«Каçал» Гран-прие тивĕçнĕ

«Каçал» Гран-прие тивĕçнĕ

Республикăра пултаруллă та маттур фольклор коллективĕсене палăртас тесе сахал мар фестиваль-конкурссем йĕркелеççĕ. Вĕсенчен пĕри — чăваш музыка инструменчĕсен «Шăпăр-кĕсле, ай, янра!» фестиваль — çак кунсенче Шупашкар хулинчи Трактор тăвакансен культура керменĕнче иртнĕ.
Фестивальте районти «Каçал» халăх фольклор ансамблĕн ертÿçи Владимир Павлов шăхличпе выляса, Вячеслав Салаев сĕрме купăспа выляса пысăк ăсталăхпа палăрнă, лауреат ята тивĕçнĕ. Тукай ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсен ушкăнĕ, Тăманлă Выçлинчи «Илем» ача-пăча ансамблĕ те фестиваль лауреачĕсем пулса тăнă.
Чи пĕлтерĕшлĕ хыпар вара — «Каçал» халăх фольклор ансамблĕ фестивалĕн «Йăла-йĕрке» номинацийĕнче çĕнтернĕ. Владимир Павлов ертсе пыракан ансамбль тĕп парнене — Гран-прие тивĕçнĕ. Çавăн пекех вĕсене чăваш халăх тумĕсене çĕлеттерме 100 пин тенкĕлĕх сертификат парса чысланă. Гран-прие тивĕçнĕ коллективăн Мускав хулинче республика чысне хÿтĕлемелле пулать. Палăртса хăварни вырăнлă пулĕ — «Каçал» халăх фольклор ансамблĕ йăла йĕркене упраса хăварас, чăваш халăх инструменчĕсемпе ытларах выляс, ĕлĕкхи юрăсене ытларах шăрантарас тĕлĕшпе нумай ĕç пурнăçлать. Çакă, паллах, чи малтан Владимир Павлов ертÿçĕрен тата ансамбле çÿрекен кашни çынран килет. Паянхи куна ансамбльте 30 ытла çын чун киленĕçне тупнă, ваттисем те, çамрăксем те юрра-ташша ăста.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *