Пятница, 26 апреля

Пиллĕкмĕш турнир районта иртрĕ

Пиллĕкмĕш турнир районта иртрĕ

Иртнĕ шăматкун, февралĕн 27-мĕшĕнче, «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексне волейбол вăййине кăмăллакансем пуçтарăнчĕç. Спортсменсем Комсомольски районĕн Хисеплĕ гражданинĕ, Шурут-Нурăс ялĕнче çуралнă Владислав Ильин вице-адмирал парнисене çĕнсе илессишĕн республикăра 5-мĕш хут йĕркелекен турнира хутшăнчĕç.
Спорт ăмăртăвне килсе çитнисене район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осиов, Мускаври офицерсен «Сыны Отечества» обществăлла организацин председателĕн çумĕ Иван Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, «Кĕтне» ентешлĕх председателĕ Валери Туркай, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Борис Малов саламларĕç, турнирта ăнăçу сунчĕç.
Кăçалхи ăмăртура ултă команда тупăшрĕ. Комсомольски, Канаш, Елчĕк, Патăрьел районĕ- сенчен килсе çитнĕ каччăсем мала тухма ăнтăлчĕç. Вăйă чăннипех те хĕрÿ иртрĕ, вылякансем — ăста, хавхалантаракансем — чылайăн. Апла пулин те Патăрьелĕнчен килнĕ спортсменсем ăстарах та вăр-вартарах пулчĕç. Вĕсем пĕрремĕш вырăна алăран вĕçертмерĕç, иккĕмĕш вырăнта — Комсомольски районĕн команди, виççĕмĕшсем Канашсем пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсене Кубоксемпе, Хисеп грамотисемпе, медальсемпе, парнесемпе чысларĕç.
Çулсерен республикăра йĕркелекен турнир çÿллĕ шайра иртнине палăртса хăвармалла. Куракансем Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн кадет класĕнче вĕренекенсем бал ташшине илемлĕ ташланине, арçын ачасем автомата хăвăрт салатса пуçтарнине хаклама пултарчĕç. Çавăн пекех волонтерсем те спорт ăмăртăвĕнчен айккинче юлмарĕç. Вĕренÿ, культура сферинче тăрăшакансем те хастарлăхпа палăрчĕç. Пĕрле тăрăшса ĕçлени мероприятие кирлĕ пек йĕркелеме май парать те.

С.ВИШНЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *