Культура пурнӑҫӗ тӗп ыйту пулчӗ

Культура пурнӑҫӗ тӗп ыйту пулчӗ

Черетлӗ Информаци кунӗ мартӑн 15-мӗшӗнче Комсомольски культура ҫуртӗнче пуҫланчӗ.  Ун ӗҫне муниципаллӑ округ депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ С. Н. Грачева,  округ депутачӗсем,  территори уйрӑмӗсен начальникӗсем,  культура ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ.

Раҫҫей Президенчӗ В. Путин Федераци Пухӑвне янӑ Ҫырура та,  ЧР Пуҫлӑхӗ О. Николаев республикӑри Министрсен Кабинечӗн иртнӗ ҫулхи ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ чухне те,  муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А. Осипов округӑн иртнӗ ҫулхи пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллаштарнӑ вӑхӑтра та «Культура» наци проектне пурнӑҫлас ыйтусем пирки тӗплӗн чарӑнса тӑнӑ.  Культура ҫуртӗнче те калаҫу тӗпрен илсен ҫав ыйтупах пулчӗ.

Малтанах «Комсомольскинчи централизациленӗ клуб системи» МБУн организаципе методика службин заведующийӗ В. Н. Курицына округри культура пурнӑҫӗ ҫинчен каласа пачӗ.  «Централизациленӗ библиотека системи» МБУ директорӗ И. П. Ядрова библиотекӑсемпе вулакан хушшинчи ҫыхӑнӑва вӑйлатас енӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Комсомольскинчи «Ҫӗр тата ҫынсем» музей директорӗ А. О. Полякова хӑй сӑмахӗнче тӗпрен илсен пӗлтӗр пулнӑ Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халаласа ирттернӗ мероприятисемпе паллаштарчӗ.

Ҫамрӑк ӑрӑва мӗн пӗчӗкрен илемлӗх енне туртӑнма,  юрӑ-ташӑпа,  ӳнер тӗнчипе туслаштарма пулӑшас тӗллевпе Комсомольскинчи искусствӑсен шкулӗ пысӑк ӗҫ тӑвать.  Унӑн директорӗ Я. Н. Ильин  малашнехи тӗллевсем пирки каланӑ май кӑткӑс ыйтусене те хускатрӗ.  

Муниципаллӑ округ администрацийӗн архив секторӗн заведующийӗ В. Н. Шингалова документсем пуҫтарас,  вӗсене упрас ыйтусемпе калаҫрӗ.

 Тухса калаҫакансем ҫӗкленӗ ыйтусене  пӗтӗмлетсе округра «Культура» наци проектне пурнӑҫлас енӗпе туса ирттернӗ ӗҫсем пирки культура секторӗн ертсе пыракан эксперчӗ М. А. Кокорева сӑмах илчӗ,  умра тӑракан тӗп тӗллевсене асӑнса хӑварчӗ.

 С. Н. Грачева хӑй сӑмахӗнче округ депутачӗсем хамӑр тӑрӑхри культура пурнӑҫӗпе интересленсе тӑнине,  палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлас ӗҫсенче вӗсем мӗн май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшнине пӗлтерчӗ.

Комсомольски округӗн депутачӗ,  «Молодая гвардия» организаци уйрӑмӗн ертӳҫи В. Н. Кокарев вырӑнти ҫамрӑксем пӗтӗм мероприятие хастар хутшӑнни ҫинчен каласа пачӗ.

Информаци кунӗнче культурӑпа ҫыхӑннӑ чылай ыйтӑва пӑхса тухрӗҫ,  нумай цифра асӑнчӗҫ.  Чӑнах та,  культура ӗҫченӗсем округра пурӑнакансене ӗҫ хыҫҫӑн савӑнма,  пушӑ вӑхӑчӗсене усӑллӑ ирттерме майсем туса парас енӗпе сахал мар тӑрӑшаҫҫӗ.  Округра та тӑтӑшах тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеҫҫӗ,  республика,  Раҫҫей шайӗнчи конкурссемпе фестивальсене те хутшӑнаҫҫӗ.  Хутшӑнаҫҫӗ ҫеҫ мар,  ҫӗнтерӳсемпе те палӑраҫҫӗ.  Анчах та вӗсене культура ҫурчӗсемпе клубсем кивелсе пыни пӑшӑрхантарать.  Ку енӗпе ӗҫленӗ-ха,  ҫапах та юсав ӗҫӗсем ыйтакан «культура вучахӗсем» те сахал мар.  Акӑ,  Комсомольскинчи культура ҫуртне тӑвас ыйтупа чылай калаҫаҫҫӗ,  анчах та «пӑр» вырӑнтан тапранниех палӑрмасть-ха.  Культура ӗҫченӗсем ҫак тата ытти нумай ыйтӑва хускатрӗҫ.  Вӗсен сассисене влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем илтессе шанас килет.

х    х    х

Информаци кунӗн шайӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ,  Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Петр Краснов Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче 11-мӗш класра вӗренекенсемпе,  педагогсен коллективӗпе тӗл пулчӗ.  Асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗ Петр Степановичшӑн тӑванран та тӑван тесен те йӑнӑш пулмӗ,  мӗншӗн тесен кунта аслӑ классенче пӗлӳ илнӗ.  Вӑл каланӑ тӑрӑх,  халӗ те шкула,  ҫав вӑхӑтри интереслӗ самантсене,  юратнӑ учительсене ӑшшӑн аса илет.

П. С. Краснов хӑйӗн кун-ҫулӗ,  ҫемйипе карьери,  Патшалӑх Канашӗнче мӗнле ӗҫ туса пыни ҫинчен каласа пачӗ.  Аслӑ класра вӗренекенсем депутатӑн кунӗ епле иртнипе,  тӗрлӗ енлӗ ыйту нумай татса пама тивнипе тата харпӑр хӑй пурнӑҫӗ валли вӑхӑт юлни-юлманнипе кӑсӑкланчӗҫ.  Сумлӑ хӑна каланӑ тӑрӑх,  ӗҫ темӗнле нумай пулсан та,  ҫемье,  ача-пӑча,  ҫывӑх ҫынсем валли кирек хӑҫан та вӑхӑт тупмаллах.

Тӗлпулу регионти ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явма,  ҫамрӑк ӑрӑва хумхантаракан ыйтусен хуравӗсене тупма май пачӗ.

Аслӑ классенче вӗренекенсемпе ирттернӗ тӗлпулу вӗҫӗнче Петр Степанович ҫамрӑксене ҫапла ӑс пачӗ% «Яланах хӑвӑр пек пулма тӑрӑшӑр,  никама та ан евӗрлӗр.  Малашлӑх валли ҫирӗп тӗллевсем лартӑр,  вӗсене пурнӑҫа кӗртни питӗ хавхалантарать.  Паянхи кунпа пурӑнӑр,  малалла пӑхӑр,  иртнинчен мӗн усӑллине,  пахине илӗр».  

Ирина Соловьева директор тата унӑн вӗрентӳпе воспитани  енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Елена Свинина сумлӑ хӑнана шкул пурнӑҫӗпе,  ӗҫӗ-хӗлӗпе тӗплӗн паллаштарчӗҫ.  Пысӑк хуҫалӑхра ӗҫӗ те нумай ӗнтӗ.  Кунта 535 ача ӑс пухать.  Иртнӗ ҫул вӗренӳ заведенийӗн 1974 ҫулта тунӑ виҫӗ хутлӑ ҫуртӗнче капиталлӑ юсав ӗҫӗсем пычӗҫ,  ҫавна пула унӑн сӑн-сӑпачӗ лайӑх енне улшӑнчӗ.  Пур ҫӗрте те хитре,  ятуллӑ.  Тата акт залне ҫемҫе пукансем кирлӗ.  Ирина Алексеевнӑпа Елена Сергеевна математика вӗрентекен учительсемпе уйрӑмах йывӑр лару-тӑру пулнине палӑртрӗҫ,  ҫак предметниксем ҫитмеҫҫӗ.  Калаҫу кӑҫал 1-мӗш класа каякан ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен апрель уйӑхӗнче заявленисем йышӑнассине епле йӗркелесси тата ытти ыйтусем тавра та пычӗ.      

Ю. Гаврилов,  

Л. ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *