Общество

Инкекрен упрамалла

Инкекрен упрамалла

Ытларах чухне хăйсене инкек кăтартма е сусăрлантарма, пурлăха сиен тума пултаракан лару-тăрăва пĕччен хăварнă пĕчĕк ачасем лекеççĕ. Вĕсене килте аслисемсĕр хăварни уйрăмах хăрушă. Пушар пулас пулсан ачасем хăйсем тĕллĕн çунакан çуртран урама тухса хăтăлаймаççĕ.  Çавăнпа, енчен те ашшĕ-амăшĕн пепкине   килте вăхăтлăха хăварма тивсен, аслă ачисене е мăннисенчен кама та пулсан ăна пăхса, сăнаса тăма хушмалла. Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, ачăрсен хăрушсăрлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрма ыйтатпăр. Вут-çулăмпа выляни инкек патне илсе пынине вĕсене тăтăшах ăнлантарăр. Килте усă куракан электроприборсемпе тĕрĕс усă курма вĕрентĕр. Ачăрсене асăрхавсăр питĕрсе ан хăварăр, уйрăмах пĕчĕккисене! Пепкĕрĕн хăрушсăрлăхĕ сирĕнтен килет! Аса илтеретпĕр, пушар сиксе тухсан «01» телефон номерĕпе (кĕсье
Ветерансен тымарĕсем çирĕп, ĕçĕсем курăмлă

Ветерансен тымарĕсем çирĕп, ĕçĕсем курăмлă

Нумаях пулмасть Германире тата Варшава договорĕн çĕршывĕсенче службăра тăнă çарсен ветеранĕсен союзĕн районти  уйрăмне ялав парассипе мероприяти иртрĕ.  Унта республикăри Советăн председателĕ Михаил Семенов тата ытти представительсем, Елчĕкпе Комсомольски районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов, РФ ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕ Ринат Зайнуллин, çĕршыв тулашĕнче службăра тăнă çарсен ушкăнĕн ветеранĕсем  хутшăнчĕç. Вĕсем организацин ĕç-хĕлне сӳтсе яврĕç. Михаил Никонович ветерансен пĕрлешĕвĕ çултан-çул çирĕпленсе пыни тата ветерансем çарпа патриотизм  мероприятийĕсене хутшăнни, тематика каçĕсем ирттерни, асăну палăкĕсем лартни, стеллăсем вырнаçтарни, музейсем уçни курăмлă ĕç пулнине палăртрĕ. Сергей Данилов ветерансен хастарлăхĕ, пуçарусене туслă пурнăçлани, ç
Хăрушă «тапăсене» хирĕç кĕрешнĕ

Хăрушă «тапăсене» хирĕç кĕрешнĕ

Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланă вăхăтра пирĕн районта çуралса ӳснĕ çынсем хамăр тăрăхра çеç мар, ытти çĕрте те ĕçленĕ.  Çавăнпа та вĕсене вăл вăхăтра  пурăннă çар ĕç комиссариачĕсем повестка парса службăна илнĕ е фронта янă. Акă,  Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнче 1913 çулта кун çутине курнă Николай Андреевич Волкова Ленинград облаçĕнчи Мускав çар ĕç комиссариачĕ вăрçа кайма повестка панă. Ку 1941 çулхи сентябрĕн 16-мĕшĕнче пулнă. 34-мĕш уйрăм инженерипе сапер батальоне шăпах çав çулхи сентябрь уйăхĕнче йĕркеленĕ, пирĕн ентеш малтанхи кунсенченех унта службăна пуçланă. Вĕсем ятарласа хатĕрленĕ йытăсемпе пĕрле Ленинград çывăхĕнчи тăшман вырнаçтарнă минăсене сиенсĕрлетес енĕпе тăрăшнă. Йытăсене минăсем тупма хăнăхтарасси хула блокадăра пулнă чухне Красный Бор çывăхĕнчи çапăçусене

Унра вăй-хал тапса тăрать

Хĕрарăм кил-çурт вучахĕн çемье йăли-йĕркин управçи анне мăшăр асанне-кукамай. Хĕрарăм — лăпкăлăхпа тăнăçлăх çăлкуçĕ тӳпери çут çăлтăр. Унра — черчен çеçке ачашлăхĕ çывăх çыннисен ăнăçлăхĕ. Хальхи вăхăтра  хĕрарăм самана уттипе тан утать. Нумай яваплă вырăнта  арçынтан кая мар ĕçлеме пултарнине ăс-хакăл пуянлăхĕпе                          кăмăл-туйăм шăнăрлăхĕпе çирĕплетет. Сăмахăм хăйĕнче  вăйлă çыннăн тата черчен хĕрарăмăн пахалăхĕсене — ĕçри çирĕплĕхпе хистевлĕхе тата  хĕрарăма çутçанталăк паракан черченлĕхпе ăшăлăха пĕрлештерме пултарнă Комсомольскинче  пурăнакан Любовь Аркадьевна Волкова çинчен пулĕ. Вăл Шупашкар хули çывăхĕнчи  Со
Инкекрисене – пулăшу

Инкекрисене – пулăшу

Чăваш Енре Луганскпа Донецк Халăх Республикисенчен тарса килнисем валли гуманитари пулăшăвĕ пухас тĕллевпе ыр кăмăллăх акцийĕ пуçарнă.  Акă  мартăн 1-мĕшĕнче  Шупашкартан тиевлĕ пĕрремĕш машина çула тухнă.  Вăл пуçтарнă япаласене Ростов облаçне илсе çитерĕ. Ыр кăмăллăх акцине предприятисемпе учрежденисем общество организацийĕсем  волонтер центрĕсем  депутатсем  хула çыннисем хутшăнаççĕ. Донбасран тарса килнисем валли япала пухмалли ятарлă 27 пункт уçнă.  Вĕсем кашни район-хуларах пур. Çав йышра пирĕн районта та. Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ  «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Александр Осипов  Донецкран тата Луганскран килекенсене гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтерессине йĕркелесси мĕнле пурнăçланнипе паллашас тĕлл
Сала аталанать халăх сывлăхлă пулсан

Сала аталанать халăх сывлăхлă пулсан

Урмаел сали  районти чи пысăк ялсенчен пĕри. Халăх йышлă пулнипе вырăнти пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕ çеç пĕтĕм халăх сывлăхне тĕрĕслесе тăма вăй çитереймест. Çавăнпа та ялта пурăнакансенчен çурри районти тĕп больница çинче çирĕпленнĕ. Анчах та çакă Урмаелĕнчи пĕтĕмĕшле практика уйрăмĕнче тăрăшакансен ĕç калăпăшне чакармасть. Унта ĕçлекенсем 1330 ытла çын сывлăхĕшĕн яваплă. Куллен тĕрлĕ ыйтусемпе çитеççĕ кунта. Халĕ коронавирус енĕпе кăткăс лару-тăру вăхăтĕнче уйрăм йĕркепе ĕçлеççĕ. Чирлисемпе тĕрлĕ процедурăсем тунипе пĕрлех çынсем патне килĕсене çитсе пулăшу пама тăрăшаççĕ. Уйрăмра опытлă хăйсене шанса панă ĕçсене тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлакансем тăрăшаççĕ. Уйрăм тĕп врачĕ Д.Г.Зиатдинова кунта 2012 çултанпа вăй хурать. Чирлисемпе кăмăллă калаçнипе вĕсене вăхăтра кирлĕ пулăшу пама тă

Пурнăç каçалăкĕ малалла тăсăлать

Хырхĕрри ялĕнче пурăнакан В.В.Горбунован пĕтĕм пурнăçĕ ĕçĕ-хĕлĕ «Восток» колхозăн выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе çыхăннă. Чылай çул кунта зоотехник пулса ĕçленĕ май унти фермăсенче тăрăшнă çынсем пирки Валентина Владимировнаран лайăхрах пĕлекен çук та пулĕ. Нумаях пулмасть вăл редакцие хуçалăхра нумай çул пăрусем пăхнă çĕрте вăй хунă Е.А.Топтыгина пирки статья илсе çитерчĕ. Вулакансене унпа паллашма сĕнетпăр. Йĕри-тавра кăмпа-çырлапа пуян вăрман Кĕтне юханшывĕ авкаланса юхать... Çак илемлĕ вырăнта вырнаçнă Хырхĕрри ялĕнче çуралнă ӳснĕ пурăнса 88 çула çитнĕ Елена Алексеевна Топтыгина. — Аттепе анне «15 лет Чувашии» колхозра ĕçлетчĕç. 1938 çулта пĕрремĕш трактор килнине те астăватăп. Пĕтĕм ял ăна курма пуçтарăннăччĕ. Манăн атте чи малтанхи тракторист пулнă. Вăл ялти колхоз çĕрĕсене çеç сухаламан

Малашнехи тĕллевсене палăртрĕç

Выльăх-чĕрлĕх производстви ÿсентăран отраслĕпе тачă çыхăннă. Уй-хиртен тухăçлă продукци туса илмесĕр выльăх апачĕ çителĕклĕ таран хатĕрлеймĕн. Иртнĕ çул çĕр ĕçченĕсене çăмăлах килмерĕ. Шăрăх çанталăк тăнине пула акнă культурăсем кирлĕ пек аталанаймарĕç. Çавăнпа та туса илнĕ продукци калăпăшĕ виçĕмçулхинчен сахалрах пулчĕ. Апла пулин те «Восток» ял хуçалăх кооперативĕнче тăрăшакансем выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма çителĕклĕ таран апат хатĕрлесе хăварма пултарчĕç. Тĕпрен илсен çак шухăшсене палăртрĕ кооператив председателĕ В.Г.Михеев хуçалăхăн отчетлă пухăвĕнче. «Восток» ял хуçалăх кооперативĕ районта выльăх-чĕрлĕх чи йышлă тытакан предприятисенчен пĕри. Кунта сăвакан ĕнесен шучĕ çеç 293 пуç /районта чи нумаййи/. Кунсăр пуçне пăрусем, самăртакан мăйракаллă шултра выльăх чылай. Вĕсене пăхса усра

Иртнĕ çулхи аталанăва тишкерчĕç, кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç

Февралĕн 22-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче районăн 2021 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тишкерсе пĕтĕмлетрĕç, 2022 çулхи тĕллевсене палăртрĕç. Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, ял хуçалăх министрĕн çумĕ Инна Волкова, физкультура тата спорт министрĕ Василий Петров, район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприяти-организацисен ертÿçисем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Канашлу пуçланиччен хăнасем фойере, залра йĕркеленĕ выставкăсемпе паллашрĕç. Чи малтанах вĕсем Цифра тата гуманитари профилĕсемлĕ центрсенче — «Ÿсĕм вырăнĕсенче» — ăс пухакан вĕренекенсен ăсталăхĕпе паллашрĕç. Кунта, паллах, тĕлĕнмелли те, курмалли те чылай. Ачасем шкулта тĕрлĕ енлĕ атала
33 çемьен ылтăн туй

33 çемьен ылтăн туй

Çирĕп те туслă çемье обществăн тĕрекĕ. Килĕштерсе пурăнакан мăшăрсем ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстереççĕ, çĕршывшăн кирлĕ çынсем çитĕнтереççĕ. Çавăнпа та ЗАГС органĕсенче ĕçлекенсем çемье пĕлтерĕшне ÿстерес тĕлĕшпе тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлаççĕ. Савăнăçлă лару-тăрура çĕнĕ çемье çуралнине регистрациленипе пĕрлех 50 е ытларах çул алла-аллăн килĕштерсе пурăнакан мăшăрсене юбилейсемпе чысласси те йăлана кĕнĕ. Чăваш енти ЗАГС органĕсем пуçтарса хатĕрленĕ кăтартусем тăрăх кăçал 528 мăшăр «ылтăн» /50 çул пĕрле пурăннине/ паллă тăвать. Çак йышран 33 мăшăр пирĕн районта пурăнать. Хырай Ĕнелĕнчи Башкировсем, Дьяконовсем, Çĕнĕ Сĕнтĕрти Зайцевсем, Элпуçĕнчи Сметанинсем, Хирти Выçлинчи Розовсемпе Зайцевсем, Комсомольскинчи Мельниковсем, Ишмуратовсем, Букрееевсем 5 теçетке килĕштерсе пурăнаççĕ. Никитинс