Суббота, 20 апреля

Район аталанăвĕ – кашнин куçĕ умĕнче

Район аталанăвĕ – кашнин куçĕ умĕнче

Нумаях пулмасть районти культура çуртĕнче районăн социаллă тата экономикăлла аталанăвне пĕтĕмлетрĕç. Унта районти предприятисен, организацисемпе учрежденисен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем тата ыттисем те пуçтарăнчĕç. Мероприятие Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Юрий Попов хутшăнчĕç.
Чи малтанах район пуçлăхĕ Ремис Мансуров мероприятие уçса сÿтсе явмалли тĕп ыйтусене палăртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов пĕлтĕр туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетсе доклад турĕ, малашнехи плансемпе, тĕп тĕллевсемпе паллаштарчĕ.
2020 çулта районăн пĕрлештернĕ бюджетне палăртнин 98 проценчĕ чухлĕ пурнăçланă, бюджетри укçа-тенке маларах палăртнин 94 проценчĕ чухлĕ тăкакланă, çав шутра 56 процент — вĕренÿ, 11 процент — пĕтĕмĕшле патшалăх тăкакĕсем, 10 процент — культура, 9 процент — пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх, 8 процент — наци экономики, 4 процент — социаллă политика, 1 процент физкультурăпа спорт çине кайнă.
Вырăнти пуçарусемпе усă курса пĕлтĕр пурĕ 11 миллион ытла тенкĕлĕх 32 проект пурнăçа кĕртнĕ. Кăçал çакăн пек 34 проекта, пĕтĕмĕшле 9 миллиона яхăн тенкĕлĕх, пурнăçлама палăртнă.
Тĕп вырăнта — пулăшу мерисем
Социаллă пулăшу мерисемпе 2020 çулта районта пурăнакансен 39 проценчĕ усă курнă. 9390 çынна пурĕ 196 миллион ытла тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ лекнĕ. Ку виçĕмçулхи кăтартуран 84 миллион тенкĕ ытларах. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ачасене паракан тĕрлĕ пособисене 2973 çын илсе тăни паллă. Пурĕ пĕлтĕр çак пособисене 127 миллион тенкĕлĕх тÿленĕ. 2020 çултан пуçласа 3—7 çулсенчи ачасемшĕн пособи тÿлеме пикеннĕ. Пĕлтĕр ăна 913 çемьене 56 миллион тенкĕлĕх тÿ-ленĕ. Сахал тупăшлă 153 çемьене пурĕ 12 миллион тенкĕлĕх социаллă контракт урлă пулăшу кÿнĕ. Чăваш Республикин «Нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсем парасси» саккунĕпе килĕшÿллĕн пĕлтĕр 37 çемьене çĕр участокĕ уйăрса панă.
Çынсене пурăнмалли условисене лайăхлатма пулăшасси влаç органĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри шутланать. Анчах та районта тĕрлĕ социаллă ушкăнри граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси çивĕч ыйтусен шутне кĕрет. Черетре — 26 тăлăх ача, 8 нумай ачаллă çемье, 153 çамрăк çемье, яллă вырăнта ĕçлесе пурăнакан 54 çын. Пĕлтĕр пурĕ 7 çамрăк çемьене пурăнмалли условисене лайăхлатма сертификатсем панă. Ялта ĕçлесе пурăнакан 7 çын çурт-йĕр тума е туянма ятарлă социаллă пулăшăва тивĕçнĕ. Ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр тăрса юлнă 3 ачана хваттерсемпе тивĕçтернĕ.
Пĕлтĕр çăмăллăхлă ял ипотекин программи ĕçлеме пуçланă. Çак кредитпа усă курса ялта çурт лартма е туянма пулать. 2020 çулта çак пулăшупа 27 çын усă курнă.
Тăрăшсан тирпей-илем пулать
Района хăтлăлатма 2020 çулта пурĕ 27 миллион тенкĕ тăкакланă. «Хăтлă хула хутлăхĕ тăвасси» программăпа килĕшÿллĕн Комсомольски ялĕн центрĕнчи кану вырăнне 6 миллиона яхăн тенкĕлĕх хăтлăлатнă. Çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсен 3 картишне тирпей-илем кĕртнĕ, 3 çĕрте çĕнĕ тротуар сарнă. Çак ĕçсем çине 21 миллион ытла тенкĕ тăкакланă.
Капиталлă юсав программипе килĕшÿллĕн пĕлтĕр Антонов микрорайонĕнчи 12-мĕш çуртăн тăррине тĕпрен юсанă, çак микрорайонти 7-мĕш çуртра хваттерсене электричествăпа, сивĕ шывпа тивĕçтерекен тытăмсене тата канализаци тытăмне çĕнетнĕ. Пурĕ 3 миллиона яхăн тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçланă.
Тăваттăмĕш çул ĕнтĕ çулсене юсамалли муниципалитет программи пурнăçа кĕрсе пырать. Унпа килĕшÿллĕн 2020 çулта район шайĕнчи тата ял тăрăхĕсен çулĕсене 21 миллион ытла тенкĕлĕх юсанă. Районти çулсене тивĕçлĕ шайра тытса тăрасси çине 15 миллион ытла тенкĕ тăкакланă.
Вĕренÿ те тимлĕх ыйтать
Паянхи кун тĕлне районта пурĕ 18 шкул ĕçлет, вĕсенче 2694 ача пĕлÿ илет. Шкул çулне çитменнисен вĕренÿ учрежденийĕсем пурĕ — 4. Вĕсене 897 ача çÿрет. Çавăн пекех районта 3 хушма вĕренÿ учрежденийĕ ĕçлет. Вĕсенче 1716 ача хăйсен пултарулăхне ÿстерет.
Пĕлтĕр вĕренÿ тытăмне аталантарма районта 357 миллион тенкĕ уйăрнă. Çак укçапа усă курса Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулне, «Рябинушка» ача садне, Хырай Ĕнел вăтам, Александровка тата Чĕчкен тĕп шкулĕсенчи спортзалсене тĕпрен юсанă, Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулĕ валли тĕрлĕ хатĕрсем туяннă, юсав ĕçĕсем ирттернĕ.
2020-2021 вĕренÿ çулĕнче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче кадет класĕ уçăлнă. Çапла халĕ районта пурĕ çакăн пек 5 класс ĕçлет. Çак шкултах Цифра тата гуманитари профилĕсемлĕ центр — «Ÿсĕм вырăнĕ» ĕçлеме пуçланă. Çывăх вăхăтра тата 4 шкулта çакăн йышши центрсем уçма планлаççĕ.
Александр Осипов хăйĕн докладĕнче шкулсенче çамрăк педагогсем çителĕксĕрри çинчен те каларĕ. Пĕлтĕр çак сферăра 6 çамрăк специалист ĕçе пикеннĕ. Вĕсене кашни уйăхра район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине тÿлесе тăраççĕ.
Ял хуçалăхĕ
Пирĕн район экономикин тĕп отраслĕсенчен пĕри ял хуçалăхĕ шутланать. Сĕт суса илесси, тырă, çĕрулми, пахча çимĕç çитĕнтересси пирĕн-шĕн яланах пысăк вырăнта пулнă.
Фермерсене пулăшас тĕллевлĕ федераллă проектпа килĕшÿллĕн пĕлтĕр тин ĕçе пикенекен пĕр фермера 3 миллион ытла тенкĕлĕх «Агростартап» грант панă. Çемье фермисене аталантарма 2 фермер грантсене тивĕçнĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, пĕлтĕр пĕтĕм хуçалăхсенчи мăйракаллă шултра выльăхăн шучĕ 3 процент ÿснĕ, çав шутра ĕнесем 500 пуç ытла нумайланнă. Сĕт суса илесси 10 процента яхăн ÿснĕ.
Тĕштырă туса илесси ÿснĕ, 46 пин тоннăпа танлашнă, унăн вăтам тухăçлăхĕ — кашни гектартан 31,6 центнер. Çĕрулми пурĕ 22 пин тонна ытла пуçтарса кĕртнĕ, вăтам тухăç — кашни гектартан 286,8 центнер. Районти ял хуçалăх организацийĕсем, пурте тенĕ пекех, патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă. Вăл, пĕтĕмĕшле илсен, 85 миллион ытла тенкĕпе танлашнă.
Александр Николаевич доклада пĕтĕмлетсе кăçал тумалли ĕçсемпе паллаштарчĕ, района малалла аталантарас тесен кашнин çанă тавăрса вăй хумалли çинчен аса илтерчĕ.
ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пирĕн районăн кăтартăвĕсене ытти районсенчисемпе танлаштарса çитменлĕхсемпе лайăх енсене палăртрĕ, хăш енсем çине ытларах тимлĕх уйăрмалли, кÿршĕ районсенчен юлас мар тесен мĕн тумалли çинчен каларĕ, патшалăх паракан пулăшупа активлăн усă курса çĕнĕ ĕçсене пикенме, пуçаруллăрах пулма сĕнчĕ.
Мероприяти вăхăтĕнче чи пултаруллă ĕçченсене тата ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕсене чысларĕç, çамрăк çемьесене пурăнмалли условисене ла- йăхлатма май паракан свидетельствăсем пачĕç.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *