Пятница, 26 апреля

Пулă тытса савăнчĕç

Пулă тытса савăнчĕç

Мартăн 8-мĕшĕнче Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи пĕвере пăр çинче пулă тытассипе районти ăмăрту иртрĕ. Ăна сунарçăсемпе пулăçсен районти обществин правленийĕ йĕркеленĕ.
Мероприятие уçнă май, общество правленийĕн председателĕ В.А.Нямуков пулăçсен ăмăртăвĕ çакăн пек пысăк масштабпа пĕрремĕш хут иртнине, малашне ăна кашни çулах йĕркелесен аван пулмаллине палăртрĕ. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Е.Ефремов çак мероприятие Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче йĕркелени хĕрарăмсем валли хăйнеевĕр парне пулнине пĕлтерчĕ. Пуçтарăннисене районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Г.Ф.Волков та саламларĕ, ăнăçу сунчĕ.
Конкурса районти тĕрлĕ ялсенчен 40 пулăç пуçтарăннă. Вĕсем хушшинче арçынсем çеç мар, хĕрарăмсем те, ачасем те пулчĕç. 10 сехетре ăмăртăва хутшăнакансем пăр çинче вырнаçса тухрĕç, пулă тытма пикенчĕç. Тĕп судья пулма сунарçăсен районти обществин канашĕн членне Г.Н.Крылова суйларĕç. Судьясем ăмăртăва сăнаса тăчĕç, кам мĕн чухлĕ пулă тытнине палăртса пычĕç. Тепĕр икĕ сехетрен тупăшăва пĕтĕмлетсе кам чи ăнăçлă пулăç пулнине пĕтĕмлетрĕç.
И.П.Соколов пĕтĕмĕшле 3 килограмм пулă тытса ăмăртăвăн чемпионĕ пулса тăчĕ. Вăлах чи пысăк пулла туртса кăларчĕ. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене А.В.Алексеевпа А.П.Смирнов пайларĕç. «Чи çамрăк пулăçă» ята С.С.Леонтьев, «Чи аслă пулăçă» ята Н.А.Афанасьев тивĕçрĕç. Чи пĕчĕк пулла Е.А.Пермякова тытрĕ. В.В.Орехов вакăсем касассинче хăйĕн ăсталăхне кăтартрĕ. Çемье командисем хушшинче Порфирьевсем мала тухрĕç.
Чи пĕлтерĕшли вара — кам мĕн чухлĕ пулă тытнинче мар, çынсем уçă сывлăшра пĕрле пуçтарăнса каннинче, тахçанах курман паллакансене тĕл пулса калаçнинче. Хăшĕ-пĕрисем çемйипех пĕве хĕррине килнине, çамрăксем те ăмăртăва хутшăнма васканине палăртма вара уйрăмах кăмăллă.
В.ВАСИЛЬЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *