Пятница, 26 апреля

Çурхи хĕвел пек ăшă кăмăл

Çурхи хĕвел пек ăшă кăмăл

Юлашки кунсенче хĕвел ăшшăнрах та ăшшăнрах шевлисене çĕр çине сапалани сисĕнме пуçларĕ. Сивĕ хĕл çуркуннене парăнас мар тесе темĕнле тăмансем вĕçтерсен те унăн кунĕсем шутлă юлнă — кунран-кун çуркуннен паллисем ытларах та ытларах вăй илеççĕ. Шăпах çакăн пек илемлĕ вăхăтра эпир этемлĕхĕн черчен пайне — аннесене, асанне-кукамайсене, аппа-йăмăксене, тус-тантăшсене уяв ячĕпе чи ырă сăмахсемпе саламлатпăр. Пирĕн паянхи хăна — çурхи хĕвел пек ăшă кăмăллă, çепĕç чунлă та сăпай педагог-ветеран — Роза Ибрагимова.
Роза Дубовка ялĕнче лесникĕн туслă та пысăк çемйинче çут тĕнчене килнĕ. 3 ывăлпа 3 хĕртен вăл чи кĕçĕнни пулнă. Аван пурăннă çĕртенех çемьене инкек килсе çапнă — çемье пуçĕ пурнăçран уйрăлнă. Роза, 5 уйăх çеç тултарма ĕлкĕрнĕ пепке, ашшĕсĕр тăрса юлнă. Ибрагимовсем йывăрлăхсене пула Ахмет ялне куçса килнĕ, çакăнтах хĕрача шкула çÿреме пуçланă. Ялти шкулта 4 класс пĕтернĕ хыççăн вăл Александровка тĕп шкулĕнче ăс пухнă, унтан Комсомольскинче вăтам пĕлÿ илнĕ.
— Эпĕ мĕн пĕчĕкрен учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Ас тăватăп-ха, тус-тантăшсемпе пуçтарăнаттăмăр та шкулла выляттăмăр. Пиччепе унăн мăшăрĕ вĕрентекенсем пулни те манăн ĕмĕте çирĕплетрĕç — педагогика еннеллех чун туртăнчĕ, — аса илет Роза Кадыровна.
Математика тата физика предмечĕсен учителĕ пулма ĕмĕтленекен çамрăк хĕр Шупашкара çул тытнă, анчах та вĕренме кĕме унăн 1 балл çитеймен. Апла пулин те, пултаруллă та тăрăшуллăскере Урмаел шкулне кĕçĕн классене вĕрентме ĕçе илнĕ. Шăпах унта вăл хăйĕн пулас мăшăрĕпе — çамрăк лаборантпа паллашнă. Роза Кадыровна тепĕр икĕ çултан ĕмĕтне пурнăçласа Чăваш патшалăх педагогика институтне физикăпа математика факультетне вĕренме кĕме пултарнах. Алла диплом илнĕ хыççăн вăл пĕр хушă Тукай Мишер шкулĕнче, унтан каллех Урмаел вăтам шкулĕнче вăй хунă. 1983 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ачасене пĕлÿ панă. Педагогикăри ĕç стажĕ — 39 çул.
— Учитель профессийĕ хăшĕсене çăмăл пек туйăнать пуль, анчах та ку пĕрре те апла мар. Вĕрентекенĕн ĕçĕ йывăр, яваплă, тĕрлĕ енлĕ. Унăн хăйĕн предметне алăри пилĕк пÿрнене пĕлнĕ пек пĕлни çеç çителĕксĕр, ăна ачасене ăнлантарса пама пултармалла, кашни ача патне çул тупма пĕлмелле, ашшĕ-амăшĕпе килĕштерсе ĕçлемелле. Çапах та мана çĕнĕрен çамрăклăха тавăрса тепĕр хут професси суйлама ыйтсан, эпĕ учитель ĕçнех суйласа илĕттĕмччĕ, — уçать шухăшне Роза Кадыровна.
Ĕçре çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвакан педагог çемье валли те вăхăт тупсах тăнă. Мăшăрĕпе вĕсем ывăлпа хĕре кун çути парнелесе тивĕçлĕ воспитани панă, аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Халĕ ĕнтĕ вĕсем хăйсем те ача-пăчаллă пулнă, ура çинче çирĕп тăраççĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *