Ҫавӑнпа та Федераллӑ тата Чӑваш Республикин саккунӗсемпе килӗшӳллӗн апрелӗн 10-мӗшӗнчен вӑрмансене транспорт хатӗрӗсемпе кӗме чарнӑ. Ҫак кунтан пуҫласа пушартан асӑрханмалли уйрӑм режим пуҫланать. Вӑрманта  тата ун ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртме, ҫӳп-ҫап, типӗ курӑка ҫунтарма юрамасть. Ҫак мерӑсене ахальтен йышӑнман. Ҫынсем вут-ҫулӑмпа асӑрханусӑр пулнипе ҫулсеренех ҫӗршывра вӑрмансенче нумай пушар тухать, мӗн чухлӗ йывӑҫ-курӑк кӗл айне пулать. Кӗҫех уйрӑм ҫынсем те вӑрмана ҫӳреме пуҫлаҫҫӗ. Кӑмпа, ҫырла, чечексем пуҫтарма унта ҫитеҫҫӗ. Вӗсене сигаретсемпе, шӑрпӑкпа асӑрхануллӑ пулма ыйтатпӑр. Ҫӳп-ҫап, кӗленче савӑт-сапа пӑрахса хӑварни те тепӗр чухне инкек патне илсе ҫитерет.
«Тӑванӑн тӑванпа савӑнмалла»

«Тӑванӑн тӑванпа савӑнмалла»

Апрелӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче район шайӗнче чӑваш чӗлхипе литература учителӗсен фестивалӗ иртрӗ. Унта районти пур шкулсенчи педагогсем те пуҫтарӑнчӗҫ. Ачасем хӑнасене юрӑпа, илемлӗ сӑвӑсемпе, чӑвашсен йӑлипе ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн директорӗ А.С. Борисов  музейпа паллаштарчӗ, шкул пурнӑҫӗ ҫинчен кӗскен каласа кӑтартрӗ. 2024 ҫула Раҫҫей Президенчӗ В.В.Путин Ҫемье Ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ О.А.Николаев Экологи культурин тата ҫут ҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ тесе ҫирӗплетнӗ. Ҫавна май вӗрентекенсем вӗсемпе ҫыхӑнтарса уҫӑ уроксем, класс тулашӗнчи ӗҫсем, ӑсталӑх класӗсем ирттерчӗҫ. Кашни урок хӑйнеевӗр пулчӗ. Т.Ю.Ермолаева 5-мӗш класра вӗренекенсемпе «Авалхи чӑваш хӗвелӗн палли» ӑсталӑх класӗ ирттерчӗ.
Ҫураки инҫе мар

Ҫураки инҫе мар

Хирсем юртан тасалса пыраҫҫӗ. Нумаях та вӑхӑт иртмӗ вӗсем машина-трактор сассисемпе  тулӗҫ. Хальхи вӑхӑтра округри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсенче пикенсех ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене хатӗрленеҫҫӗ. Ҫуракинчи ӗҫ тухӑҫлӑхӗ тӗпрен илсен техника вӑйӗнчен килет. Ҫавӑнпа та хуҫалӑхсем пикенсех вӗсене юсаса хатӗрлес енӗпе тӑрӑшаҫҫӗ. Вунна яхӑн хуҫалӑхра тракторсем ҫулсерен ирттерекен техосмотр витӗр тухнӑ. Халӗ  кӑкарса ӗҫлемелли агрегатсене пӑхса яраҫҫӗ, кӑлтӑксем пулсан юсаҫҫӗ. Вӑрлӑх — тухӑҫ никӗсӗ, тетпӗр те, ку енӗпе те тӑрӑшаҫҫӗ. Пур ҫӗрте те пахалӑхлӑ вӑрлӑх акас тӗллевлӗ. Ҫӗннисене илсе килеҫҫӗ, пуррине акма юрӑхлӑ кондицие лартаҫҫӗ. Специалистсем вӑрлӑха имҫамласа акнин пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Ҫӗртен илнипе анчах мар, ӑна памалла та. Ял хуҫалӑ
Ырӑ-сывӑ ача — ҫемье телейӗ

Ырӑ-сывӑ ача — ҫемье телейӗ

Округӑн тӗп больницин акт залӗнче апрелӗн 4-мӗшӗнче «Пулас ача амӑшӗ» уяв иртнӗ. Ӑна Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкне халалланӑ, «Крепкая семья: все беременным» форум шутӗнче йӗркеленӗ. Унта округри ача амӑшӗ пулма хатӗрленекен хӗрарӑмсем хутшӑннӑ. Уява А.В.Козлова акушер-гинеколог ертсе пынӑ. Иртнӗ ҫулхи пӗрремӗш кварталта пирӗн округри йывӑр ҫын 30 хӗрарӑм шутра тӑнӑ пулсан кӑҫал 37 хӗрарӑм. Апла пулсан ҫут тӗнчене ҫӗнӗ чун илсе килес кӑмӑллисем  ӳсни палӑрать. Пӗлтӗр округра  пурӗ 131 ача кун ҫутине килнӗ. Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта 41 пепке ҫуралнӑ. Анна Васильевна ача амӑшӗ пулма хатӗрленекенсене варта ӳтленекен пӗчӗк чун сывлӑхлӑ ҫуралтӑр тесе тӑрӑшмаллине палӑртнӑ, ӑнӑҫусем суннӑ.  Ырӑ та сывӑ ача ҫемье телейӗ пулнине ҫирӗплетнӗ. Йывӑр ҫын хӗрарӑмӑн, Викӑн мӑшӑрӗ Сергей  У