Шкулта та,  ялта та хисеплӗ ҫын

Учитель питӗ пархатарлӑ.  Шкул ачи мӗнле аталанасси,  пурнӑҫ ҫине епле куҫпа пӑхасси ытларах вӗрентекенрен килет.  Вӗренекенсен тавракурӑмне аталантарас тесен шкул программипе кӑна ӗҫлени ҫителӗксӗр.  Класс тулашӗнчи ӗҫсем питӗ пӗлтерӗшлӗ.  Хальхи вӑхӑтра ачасенче патриотизм туйӑмне аталантарасси пысӑк вырӑн йышӑнать.  Ҫак ӗҫе чунтан парӑннӑ учитель пирӗн округра сахал мар.

Эпӗ сире Хырхӗрри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулӗнче историпе обществознани,  тӑван ен культурин предмечӗсене вӗрентекен Галина Алексеевна Белкова ҫинчен каласа парасшӑн.

Галина Алексеевна Никонова (хӗр чухнехи хушамачӗ) Хырхӗрри ялӗнче кун ҫути курнӑ.  Ҫемьере вӑл нумай кӗтнӗ аслӑ ача пулнӑ.  Ҫавӑнпа та пулӗ ашшӗпе амӑшӗ ӑна пӗтӗм юратӑвне парнеленӗ.  Аслисен пилӗпе хӗрача ҫирӗп те хӑвӑрт аталаннӑ.  Галина шкулта питӗ лайӑх вӗреннӗ.  Тӑхӑр ҫул пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Комсомольски вӑтам шкулне ҫул тытнӑ.  Гальӑна Каҫалтан яла ҫӳреме автобус пулманни те хӑратман.  Район центрӗнчи шкулта вӗренни хӗрӗн тӗнчекурӑмне тата анлӑлатнӑ.

Шкулта вӗреннӗ чухнех пулас педагогӑн чунӗ ачасем патне туртӑннӑ.   Вӑтам пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑнах Галина Алексеевна Комсомольскинчи 2-мӗш номерлӗ ясли-садра воспитательте тӑрӑшнӑ.  Пӗчӗк шӑпӑрлансемпе ӗҫлени хӑйӗн пысӑк ӗмӗтне пурнӑҫлама пулӑшнине палӑртать вӗрентекен.  1985—1987 ҫулсенче  пике «Восток» колхозра секретарь-машинисткӑра ӗҫленӗ.  Анчах ҫав вӑхӑтра ӑна аслӑ пӗлӳ илес шухӑш канӑҫ паман.  Вара вӑл куҫӑмсӑр мелпе И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне историпе филологи факультетне вӗренме кӗнӗ.  1987 ҫулта Хырхӗрри шкулӗнче истори учителӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.  Тӑватӑ ҫултан алла аслӑ пӗлӳ ҫинчен диплом илнӗ,  паянхи кун та ҫак шкулта вӑй хурать.

  Галина Алексеевна ирттерекен уроксем яланлӑхах асра юлаҫҫӗ,  мӗншӗн тесен вӑл ҫӗнӗ технологисемпе анлӑ усӑ курать.  Паллӑ ҫынсен юбилейӗсем ҫывхараҫҫӗ-и,  ҫӗршывра,  республикӑра,  районта пӗр-пӗр пулӑм иртет-и — пултаруллӑ вӗрентекенӗн презентаци хатӗр те.  Информаципе коммуникаци технологийӗсен самани пуҫансан Галина Алексеевна чи малтан ҫак ӑсталӑха алла илчӗ,  ӗҫтешӗсене вӗрентсе пычӗ.  Ҫавӑн пекех вӑл историри паллӑ самантсем пирки питӗ тӗплӗ те кӑсӑклӑ каласа пама пултарать.  Ачасен патриотизм туйӑмне вӑйлатас,  право пӗлӗвне ӳстерес тесе вӗрентекен предмет эрнисем,  истори КВНӗсем тата интереслӗ ытти мероприятисем ирттерет,  проектсем тӑвас ӗҫе йӗркелет.  2017 ҫулта Хырхӗрри ялӗ ҫумӗнче иртнӗ археологи экспедицине шкул ачисене явӑҫтарма та мехел ҫитернӗ учитель.

Кашни ҫул районти вӗрентекенсем хушшинче методика ӑсталӑхне палӑртмалли конкурссем иртеҫҫӗ.  Галина Алексеевна ӗҫтешӗсене хӑйӗн паха опычӗпе паллаштарать,  яланах ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче.  Ҫакна тӗрлӗ ӑсталӑх лаҫҫисенче ҫӗнсе илнӗ грамотӑсем те ҫирӗплетеҫҫӗ.  Вӑл вӗрентекен ачасем вара — ҫултан-ҫул районти олимпиада,  наукӑпа практика конференцийӗсен ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсем.  Ҫапла,  хастар учитель ачасене наукӑпа тӗпчев ӗҫне те явӑҫтарать.  Кӑҫал та вӑл ертсе пынипе 9-мӗш класра вӗренекен Дима Федоровпа София Белкова районти наукӑпа практика конференцийӗнче истори секцийӗнче 1-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ.  Ӗҫтешӗсем унӑн ҫивӗч ӑсне тата анлӑ тавракурӑмне палӑртса,  хастар вӗрентекен пирки хисеплесе «Утса ҫӳрекен энциклопеди» теҫҫӗ.

Чылай ҫул ӗнтӗ Галина Алексеевна шкулта «Ҫамрӑк журналист» кружок ертсе пырать.  Ҫак кружок членӗсем «Шкул хыпарӗсем» хаҫат кӑларса тӑраҫҫӗ.  Ҫамрӑк корреспондентсем районти тата республикӑри конкурссене хутшӑнса малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ.  Галина Белкова хӑй те хаҫат-журналпа тачӑ ҫыхӑну тытать.  Унӑн статйисене час-часах «Каҫал ен» хаҫатра курма пулать.

Лара-тӑра пӗлмен учитель обществӑлла ӗҫре те хастар.  Хырхӗрри ял поселенийӗн депутатӗнче, суйлав участокӗн председателӗнче нумай ҫул тӑрӑшрӗ.  Ял халӑхӗ те Галина Алексеевнӑна хисеплет.

Г. А. Белкова мӑшӑрӗпе икӗ ача ҫитӗнтернӗ.  Хӗрӗпе ывӑлне тивӗҫлӗ воспитани парса аслӑ пӗлӳ илме пулӑшнӑ,  пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тӑратнӑ.

Пултаруллӑ учителӗн ӑсталӑхне тивӗҫлипе хакланӑ.  2008 ҫулта ӑна Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамотипе чысланӑ.   Районти вӗрентӳ управленийӗн,  Чӑваш Республикин Вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министерствин грамотисем те ҫакна ҫирӗплетеҫҫӗ.  Паянхи кун Галина Алексеевна Белкова — аслӑ категориллӗ учитель,  Раҫҫей Федерацийӗн воспитанипе ҫутӗҫ тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.  Мухтава тивӗҫлӗ вӗрентекене малашне те ӑнӑҫусем сунатпӑр.

                                 Ирина Степанова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *