Общество

Паттăр пулса çуралмаççĕ, паттăр пулса тăраççĕ

Паттăр пулса çуралмаççĕ, паттăр пулса тăраççĕ

Вăрçă пулнă, вăрçă иртнĕ, Çапăçу хирĕнче шăп. Анчах çĕршывра, шăплăхра Вăрçă çинчен халапсем пыраççĕ. Паттăрлăх вăл — çын чун-чĕре ыйтнипе, хăйне шеллемесĕр, пурнăçне хĕрхенмесĕр, ытти çынсемшĕн тăрăшса паттăр ĕç туни. Никам та герой пулса çуралмасть, çын хăйĕн ĕçĕсемпе герой ятне çĕнсе илет. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче пирĕн халăх Тăван çĕршыва хÿтĕлеме çĕкленнĕ. Çынсем йывăрлăх умĕнче хăраса ÿкмен, чăтăмлăх кăтартнă, паттăр ĕçсем тунă. Çак статьяра паттăр салтакпа — 1918 çулта Эткер ялĕнче çут тĕнчене килнĕ Сергей Прокопьевич Галкинпа — паллаштарасшăн. 1938 çулта Сергейĕн Мускав хулинчи Бауман районĕнчи çар комиссариатĕнчен Хĕрлĕ Çара кайма ят тухнă. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсене Галкин хĕрлĕармеец Хĕвеланăç фронтĕнче кĕтсе илнĕ. 1942 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа Брянск, Бело
Путешествие по Комсомольскому району

Путешествие по Комсомольскому району

Ежегодно в нашей стране проводится Всемирный день родного языка. В этот день в центральной библиотеке Сыктывдинского района Республики Коми жители райцентра собрались, чтобы познакомиться с историей развития Республики Чувашия, знаменитостями этой земли, происхождением чувашского языка. Инициатором этого мероприятия стал председатель национально-культурной автономии чувашей «Сеспель» в Республике Коми журналист, писатель и краевед Александр Сугоров. Александр Борисович детство и юность провел в с. Корезино. В 1966 году окончил Комсомольскую среднюю школу, впоследствии — филологический факультет Коми государственного педагогического института. Работал в школе, в целом посвятил себя журналистике. Он был заместителем редактора районной газеты, заведующим отделом областных молодежной и партий
Эх, Çăварни-Çăварни, катăк çатма икерчи!

Эх, Çăварни-Çăварни, катăк çатма икерчи!

Иртнĕ вырсарникун Тукай ялĕнче пурăнакансем хаваслă лару-тăрура Çăварни уявне ирттерчĕç. Ăна «Шăпчăксем» фольклор ушкăнĕн пултаруллă хĕр ачисемпе арçын ачисем пуçларĕç. Сывлăх, телей, пÿрт тулли ача-пăча, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, мирлĕ пурнăç сунса тĕрлĕ сăвăсем каларĕç те… эх, тытăнчĕç вара пурте юрра-ташша! «Шурăмпуç» фольклор ушкăнĕн купăсçи Александр Степанов еплерех ташлаттарчĕ! «Автан çапăçăвĕ», «Çĕтĕк çăпата» вăйăсене вылярĕ халăх. Пухăннисем вĕрен туртса ăмăртрĕç. Ку тупăшура, паллах, арçынсем çĕнтерчĕç. «Автан çапăçăвĕнче» Владимир Мартынов пурне те парăнтарчĕ. «Çĕтĕк çăпата» ывăтассипе Денис Чернов чи маттурри пулчĕ. Çĕнтерÿçе Даниил Портнов çамрăк тÿре палăртрĕ. Ăмăртусенчи чи вăйлă хастарсем парнесене тивĕçрĕç. Катаччи те чупрĕç çав кун. Эх, еплерех савăнать халăх! Пурин п
Бассейн ĕçлет

Бассейн ĕçлет

Районти «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнчи бассейнра чылай вăхăт хушши юсав ĕçĕсем ирттерчĕç. Çакă шывра ишме юратакансемшĕн чăннипех те чăрмав пулчĕ. — Юсав ĕçĕсене вĕçленĕ, юсаса çĕнетнĕ бассейнра ишсе киленме аван. Çавна май район çыннисене сывлăха çирĕплетме бассейна килсе кĕме чĕнсе калатăп. Район центрĕнче пурăнакансемшĕн бассейна çÿреме çăмăлрах. Ялсенче пурăнакансемшĕн вара килсе каясси кансĕр пулсассăн, вĕсене физкультурăпа спорт комплексне йышпа килме ыйтатпăр. Тĕслĕхрен, ялсенче пĕр вăхăтра йышпа пуçтарăнса килес кăмăл пуррисене транспортпа тивĕçтерме те май пур. Микроавтобус пырса илĕ тата каялла вырăна çитерĕ, — пĕлтерчĕ «Кĕтне» ФСК директорĕ Евгений Тихонов. Ыйтса пĕлмелли телефон: 8/83539/ 5-12-99. Н.МЕДВЕДЕВА.  
Уголовное дело направлено в суд

Уголовное дело направлено в суд

Прокуратурой района утверждено обвинительное заключение по уголовному делу в отношении 24-летнего жителя Липецкой области: обманувшего жительницу Комсомольского района в социальной сети «ВКонтакте». Предварительным расследованием установлено, что обвиняемый 9 ноября 2019 года, путем подбора логина и пароля взломал страницу в социальной сети «ВКонтакте» жительницы Комсомольского района и, заблокировав ее с целью исключения доступа к ней пользователя, от ее имени написал сообщение одной из знакомых пользователя с просьбой о перечислении денег на покупку в интернет-магазине. Получив ответное сообщение об отсутствии денежных средств: попросил данные банковской карты, после чего, знакомая пользователя страницы социальной сети передала ему данные банковской карты своей матери, со счета которой
«Гигант» çĕнтернĕ

«Гигант» çĕнтернĕ

Спортпа туслисем, футболла выляма кăмăллакансем 2020 çулхи ноябрь уйăхĕнченех мини-футбол турнирне хутшăнса тупăшрĕç. Район шайĕнче йĕркеленĕ ăмăртăва 14 команда хутшăннă. Вăйăсем чăннипех те хĕрÿ иртрĕç. Çак кунсенче вара турнир çĕнтерÿçисене палăртрĕç. Ăста тата харсăр выляса Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн «Гигант» команди пĕрремĕш вырăна алăран вĕçертмен. Иккĕмĕш вырăнта — Патăрьелсем, виççĕмĕш вырăнта «Тимерчеево» команда. «Чи лайăх вратарь» ята Алексей Цветков, «Чи ăста хÿтĕлевçĕ» ята Сергей Никитин , «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята Динар Гайнуллов, «Чи лайăх ассистент» ята Максим Сорокин тивĕçнĕ. Турнирăн «Чи ăста выляканĕ» ята «Гигант» командăра вылякан Анатолий Кольцов çĕнсе илнĕ.  
Хоккейла вылянă

Хоккейла вылянă

Мартăн 14-мĕшĕнче Комсомольскинчи «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче тутарсен Чăваш Республикинчи наципе культура автономийĕн председателĕнче, Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулĕн директорĕнче нумай çул вăй хунă Ф.А.Гибатдинов ячĕпе хоккей турнирĕ иртнĕ. Ăна тутарсен Чăваш Республикинчи наципе культура автономийĕн председателĕ Х.А.Сафиуллин, Урмаел вăтам шкулĕн директорĕ Ф.Х.Камалдинов тата «Кĕтне» ФСК директорĕ Е.А.Тихонов йĕркеленĕ. Турнирта 4 команда тупăшнă. Пĕтĕмлетÿсем тăрăх, районти ветерансен команди çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Иккĕмĕш вырăнта — Урмаел вăтам шкулĕн команди, виççĕмĕш вырăнта — Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн команди. Тукай Мишер вăтам шкулĕн команди — 4-мĕш вырăнта. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Кубоксемпе, медальсемпе тата Хисеп грамотисемпе наградăланă. Н.КАЛАШ
Армрестлингра –малтисем

Армрестлингра –малтисем

Мартăн 13-мĕшĕнче пирĕн район спортсменĕсем республика шайĕнчи армрестлинг ăмăртăвне хутшăннă. Вăл Шупашкарта В.Ярды ячĕллĕ Олимп резервĕсен спорт шкулĕнче иртнĕ. Пирĕн районăн пĕрлештернĕ командинче тĕрлĕ шкулсенчи чи ăста спортсменсем ăмăртнă. Кашниех хăйĕн пултарулăхне туллин кăтартса пама тăрăшнă. Пĕтĕмлетнĕ кăтартусем тăрăх, Н.Сахров тренер ертсе пыракан район команди пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарма пултарнă. Уйрăм первенствăра та пирĕн спортсменсем район чысне çÿле çĕкленĕ. Константин Алякин /Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ/, Резил Гибатдинов /Урмаел вăтам шкулĕ/, Мария Смирнова /Шурут вăтам шкулĕ/ хăйсен йывăрăш категорийĕсенче 1-мĕш вырăн йышăннă. Раиль Зейдуков, Надир Гибатдинов /Урмаел вăтам шкулĕ/, Риназ Багаутдинов /Тукай Мишер вăтам шкулĕ/ иккĕмĕш вырăна тухнă.  

Тĕррисем илемлĕ, кĕписем килĕшÿллĕ, тухйисем капăр

Çак кунсенче районти «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕнче «Тĕлĕнмелли çумрах» алă ĕçĕсен выставки уçăлчĕ. Куравра Комсомольскинче пурăнакан, мĕн ачаран алла йĕппе çип тытса тĕрлеме вĕреннĕ, паянхи кун та йĕппе çипе алăран яман Вера Николаевна Макарован тĕлĕнмелле ĕçĕсемпе паллашма пулать. Зала кĕрсессĕн чăннипех те асамлăх тĕнчине лекнĕн туятăн хăвна. Маçтăрăн пĕтĕм алă ĕçне килĕшÿллĕ вырнаçтарнă. Тĕрлĕ тĕслĕ çиппе усă курса ăсталанă алшăллисем, сăмса тутрисем, минтер пичĕсем, алăк каррисем, Турă умĕн каррисем, тутăрсем, саппунсем, илемлĕ чечексем, кайăксем, йывăçсем — пĕтĕмпех илĕртÿллĕ. Тĕрлĕ çиппе тĕрленисем çеç мар, вĕтĕ шăрçапа ăсталанăскерсем те пур кунта. Вера Николаевна тĕрлеме çеç мар, тухья, хушпу, масмак, тевет ăсталама та маçтăр. Чă-ваш кĕписемпе саппунĕсене, тутрисене илемлĕ тĕ
Сыхланни хамăршăн

Сыхланни хамăршăн

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов районти оперативлă штабăн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Унта район территорийĕнче коронавирус инфекцийĕпе кĕрешес ыйтăва пăхса тухнă. Ларура районти эпидемиологи, çынсене вакцинаци тăвас ĕçри лару-тăрăва тата инфекци сарăлассине хирĕç кĕрешекен мобильлĕ ушкăнсен ĕç-хĕлне сÿтсе явнă. Александр Осипов чир сарăласран сыхланмалли мерăсене пăхăнас тĕллевпе районти мобильлĕ ушкăнсен активлă пулмаллине асăрхаттарнă. Районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Николай Васильев пĕлтернĕ тăрăх, сыватмăша пурĕ 600 ытла доза вакцина илсе килнĕ. Паянхи куна 400 яхăн çынна — чи малтан çынсемпе ытларах хутшăнса ĕçлекенсене — прививка тунă. Палăртса хăваратпăр, коронавирусран асăрханас текенсене пурне те вакцинаци тăваççĕ. Прививка тăвас тесессĕн поликлиникăна каймалла, е «