Ĕçлеме вăйĕ — туйма чĕри пур

Ял хĕрарăмĕ… Вăл — хастар ĕçчен, кил хуçи арăмĕ, анне. Кил-çурт ăшшипе хăтлăхĕ, çемье телейĕ, хуçалăх çирĕплĕхĕ ытларах чухне хĕрарăмран килнине пурте пĕлетпĕр. Ял хĕрарăмĕ чаплă ят-сумшăн антăхмасть, хаклă парнесем кĕтмест — вăл ансат пурнăçпа пурăнма хăнăхман. Ялти хĕрарăмсем ытларахăшĕ ял хуçалăхĕнче вăй хураççĕ. Ирпе-ирех тăрса килти хуçалăхри ĕçсене пуçтарса, çемйине апат пĕçерсе çитерсе ĕçе васкаççĕ.
«Урожай» колхозра 1993 çултанпа дояркăра вăй хуракан Галина Пыркинăпа редакцине килсен курнăçса калаçма май килчĕ манăн. Çăмăл мар ĕç те, пурнăçри йывăрлăхсем те, кулленхи чăрмавсем те чĕрине хытарман унăнне. Пĕрре курсах тахçанах палланă çын пек туйăнчĕ вăл мана. Кулса-шÿтлесе тăракан çынпа калаçу та çăмăл юхать иккен.
Галина Шурут Нурăс ялĕнче çуралнă. Нинăпа Иван Ивановсен нумай ачаллă çемйинче çи- тĕннĕ вăл. Çемьере пилĕк ача — 2 хĕр те 3 ывăл туслă, килĕштерсе выляса, ашшĕ-амăшне пулăшса ÿснĕ. Ашшĕ колхозра тĕрлĕ ĕç тăваканра, амăшĕ дояркăра тăрăшнă.
Доярка ĕçĕн яваплăхĕ пысăккине хĕр ача мĕн пĕчĕкренех туйса ÿснĕ. Ачаллах вăй-хал ĕçĕпе пиçĕхсе çитĕннĕ çын çеç фермăра тăрăшма пултарать. Кунта ĕçлеме çирĕп сывлăх, чăтăмлăх, вăй сахал мар кирлĕ. Галина шкултан вĕренсе тухсан хулана кайма шутламан. Чунĕ тăван колхоз ферми еннех туртнă ăна. Ача чухне амăшне пĕрмаях пулăшма çÿренĕскере ĕçе хăнăхма та йывăрах пулман.
Хăть мĕнле ахăр çил-тăманлă е çапса çăвакан çумăрлă çанталăкра та фермăна вăхăтра çитме васкать Галина. Чĕлхесĕр янаварсене кун сиктерсе, эрнерен-эрнене çеç кайса пăхма ниепле те май çук. Вĕсем кашни кунах хăйсене апат паракан, сăвакан, ачашласа лăпкакан дояркăсене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
— Хăрамалла мар. Хĕрарăмăн, уйрăмах ялта пурăнсан, нумай ĕçе хăнăхмалла тата майне пĕлсе ĕçлемелле. Эпĕ хам дояркăра ĕçленипе мăнаçланатăп. Урăх ĕç сĕнес пулсан та хам сăвакан ĕнесене, пĕр тăвансем пек килĕштерсе ĕçлекен ĕçтешсене пăрахса каймастăп, — тет Галина.
Пурнăçĕнчи чи телейлĕ кунне аса илме ыйтсан ачисене ик- сĕлми юратăвне, ачашлăхне парса ÿстернĕ хĕрарăм: «Эпĕ кашни кунпа савăнса пурăнатăп. Манăн юратнă çывăх çыннăмсем — ачасем, мăшăрăм, тăванăмсем, тус-юлташсем пур. Эпĕ телейлĕ — ирпе вăранатăп, ĕçлеме вăйăм пур, туйма чĕрем пур», — терĕ.
С.ЕФИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *