Воскресенье, 28 апреля

Ҫӗнӗ ҫул умӗн  — парне

Элпуҫ ялӗнче 2021 ҫулта музей уҫрӗҫ. Вӑл «Дружба» колхоза нумай ҫул ертсе пынӑ С.А.Алиуллов ячӗпе хисепленсе тӑрать. Музей ку тӑрӑхри ялсен аталанӑвӗ, унта пурӑннӑ ҫынсен пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа паракан экспонатсемпе кулленех пуянланса пырать.

Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Дружба» колхозра ӗмӗрӗпе ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ Е.М.Леонтьева хӑйӗн хастарлӑхӗ пе пултарулӑхӗшӗн тивӗҫнӗ правительство наградисене музея парнелерӗ. Елена Митрофановна пӗчӗклех колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ,  тивӗҫлӗ канӑва тухсан та 74 ҫула ҫитичченех пӗрлешӳллӗ хуҫалӑх ӗҫне хутшӑннӑ. Хӑйӗн ӗмӗрӗнче вӑл нумай парнепе Хисеп грамотисене, медальсемпе паллӑсене тивӗҫнӗ. «1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн», «Ӗҫре палӑрнӑшӑн», «Ӗҫ ветеранӗ» медальсем, «1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра  Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 60, 65, 70, 75 ҫул ҫитнӗренпе» юбилей медалӗсем, 1976, 1979 ҫулсенчи  «Социализмла ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫи», «Вуннӑмӑш пилӗкҫуллӑх ударникӗ» паллӑсем тата ытти наградӑсем музейра хисеплӗ вырӑнта упранӗҫ. Вӗсемпе ҫитӗнекен ӑру ҫулсем иртсен те интересленсех паллашӗ.

Культура ӗҫченӗсем Елена Митрофановнӑна экспонатсемшӗн тав тунӑ, хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ парнеленӗ.

Наталья Павлова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *