Пятница, 26 апреля

Общество

Пулă тытса савăнчĕç

Пулă тытса савăнчĕç

Мартăн 8-мĕшĕнче Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи пĕвере пăр çинче пулă тытассипе районти ăмăрту иртрĕ. Ăна сунарçăсемпе пулăçсен районти обществин правленийĕ йĕркеленĕ. Мероприятие уçнă май, общество правленийĕн председателĕ В.А.Нямуков пулăçсен ăмăртăвĕ çакăн пек пысăк масштабпа пĕрремĕш хут иртнине, малашне ăна кашни çулах йĕркелесен аван пулмаллине палăртрĕ. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Е.Ефремов çак мероприятие Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче йĕркелени хĕрарăмсем валли хăйнеевĕр парне пулнине пĕлтерчĕ. Пуçтарăннисене районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Г.Ф.Волков та саламларĕ, ăнăçу сунчĕ. Конкурса районти тĕрлĕ ялсенчен 40 пулăç пуçтарăннă. Вĕсем хушшинче арçынсем çеç мар, хĕрарăмсем те, ачасем те пулчĕç. 10 сехетре ăмăртăва хутшăнакансем пăр çинче вырнаçса тухрĕç, пулă тытма пикенч
Маттур вылякансем çĕнтерчĕç

Маттур вылякансем çĕнтерчĕç

Мартăн 6-мĕшĕнче «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче Комсомольски районĕн Хисеплĕ гражданинĕ, Шурут-Нурăс ялĕнче çуралнă Владислав Ильин вице-адмирал парнисене çĕнсе илессишĕн хĕрсен волейбол командисем хушшинче турнир иртрĕ. Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова, «Кĕтне» ентешлĕхĕн представителĕ Владимир Михеев, Шурут вăтам шкулĕн директорĕ Николай Андреев тата «Кĕтне» ФСК директорĕ Евгений Тихонов ăмăртакансене те, курма килнисене те Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе телей, ăнăçу, ырлăх-сывлăх сунса саламларĕç. Ăмăртăва 11 команда хутшăнчĕ. Комсомольски районĕнчи шкулсен 10 команди тата асăннă ăмăртура пĕлтĕр 1-мĕш вырăн йышăннă Йĕпреç районĕн команди пултаруллă та ăста вылярĕç. Матчсем хĕрÿ тупăшупа палăрчĕç, кашни команда мала тухма ăнтăлчĕ. Йĕпреçрен килнĕ хĕрсем

Ĕçлеме вăйĕ — туйма чĕри пур

Ял хĕрарăмĕ... Вăл — хастар ĕçчен, кил хуçи арăмĕ, анне. Кил-çурт ăшшипе хăтлăхĕ, çемье телейĕ, хуçалăх çирĕплĕхĕ ытларах чухне хĕрарăмран килнине пурте пĕлетпĕр. Ял хĕрарăмĕ чаплă ят-сумшăн антăхмасть, хаклă парнесем кĕтмест — вăл ансат пурнăçпа пурăнма хăнăхман. Ялти хĕрарăмсем ытларахăшĕ ял хуçалăхĕнче вăй хураççĕ. Ирпе-ирех тăрса килти хуçалăхри ĕçсене пуçтарса, çемйине апат пĕçерсе çитерсе ĕçе васкаççĕ. «Урожай» колхозра 1993 çултанпа дояркăра вăй хуракан Галина Пыркинăпа редакцине килсен курнăçса калаçма май килчĕ манăн. Çăмăл мар ĕç те, пурнăçри йывăрлăхсем те, кулленхи чăрмавсем те чĕрине хытарман унăнне. Пĕрре курсах тахçанах палланă çын пек туйăнчĕ вăл мана. Кулса-шÿтлесе тăракан çынпа калаçу та çăмăл юхать иккен. Галина Шурут Нурăс ялĕнче çуралнă. Нинăпа Иван Ивановсен нумай а
30 çул – юратнă ĕçре

30 çул – юратнă ĕçре

Пултаруллă хĕрарăм, тăрăшуллă кил хуçи, кăмăллă вĕрентекен... Сăмахăм Тăманлă Выçли ялĕнче пурăнакан, пуçламăш классене пĕлÿ паракан Татьяна Анатольевна Полякова пирки. Татьяна Анатольевна мартăн 4-мĕшĕнче Тăманлă Выçлире пурăнакан йышлă çемьере кун çути курнă. Вăл çемьере 6-мĕш ача, чи кĕçĕнни пулнă. Çавна май амăшĕпе ашшĕсĕр пуçне пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем те утьăкка сиктерсе, юратса ÿстернĕ ăна. Ачалăхĕ, çамрăклăхĕ тантăшĕсеннинчен нимĕнпе те уйрăлса тăман унăн. Амăшĕпе ашшĕ çĕр ĕçченĕсем пулнă. Ачисене çуралнă кĕтесе хисеплеме, хаклама тата юратма вĕрентнĕ вĕсем. Татьяна мĕн пĕчĕкрен учитель профессине алла илсе ачасене пĕлÿ пама ĕмĕтленнĕ. Çавăнпа вăл ялти шкула пĕтерсен Канашри педучилищĕне çул тытнă. 1991 çулта педагогика училищинчен вĕренсе тухнă хĕр тăван шкула ĕçлеме килет. Пĕр к
Çурхи хĕвел пек ăшă кăмăл

Çурхи хĕвел пек ăшă кăмăл

Юлашки кунсенче хĕвел ăшшăнрах та ăшшăнрах шевлисене çĕр çине сапалани сисĕнме пуçларĕ. Сивĕ хĕл çуркуннене парăнас мар тесе темĕнле тăмансем вĕçтерсен те унăн кунĕсем шутлă юлнă — кунран-кун çуркуннен паллисем ытларах та ытларах вăй илеççĕ. Шăпах çакăн пек илемлĕ вăхăтра эпир этемлĕхĕн черчен пайне — аннесене, асанне-кукамайсене, аппа-йăмăксене, тус-тантăшсене уяв ячĕпе чи ырă сăмахсемпе саламлатпăр. Пирĕн паянхи хăна — çурхи хĕвел пек ăшă кăмăллă, çепĕç чунлă та сăпай педагог-ветеран — Роза Ибрагимова. Роза Дубовка ялĕнче лесникĕн туслă та пысăк çемйинче çут тĕнчене килнĕ. 3 ывăлпа 3 хĕртен вăл чи кĕçĕнни пулнă. Аван пурăннă çĕртенех çемьене инкек килсе çапнă — çемье пуçĕ пурнăçран уйрăлнă. Роза, 5 уйăх çеç тултарма ĕлкĕрнĕ пепке, ашшĕсĕр тăрса юлнă. Ибрагимовсем йывăрлăхсене пула Ахмет
Район аталанăвĕ – кашнин куçĕ умĕнче

Район аталанăвĕ – кашнин куçĕ умĕнче

Нумаях пулмасть районти культура çуртĕнче районăн социаллă тата экономикăлла аталанăвне пĕтĕмлетрĕç. Унта районти предприятисен, организацисемпе учрежденисен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем тата ыттисем те пуçтарăнчĕç. Мероприятие Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Юрий Попов хутшăнчĕç. Чи малтанах район пуçлăхĕ Ремис Мансуров мероприятие уçса сÿтсе явмалли тĕп ыйтусене палăртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов пĕлтĕр туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетсе доклад турĕ, малашнехи плансемпе, тĕп тĕллевсемпе паллаштарчĕ. 2020 çулта районăн пĕрлештернĕ бюджетне палăртнин 98 проценчĕ чухлĕ пурнăçланă, бюджетри укçа-тенке маларах палăр
«Каçал» Гран-прие тивĕçнĕ

«Каçал» Гран-прие тивĕçнĕ

Республикăра пултаруллă та маттур фольклор коллективĕсене палăртас тесе сахал мар фестиваль-конкурссем йĕркелеççĕ. Вĕсенчен пĕри — чăваш музыка инструменчĕсен «Шăпăр-кĕсле, ай, янра!» фестиваль — çак кунсенче Шупашкар хулинчи Трактор тăвакансен культура керменĕнче иртнĕ. Фестивальте районти «Каçал» халăх фольклор ансамблĕн ертÿçи Владимир Павлов шăхличпе выляса, Вячеслав Салаев сĕрме купăспа выляса пысăк ăсталăхпа палăрнă, лауреат ята тивĕçнĕ. Тукай ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсен ушкăнĕ, Тăманлă Выçлинчи «Илем» ача-пăча ансамблĕ те фестиваль лауреачĕсем пулса тăнă. Чи пĕлтерĕшлĕ хыпар вара — «Каçал» халăх фольклор ансамблĕ фестивалĕн «Йăла-йĕрке» номинацийĕнче çĕнтернĕ. Владимир Павлов ертсе пыракан ансамбль тĕп парнене — Гран-прие тивĕçнĕ. Çавăн пекех вĕсене чăваш халăх тумĕсене çĕлетт
Туслăх пытăр ĕмĕре

Туслăх пытăр ĕмĕре

Февраль уйăхĕнче Чăваш Республикин Наци библиотеки 150 çул тултарнине халалланă мероприятисен марафонĕ иртрĕ. Çавна май районти тĕп библиотекăн ĕçченĕсем Елчĕк районĕнчи тĕп библиотекăн вулаканĕсемпе «Талантсăр мар Каçал таврашĕ...» литературăпа музыка тĕпелĕ йĕркелерĕç. Унтан Елчĕк районĕн библиотека ĕçченĕсем районти вулакансемпе «Елчĕк çĕрĕн пултаруллă çыравçисем юмах тĕнчине йыхравлаççĕ» темăпа мероприяти ирттерчĕç. Мероприятисенче икĕ районти талантлă çынсен пултарулăхĕпе паллашма тата сăвăсем, юрăсем итлесе, спектакль курса киленме май пулчĕ. Валентина Боровковăпа Вера Горбунова библиотекарьсем Елчĕк районĕнчи тĕп библиотекăн ĕçченĕсемпе вулаканĕсене Каçал тăрăхĕнчи çыравçăсемпе поэтсен пурнăçĕсем çинчен кĕскен каласа пачĕç, вĕсен произведенийĕсемпе паллаштарчĕç тата чаплă ентешсен

Йывăр ĕçре тар тăкнă

Кăçалхи çула Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен строителĕсен ĕç паттăрлăхне халалланине кура Хырхĕрри тĕп шкулĕнче вĕренекен Диана Лепешкина, Есения Чернова тата Валерия Белкова Сăр хĕрринчи ĕçсене хутшăннă мăнкукамăшĕ çинчен информаци пуçтарнă. Анастасия Константиновна Захарова 1918 çулхи мартăн 6-мĕшĕнче Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче хресченсен нумай ачаллă çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Шкулта 4 класс вĕреннĕ. Мĕн пĕчĕкрен аслисене пулăшнă, колхозра ĕçленĕ. 1941 çулхи хăрушă пулăмсем çамрăк хĕрĕн пурнăçне йăлтах улăштарнă. Вăрçă пуçлансан арçынсем фронта тухса кайнă. Анастасийăн пĕртăванĕсене те вăрçа илсе кайнă. Унăн хăйĕн вара Сăр хĕрринче йывăр ĕçре тар тăкма тивнĕ. Колхозсенчен ушкăнăн-ушкăнăн çынсене пуçтарса окоп чавма янă. Анастасия Захарова та 1941 çулхи ноябрь уйăхĕнче çак йывăр ĕçе кÿ
Пиллĕкмĕш турнир районта иртрĕ

Пиллĕкмĕш турнир районта иртрĕ

Иртнĕ шăматкун, февралĕн 27-мĕшĕнче, «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексне волейбол вăййине кăмăллакансем пуçтарăнчĕç. Спортсменсем Комсомольски районĕн Хисеплĕ гражданинĕ, Шурут-Нурăс ялĕнче çуралнă Владислав Ильин вице-адмирал парнисене çĕнсе илессишĕн республикăра 5-мĕш хут йĕркелекен турнира хутшăнчĕç. Спорт ăмăртăвне килсе çитнисене район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осиов, Мускаври офицерсен «Сыны Отечества» обществăлла организацин председателĕн çумĕ Иван Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, «Кĕтне» ентешлĕх председателĕ Валери Туркай, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Борис Малов саламларĕç, турнирта ăнăçу сунчĕç. Кăçалхи ăмăртура ултă команда тупăшрĕ. Комсомольски, Канаш, Елчĕк, Патăрьел районĕ- сенчен килсе çит