Пятница, 26 апреля

Ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ

Ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев февралĕн 17-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсене Министрсен Кабинечĕн 2021 çулхи ĕç-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ.
Олег Алексеевич пĕтĕмлетÿре каланă тăрăх, республика бюджечĕ тупăш енчен 77 млрд. тенкĕ пурнăçланнă. Укçа-тенкĕне республика умне лартнă тĕллевсене пурнăçлама янă. Чи курăмлă ĕçсене сывлăх сыхлавĕнче, вĕренÿре, строительствăра ĕçе кĕртнĕ. Тĕслĕхрен, 2 шкул хута янă, 3 ача сачĕ, 53 фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлеме тытăннă. Унпа пĕрлех бюджетра ĕçлекен хăш-пĕр категорири çынсен ĕç укçине ÿстернĕ. Сăмахран, педагогсен ĕç укçийĕ 30 пин ытла тенкĕпе танлашнă.
Йывăррăн çĕкленекен объектсенчи стрительство ĕçĕсене вĕçне çитерсе хута ярасси, хваттер уççисене илейменнисене пулăшасси — правительство умĕнче тăракан тĕп тĕллевсенчен пĕри тесе палăртрĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашĕн ларăвĕнче. Пĕлтĕр нумай çул тунă пĕр çурта хута яма пултарнă. Çавна май хваттерлĕ пулас тесе укçа хывнă 400 ытла çын çурт-йĕрлĕ пулнă. Унсăр пуçне 70 ытла çынна компенсаци панă. Йывăррăн çĕкленекен çуртсен реестрне кĕртнĕ объектсен шăпине тишкерсех тăраççĕ, пулăшу кÿмелли майсем шыраççĕ, вĕсене пурнăçланине тĕрĕслеççĕ. Пайçăсен ыйтăвĕсене 2 çулта татса пама тĕллев лартаççĕ. Кăçал 5 çурт тĕлĕшĕпе лару-тăрăва уçăмлатмалла.
Пĕлтĕр пурнăçланă ĕç-хĕлпе паллаштарнă хыççăн депутатсем хăйсене хумхантаракан ыйтусемпе те кăсăкланчĕç. Депутатсем Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисене пĕрлештересси, республикăри районсене муниципаллă округсем тăвасси, çамрăксене ĕçпе тивĕçтересси тата ытти нумай ыйтăва хускатрĕç.
Депутатсем пĕтĕмлетĕве çав тери пĕлтерĕшлĕ тесе хакларĕç.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *