Воскресенье, 28 апреля

Пурте пӗрле ҫӗнтерӗве ҫывхартатпӑр

Пурте пӗрле ҫӗнтерӗве ҫывхартатпӑр

Пуҫаруллӑ та хастар ҫынсем ялсенче яланах пулнӑ, пур, пулаҫҫӗ те.  Кун пеккисем кулленхи пурнӑҫра пӗрмаях малтисен ретӗнче, ялти йӗркелӗхшӗн тимлеҫҫӗ.  Халӗ те Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче ҫӗршыв тӑнӑҫлӑхне сыхлакан ентешсене тӗрлӗ пулӑшу пама тӑрӑшаҫҫӗ.

Хастарсен шутне Тукай Мишер ялӗнче пурӑнакансене те кӗртмелле.  Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпах пуҫаруллисем мобилизаципе ӑсаннӑ ентешсемпе тачӑ ҫыхӑнура.  Ахальтен мар ял-йыша ыркӑмӑллӑх пулӑшӑвӗшӗн разведка ротин командирӗ  В. Шевелев майор тав тунӑ.  Унӑн Тав ҫырӑвне Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Юрий Митюков ҫитерсе пачӗ.  

Акӑ, ҫак кунсенче Тукаймишерсем тепӗр парти гуманитарлӑ пулӑшу ӑсатма хатӗрлесе ҫитернӗ.  Ял ҫыннисем килӗренех укҫа-тенкӗ пуҫтарнӑ.   Пухӑннӑ кӗмӗлпе ӑшӑ ӑшлӑ резина атӑсем, квадрокоптер, каҫхине курмалли приборсем, тепловизорсем туянса районти пӗрлехи фонда ӑсатнӑ.  Ҫак ӗҫе вӗсем малалла та тӑсас кӑмӑллӑ.

Пархатарлӑ та питӗ кирлӗ пуҫарӑва муниципаллӑ округри вӗренӳ заведенийӗсем те хастар хутшӑнаҫҫӗ, тӑшман асӑрхасран пытанма май паракан сеткӑсем ҫыхаҫҫӗ.  Асӑннӑ тетелсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан пирӗн хӳтӗлевҫӗсене каҫхине те асӑрхама пултаракан дронсенчен тата тепловизорсенчен сыхланма пулӑшаҫҫӗ.  Ентешсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем кун пек сеткӑсемпе хӑйсен ҫар техникине пытарма та усӑ кураҫҫӗ.  Акӑ, Ҫӗнӗ Мӑратри, Нӗркеҫри, Хырхӗрринчи, Чӗчкенти тата ытти  шкулсенче ку ӗҫе аван йӗркеленӗ.  

Комсомольскинчи «Радуга» ача сачӗн администрацийӗ те пархатарлӑ ӗҫрен айккинче юласшӑн мар.  Иртнӗ кунсенче кунта кирлӗ пусма-тавар тупса килнӗ, маскировка сеткисем ҫыхассине йӗркеленӗ.  Аслӑрах ушкӑнри шӑпӑрлансем хаваспах аслисене пулӑшаҫҫӗ, хӑюсем касаҫҫӗ, ҫыхаҫҫӗ.  Иртнӗ канмалли кунсенче вара воспитательсем, ачасен амӑшӗсем пӗрле пуҫтарӑнса туслӑ ӗҫлерӗҫ.  Паллах, ӗҫӗ ҫӑмӑлах мар, пысӑк тӳсӗмлӗх кирлӗ.  Пӗр ушкӑн тӗрлӗ тӗслӗ материалтан бантик пек туса ҫыхрӗ, теприсем вӗсене сетка ҫине ҫирӗплетсе пычӗҫ.  Фронтри ентешсене пулӑшас тӗллевпе хавхаланса тӑрӑшнипе вӑхӑт иртни те сисӗнмерӗ, аванах пысӑк лаптӑк тӗксӗм симӗс, сӑрӑ, хура, хӑмӑр тӗслӗ хӑюсемпе хупланчӗ те.  Хӗрарӑмсем пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах ҫак ӗҫе татах хутшӑнма калаҫса татӑлчӗҫ.  Ара, халь пурне те пӗр ӗмӗт пӗрлештерет-ҫке — хӑвӑртрах ятарлӑ операци вӗҫлентӗр, ҫарти ентешсем киле тӗрӗс-тӗкел ҫаврӑнса ҫитчӗр.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *