Общество

Ҫулталӑка савӑнӑҫлӑн уҫрӗҫ

2023 ҫула Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ хыҫҫӑн республикӑра та,  пирӗн округра та ачасемпе ҫамрӑксен тӗрлӗ мероприятийӗ чылай иртрӗ.  Мартӑн 20-мӗшӗнче вара Шупашкарта ӑна официаллӑ майпа савӑнӑҫлӗ лару-тӑрура уҫнипе ҫыхӑннӑ пысӑк уяв пулчӗ. Йӑлтӑр ҫутӑсем,  янравлӑ сасӑсем,  юрӑ-кӗвӗ вылявӗ,  капӑр тумтир,  пысӑк экран,  хаваслӑ сӑн-питлӗ ачасем...  Пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприятие республикӑн пур кӗтесӗнчен те килсе ҫитнӗ 4 пин ытла ача хутшӑнчӗ.  Малтанах округсенчи ачасен делегацийӗсен парачӗ пулчӗ.  Вӗсен йышӗнчи пултаруллӑ ачасене ятран асӑнса ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарчӗҫ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑй сӑмахӗнче ачасем пирӗн пуласлӑх,  ыранхи кун пулнине палӑртрӗ.  Вӗсене тӑрӑшса вӗренме,  кулленхи пурнӑҫра ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу сунчӗ.  Республика правительс
Шкулсене  — ҫӗнӗ икӗ автобус

Шкулсене  — ҫӗнӗ икӗ автобус

Шупашкарта мартӑн 20-мӗшӗнче Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне уҫнӑ май ҫӗнӗ шкул автобусӗсен уҫҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ.   Пирӗн муниципаллӑ округа  икӗ автобус тивӗҫнӗ.  Вӗсен уҫҫисене  Комсомольски 2-мӗш вӑтам тата  Хырхӗрри тӗп шкулӗ сен директорӗсем Евгений Савельевпа Юрий Алексеев илнӗ. Автобуссене техника енчен кирлӗ хӑрушсӑрлӑх хатӗрӗсемпе тивӗҫтернӗ.  Халӗ ачасене вӗр-ҫӗнӗ те хӑтлӑ транспорт хатӗрӗсемпе илсе ҫӳрӗҫ.  Ҫулӗсем такӑр пулччӑр,  яланах симӗс ҫутӑ сунатпӑр.   (ХАМӐР ИНФ. ).
Ҫуркунне ӗҫленине кӗркунне тӗрӗслӗ

Ҫуркунне ӗҫленине кӗркунне тӗрӗслӗ

Шӑнкӑрти шыв сассипе,  хирсене кунран-кун хура сӑн кӗрсе пынипе ҫуркунне кӗҫех ака-суха ӗҫӗсем пуҫланасси ҫинчен пӗлтерет.  Мартӑн 21-мӗшӗнче округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче йӗркеленӗ агрономсен конференцийӗнче те тӗп калаҫу кӑҫалхи ҫуракине ирттересси пирки пулчӗ.  Ӑна муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А. Н. Осипов ертсе пычӗ,  тухса калаҫакансен сӑмахӗсем ҫумне хӑй шухӑшӗсене палӑртрӗ. Малтанах округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ Ремис Шарафутдинов ял хуҫалӑх предриятийӗсенчи лару-тӑрупа,  кӑҫалхи ҫуракинче пурнӑҫламалли ӗҫсемпе паллаштарчӗ.  Хресчен ҫитес ҫулхи ака-суха ӗҫӗсене чӑннипе  кӗркуннех хатӗрленме пуҫлать.  Малтанах акма вӑрлӑх янтӑласа хурать.  Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем те хӗл каҫа в
«Экватор.  Виҫӗ ҫул Николаевпа»

«Экватор.  Виҫӗ ҫул Николаевпа»

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн регионти  ӗҫӗ-хӗлӗ пирки  «Чӑваш Ен» наци телерадиокомпанийӗ «Экватор.  3 ҫул Николаевпа» ятарлӑ проект хатӗрленӗ.  Унта калаҫу тӗрлӗ тема тавра пынӑ.  Интервьюн малтанхи пайӗсенче Олег Алексеевичӑн регион пуҫлӑхӗ пулас умӗнхи тапхӑрӗ ҫинче чарӑнса тӑнӑ.  2011 ҫулта Олег Николаев «Справедливая Россия» партин регионти уйрӑмӗнчен Патшалӑх Канашӗн депутатне суйланнӑ.  2015 ҫулта республика Пуҫлӑхне суйланма кандидата тӑрать.  2016 ҫулта «Справедливая Россия» партирен РФ Патшалӑх Думин депутачӗ пулса тӑрать.  Ӑна тӳрех комисси председателӗн ҫумӗ пулма шанаҫҫӗ.  2020 ҫулхи январӗн 22-мӗшӗнчен Патшалӑх Думин национальноҫсемпе ӗҫлекен комисси председателӗнче ӗҫлеме пуҫлать.  Тепӗр эрнеренех ҫӗршыв П

Ертӳҫӗ пулмах ҫуралнӑ

Петр Егорович Рыжов Йӑлмахва ялӗнче 1942 ҫулта ҫуралнӑ.  Ҫемьере тӑватӑ ача пулнӑ.  Вӑрҫӑ пуҫлансанах ачасен ашшӗ Егор Васильевич хыпарсӑр ҫухалнӑ.  Евдокия Кузьминична тӗпренчӗкӗсене пӗчченех ура ҫине тӑратнӑ.  Икӗ ывӑлӗ аслӑ пӗлӳ илме пултарнӑ.  Петя Рыжов 1961— 1964 ҫулсенче салтак тивӗҫне пурнӑҫланӑ.  Офицерсен ҫар хатӗрлевӗ витӗр тухса яла кӗҫӗн лейтенант пулса таврӑннӑ.  Ӗнерхи офицер И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн физикӑпа математика факультетне вӗренме кӗнӗ.  Алла диплом илсен Канаш районӗнчи Шӑхасан вӑтам шкулӗнче физика учителӗнче ӗҫлеме пикеннӗ.  1970 ҫултан тӑван ялӗнче,  Йӑлмахвара,  директор ҫумӗнче вӑй хурать,  физика вӗрентет. Пултаруллӑ ҫын ҫинчен калаҫнӑ чухне халӑхра «Турӑ пани пур

Шкулта та,  ялта та хисеплӗ ҫын

Учитель питӗ пархатарлӑ.  Шкул ачи мӗнле аталанасси,  пурнӑҫ ҫине епле куҫпа пӑхасси ытларах вӗрентекенрен килет.  Вӗренекенсен тавракурӑмне аталантарас тесен шкул программипе кӑна ӗҫлени ҫителӗксӗр.  Класс тулашӗнчи ӗҫсем питӗ пӗлтерӗшлӗ.  Хальхи вӑхӑтра ачасенче патриотизм туйӑмне аталантарасси пысӑк вырӑн йышӑнать.  Ҫак ӗҫе чунтан парӑннӑ учитель пирӗн округра сахал мар. Эпӗ сире Хырхӗрри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулӗнче историпе обществознани,  тӑван ен культурин предмечӗсене вӗрентекен Галина Алексеевна Белкова ҫинчен каласа парасшӑн. Галина Алексеевна Никонова (хӗр чухнехи хушамачӗ) Хырхӗрри ялӗнче кун ҫути курнӑ.  Ҫемьере вӑл нумай кӗтнӗ аслӑ ача пулнӑ.  Ҫавӑнпа та пулӗ ашшӗпе амӑшӗ ӑна пӗтӗм юратӑвне парнеленӗ.  Аслисен пи
Пурте пӗрле ҫӗнтерӗве ҫывхартатпӑр

Пурте пӗрле ҫӗнтерӗве ҫывхартатпӑр

Пуҫаруллӑ та хастар ҫынсем ялсенче яланах пулнӑ, пур, пулаҫҫӗ те.  Кун пеккисем кулленхи пурнӑҫра пӗрмаях малтисен ретӗнче, ялти йӗркелӗхшӗн тимлеҫҫӗ.  Халӗ те Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче ҫӗршыв тӑнӑҫлӑхне сыхлакан ентешсене тӗрлӗ пулӑшу пама тӑрӑшаҫҫӗ. Хастарсен шутне Тукай Мишер ялӗнче пурӑнакансене те кӗртмелле.  Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпах пуҫаруллисем мобилизаципе ӑсаннӑ ентешсемпе тачӑ ҫыхӑнура.  Ахальтен мар ял-йыша ыркӑмӑллӑх пулӑшӑвӗшӗн разведка ротин командирӗ  В. Шевелев майор тав тунӑ.  Унӑн Тав ҫырӑвне Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Юрий Митюков ҫитерсе пачӗ.   Акӑ, ҫак кунсенче Тукаймишерсем тепӗр парти гуманитарлӑ пулӑшу ӑсатма хатӗрлесе ҫитернӗ.  Ял ҫыннисем килӗренех укҫа-
Малалла та пулӑшас тӗллевлӗ

Малалла та пулӑшас тӗллевлӗ

Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпах унта службӑра тӑракансене ыркӑмӑллӑх пулӑшӑвӗ параҫҫӗ.    Нӗркеҫ, Янкасси, Хирти Сӗнтӗр, Хирти Ӗнел, Ҫӗнӗ Кипеҫ тата Тӗвенеш ялӗсенчи ҫынсем ӑшӑ тумтир, апат-ҫимӗҫ тата ытти япаласем нумай пуҫтарса ӑсатнӑ.   Ҫак кунсенче вӗсем кӗске вӑхӑт хушшинче ҫыхса хатӗрленӗ маскировка тумалли 8 сеткӑна ятарлӑ ҫар операцийӗ пыракан вырӑнсене янӑ.  Ыркӑмӑллӑх ӗҫӗсем ку тӑрӑхра чарӑнман.  Ял ҫыннисем малалла та пулӑшас тӗллевлӗ. — Ҫынсем пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах Хирти Сӗнтӗр культура ҫуртне ҫитеҫҫӗ, сетка ҫыхнӑ ҫӗре хутшӑнаҫҫӗ.  Ку ӗҫрен ваттисем те, ҫамрӑксем те айккинчен юлмаҫҫӗ.  Вӗсем ырӑ ӗҫе никам хистемесӗр, хӑйсен кӑмӑлӗпе хутшӑннине ырламалла.  Ял ҫыннисене л
Культура пурнӑҫӗ тӗп ыйту пулчӗ

Культура пурнӑҫӗ тӗп ыйту пулчӗ

Черетлӗ Информаци кунӗ мартӑн 15-мӗшӗнче Комсомольски культура ҫуртӗнче пуҫланчӗ.  Ун ӗҫне муниципаллӑ округ депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ С. Н. Грачева,  округ депутачӗсем,  территори уйрӑмӗсен начальникӗсем,  культура ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ. Раҫҫей Президенчӗ В. Путин Федераци Пухӑвне янӑ Ҫырура та,  ЧР Пуҫлӑхӗ О. Николаев республикӑри Министрсен Кабинечӗн иртнӗ ҫулхи ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ чухне те,  муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А. Осипов округӑн иртнӗ ҫулхи пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллаштарнӑ вӑхӑтра та «Культура» наци проектне пурнӑҫлас ыйтусем пирки тӗплӗн чарӑнса тӑнӑ.  Культура ҫуртӗнче те калаҫу тӗпрен илсен ҫав ыйтупах пулчӗ. Малтанах «Комсомольскинчи централизациленӗ клуб системи» МБУн организаципе методика службин заведующийӗ В. Н. Курицына округ
Пысӑк делегаци килсе кайнӑ

Пысӑк делегаци килсе кайнӑ

Мартӑн 13—15-мӗшӗсенче Хусанта тутар ялӗсенчи предпринимательсен Пӗтӗм тӗнчери IХ пухӑвӗ иртнӗ.  Ун ӗҫне Раҫҫей Федерацийӗнчи 40 ытла регионтан пӗчӗк бизнесра ӗҫлекенсем тата фермер хуҫалӑхӗ тытса пыракансем хутшӑннӑ.  Вӗсем тӗрлӗ ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ. Чӑваш Республикинчи тутарсен пурнӑҫӗпе паллашма пухӑва хутшӑнакансен делегацийӗ Комсомольски тата Патӑрьел округӗсене ҫитнӗ.  Вӗсене мартӑн 14-мӗшӗнче пирӗн тӑрӑхра ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ.  Хӑнасем малтанах Тукай Мишер ялӗнче пулнӑ.  Кунти медресе ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ,  аш-какай тирпейлекен цехра пулса курнӑ.  Урмаелӗнчи культура ҫуртӗнчи музейри экспонатсемпе кӑсӑкланса паллашнӑ.  Ҫак ялти тӗп мечете ҫитнӗ.   Пирӗн округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов,   Пӗтӗм тӗнчери тутарсен конгресӗн ӗҫ