Пысӑк делегаци килсе кайнӑ

Пысӑк делегаци килсе кайнӑ

Мартӑн 13—15-мӗшӗсенче Хусанта тутар ялӗсенчи предпринимательсен Пӗтӗм тӗнчери IХ пухӑвӗ иртнӗ.  Ун ӗҫне Раҫҫей Федерацийӗнчи 40 ытла регионтан пӗчӗк бизнесра ӗҫлекенсем тата фермер хуҫалӑхӗ тытса пыракансем хутшӑннӑ.  Вӗсем тӗрлӗ ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Чӑваш Республикинчи тутарсен пурнӑҫӗпе паллашма пухӑва хутшӑнакансен делегацийӗ Комсомольски тата Патӑрьел округӗсене ҫитнӗ.  Вӗсене мартӑн 14-мӗшӗнче пирӗн тӑрӑхра ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ.  Хӑнасем малтанах Тукай Мишер ялӗнче пулнӑ.  Кунти медресе ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ,  аш-какай тирпейлекен цехра пулса курнӑ.  Урмаелӗнчи культура ҫуртӗнчи музейри экспонатсемпе кӑсӑкланса паллашнӑ.  Ҫак ялти тӗп мечете ҫитнӗ.  

Пирӗн округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов,   Пӗтӗм тӗнчери тутарсен конгресӗн ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Данис Шакиров,  Патӑрьел округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов,  Чӑваш Енти Мӑсӑльмансен тӗн управленийӗн председателӗ Мансур хазрат Хайбуллов халӑхпа тӗл пулса калаҫнӑ.  Александр Николаевич,  пирӗн округ территорийӗнчен М-12 пысӑк автоҫул иртсе кайнӑ май,  ку тӑрӑхра инвестицисене ӗҫе кӗртме меллине палӑртнӑ,   ӗҫлӗ ҫыхӑнусем йӗркелеме  сӗннӗ.

Хӑнасене вырӑнти культура ӗҫченӗ-сем юрӑ-кӗвӗпе савӑк кӑмӑл парнеленӗ.  Делегаципе килнисем хӑйсене сумлӑ кӗтсе илсе ӑсатса янӑшӑн тав  тунӑ.

 Ҫак кунах делегации Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртам ялне тухса кайса ҫулҫӳреве малалла тӑснӑ.

Д. Абулханова.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *