Суббота, 20 апреля

Йывăр ĕçре тар тăкнă

Кăçалхи çула Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен строителĕсен ĕç паттăрлăхне халалланине кура Хырхĕрри тĕп шкулĕнче вĕренекен Диана Лепешкина, Есения Чернова тата Валерия Белкова Сăр хĕрринчи ĕçсене хутшăннă мăнкукамăшĕ çинчен информаци пуçтарнă.
Анастасия Константиновна Захарова 1918 çулхи мартăн 6-мĕшĕнче Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче хресченсен нумай ачаллă çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Шкулта 4 класс вĕреннĕ. Мĕн пĕчĕкрен аслисене пулăшнă, колхозра ĕçленĕ. 1941 çулхи хăрушă пулăмсем çамрăк хĕрĕн пурнăçне йăлтах улăштарнă. Вăрçă пуçлансан арçынсем фронта тухса кайнă. Анастасийăн пĕртăванĕсене те вăрçа илсе кайнă. Унăн хăйĕн вара Сăр хĕрринче йывăр ĕçре тар тăкма тивнĕ. Колхозсенчен ушкăнăн-ушкăнăн çынсене пуçтарса окоп чавма янă. Анастасия Захарова та 1941 çулхи ноябрь уйăхĕнче çак йывăр ĕçе кÿлĕннĕ.
Çак вăхăтсем унăн асĕнче ĕмĕрлĕх сыхланса юлнă. «Пĕррехинче пирĕн пĕренесене пĕр-пĕ-ринпе çыхса ăсталанă сулăсемпе юханшыв урлă каçмаллаччĕ. Манпа пĕрле сулă çине нумай çын вырнаçнăччĕ. Юханшыв варрине çитсен пирĕн çине пысăкрах кимĕ пырса тăрăнчĕ. Пĕренесем пĕр-пĕринчен уйрăлса кайрĕç — эпир путма пуçларăмăр», — аса илсе каласа панă тă- ванĕсене ĕç ветеранĕ. Йывăр атăсемпе йĕпе фуфайка Анастасийăна шыв тĕпнелле туртнă. Черчен хĕр, пĕчĕк чухнех ишме вĕреннĕскер, вилес мар тесе пĕтĕм чун хавалĕпе тапаланнă. Çыран хĕрнелле ишнĕ май вăл пĕр пĕренерен çакланма пултарнă. Кăштахран вĕсене çăлма кимĕпе килнĕ, Анастасийăна та кимĕ çине хăпарма пулăшнă. А.Захарова шывра палланă тутăр асăрхаса пĕр ялти хĕре çăлма васканă. Кимĕ çинчисем Анастасийăна хăйне та антарса хăварассипе хăратсан та вăл çав хĕре шывран туртса кăларнă-кăларнах. Хĕр ăна кайран мĕн пурнăç тăршшĕпех тав туса пурăннă. Çав кун юханшывра нумай çын путса вилнĕ. Каярах çеç чĕрĕ юлнисем çамрăк хуралçă: «Çак юханшыв çинче мĕн те пулин пулас пулсан эпĕ чĕрĕ юлас çук, эпĕ ишме пĕлместĕп», — тенине аса илнĕ. Вăл хăйĕн вилĕмне туйнă пекех çак сăмахсене каланă. А. Захарован фуфайки, аттисем, çăкăр татăкĕ, апатланмалли котелокĕ — йăлтах юханшыв тĕпне юлнă.
Пурăнма бараксенче пурăннă. Апат-çимĕç енчен йывăр пулнă, кашни кун пăтăпа пĕр татăк çăкăр панă. Сивĕ пулнине кура япаласем хăш чухне ирччен те типмен, вĕсене çаплипех тăхăнма тивнĕ. Питĕ йывăр пулсан та çамрăк ĕçченсем пуç усман.
Сăр тăрăхĕнчен ĕçлесе таврăнсан Анастасия Захаровăна вăрман касма янă. Унтан вăл 60 çула çитичченех колхозра тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă. Сăр хĕрринче йывăр ĕçленисем, паллах, пĕр йĕрсĕр иртмен, Анастасия Константиновнăн сывлăхне сиен кÿнĕ. Çавăн пекех вăл мĕн виличченех выçлăх пуласран хăраса пурăннă. «Хĕлле валли шăтăка ытларах çĕрулми хурар, выльăх валли те нумайрах апат пултăр. Хĕл тăршшĕпе темĕн те пулма пултарать», — тенĕ яланах вăрçă витĕр тухнă кинемей. Çăкăр уншăн ылтăнпа тан пулнă.
Анастасия Захарова пĕртен-пĕр хĕрĕн Верăн çемйипе пурăннă, 5 мăнукне пăхма пулăшнă, питĕ пурнăçа юратнă. Вăл 88 çул тултарса 2006 çулта çĕре кĕнĕ.
Л.БЕЛКОВА,
Хырхĕрри тĕп шкулĕн вожатăйĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *