Пятница, 26 апреля

Туслăх пытăр ĕмĕре

Туслăх пытăр ĕмĕре

Февраль уйăхĕнче Чăваш Республикин Наци библиотеки 150 çул тултарнине халалланă мероприятисен марафонĕ иртрĕ. Çавна май районти тĕп библиотекăн ĕçченĕсем Елчĕк районĕнчи тĕп библиотекăн вулаканĕсемпе «Талантсăр мар Каçал таврашĕ…» литературăпа музыка тĕпелĕ йĕркелерĕç. Унтан Елчĕк районĕн библиотека ĕçченĕсем районти вулакансемпе «Елчĕк çĕрĕн пултаруллă çыравçисем юмах тĕнчине йыхравлаççĕ» темăпа мероприяти ирттерчĕç.
Мероприятисенче икĕ районти талантлă çынсен пултарулăхĕпе паллашма тата сăвăсем, юрăсем итлесе, спектакль курса киленме май пулчĕ.
Валентина Боровковăпа Вера Горбунова библиотекарьсем Елчĕк районĕнчи тĕп библиотекăн ĕçченĕсемпе вулаканĕсене Каçал тăрăхĕнчи çыравçăсемпе поэтсен пурнăçĕсем çинчен кĕскен каласа пачĕç, вĕсен произведенийĕсемпе паллаштарчĕç тата чаплă ентешсене халалласа викторина ирттерчĕç.
Каçал ен нумай литература ĕçченне пултарулăх çулĕ çине кăларнă. Вĕсем — Куçма Турхан, Хĕветĕр Агивер, Лаврентий Таллеров, Денис Гордеев çыравçăсем, чăваш халăх поэчĕ Валерий Туркай, сăмах маçтăрĕ-сем Николай Патман, Геннадий Максимов, Виталий Шемекеев, Гурий Чаржов, Геннадий Уткин, Иван Михайлов тата ыттсем те.
Пирĕн хушăра пурăнакан талантлă çынсен пултарулăхĕпе те паллашма май пулчĕ мероприятире. Сăвăсен тăватă сборникĕн авторĕ Мария Каçалсем юрату, анне, тавралăх илемĕ çинчен çырнă сăввисене чуна тивмелле вуларĕ.
Руфина Смирнова сăввине те, кĕввине чĕре витĕр кăларса хăй çырнă юррисене юрласа тĕл пулăва килнисен чунĕсене хускатрĕ. Унăн нумай юррине чăваш эстрадин çăлтăрĕсем халăх умне кăлараççĕ.
Талантлă композитор Георгий Перьев анне çинчен юрланă юрра мероприятине хутшăнакансем киленсе итлерĕç. Георгий Митрофанович юррисем тĕрлĕ конкурссенче çĕнтернĕ. Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем пултаруллă композиторăн «Çарран ачалăх» тата «Тăванăма» юрăсене шăрантарчĕç.
Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕ пултарулăх çыннисем Анатолий Тимофеев, Николай Алексеев тата Иван Иноходов пуçтарăннисене хăйсем çинчен каласа пачĕç, тĕп библиотекăна кĕнекесем парнелерĕç.
Елчĕк библиотекарĕсем талантлă авторсен пултарулăхĕпе кĕске каласа, электронлă презентаци кăтартса тата кĕнекесен выставкине йĕркелесе паллаштарчĕç. Елчĕк енре вăй илнĕ çыравçăсемпе сăвăçăсен — Е.Нарпин, Г.Волковăн, В.Николаевăн, Б. Борленăн, А.Миллинăн — юмахĕсемпе калавĕсене ачасем те, мăннисем те кăсăкланса вулаççĕ. Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи библиотекарьсемпе культура ĕçченĕсем «Морозко» вырăс халăх юмахне çĕнĕлле тетрализацилесе выляса кăтартрĕç. Юрий Петухов /Кашкăр/ поэт-композитор, нумай хитсен авторĕ хăй хайланă юрăсене юрларĕ.
Инна Ядрова, тĕп библиотека директорĕ:
«Марафон вăхăтĕнче йĕркеленĕ мероприятисем пурин кăмăлне каймалла иртрĕç. Пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашни вулакансемшĕн те, библиотека ĕçченĕсемшĕн те паха тата усăллă пулчĕ тесе шутлатăп. Эпир пĕр-пĕринпе тĕл пулса ĕçри вăрттăнлăхсене сÿтсе яврăмăр, çĕннине пĕлтĕмĕр, пуян опытпа паллашрăмăр. Вулавăш ĕçченĕсем кулленхи тата обществăлла ĕçре хастар, пултаруллă та маттур пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕç».
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *