Культура

Выставка-форум уяв кунӗсенче те ӗҫленӗ

ВДНХра  иртекен «Россия» выставка-форум уявсемпе ҫыхӑннӑ  канмалли кунсенче те ӗҫлеме чарӑнман. Вӑл кунсенче Чӑваш Республикипе Вӗрентӳ министерстви паллаштарнӑ. Эрне тӑршшӗпех тӗрлӗ мастер-классем, интерактивлӑ вӑйӑсем, викторинӑсем тата министерство лотерейи пынӑ. «Чӑваш чӗлхи» тата «Чӑваш культури» курссенче вӗренмелли сертификатсен вылявӗ иртнӗ. Раҫҫейри «Знание» обществӑн «Лига лекторов» конкурс ҫӗнтерӳҫи Ольга Андерсон ҫӗнӗ хыпарсенче усӑ куракан тӗрлӗ  фейксем  пирки каласа панӑ. Сергей ятлӑ робот хӑнасене алӑ парса кӗтсе илнӗ. «Память» стенд вӑрҫӑра вилнӗ салтаксене шырас, вӗсем мӗнле ҫарта, званипе пулнине палӑртас тӗллевпе шыравҫӑсем усӑ куракан меслетсемпе паллаштарнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студентки хӑнасен портречӗсене ӳкернӗ чух

Ҫӗнӗ ҫул умӗн  — парне

Элпуҫ ялӗнче 2021 ҫулта музей уҫрӗҫ. Вӑл «Дружба» колхоза нумай ҫул ертсе пынӑ С.А.Алиуллов ячӗпе хисепленсе тӑрать. Музей ку тӑрӑхри ялсен аталанӑвӗ, унта пурӑннӑ ҫынсен пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа паракан экспонатсемпе кулленех пуянланса пырать. Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Дружба» колхозра ӗмӗрӗпе ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ Е.М.Леонтьева хӑйӗн хастарлӑхӗ пе пултарулӑхӗшӗн тивӗҫнӗ правительство наградисене музея парнелерӗ. Елена Митрофановна пӗчӗклех колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ,  тивӗҫлӗ канӑва тухсан та 74 ҫула ҫитичченех пӗрлешӳллӗ хуҫалӑх ӗҫне хутшӑннӑ. Хӑйӗн ӗмӗрӗнче вӑл нумай парнепе Хисеп грамотисене, медальсемпе паллӑсене тивӗҫнӗ. «1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн», «Ӗҫре палӑрнӑшӑн», «Ӗҫ ветеранӗ» медальсем, «1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑр
Культура тытӑмӗ тухӑҫлӑн аталанать

Культура тытӑмӗ тухӑҫлӑн аталанать

«Культура отраслӗ 2023 ҫулта хӑйӗн аталанӑвне малалла тӑсрӗ. Ялсенче культурӑна аталантарасси ҫине уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр. Чӑваш Республикин муниципаллӑ пӗрлешӗвӗсенче культура ҫурчӗсен, клубсен, музейсен, ачасен искусство шкулӗсен тата культурӑн ытти объекчӗсен строительстви, реконструкцийӗ, юсавӗ пурнӑҫланать. Кӑҫал эпир республика тата федераллӑ программӑсемпе килӗшӳллӗн клубсем тӑвассине малалла тӑсрӑмӑр. 44 культура объектӗнче, 20 муниципаллӑ округра тата республика пӗлтерӗшӗллӗ 5 хулара ӗҫсем пычӗҫ», — каласа панӑ ЧР культура министрӗ Светлана Каликова. «Культура» наци проекчӗ ялсенчи культурӑна аталантарма, культура хутлӑхне упрама, ҫӗнӗ обществӑлла вырӑнсем тума пулӑшать. Ку проектпа килӗшӳллӗн пирӗн муниципаллӑ округри тӗп   библиотекӑна та модернизациленӗ. «Комсомо

Кашниех асамҫӑ пулаять

Хӗл мучипе Юр пикене ку вӑхӑтра кашни ачах кӗтет. Ҫывхаракан уява кӗҫӗннисем уйрӑмах чӑтӑмсӑррӑн кӗтсе тӑраҫҫӗ, вӗсене ҫав кунсенче асамлӑ ӗҫ пуласси иккӗлентермест. Юмахри ырӑ та асамлӑ сӑнарсем чӑн пурнӑҫра та тӗл пулаҫҫӗ. Кашни ҫынах асамҫӑ пулма пултарать. Юнашар пурӑнакан, ӗҫлекен ҫынна ырӑ сӑмах каласа йӑпатма, йӑл култарма пултартӑн пулсан, эсӗ те Хӗл мучирен пӗртте кая мар. Шкул ачисен «Пӗрремӗшсем» юхӑмӗ ачасене асамҫӑ пулма хӑнӑхтарать. Ачасем хӑйсен аллипе тӗрлӗ тетте, парне ӑсталаҫҫӗ. Парнесене вара аслисене ҫитерсе параҫҫӗ. Пӗтӗм халӑх уяв сӗтелӗ хушшине ларнӑ каҫ  Ҫӗнӗ ҫула ӗҫ вырӑнӗнче кӗтсе илекенсем те пуррине  пӗлеҫҫӗ вӗсем. Пурте килте каннӑ чух тухтӑрсем, полици ӗҫченӗсем, йывӑрлӑха лекнисене пулӑшакансем, ҫар ҫыннисем, хуралҫӑсем, ытти ӗҫченсем кирек мӗнл

Пӗччен – пыл ҫиме, йышпа ӗҫ тума аван

Николай Андреев, Хырхӗрри культура ҫурчӗн заведующийӗ, Хурнай ялӗн старости: — Пирӗн тӑрӑхри халӑх ӗҫре те хастар, юрӑ-ташӑра та пултаруллӑ. Акӑ, Хырхӗрринчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Палан» фольклор ансамбльнех илер. Унта юрӑҫсем территори уйрӑмне кӗрекен кашни ялтан тенӗ пекех ҫӳреҫҫӗ. Ҫак маттур йышпа эпир хамӑр тӑрӑхра, округра иртекен культура мероприятийӗсенчен пӗринчен те юлмастпӑр. Уявсенче пӗрмаях концертсем йӗркелетпӗр. Вырма тапхӑрӗнче агитбригадӑпа  йӗтемсене, хирсене ҫитетпӗр, илемлӗ юрӑ-кӗвӗ тӑван тавралӑха саланать вара.  Кунсӑр пуҫне, ытти ҫӗре те тухса ҫӳретпӗр. Акӑ, кӑҫал Йӗпреҫ округӗнчи Ишек, Ҫӗнӗ Выҫли ялӗсене ҫитсе унти ҫынсене хамӑр пултарулӑхпа паллаштартӑмӑр. Вӗсем пирӗн ушкӑна хапӑлласах йышӑнчӗҫ, тата  пырса ҫӳреме ыйтрӗҫ. Аслӑ ӳсӗмрисем кӑна мар, а
Анастасия Мазурова – куракансем кӑмӑлланӑ пике

Анастасия Мазурова – куракансем кӑмӑлланӑ пике

Иртнӗ канмалли кунсенче Шупашкар хулинче «Раҫҫей чӑваш пики — 2023» конкурс пулчӗ, унта 18 хӗр хутшӑнчӗ. Комсомольски округӗн чысне Анастасия Мазурова хӳтӗлерӗ (хатӗрлекенӗ — Йӑлмахва культура ҫурчӗн пултарулӑх  ертӳҫи Руфина Смирнова).  Ҫӑмӑл мар ӑмӑртура «Раҫҫей чӑваш пики — 2023» ята Тутарстан хӗрӗ Юлия Еремеева тивӗҫрӗ. Конкурсра «Чӑваш пики», «Вице-чӑваш пики» тата 5 номинаци пулчӗ. Анастасия «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» сумлӑ номинацире ҫӗнтерчӗ. Вӑл пур енӗпе те питӗ пултаруллӑ пулчӗ: чӑваш апат-ҫимӗҫӗ ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ, хӑйӗнпе паллаштарчӗ (визитка), ыйтусене хуравланӑ чух та, творчество конкурсӗнче те хӑйне лайӑх енчен кӑна кӑтартрӗ. Маттур хӗрӗн амӑшӗ, Ирина Ивановна Смирнова, Йӑлмахва ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Халӗ тӑван ялта Настьӑн кукамӑшӗпе кукашшӗ тата тӑ
«Ялти пӗрремӗш каччӑ»

«Ялти пӗрремӗш каччӑ»

Комсомольскинчи культура ҫуртне иртнӗ эрнекун халӑх йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Кунта «Ялти пӗрремӗш каччӑ» конкурс иртнӗ. Ҫак ята тивӗҫес тесе округри ялсенчи 9 каччӑ тупӑшма кӑмӑл тунӑ. Ҫамрӑксен виҫӗ енпе пултарулӑхне кӑтартса пама тивнӗ. Чи малтанах  вӗсем хӑйсемпе паллаштарнӑ. Ун хыҫҫӑн «Киногерой или мистер икс» тата «Зажги вместе с нами» конкурссенче  палӑрмалла пулнӑ. Каччӑсен конкурсри пахалӑхне жюри,  «Молодая гвардия» пӗрлешӗвӗн вырӑнти уйрӑмӗн ертӳҫи Василий Кокарев, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен канашҫи Ольга Григорьева, культура пайӗн ертсе пыракан специалист-эксперчӗ Мария Кокорева, Комсомольски культура ҫурчӗн режиссерӗ Марина Волкова хакланӑ. Конкурсра хӑйне пур енчен те лайӑх енчен кӑтартса Кӗҫӗн Ҫӗрпӳ-елӗнчи Александр Ильин «Ялти пӗрремӗш ка
Куравра курса тӗлӗнмелли нумай

Куравра курса тӗлӗнмелли нумай

Мускавра халӑхсем хушшинчи «Раҫҫей» курав малалла пырать. Пирӗн республикӑн стендӗнче Чӑваш Ен ҫинчен чылай интересли пӗлме, сывлӑха тӗрӗслеттерме тата сертификатсем, путевкӑсем выляса илме пулать. Декабрӗн 5-мӗшӗнче куравра Республика стоматологи поликлиникин экспозицийӗ уҫӑлнӑ. Унта хӑнасем шӑлӗсене тӗрӗслеттерме, хӑйсем те стоматологсем пулса интраораллӑ сканерпа ӗҫлесе пӑхма пултарнӑ. Чи ӑнӑҫуллисем шӑлсене сиплеме  60 пин тенкӗлӗх тата шӑлсене шуратма сертификатсем выляса илнӗ.   ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин экспозицине Раҫҫейри архитекторсен союзӗн Президенчӗ Николай Шумаков ҫитсе курнӑ. «ВДНХ-на Чӑваш Ен стендне курассишӗн килтӗм, мӗншӗн тесен эпӗ Чӑваш Ене, Шупашкара юрататӑп. Пӗрре мар унта пулнӑ. Эпӗ унта пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ «Мускав — Хусан» магистралӗн во
Смотр-конкурса Тукайсем малалла тӑсрӗҫ

Смотр-конкурса Тукайсем малалла тӑсрӗҫ

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, Комсомольски районне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ май смотр-конкурс пуҫланнине вулакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Шӑпа янӑ тӑрӑх, чи малтан Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗ ҫак мероприятие уҫрӗ. Вӗсенчен эстафетӑна Тукай территори уйрӑмӗн художество пултарулӑх коллективӗсем йышӑнчӗҫ. Смотр-конкурса хатӗрленсе Ҫӗнӗ Мӑратри культура ҫурчӗн фойинче пир-авӑртан ҫӗленӗ япаласенчен, наци костюмӗсенчен курав йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех тӑван кӗтес ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесемпе 1950 ҫулсенчен пуҫласа паянхи кунччен историпе ҫыхӑннӑ сӑнӳкерчӗксене те ҫынсене курса хаклама стендсем ҫине тирпейлӗ вырнаҫтарса тухнӑ.  Тукай территори уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑвакан Светлана Кондратьева ялсен историйӗпе, аталанӑвӗпе паллаштарнӑ. Кунсӑр пуҫне пуҫаруллӑ бюджет программип
Тӗрлӗ ӳсӗмрисем сцена ҫине тухрӗҫ

Тӗрлӗ ӳсӗмрисем сцена ҫине тухрӗҫ

Декабрӗн 12-мӗшӗнче Аслӑ Чурачӑк культура ҫуртӗнче «Ача-пӑча сасси» конкурс-фестиваль кӑҫал  10-мӗш хут иртрӗ. Ӑна Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне халалланӑ. Мӗн пӗчӗкрен ачасене илемлӗ юрӑ-ташӑ тӗнчине илсе кӗрес, халӑх йӑли-йӗркине сыхласа хӑварса ӑна малалла аталантарас тӗлӗшпе ҫакӑн евӗр конкурссем, фестивальсем ирттерни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫакӑ пӗчӗк артистсене тӗрлӗ коллективсенчи тантӑшӗсен пултарулӑхӗпе паллашма, хак- лама май парать. «Ача-пӑча сасси» фестиваль-конкурса тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем хутшӑнчӗҫ. Аслӑ Чурачӑк, Тукай Мишер вӑтам шкулӗсем ҫумӗнчи пӗчӗккисен кӗске вӑхӑтлӑх ушкӑнӗсенчи, Урмаелӗнчи «Лейсан», Комсомольскинчи «Радуга» ача садне ҫӳрекенсем сцена ҫине тухсан вӗсене куракансем уйрӑмах хапӑлласа йышӑнчӗҫ, алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ. Комсомольскинчи искусствӑсен шкулӗ