Çулсем иртни ан кÿтĕр тунсăх

Çулсем иртни ан кÿтĕр тунсăх

Аслă Çĕрпÿел ялĕнче пурăнакан хисеплĕ ватă — Анастасия Трофимовна Рябчикова çак кунсенче 90 çулхи юбилейне паллă турĕ.
9 теçетке çул хушшинче сумлă ватă хура-шурне, савăнăçне сахал мар курнă. Ачалăхĕ вăрçă ăхăтне лекнĕ. Пуçа усман, хĕрарăм çутă ĕмĕтпе пурăннă. Ялти шкулта 7 класс пĕтернĕ. Малалла вĕренеймен, ĕçлемелле пулнă. 40 çул ытла вăл тăван колхоз бригадинче вăй хунă.
Мăшăрĕпе, Василий Федоровичпа, виçĕ ывăлпа икĕ хĕре кун çути парнеленĕ. Кинемейĕн 12 мăнук тата 14 мăнмăнук çитĕнет. Вĕсем уншăн куç тулли телей тата ăру пуласлăхĕ.
Анастасия Трофимовна кĕçĕн хĕрĕн çемйипе кун кунлать. Пушă вăхăта усăсăр ирттермест, кил-тĕрешре мĕнпе те пулин пулăшас тесе тăрăшать.
90 çулхи юбилей ячĕпе салам сăмахĕсем те чылай пулчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Орешкин тата районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Александр Тихонов РФ Президенчĕн саламне илсе çитерчĕç, парнепе чысларĕç. Ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсем те уяв кунĕнче юбиляра саламларĕç, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *