Малалла та пулӑшас тӗллевлӗ

Малалла та пулӑшас тӗллевлӗ

Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпах унта службӑра тӑракансене ыркӑмӑллӑх пулӑшӑвӗ параҫҫӗ.   

Нӗркеҫ, Янкасси, Хирти Сӗнтӗр, Хирти Ӗнел, Ҫӗнӗ Кипеҫ тата Тӗвенеш ялӗсенчи ҫынсем ӑшӑ тумтир, апат-ҫимӗҫ тата ытти япаласем нумай пуҫтарса ӑсатнӑ.  

Ҫак кунсенче вӗсем кӗске вӑхӑт хушшинче ҫыхса хатӗрленӗ маскировка тумалли 8 сеткӑна ятарлӑ ҫар операцийӗ пыракан вырӑнсене янӑ.  Ыркӑмӑллӑх ӗҫӗсем ку тӑрӑхра чарӑнман.  Ял ҫыннисем малалла та пулӑшас тӗллевлӗ.

— Ҫынсем пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах Хирти Сӗнтӗр культура ҫуртне ҫитеҫҫӗ, сетка ҫыхнӑ ҫӗре хутшӑнаҫҫӗ.  Ку ӗҫрен ваттисем те, ҫамрӑксем те айккинчен юлмаҫҫӗ.  Вӗсем ырӑ ӗҫе никам хистемесӗр, хӑйсен кӑмӑлӗпе хутшӑннине ырламалла.  Ял ҫыннисене лайӑх пуҫарӑва хапӑлласа хутшӑннӑшӑн тав сӑмахӗ калатпӑр, — тет Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ Геннадий Ефремов.  

Владимир Воронов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *