Вторник, 23 апреля

30 çул – юратнă ĕçре

30 çул – юратнă ĕçре

Пултаруллă хĕрарăм, тăрăшуллă кил хуçи, кăмăллă вĕрентекен… Сăмахăм Тăманлă Выçли ялĕнче пурăнакан, пуçламăш классене пĕлÿ паракан Татьяна Анатольевна Полякова пирки.
Татьяна Анатольевна мартăн 4-мĕшĕнче Тăманлă Выçлире пурăнакан йышлă çемьере кун çути курнă. Вăл çемьере 6-мĕш ача, чи кĕçĕнни пулнă. Çавна май амăшĕпе ашшĕсĕр пуçне пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем те утьăкка сиктерсе, юратса ÿстернĕ ăна. Ачалăхĕ, çамрăклăхĕ тантăшĕсеннинчен нимĕнпе те уйрăлса тăман унăн. Амăшĕпе ашшĕ çĕр ĕçченĕсем пулнă. Ачисене çуралнă кĕтесе хисеплеме, хаклама тата юратма вĕрентнĕ вĕсем.
Татьяна мĕн пĕчĕкрен учитель профессине алла илсе ачасене пĕлÿ пама ĕмĕтленнĕ. Çавăнпа вăл ялти шкула пĕтерсен Канашри педучилищĕне çул тытнă.
1991 çулта педагогика училищинчен вĕренсе тухнă хĕр тăван шкула ĕçлеме килет. Пĕр класра вĕреннĕ Николай Поляковпа пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Çамрăк мăшăр çĕнĕ çурт лартать, хуралтăсем çавăрать. Телейлĕ çемьере икĕ хĕр çут тĕнчене килет.
30 çул такăрлатать ĕнтĕ вăл шкул сукмакне. Татьяна Анатольевна кашни урока пĕлсе йĕркелет, ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарма тăрăшать. Пĕчĕк шăпăрлансене чĕлхене, пурнăçа юратма, упрама, тĕрĕс утăмсем тума вĕрентет. Пĕтĕм вăй-халне юратнă ĕçне парать. Татьяна Анатольевна пĕлÿ тĕнчипе пуçласа паллаштарнă ачасем халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ.
— Маншăн пысăк чыс — вĕренекенсен тав сăмахĕ. Чылай çул иртсен те вĕсем тав туни чĕрене ăшăтать, малашне хавхаланса ĕçлеме вăй парать, — тет вĕрентекен.
Пĕр-пĕр ăсталăхпа палăрнă çын çинчен калаçнă чухне «Çак çынра Турă пани пур», — теççĕ халăхра. Татьяна Анатольевна çинчен те «Чăн-чăн вĕрентекен пулма çуралнă вăл», — тесе калас килет.
— Вĕренÿ ĕçĕнче чунтан парăннă çын пулмалла, унсăрăн ачасене тарăн пĕлÿ параймăн, — тет педагог.
Пурнăç утăмĕсенчен юлмасть Татьяна Анатольевна, яланах ачасемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕ- семпе пулма тăрăшать. Час-часах тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелет.
Татьяна Анатольевна чылай çул ĕнтĕ шкулти профсоюз комитетне ертсе пырать. Спортпа та ачаранах туслă вăл. Уйрăмах волейбол вăййине кăмăллать. Шкул команди районти ăмăртусенче чылай чухне малти вырăнсене йышăнать. Паллах, кунта коллектив туслă пулни те питĕ пĕлтерĕшлĕ.
— Пирĕн коллективра пĕр-пĕрне яланах ăнланма пĕлеççĕ. Кирлĕ вăхăтра ĕçпе те, сĕнÿ-канашпа та пулăшаççĕ, — тет Татьяна Анатольевна.
Вăл ялти обществăлла ĕçсене те активлă хутшăнать. Час-часах ăна ялти тата районти культура çурчĕсен сценисем çинче курма пулать.
Çак йĕркесене вуласан Татьяна Александровнăн пурнăçĕ хĕвел çути пек йăлтăртатса тăнăн туйăнать. Çук çав, шăпа тени вăл тĕлĕнмелле çулпа илсе çÿрет. «Пурнăç пĕр тикĕс килмест», — тесе ахальтен каламан халăхра. Пурнăçра терт-нушине те, телейне те, тĕрлĕ пăтăрмахсене те курма тивет-çке.
Шел пулин те, инкек тени Поляковсен çемйинчен те пăрăнса иртмест. Çемье пуçĕ йывăр чире пула 36 çултах ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупать. Çамрăк хĕрарăм мăшăрсăр, ачасем аттесĕр, кил-çурт тĕрексĕр тăрса юлаççĕ.Тарăн чĕре суранĕ нихăçан та сипленмĕ. Татьяна Анатольевна кил-çурт вучахне упраса, пурнăç тĕллевне çухатмасăр, хуçалăха çирĕп тытса пырать. Икĕ хĕрне аслă пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани парса анлă пурнăç çулĕ çине кăларать.
Хальхи вăхăтра Татьяна Анатольевнăн хĕрĕсем аякра пурăнаççĕ. Апла пулин те тăван киле амăшне пулăшма час-часах килсе çÿреççĕ. Поляковсен кил-çурчĕпе хуралтăсенче тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать. Уйрăмах çуллахи вăхăтра илемлĕ чечексем куçа илĕртеççĕ.
— Йывăрлăхсене парăнтарма ачасемпе тăвансем, юлташсемпе кÿршĕ-аршăсем вăй-хăват параççĕ. Пурнăç çулĕ çăмăл мар пулсан та хыçалалла çавăрăнса пăхас килмест, малаллах утасчĕ.
Татьяна Александровна, сирĕн çулăр яланах çутă та такăр, ĕçĕрсем хăвăршăн та, халăхшăн та пĕлтерĕшлĕ пулччăр. «И мĕн пуян? — Сывлăх пуян», — тенĕ поэт. Çут тĕнчепе, ачасемпе, пурнăçланă ĕçсемпе киленсе пурăнма сунатпăр сире.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *